Тупăсем кĕрленĕ чух...
Талантлă поэт Ухсай Яккăвĕ пĕр дивизири чăваш боецĕсемпе командирĕсен ячĕпе тăван халăха сăвăлла çыру ячĕ. Ку çырăва поэт Дон çыранĕ хĕрринчи блиндажсемпе çĕрпӳртсенче çырнă. «Çырăвăн кашни сăмахĕн вăйĕнче пур пирĕн юн», тесе çырать поэт. Ку вăл — çыру кăна мар, пирĕн чаплă аваллăха, унăн улăп пек паттăр çыннисене мухтакан, фронтри хаяр кĕрешĕве, çапăçу хирĕнчи геройсене кăтартса паракан, çĕнтерӳ патне, çутă малашлăха чĕнекен поэма.
Дон тăрăхĕнчи çеçенхирсем çĕршыври мĕнпур халăхсен ывăлĕсемшĕн, çавăн пекех чăваш ачишĕн те çывăх та тăван пулчĕç. Çав çеçенхирсене авалхи кĕрешӳ кунĕсенче пирĕн асаттесен юнĕ çуса тасатнă. Паянхи çапăçу хирне те пĕр хĕвелне уйăхах çутатаççĕ.
Тутăхми хĕç пек çут уйăх
Пĕлĕт витĕр ишнине
Курнă Куликово уйĕ,
Савнă унăн çутине.
Пурçăн та ука йĕнерлĕ
Утаман Донской авал
Çакă уйăха тинкернĕ,
Малалла çĕкленĕ ал.
Степан Разин утаманăн
Тусĕсем пăха-пăха
Кĕр-кĕрленĕ, асăрханă
Кĕмĕл сăнлă уйăха.
Пирĕн юнра авалхи улăпсен — Димитрий Донскойăн, Степап Разинăн чыслăхпа ирĕклĕхшăн çуннă хăвачĕ те вĕресе тăрать. Совет Çарĕн воинĕсем авалхи паттăрлăх традицийĕсене çирĕп сыхласа пыраççĕ. Çапла чаплă аваллăх та паянхи паттăрсене кĕрешӳре хавхалантарать. Пирĕн паттăрсем халăхăн чысĕпе чапне çĕре ӳкермерĕç.
Савнă халăх, ăмăрткайăк,
Харсăр санăн чĕппӳсем;
Хуть ăçта пулсан та, лайăх
Янтăраççĕ ячĕсем.
Вăхăтлăха каялла чакма лекнĕ кунсенче те, тăшманпа хире-хирĕç тăрса вилесле çапăçнă чухне те, çапăçу хыççăн ывăнса çитнипе аслă çĕр кăкри çине тĕшĕрĕнсе анса самантлăх кĕске ыйăха путнă чухне те, унтан, татах тăрса, хаяр çапăçăва кĕнĕ чухне те, — пĕрмаях пирĕн паттăрсене пĕр шанчăк — çĕнтерӳ шанчăкĕ ертсе пырать.
Çитĕ вăхăт, Гитлер пуçĕ
Тăрăнĕ шалçа çине.
Çитĕ вăхăт, алăк уçĕ,
Салтак кĕрĕ хăй килне.
Шыв та сывлăш йăлт тасалĕ
Пыйтлă нимĕç шăршинчен.
Кĕрлесе трамвай хускалĕ
Киев урамĕсенче.
Дон çыранĕнчен поэт хăй шухăшĕнче инçетри Днепр çыранне курать. Унта — тăван Украинăна, унта аслă поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин таса тăприне ирсĕр нимĕç юнлă аттипе таптать-ха. Мирлĕ вăхăтра Украина хĕрĕсем чаплă поэт тăприне чечексем лартса илемлетнĕ, халĕ вара «ирхине пымасть саркайăк ун тăпри çине».
Анчах:
Аслă Çеçпĕл, халăх чапĕ,
Патриот, кăвар чĕре,
Çĕнтерӳ сехечĕ çăлĕ,
Çитĕ эс выртан çĕре.
Сарлака Чернигов уйĕ
Тепĕр хут ешернине
Курăн эсĕ, Çеçпĕл, туйăн,
Сисĕн ирĕк килнине.
Эсĕ туйăн: Хĕрлĕ Çарăн
Йышĕнче тăванусен
Мĕнешкел янраççĕ харăс
Теветкел утăмĕсен.
Эсĕ, савнă Çеçпĕл, шантăн
Хамăр халăх паттăрне,
Малалла чĕнсе янратрăн
Вилĕмсĕр юррусене.
Çак сăвва Дон шывĕн сулахай енче çырнă. Çавăнтанпа çулталăк та çитмерĕ, Совет Çарĕ Чернигов уйне, Украина столицине — Киева ирĕке кăларчĕ. Днепр шывĕн сылтăм енне каçса кайрĕ те тăшмана малалла аркатса пычĕ. Пирĕн Совет Çарĕ, совет халăхĕ, вĕсемпе пĕрле пирĕн литература та çавăн пек иксĕлми шанчăк пуррипе вăйлă пулчĕç.
Ухсайăн тăнăç вăхăтри сăввисенче час-часах нимĕне те пăхăнман «стихия», Пушкăрт çеçенхирĕнчи чарусăр çил пек ирĕклĕ хăват тулхăрса пыни палăратчĕ. Çав хăват тепĕр чухне хăйĕн формине те тупаймастчĕ, сăвă «дисциплинине» те пăхăнсах каймастчĕ. «Ик пӳрнепе хыпам та çăвара лаша вăрри пек шăхăрам», — тетчĕ поэт тепĕр чух, шухă хастарлăхне чараймасăр.
Фронт пурнăçĕ Ухсая хăйне те, унăн сăввисене те çирĕп дисциплина кӳчĕ, Ухсай сăввисенче заводра туптаннă хурçă сасси илтĕне пуçларĕ. Стихийăллă, чарусăр туйăмсем çирĕп шухăша пăхăна пуçларĕç. Ахальтен мар вăл «Винтовка» сăввине Лермонтовăн «Кинжал» ятлă сăввин виçипе çырать. Кунта сăвă виçи кăна мар, «Кинжал» сăввăн шухăшĕ те уççăн палăрать.
Çавăн пекех унăн ытти лирикăллă сăввисенче те виçе тупса йĕркеленнĕ шухăш пĕтĕçсе тăрать. Поэт туйăмпа шухăшăн чăн-чăн гармонийĕ патне çывхарать. Акă, илер «Çумăр» сăвва:
Çĕре çурас пек артиллери
Кăвар çуса шавланă чух,
Сасартăк аслати кĕрлерĕ,
Пин-пин снаряд пек аçа-чул
Тӳпе çинче сиксе çӳрерĕ.
Лĕп ăшă çумăра ырларăм,
Хывса пăрахрăм каскăма.
Çара пуç тăтăм та сăнарăм:
Епле пуçларĕ çăвăнма
Аманнă çĕр-аннем мăнтарăн!
Чир кайтăр! Вилнĕ нимĕç пӳрĕ
Шăрши çухалтăр çĕр çинчен!
Çĕртĕр тăшман вилли, çер чирĕ!
Çу, çумăр, чашкăр! Вăрçă хирĕ
Тасалтăр, уçăлтăр тĕнче!
Ухсай сăвăçă кăна мар, вăл талантлă драматург та. Паллах, вăрçă хирĕнче, блиндажра пысăк калăплă япаласем çырма йывăр пулнă. Анчах шанас килет: тĕнчери чи аслă вăрçа тӳссе ирттернĕ поэт малашне пирĕн аслă саманана тивĕçлĕ анлă произведенисем парĕ.
Пысăк калăплă произведенисем вăрçă вăхăтĕнчех çуралчĕç. Вулакансем П. Хусанкайăн паттăр партизанка Зоя Космодемьянская çинчен çырнă «Таня» поэмине хаваслăн кĕтсе илчĕç. Поэма нумай çĕрте пичетленсе тухрĕ. Пирĕн çамрăксем Тăван çĕршывăн паттăр хĕрĕнчен халăх телейĕшĕн Таня партизанка пекех тӳрĕ кăмăллăн кĕрешме вĕренеççĕ. Çитĕннисем Зоя сăнарĕнче революци çитĕнĕвĕсене, социализмлă революци совет çыннисене шухăш-кăмăл тĕлĕшĕнчен мĕн тери пуянлатнине кураççĕ. Зоя ячĕ — мĕнпур çамрăк ăрушăн, пĕтĕм халăхшăн ĕмĕр-ĕмĕр сӳнми çăлтăр пек çуталса тăрĕ. Вăл пĕтĕм халăха вилĕмсĕр паттăрлăх тĕслĕхне кăтартрĕ.
Тавтапуç сана, тăванăм,
Йăмăк, тус, хĕр-паттăр!
Пире çул уçса эс панă,
Çав çулпа пыратпăр!..
«Тавтапуç, тăвăнăм», тейĕç
Çамрăк лейтенант та,
Хура-шур курнă гвардеец,
Ватă генерал та.
Поэма 1941 çулхи йывăр та хăрушă кĕрхи куна, Мускав урамĕсен хумхануллă сывлăшне, совет çыннисен тулса çитнĕ хаярлăхне пĕтĕçтерсе кăтартать. Чăн та, поэт Зойăн кĕске те пархатарлă пурнăçĕн драматизмне литература тĕлĕшпе çирĕп сюжета йĕркелесе кĕртеймен. Чылай материалсемпе (Зойăна сутни, ăна сутакансене кайран тытни тата ыт. те) поэт усă курайман. Хусанкай поэмăна юрă формипе çырнă. Ку енчен пăхсан, поэма питех те килĕшӳллĕ. Поэмăн кашни сыпăкне, хăйне уйрăм кăмăлне кура, хăйне уйрăм сăвă виçипе шăрçаланă. Çакă вăл поэмăн янравлăхне ӳстерет. Поэма пуçламăшĕнче «Сар Хĕвел хĕрĕ Хĕвелпи çинчен» хывнă легендăпа поэт питĕ вырăнлă усă курнă.
«Хăçан та пулин çитмеллех мехел;
Пĕтмеллех тĕттĕм, çĕнмеллех Хĕвел,
Çавăнпа кулать Хĕвелпи», — тесе
Йăпанаççĕ-мĕн çĕр çинчи çынсем.
Пĕтĕм поэма çак шанчăка çирĕплетсе парать те ĕнтĕ: тĕттĕм пĕтмелле, Хĕвел çĕнмелле!
Хусанкай чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕсемпе хĕрĕсем çинчен, тăванла халăхсен çапăçу хирĕнчи туслăхĕ çинчен сăвăлла роман «Аптраман тавраш» çырчĕ. Унта поэт нимĕнле йывăрлăхран та хăраман, нимĕнле лару-тăрура та аптраман Энтри ятлă чăваш ывăлĕн тата ун тусĕсен сăнарĕсене кăтартса парать.
Малтанхи кунсенчех вăрçă вутне кĕнĕ поэт-командир Александр Алка хăй тупнă лирика çулне нимĕнле çил-тăвăлра та улăштармарĕ. Çав çул унăн сарăлса, анлăланса кăна пычĕ.
Поэт хăй сăввисенче пулса иртекен ĕçсене пĕрин хыççăн тепĕрне ӳкерсе каймасть, çав ĕçсене унăн лирикăллă геройĕ поэт хăй мĕнле кăмăл-туйăмпа пăхнине кăтартса парать. Анчах унăн кăмăл-туйăмĕ, унта хăйне евĕр уйрăмлăхсем пур пулсан та, ытти совет воинĕсен кăмăл-туйăмĕнчен хăпса-татăлса каймасть. Поэт ыттисен кăмăл-туйăмне, пĕтĕмĕшле кăмăл-туйăма, хăй чĕри витĕр ăшăтса кăларать. Акă илер «Асил-ха, юлташăм!» сăвва. Кунта сăвăç çутçанталăка та, чун кĕртсе, тăшмана хирĕç тăратать. Вăл хăй мĕн курни-илтнине ӳкерсе кăтартнипе кăна çырлахмасть, мĕн туйнине сăнласа парать.
Çуралнă çĕршыв çул тавра тăрса юлчĕ.
Çеçкеллĕ вăрман, чечекленнĕ çаран...
Кашни чĕрĕ çулçă пуç тайрĕ, ал сулчĕ,
Хаяр вăрçăран çĕнтерсе тухма сунчĕ:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...