Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Мĕнле хăятăр?! Сирĕлĕр кунтан! — çухарашрĕ Муравьев.
— Гражданин, лăпланăр, нервăсене упрăр!.. Эсир чĕннипе хăпарман эп кунта, эсир хушнипе анас та çук!
Муравьев чĕлхине çухатрĕ.. Мĕнле-ха капла, ăна нихçан хирĕç тăманччĕ, кирек ăçти трибуна çинче те хай асличчĕ! Кунта, акă, таçтан килсе тухнă çамрăк ăна хур кӳрет.
Çакна асăрхаса, вулăсри земски управа председателĕ Гришăна тапанма хăтланчĕ. Çавăнтах халăх шавласа кайрĕ:
— Муравьев йышши этемсен халапне пайтах илтнĕ эпир! Ĕнтĕ эсир калăр.
— Юлташсем! — трибуна çинчисене ним вырăнне те хуманла хăюллăн чĕнчĕ Гриша. — Хăвăрах илтрĕр, гражданин Муравьев сире каторгăна янă арăмĕнчен паян кунчченех сас-хура çук терĕ. Халь эпĕ çав çухалнă хĕрарăма, Надежда Прохоровнăна, сăмах паратăп!
Муравьев трибуна тавралла сăнаса пăхрĕ те Натюша асăрхарĕ. Тем сиксе тухсан та, кăна кĕтменччĕ вăл. Арăмĕ пулнă çын ăна сивлесси паллах. Унăн парăнасси килмест. Ĕçсем чиперех ăнса пыратчĕç-çке, кирек ăçта та хисепчĕ. Уесри пысăк вырăна ларасси те инçех марччĕ. Апла Натюша калаçма ирĕк памалла мар.
— Спиридон Васильевич! — хыттăн чĕнчĕ вăл управа председательне. — Мĕншĕн йĕркене лăсатăр? Мĕншĕн çул-пырана сӳпĕлтетме ирĕк паратăр? Резолюци йышăнтарăр та митинга хупăр!
Председатель тем каласшăнччĕ — трибуна çине парма ĕлкĕрнĕ Натюш çивĕччĕн тавăрса хучĕ:
— Гражданин Муравьев, кăлăхах тăрăшатăр, сăмах парассипе памасси сиртен килмест! Е халăх шавланине илтмерĕр-и? — терĕ те карлăк умне пычĕ.
Натюш ятне асăнсанах халăх хумханса кайрĕ. Атăлкассипе Çимел хушши çирĕм çухрăм ытла пулин те, ун ятне илтнисем ку енче те сахал мар. Кам ырă сунман-ши ăна! Çав хĕрарăм сас-хурасăр çухалнă тени суя иккен. Вăл куç умĕнчех ав: улача кĕпе тăхăннă, пуçне шур тутăр çыхнă. Уринче пир тăлапа çăпата.
— Юлташсем!.. — халăх шăп тăнипе хуллен чĕнчĕ Натюш. — Хăшпĕр этемсем суйнине халиччен те куркаланă, упăшка пулнă çын пек намăса пĕлмесĕр суякана вара тĕл пулман. Илтрĕр пулĕ, такам сутнипе тĕрмене лекнĕ терĕ ман пирки, сутаканĕ шăпах хăй пулнине шарламарĕ.
Муравьев тӳсеймерĕ, кăшкăрса ячĕ:
— Юлташсем, ку хĕрарăм чĕлхинче пĕр тӳрĕ сăмах çук. Эпĕ ăна пуçĕпех палламастăп. Вăл ман çинчен элек сарма кĕрĕшсе килнĕ çын!
Муравьева хисеплекенсем те шавласа кайрĕç:
— Чăнах, кам вăл? Мĕн пирки хамăр çынна хур кӳртерес?
— Халăх, лăпланăр! — уçă сассипе кăшкăрчĕ Гриша. — Калаçакан çынна пӳлесси киревсĕр йăла. — Шав тамалсан, Натюша сĕнчĕ: — Надежда Прохоровна, малалла калăр!
Хăшпĕрисем Муравьев майлă кăшкăрашни Натюша тарăхтарчĕ. Вĕсен сăмахне хуравлама та хатĕрччĕ, чăкăлташса кайсан, вĕçне-хĕрне тухаймăн тесе шутларĕ. Халь хăвăртрах эсерсене тăрă шыв çине кăлармалла.
— Юлташсем! — ним пулман пек тăнăçланса калаçрĕ Натюш — Кутăнлашма пăхаканран ытла та тĕлĕнмелле çав. Гражданин Муравьев ман аттепе Кĕтерук аппа ăраскалĕсем çинчен, арăмĕ сас-хурасăр çухални çинчен кăласа пачĕ. Куç умне тухса тăтăм та, сасартăк паллами пулчĕ. Кирлĕ тесен, эп хама палламан çын камне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама та пултаратăп, анчах хаклă вăхăта сая ярас кйлмест, эсир унсăрăн та ĕненессе шанатăп. Çапла, юлташсем, гражданин Муравьева ун чухне пире сутни сахал иккен, халь сире, ĕçхресченĕсене, сутса, мул хуçисене упраса хăварма кĕрĕшнĕ. Хăвăрах илтрĕр: вăрçа тăсмалла тет. Çакна кăна шарламарĕ: вăрçă тени кама усă кӳрет-ши?..
— Вăрçă усси мăй таранах! Пыр çыххине салтмасăрах кĕпе хывăнакан пулчĕ.
— Тĕрĕс, юлташсем. Вăрçă сиенне шутласа та кăларас çук. Раççей чухăнĕсене çеç мар, нимĕçсемпе французсен, акăлчансен хресченĕсене те вăрçă карланкăран пăвать. Вăрçă вĕсене те кирлĕ мар. Çавăншăн аслă Ленин ертсе пыракан большевиксен партийĕ ĕççыннисене вăрçă мар, мирлĕ çăкăр кирлĕ тет!
Халăх сасартăках шавласа кайрĕ:
— Тĕрĕс! Пире вăрçă мар, çăкăр, мирлĕ пурнăç кирлĕ! Çĕр кирлĕ!
— Çапла, лире мир, çĕр, çăкăр кирлĕ. юлташсем! — халăх шухăшне çирĕплетрĕ Натюш. — Гражданин Муравьев кун пирки мĕн каларĕ-ха? Çĕр ыйтăвне Учредиловка татса парĕ терĕ. Унччен çĕрпе Атăлкассинчи Янаш Миххи йышшисем усă курччăр, чухăнсен тирне сӳччĕр! Эпир, большевиксем, çапла калатпăр: Учредиловкăна кĕтмелли çук, çĕр халех сухаçсен аллинче пулма тивĕç! Çавăншăн кураймаççĕ те ĕнтĕ большевиксене мул хуçисемпе эсерсем, вĕсем çинчен ирсĕр элек сараççĕ. Кăлăхах тăрăшаççĕ. Ĕçхалăхĕ большевиксем ертсе пынипе кĕçех Совет влаçне туса хурĕ. Сывă пултăр пĕтĕм тĕнчерн пролетарилле революци! Сывă пулччăр Ленинпа большевиксем!
Митинга пухăннисем пĕтĕм саслăн ура! кăшкăрса ячĕç. Хушăран хаяр сасăсем илтĕнчĕç:
— Муравьева долой! Эсерсене долой!..
Çынсем трибуна патнелле тăвăллă хум пек çывхара пуçларĕç. Натюш çаврăнса пăхрĕ те — Муравьева курмарĕ...
XI
Натюшсем Кармăша çурма çĕр иртсен çитрĕç. Урам хушшинче пĕр чĕрĕ чун курăнмасть, нимле сас-чӳ илтĕнмест.
Çул тăваткалĕнче чарăнчĕç. Натюш урапа çинчен анче те пĕр пӳрт чӳречине шаккарĕ. Вăрах кĕтмерĕ: чӳрече уçăлчĕ те, тутар пуçĕ курăнчĕ:
— Кам унта? Мĕн кирлĕ?
— Чăрмантарнăшăн ан çилленĕр, тархасшăн. Пире Ганият пичче кирлĕччĕ... Ăçтарах пурăнать-ши?
— Мĕнле Ганият вăл? — хăй патне хваттере кĕреççĕ пек шутлани кăлăхах пулнипе кăмăлсăрланчĕ тутар.
— Ганият Гимаев, вăрман хуралçи...
— Тата пилĕк кил урлă! — терĕ те тутар чӳречине шалт хупрĕ.
Натюшсем вăл кăтартса янă кил тĕлне çитейнĕччĕ — пĕчĕк хапха уçăлчĕ. Ват тутар урăма тухрĕ. Микула çуккипе ним чĕнме аптрарĕ.
Натюш çакна сиссе, кичем шăплăха сирчĕ: .
— Ганият пичче! Эпир ку, салам сана!
— Салам, Натюш хĕрĕм... Мĕнле çитрĕр? — тăна кĕнĕ пек пулчĕ тутар.
— Аван çитрĕмĕр, Ганият пнчче. Хăвăр мĕнле пурăнатăр?
— Пурăнкалаттăм та... Николай Степанович калаçса татăлнă вăхăтра килменни канăçсăрлантара пуçларĕ. Халь те курăнмасть, ав.
— Çапла, Ганият пичче. Çапах та урамра калаçма аван мар, малтан вырнаçар-ха.
— Тархасшăн, хĕрĕм! — Ват тутар, пысăк хапхине уçса, лавсене кил хушшине кĕртрĕ. Пĕр салтакне хурала хăварса, ыттисем пӳрте кĕчĕç. Кунта Натюш Энĕшкассинче мĕн пулса иртни çинчен хыпарларĕ те шухăшне çапла вĕçлерĕ:
— Сирен патăрта митинг туса ирттерме Николай Степанович пире хушрĕ.
Ганият теме сиснĕн çуйланни кăлăхах мар иккен. Микулана амантнă. Ун вырăнĕнче хĕрарăм мĕнех тăвĕ? Çапах иккĕленни вăраха пымарĕ, Анукпа Кĕтерук паттăрлăхне аса илсе, Натюша та шанчĕ вăл. Тĕплĕнрех каласа пама шутларĕ.
— Ĕç-пуçсем чаплах мар. Пуянсем ĕлĕкхинчен те ытларах иртĕхеççĕ. Кармăшри пуян ачи Давлетжа Юсупов, Хусанта вĕреннĕскер, вулас патши пекех хăтланать. Пуянсен мулне хӳтĕлеме чухăнсене тата ытларах çаратма халăх милицийĕ ячĕпе вăрă-хурахсен шайккине пухнă. Хирĕçме хăтланакансене хупаççĕ е персе пăрахаççĕ. Кăмăл-шухăшпа каярах юлнисене кĕçех тутарсен патшалăхĕ тăвăпăр, сире вырăссен пусмăрĕнчен хăтарăпăр тесе илĕртеççĕ. Большевиксем влаçа илсен, тутарсене те вырăс тĕнне йышăнтарĕç тесе хăратаççĕ. Вăхăтлăх правительство заемне ирĕксĕрлесе сараççĕ, тырăпа укçа пухаççĕ. Ытларахăшĕ, паллах, Юсупов кĕсйине кĕрет. Унăн чи çывăх тусĕ — мулла. Каçхи кĕлĕ вăхăтĕнче мечете кĕтĕм те, вăл та Юсупов юрринех юрлать. Шел те, вĕсене ĕненекенсем чухăнсем хушшинче те йышлăтха. Кармăш таврашĕнчи вырăссемпе чăвашсем тата тутарсем хушшинче çапăçу тапранасси те инçех мар. Большевиксен тĕрĕс сăмахĕсене илтменпе пĕрех кунта. Хусантан, Шупашкартан та никам килсе ăнлантарман. Тĕрĕссипе, Юсупов текенĕ хăйне хăй ĕлĕкхи кнеçсем пекех тыткалать.
— Мĕнех, ырантан вĕсене хирĕç кĕрешӳ пуçарса ярăпăр! — Ганият хăй шухăшне вĕçлесен, хушса хучĕ Натюш.
Ват тутара çăмăлттайла сăмах пек туйăнчĕ çакă. Асăрхаттарма васкарĕ:
— Кĕрешĕве пуçарăпăр та... Тем сиксе тухасран хăрушă. Пасар çынни тепĕр чух тискер кайăкпа пĕрех.
— Тăшманран хăрасси пирĕн йăла мар. Малтан чухăнсене пухса хамăр тавра пĕтĕçтересчĕ.
— Куна тăвăпăр... Сĕтел хушшине ларар-ха, — терĕ те Ганият сĕтел çине чашкăракан сăмавар пырса лартрĕ. Аш яшки антарчĕ.
Апатлансан, Натюш салтаксене хушрĕ:
— Халь ĕнтĕ, хуралта маррисем, канăр. Тăрă пуçпа ыран еçе пуçăнма шанăçлăрах.
— Натюш хĕрĕм, эсир çенĕке тухăр, унта кравать пур. Ыттисем тăрăхла сак çине выртчăр! — сĕнчĕ ват тутар.
— Эпир кил хушшинчи урапасем çине выртăпăр. Унта уçă та сыхлăхлă! — терĕ Гриша.
Натюш ыттисене канма хушрĕ те хăй ниепле те çывăрса каяймарĕ. Ку таранччен эсерсемпе кăна çапăçма лекнĕччĕ. Шухăш-кăмăлне пĕлнипе вĕсене тăрă шыв çине кăларма темех марччĕ. Кунта вара урăх шут. Кунта хăшпĕр теттĕм тутарсен национализм туйăмне вĕрсе хăпартнă. Тата вĕсен мулли те пуп таврашсенчен чеерех. Вăл ĕненекенсен тирне сĕвет тесе калаймăн. Мулла тĕн йăлисене тунăшăн хаклă ыйтмасть, мĕн параççĕ, çавăнпа çырлахать. Ун патне така е сурăх çавăтса пымалла, хур-кăвакал памалла. Шухăшласан-шухăшласан, буржуалла националистсене те туртса татма майлă вырăн тупăнатех иккен. Ĕçхалăхĕ мĕн ĕмĕртен, тĕрлĕ нацисем пулсан та, туслăха çирĕплетме тăрăшнă. Буржуалла националистсем çав туслăха савăл çапсах уйăрасшăн. Тем вăхăтран Натюш кăтăш пулайнăччĕ — кӳршĕ автанĕ авăтса вăратрĕ. Вара хăвăртрах тăрса тумланчĕ те пӳрте кĕчĕ, Кунта вун-вуникĕ тутар ларать.
— Ырă сунатăп! — саламларĕ вĕсене Натюш, кашнинех ал парса тухрĕ.
— Вăт, çак чухăнсем пирĕнпе пыма хатĕр! — паллаштарчĕ ват тутар.
— Пит аван!
— Эпир çапла шутларамăр: инкек-мĕн сиксе тухасран пурте трибуна тавра тăрăпăр.
— Унашкалах тем пулмĕ-ха... — лăплантарма васкарĕ вĕсене Натюш, ăшĕнче чухăнсене тав турĕ.
Пĕр хушă калаçкаласан, Натюшпă Ганият митинг ирттерме майлă вырăн шырама тухрĕç.
Февральти буржуалла-демократилле революци аталаннăçемĕн Раççейĕн пур кĕтессинне те класлă кĕрешӳ çивĕчленсе пынă. Пасарти йĕркесем вара, пуринчен ытла Кармăш пасарĕнчисем, ним чухлĕ те улшăнман. Чи малтанах мулла ĕненекенсене кĕлтума йыхăрни илтĕнчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — пасара тутарĕ, чăвашĕ, мари пуçтарăна пуçларĕ.
Юлашки вăхăтра Атăлкассинче çеç мар, Хусанта та сахăр, кĕрпе, шур çăнăх, пир-авăр тупма хĕн. Кунта вара — лавкка хăмисем хуçăлас пек тавар. Хакĕ темиçе хут ӳснĕ пулин те, япали пурах. Ылтăн, кĕмĕл укçа пухакансем хĕвĕшеççĕ. Çийĕнче кашниннех салтак шинелĕ, ун айĕнче сăран сумка. Вĕсем Натюшсем патне парса çакланчĕç, ылтăн-кĕмĕле хаклă тӳлеме пулчĕç. Çавăнтах патша укçине хак парса улăштаракансем те пур. Ывăç тупанĕ çине вырнаçакан çирĕм, хĕрĕх тенкĕлĕх хут татăкĕсен ĕмĕрĕ вăраха тăсăласса шанмаççĕ иккен. Чиркӳ картишĕнче пулсан, çынсем ушкăн-ушкăнăн пухăнĕччĕç, иçмасса, вулăсри лару-тăру, кантурти тӳре-шарасем çинчен мĕн калаçнине илтĕттĕн, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлĕттĕн. Пасарта май çук çав. Пĕр пуслăх ĕçшĕн çынсем пухăнса тăмаççĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр хĕвĕшеççĕ. Пасар урамĕнче чăваш, вырăс, мари хĕрĕсем туллиех, тутар хĕрĕсем кăна çук. Ĕлĕкхи пекех, вĕсене ют арçын куçне курăнма юрамасть.
Натюшсем пасар тавра икĕ-виçĕ хут çаврăнса та митинг ирттермелли майлă вырăн тупаймарĕç. Атăлкасси пасарĕнче кирек хăçан та пушă лавккасем пулаканччĕ, кунта çук. Вара Натюша сасартăках тепĕр шухăш пырса кĕчĕ:
— Ганият пичче, ма трибуна шырамалла пирĕн? Ăна тума темех мар-çке. Пуш урапа туртса тухăпăр та çынсем йышлăрах çĕре лартăпăр.
Вĕсем киле таврăнчĕç, пӳртрисемпе калаçса татăлсан, ват тутар тăрантасне туртса тухрĕç. Вăл урапаран çӳллĕрех, ун çинчен инçетрине сăнама май пур.
Этем кĕске ĕмĕрĕнчех тем те курма ĕлкĕрет, кунашкалне çеç никам курман пулĕ. Тăрантас çинче — пĕр хĕрарăмпа нкĕ арçын. Хĕрарăмĕ хĕрлĕ ялав тытнă. Унпа юнашарах ват тутар. Çамрăк салтакĕ карттус çине хĕрлĕ хăю çыпăçтарнă, аллинче винтовка. Виççĕн-тăваттăн тăрантаса туртса, хыçалтан тĕксе пыраççĕ. Ним иккĕленмелли те çук: камит кăтартакансем кусем. Кам пĕлет, укçасăрах-и тен? Кĕçех пасарти халăх тăрантас патнелле ăнтăлчĕ.
— Юлташсем! Эпир камит кăтартакансем мар, эпир митинг туса ирттересшĕн. Энĕшкассинчен килнĕ большевичка сире хальхи пурнăç çинчен каласа парĕ. Пурте пирĕн хыçран утăр! — терĕ Ганият.
«Митинг» сăмах никамшăн та çĕнĕ мар, Кармăшра çеç ăна илтсех кайманччĕ. Тăрантас çинчи çынсем вăрçă, çĕр пирки çĕнĕ хыпар илсе килмен-ши? Хушăра хĕрлĕ ялавлă хĕрарăма тĕшмĕртекенсем те тупăнчĕç. Тăрантаса нумаях та сĕтĕрме лекмерĕ — халăх пур енчен те пухăнса çула пӳлсе лартрĕ.
— Ганият пичче, ман шутпа митинга уçма вăхăт!
— Хам та çаплах шутлатăп, Натюш хĕрĕм, — килĕшрĕ ват тутар, ăшшăн куçĕпе халăха ыталарĕ. Тĕрĕссипе, Ганият питех те хумханать. Революциллĕ юхăма çирĕм çул каярах хутшăннă пулин те, çак тери халăх умĕнче сăмах калама лекменччĕ унăн. Ав, çынсем шăтарасла тинкереççĕ, мĕн каласса кĕтеççĕ.
— Халăх! — хăюсăртарах та пурте илтмелле сасăпа чĕнчĕ Ганият Гимаев. — Кармăш вулăсĕнчи хресченсен митингне уçăлнă тесе шутлатпăр. Хальхи пурнăç çинчен ăнлантарма Надежда Прохоровна большевичкăна сăмах паратăп!
Натюш ятне ку таврара тă илтнĕ ĕнтĕ. Паçăр тĕшмĕртни тĕрĕсех иккен. Трибуна çинчи хĕрарăм чăн та çав. Çывăхарах тăракансем хушшинче:
— Натюш, салам! Шĕкĕрех таврăннăшăн савăнатпăр! — тенисем илтĕнчĕç.
Çав самантрах хирĕçлисем чăркăшни та палăрчĕ:
— Мĕн итлетĕр ăна! Тăрантас çинчен туртса антармалла кăна!
Натюш тӳрех асăрхарĕ: кунти çынсем Атăлкассипе Çимелти пек мар, çак самантрах тытăçма хатĕр. Вăл ват тутар асăрхаттарнине аса илчĕ те кĕрешӳ йывăр пулаçса тепĕр хут ĕненчĕ. Çапах хăйне тăнăçлă тыткалама тăрăшрĕ.
— Юлташсем! — камăллăн чĕнчĕ вăл. — Кунта большевиксене хирĕçле сăмахсем илтĕнеççĕ. Вĕсем çинчен сирĕн вулăсри управа председателĕ йышшисем, чухăнсен тирне сӳсе пуйнисем элек сараççĕ. Пытарма çук, çав элеке ĕненекенсем чухăнсем хушшинче те тупăнкалаççĕ-ха. Эсерсемпе буржуалла националистсем большевиксене мĕншĕн курайманнине кăна пĕлмеççĕ. Хăвăрах аса илĕр-ха, вĕсем вăрçа малалла тăсмалла теççĕ. Аçăрсемпе ывăлăрсем, çывăх тăванăрсем пуç хуни çитмест, ĕççыннисен юнне татах юхтарасшăн. Вăхăтлăх правительствăна çирĕплетме йыхăраççĕ, ăна укçапа тырпул парса пулăшма ыйтаççĕ. Атăлкассинчи Янашовпа Кармăшри Юсупов таврашĕсем сахал мул пухрĕç-им? Вăрçа малалла тăсса, вĕсене татах пуйтармалла имĕш. Чухăнсен мăйне тăхăнтартнă йăлла хытăрах туртса пурантармалла, тет. Большевиксем ĕççыннисене вăрçă мар, мир кирлĕ теççĕ, вĕсене çĕр парасшăн!
— Тĕрĕс, вăрçă тесе пирĕн тире чĕрĕллех сĕвеççĕ! Вăрçă мар, пире çăкăр кирлĕ! — хумханса кайрĕ халăх.
— Юлташсем! — шавлакансем лăплансан, шухăшне малăлла тăсрĕ Натюш — Ав мĕншĕн кураймаççĕ большевиксене мул хуçисемпе вĕсен хӳрешкисем! Çавăнпа ирсĕр элек сараççĕ!
— Элеклеччĕр! Йытă вĕрет те, çил илсе каять! Эпир ырăпа усала уйăрайман çынсем мар!
— Юлташсем! Кармăш вулăсĕн пуçлăхĕ Юсупов мĕн хăтланнине аса илĕр-ха. Вăл ĕнентерме тăрашнипе, чухăнсен тăшманĕ пуянсем мар иккен, тутарсемпе чавашсен, вырăссемпе ытти халăхсен туслăхĕ-мĕн. Çавăнпа вĕсем тĕрлĕ халăхсене пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе ярасшăн. Кун пирки Ленинпа большевиксем мĕн калаççĕ: хура тарпа пиçнĕ ĕççыннисем хушшинче, вĕсем кирек мĕнле нацирен пулсан та, çирĕп туслăх вăй илмелле. Çак туслăх вĕсене влаçа хăйсен аллине илме вăй-хăват парĕ. Большевиксем çапла тума чĕнеççĕ те сире...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...