Тупăсем кĕрленĕ чух...
Çавăн пекех тылри писательсем те, патшалăх, общество ĕçĕн чи кирлĕ вырăнĕсене тăрса, пĕтĕм халăхпа пĕрле фронта ĕçлĕн те активлăн пулăшрĕç, вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăр, хамăрăн наци культурине малалла аталантарса пычĕç. Вĕсем хăйсен тылри ĕçĕпе фронтовиксемпе танлашма тăрăшрĕç. Патшалăх учрежденийĕсемпе общество организацийĕсенче пикенсе ĕçленипе пĕрлех тылри писательсем хăйсен тӳрĕ ĕçне туса пычĕç, çĕнĕрен сăвăсемпе юрăсем, калавсемпе повеçсем çырчĕç.
Çапла пирĕн писательсем, совет гражданинĕн тивĕçне фронтра та, тылра та чыслăн пурнăçа кĕртсе, çĕнĕ произведенисем чылай çырчĕç.
Вăрçă кунăсенче, пысăк йывăрлăхсем пулчĕç пулин те, кĕнеке кăларас ĕç вăйсăрланмарĕ, кĕнекесен тиражĕ те чакмарĕ. Пирĕн писательсен Союзĕн хулăн журналĕ — «Илемлĕ литература» альманах, малтанхи пекех, çулталăкра тăватă номер тухса тăчĕ. Фронтран килекен сăвăсемпе поэмăсем, калавсемпе повеçсем чи малтан альманахра пичетленсе пычĕç. Унта çакăн пек пысăк произведенисем: Леонид Агаковăн «Партизан Мурат», Степан Асланăн «Аслати» повеçĕсем, П. Хусанкайăн «Таня» тата «Аптраман тавраш» поэмисем, Я. Ухсай, Уйăп Мишши, И. Ивник, И. Тукташ, А. Алка, В. Бараев тата ыттисен сăввисемпе поэмисем, В. Долгов (Хутарсем), Данилов-Чалтун, К. Пайраш калавĕсем çапăнчĕç.
Альманахра пичетленнисĕр пуçне, чылай писательсен уйрăм кĕнекесем тухрĕç. Çапла, сăмахран, вăрçă кунĕсенче Данилов-Чалтун — «Фронтра», Л. Агаков — «Фронтри ачасем», В. Долгов (Хутарсем) — «Çурхи калавсем», Хв. Уяр — «Çулсем-йĕрсем» ятлă калав кĕнекисем, халăх поэчĕ Н. И. Шелепи — «Çулпуçне халалласа» тата «Чĕнетĕп», П. Хусанкай — «Тупа», Я. Ухсай — «Вăрçă хирĕнче», Уйăп Мишши — «Малалла, Хĕвеланăçнелле», С. Шавлы — «Йыхрав», М. Ястран «Хĕрлĕ ялавпа» ятлă сăвă кĕнекисем кăларчĕç.
Çавăн пекех кунта чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕ — Совет Союзĕн Геройĕ Ф. Н. Орлов çырнă «Юрататăп эпĕ Тăван çĕршыва» кĕнекене те палăртмалла. Паттăр вĕçевçĕ — Орлов капитан, хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен каласа парса, вулакана пĕтĕм чун-чĕререн хавхалантарать. Çав кĕнеке чăваш халăх ывăлĕн пурăнăç çулне, пирĕн ирĕклĕ те аслă çĕршыв чăн-чăн геройсене, пуринчен çӳлте те пуринчен инçете вĕçекен ăмăрткайăксене пăхса ӳстернине кăтартса парать.
Çапла, хисеп тĕлĕшĕнчен пăхсан, пирĕн сахал мар произведени пичетленчĕ. Çав произведенисене тишкерсе тухма вăхăт ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн писательсен ăсталăхĕ, идейăллă шайĕ ӳсни, вĕсен тавракурăмĕ аслăланни палăрчĕ. Чылайăшсем халь ĕнтĕ хăйсен ĕçе çине çитĕннĕ çынсем пек пăхма пуçларĕç, вĕсем литература ĕçне халăх ĕçĕпе çыхăнтарса пыма вĕренчĕç, хăйсене пĕччен хуçалăхпа пурăнакан алăстисем пек тыткалама пăрахрĕç. Чылайăшне фронт, Совет Çарĕн шкулĕ мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп ура çине тăратрĕ.
Писательсем çакна лайăх ăнланса илчĕç: Тăван çĕршыв умне тухса тăнă хăрушлăх вĕсемшĕн те, пĕтĕм литературăпа искусствăшăн та хăрушлăх пулса тăрать, çав хăрушлăха сирсе ярас тесен, халăхăн пĕтĕм вăйне, вăл шутра литература вăйне те кĕрешĕве мобилизацилемелле, ылханлă тăшмана хирĕç, нимĕç фашизмне хирĕç пур майсемпе те кĕрешмелле. Çакна ăнланса илни чылай писателе литература ĕçĕ çине ытахальтен туса пыракан ремесла çине пăхнă пек пăхма пăрахтарчĕ. Литературăра текех «курăк ӳснĕ пек, шухăшламасăр» çырнă произведенисем валли вырăн юлмарĕ. Пĕр чечек çинчен тепĕр чечек çине вĕçсе çӳрекен лĕпĕшсем пек хăтланакан сăвăçсем курăнми пулчĕç.
Вăрçă пĕтĕм халăхшăн пысăк та йывăр тĕрĕслӳ пулнă пекех, писательсене те хаяр тĕрĕслӳ витĕр кăларчĕ. Кам пĕлет, хăшпĕр хавшак писательсем çак тĕрĕслеве тӳсеймесĕр шăнланса ларчĕç-и, тен?! Анчах вăрçă йывăрлăхĕсене пĕтĕм халăхпа пĕрле тӳссе ирттерекен писательсем пĕтĕм халăхпа пĕрлех ĕçлерĕç, кĕрешрĕç, çĕнĕрен те çĕнĕ произведенисем çырчĕç.
IV
Граждан вăрçи вăхăтĕнче партизан пулнă М. Н. Данилов-Чалтун Аслă вăрçă кунĕсенче хăй ирĕкĕпе татах алла пăшал тытрĕ. Вăл литература ĕçне тайгари партизансем çинчен çырнипе пуçланăччĕ. Чалтун çырнă партизан калавĕсене пирĕн вулакансем хапăлласах кĕтсе илнĕччĕ.
Юратнă Тăван çĕршыва ирсĕр тăшман килсе тапăнсан, Данилов-Чалтун писатель, военкомата кайса, хăйне фронта яма ыйтрĕ. Вăрçа кайсан, вăл тăшмана хирĕç хаяр çапăçрĕ, паттăр юлташĕсем çинчен калавсемпе очерксем çырчĕ.
Унан «34-мĕш атака умĕн» ятлă çырăвне пурте вуланă пулĕ. Писатель кунта хăйĕн хаярлăхĕ, çапăçури паттăрлăхĕ ăçтан çуралнине каласа парать. Данилов-Чалтун вăрçа кайнă чухне 50 çултан иртнĕ çын пулнă. Унăн вăрçă пуçланнă çул кăна аслă шкул вĕренсе пĕтернĕ тăван ывăлне фашистсем вĕлернĕ, нимĕç ирсĕрĕсем пирĕн хуласемпе ялсене çунтарнă, çаратнă. Ăçтан лăп вырттăр-ха ĕнтĕ совет çыннин чĕри? Ватă партизан Чалтун хăй валли пĕр çул кăна курать — вăрçă çулĕ. Ирсĕр тăшмана пĕтермелле! Чалтуна, ватта сулăннă çынна, военкомат фронта ярасшăн мар пулсан та, вăл хăйĕн çунса тăракан ĕмĕтне пурнăçа кĕртетех. Фронта каять, 33 çапăçура пулать, 34-мĕш атакăна кĕрес умĕн иртнĕ кунçулне çаврăнса пăхать те, унăн ылханлă тăшмана аркатас хĕрӳлĕхĕ татах та ытларах вĕреме тытăнать.
Чалтунăн фронтран янă калавĕсемпе очеркĕсем совет çыннин вăрçăри шухăш-кăмăлне тарăннăн палăртаççĕ. Писатель вĕсенче совет воинĕсен паттăрлăхне, фашистла ирсĕрсем тăвакан тискер ĕçсене, совет çыннисем нимĕнле йывăрлăха та парăнманнине, нимĕнле ултава та сутăнманнине кăтартса парать. Çав калавсенчен «Вилĕмрен хăталнисем», «Мучи мунчи», «Пăлан хыççăн», «Вĕретнĕ шыв» тата ытти калавсем уйрăмах чĕре патне кĕрсе юлаççĕ. Çак пысăк мар ӳкерчĕксенче геройсен сăнĕ кăна мар, писателĕн сăн-сăпачĕ те — вăл малалла ӳсни, унăн пурнăçĕ татах та ытларах пуянланни курăнать.
М. Н. Данилов-Чалтун вăрçă хирĕнче тăшманпа çапăçса пуçне хучĕ. Пирĕн халăх унăн патриотла ĕçне нихăçан та манмĕ.
Чăвашсен паллă поэчĕ Уйăп Мишши (Шумилов), хĕрӳллĕ çамрăклăхне Совет çĕршывĕн чиккине хӳтĕленĕ çĕрте ирттернĕскер, тăшман эшкерĕсем килсе тапăннине фронтăн чи малти йĕрĕнче — Совет çĕрĕн Хĕвеланăç чиккинче кĕтсе илнĕ. Хаяр çапăçусемпе каялла чакма тивнĕ кунсенче вăл яланах çапăçу вутĕнче пулнă.
Эп ишĕлен хуласем витĕр тухрăм.
Вутра çунатчĕç эп иртнĕ ялсем.
Хураччĕ пĕлĕт. Çухрам хыççăн çухрăм
Тапăнса килчĕç урнă шакалсем, —
тесе çырать поэт «Хаярлăх çурални» сăвăра.
Малтанхи пилĕкçуллăхра Уйăп Мишши Днепрогэс тунине курнă, вăл «Днепрострой» поэма çырнă. Хаяр вăрçă çулĕ поэта татах Днепрогэс патне илсе пырать. Çав «Хаярлăх çурални» сăвăрах вăл чунĕ ыратнине, хаярлăх мĕнле çуралнине каласа парать.
Паян кунччен чĕре кӳтсе тăрать ман:
Эп курнă Днепрогэс ишĕлнине...
Ача-пăча вилнисене эп курнă,
Амăшесен типейнĕччĕ куççуль,
Ахальтен мар ĕнтĕ ман çӳçĕм шурнă,
Чĕрем пиçсе хытнă — пулнă вутчуль.
Поэтшăн Тăван çĕршыв — вăл Днепрогэс та, Вăрнар вăрманĕ те, тăван Çăкалăх та, çулăмра çунан Сталинград та.
Пирĕн литературăра Уйăп Мишши яланах сăввисенче общество интересĕсемпе хăйĕн интересĕсене тачă çыхăнтарса пынипе палăрса тăрать. Пĕтĕмĕшле темăсем унăн хайĕн темисем пулса тăраççĕ. Поэт, — эпир ăна маларах кăтартса патăмăр, — вăрçă хăрушлăхĕ çинчен мирлĕ вăхăтра та манман. Çавăнпа унăн вăрçă вăхăтĕнчи сăввисем уйрăмах витĕмлĕ тухаççĕ.
Сталинград хулине паттăррăн хӳтĕлекенсене халалласа, поэт çапла çырать:
Çапăçса, вилĕмпе вилĕме çĕнтерсе,
Ĕмĕр вилĕмсĕр турăр эсир хăвăра.
Сирĕн чаплă ĕçе манас çук ĕмĕрсем,
Янăрĕç ятăрсем юрăра, сăвăра.
(«Сталинград»)
Тăван çар салтакĕсене поэт малалла, Хĕвеланăçнелле чĕнет:
Кур, боец, тыткăнра хуласем сан умра
Итĕлеççĕ, çунаççĕ вутра, çулăмра.
...Шавлă Днепр кĕтет, сенкар шывлă Дунай,
Ав, мăнаçлан Карпат тăвĕсем асăнаç.
Пур çĕре те сан пурнăç ăшши кӳмелле.
Малалла! Малалла! Хĕвеланăçнелле!
(«Малалла, Хĕвеланăçнелле»)
Уйăп Мишши Совет партизанĕсемпе фронтри паттăрсем çинчен чылай сăвă çырса кăларчĕ. Уйрăмах унăн «Салтак амăшĕ» поэмине палăртмалла.
Чăваш хĕрарăмĕ пĕртен-пĕр ывăлне, тăшмана пăр шелсĕр вĕлерме пехиллесе, фронта ăсатать. Амăшĕ пехилленине ывăлĕ тӳрĕ кăмăлпа, паттăррăн пурнăçа кĕртет. Çапăçу хирĕнче вăл герой вилĕмĕпе вилет. Çакăн çинчен амăшĕ патне ывăлĕп юлташĕсем çырса пĕлтереççĕ. Салтак амăшĕ ывăлĕ вилнине, çак пысăк хуйха çирĕппĕн тӳссе ирттерет, вăл тискер тăшмана мĕнпур хаярлăхĕпе, чăвашсен авалхи ылхан чĕлхипе ылханать. Амăшĕ ывăлĕн çывăх тусĕсене, ашшĕ-амăшĕсене çухатнăскерсене, пурне те хăй патне ывăллăха илме пулать. Çапла Уйăп Мишши Аслă вăрçăра халăхăн пĕрлĕхĕ, тăванлăхĕ татах та ӳснине, совет хĕрарăмĕн пархатарлă та çирĕп чĕрине кăтартса парать.
Чăн та, Уйăп Мишшин пур сăввисем те пĕр пекех лайăх тени тĕрĕс мар пулĕччĕ. Хăшпĕр чухне васкани, çĕнĕ шухăшпа çĕнĕ туйăма кивелнĕ сăмах çаврăнăшĕпе каласа пани, хăнăхнă сăмах çаврăнăшĕсенчен хăтăлма тăрăшманни, йывăртарах вырăнсенче пĕтĕмĕшлĕн каласа иртсе кайни сисĕнет. Паллах, Уйăп çак çитменлĕхсене пĕтерме пултарать.
Пирĕн чылай писательсем фронт хаçачĕсенче ĕçлерĕç. Совет Çарĕнчи хаçат редакторĕсен е çар корреспонденчĕсен ретĕнче эпир Ухсай, Хусанкай, Агаков, Тукташ, Талвир, Алакĕр, Илпек, Çитта тата ытти писательсене куртăмăр. Вĕсем çар пичетĕнче пирĕн паттăрсен сăн-сăпатпе кăтартса панипе пĕрлех тăван республикăна çĕнĕрен çĕнĕ повеçсем, калавсем, поэмăсемпе сăвăсем çырса ярса тăчĕç, тăван литературăн пуянлăхне малалла ӳстерчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...