Тупăсем кĕрленĕ чух...
«Эс паттăр пул, — терĕ, — Вĕлер тăшмана!
Ун юнлă ури ан таптатăр мана!»
Сапла туять, çапла шухăшлать поэт. Кашни совет çынни те савăн пекех шухăшлать. Кунта поэтăн кăмăл-туйăмĕ, пĕтĕм совет çыннисен кăмăл-туйăмĕпе пĕтĕçсе, пĕр кăмăл-туйăм пулса тăрать. Çавăнпа та сăвă чĕре патне пырать, чуна витет, шухăшлаттарать, хавхалантарать. Унăн музыки те — чуна хумхантаракан музыка.
Акă тата тепĕр тĕслĕх илер («Хăрушлăхпа хаярлăх» сăвă):
Ула уй-хирте урнă тупă улать.
Уяр тӳпере çухăрать хурçă кайăк.
Эпир юратса тăна лăпкă хула,
Вутра ялкăшса, тӳсет айăпсăр айăп,
Ним айăпсăр çын йынăшса юн хăсать, —
Çуртсем вăркăнаççĕ, ай-çийĕн çунаççĕ.
Ĕнсе хуралать симĕс тăрăллă сад...
Çаплах тӳпене хуплать вилĕм çуначĕ.
Хула варринче тамăк вучĕ улать,
Масар пек юлать эпир савнă хула.
Поэт вăрçăри совет хулин асапне аякран курса мар, çав асапа хăй те пĕрле тӳссе ирттерсе, сăнласа парать. Кунта чун-чĕре ыратни палăрать. Çавна поэт уйрăмах сăвă музыкипе кăтартать. «Ула уй-хирте урнă тупă улать». Тăнлăр-ха, чăннипех те уланă сасă илтĕнет, çав музыка вулакана систермесĕрех çавăрса илет. «Уяр тӳпере çухăрать хурçă кайăк...» Кунта фашистсен «хейнкелĕ» нăйкăшса хăйăлтатнă пек туйăнать. Сăвă çаврăмĕ татах çав уланă сасăпа вĕçленет. Çапла поэт сăмах янравлăхĕпе питĕ пĕлсе усă курать. Ку енĕпе ĕнтĕ Александр Алка сăввисем ытти поэтсен сăввисенчен уйрăлса-палăрса тăраççĕ.
Анчах çак меслетрен пăрăнсан, Алка хăйне çирĕп çĕр çинче тăнă пек туймасть. «Хăюлăх» сăвăра вăл разведкăри пĕр эпизода ӳкерсе пама пикенет. Кунта поэт разведчик ĕçне хутшăнмасăр юлма тăрăшать, вăл çав эпизода ӳкерсе кăна парасшăн. Тухмасть! Тухсан та, Алка сăвви мар, шупка та вăйсăр сăвă.
Акă малалла «Ырă ят» сăвăра вăл татах хăй сассине тупать:
Çĕрлехи çапăçу чакаланă сăрта
Шăратса çутатать ирхи ылтăн.
Сывлăм ӳкнĕ варта çамрăк паттăр выртать,
Пăшалне чăмăртанă хăй хыттăн.
Итлесем, ырă хĕр: илт савниçĕм ятне.
Ман чĕре çумĕнчех унăн адресĕ.
Аслă Атăл ялне, савнă тусăм патне,
Ман çинчен пĕлтерсе çыру яр эсĕ.
Леонид Агаков вăрçă вăхăтĕнче «Тăван юншăн» («Партиаан Мурат») ятлă чылай пысăк повесть пичетлесе кăларчĕ. Ку повеçе вăл хăй фронта тухса кайиччен çарта чухне, çырма пуçланă. Кайран, фронтра пулса курнă хыççăн, Агаков повеçе нумай улăштарчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, повесть — совет партизанĕсен сăнарĕсене кăтартса паракан произведени. Унăн тĕп геройĕ, çамрăк ача Мурат, йывăр кĕрешӳре пиçĕхсе çитĕнет. Повеçĕн чĕлхи те, сюжечĕ те уçăмлă, вулама çăмăл. Анчах çав повеçри ĕçсем ытла та янкăрах уçăмлă пек туйăнаççĕ. Чăн-чăн пурăнăçри ĕçсем кăткăсрах та йывăртарах. Писателе час-часах эпизодсем илĕртсе каяççĕ, вăл геройсен шухăш-кăмăлне çителĕксĕр уçса парать. Сăмахран, эпир повеçе вуласа тухнă хыççăн тĕп герой — Мурат мĕнле халăхран пулнине те пĕлсе юлаймастпăр. Унăп хăйне тивĕçлĕ енĕсене писатель палăртайман. Мурат «пĕтĕмĕшле» çын пулса тухать.
Эпизодсем хыççăн каясси Агаковăн ытти хăшпĕр калавĕсенче те палăрать («Хăюлăх», «Юлташ пурнăçĕ»). Агаков кăмăлне чи малтан вăрçăри çивĕч лару-тăру çавăрса илет, вăл çав лăру-тăрура çынсен шухăш-кăмăлĕ мĕнле пулнине асăрхасах та каймасть.
Паллах, вăрçăри çыннăн психологире «чаваланма» вăхăт сахалтарах. Çапах та, калавсем журналист ӳкерсе паракан эпизодсем кăна ан пулччăр тесен, писателĕн чи малтан этем чунĕпе интересленмелле. Çак енĕпе пăхсан, Агаковăн юлашки вăхăтри калавĕсем («Фронтри ачасем», «Салтак чунĕ») писателĕн ӳсĕм çулне палăртса тăраççĕ. «Салтак чунĕ» калав ячĕпе кăна мар, пĕтĕм ăш-чикĕпе те салтак чĕрине кăтартса парать, кунта писатель этемĕн чунĕпе чăннипех интересленме пуçлани сисĕнет.
Илья Тукташ писатель вăрçă вăхăтĕнче пĕчĕк калавсемпе прозăлла сăвăсем пачĕ. Прозăлла сăвă пирĕн литературăра çĕнĕ япала мар. Эпир Тайăр Тимккин 1906 çулсенчех çырнă «Çутта тухăсчĕ!», «Пурнăç çути» ятлă паха сăввисене астăватпăр. Анчах Тукташăн прозăлла сăввисемпе пĕчĕк калавĕсенче — çĕнĕ вăхăт, çĕнĕ шухăшсемпе туйăмсем. Çав произведенисене романтикăллă сывлăш çĕклентерсе тăрать. Акă, тĕслĕхе «Шăпчăк» сăвва илсе пăхар:
«Ку вырăнта чечекленсе чие пахчи ӳсетчĕ, чие пахчинче кашни каç, кашни ир шăпчăк юрă шăрататчĕ.
Хавасланса тухатчĕ çамрăк хĕр пахчана, лăпкă кӳлĕ хĕррине, шăпчăк юррине итлеме.
Анчах хура инкек килсе çапăнчĕ кĕтмен самантран. Хаяр аслати кĕрлерĕ те çĕр çурăласла вут тухрĕ. Тĕнче тӳпинчен çĕр çине вутлă сăнăсем çума пуçларĕç.
Кĕвви татăлчĕ пахчари сарă кайăкăн, урăх илтеймерĕ çамрăк хĕр унăн илемлĕ юррине. Вара вăл, алла ашшĕ пăшалне илсе, хаяррăн тупа туса, сăмах пачĕ:
— Тавăрап! Хамшăн та, пурнăçшăн та, шăпчăкшăн та тавăрап!»
Çакă кăна. Сăвă питĕ кĕске. Вăл темĕнле юмах пек те туйăнса каять. Анчах пите ĕненмелле юмах. Унта тăшман пирĕн тӳлек те илемлĕ пурнăçа татни (пахчари шăпчăк та вутран хăраса тарнă-çке-ха!), совет хĕрĕн чунĕ ыратни, вăл тăшмана пĕтĕм чун-чĕрипе тарăхни палăрса тăрать. Совет хĕрĕ, ашшĕ пăшалне илсе, тăшманпа кĕрешме партизана тухса каять. Кунта — шăпчăк та, ашшĕ пăшалĕ те символла япаласем. Шăпчăк юрри — илемлĕ пурăнăç юрри — татăлнă, уншăн тăшмана тавăрмалла. Хĕр ашшĕ пăшалне, тăшмана хирĕç кĕрешнĕ çĕрте яланах шапчăклă пулнă пăшала, илет. Çапла Тăван çĕршыва сыхлас пархатарлă традици ăруран ăрăва куçать.
«Пурнăçпа вилĕм» ятлă прозăлла сăвăра ватă мучи хĕвеланăçĕнчен хĕвелтухăçнелле утать. Вăл тискер тăшманран тарать. Ун аллинче чĕрĕ йăмра-туя. Вăл, çавăн пек чĕрĕ йăмра тураттисене юханшыв хĕррине кашни çулах каса-каса лартса, хăватлă йывăçсем ӳстернĕ. Мучи ĕмĕрех чĕрĕ пурнăç çитĕнтерсе пынă. Анчах ирсĕр тăшман килчĕ те пурне те çунтарать. Старик çав тăшманран тарса хăтăлма шутлать. Пĕр вырăнта чарăнсан, вăл аллинчи йăмра тураттине юханшыв хĕррине лартса хăварма шутлать. Унăн пурăнмалли нумай мар, ан тив, йăмра ӳстĕр, пурăнăçа малалла тăстăр! Шыв хĕрринелле пĕр утăм ярса пуссанах, вăл совет салтакĕн виллине курать. «Ой, ывăлăм! Ой, пурнăçăм!» — тесе хыпăнса ӳкет старик. Вăл çак паллă мар салтака çĕр чавса пытарать те аллинчи чĕрĕ йăмра тураттине ун тăпри çине лартса хăварать. Халĕ ĕнтĕ вăл хĕвелтухăçнелле мар, каялла — хĕвеланăçнелле çул тытать. Халĕ ĕнтĕ вăл тăшманран тарасшăн мар, вăл юлашки вăйĕпе те пулин тавăрасшăн ăна.
Çавăн пекех тутар ывăлĕн Хасанăн юратăвĕпе çапăçури чеелĕхне кăтартса паракан «Хасан» калав, пирĕн совет воинĕсем чăн-чăн этем чĕриллĕ, чыслă та пархатарлă, пысăк та тарăн кăмăл-туйăмлă çынсем пулнине кăтартса паракан «Хура кушак», «Такан пăти» тата ытти калавсемпе новеллăсем те вулакан чĕрине хускатмаллипех хускатаççĕ. Совет çыннин гуманизмĕ, унăн мораллĕ шайĕ питĕ çӳлте тăнине кăтартса парса, çав калавсем, чăн-чăн поэзи произведенийĕсем пек, пире кĕрешӳре хавхалантараççĕ.
Тукташăн вăрçăчченхи «Шура роза», «Пурнăç пуçламăшĕ» калавĕсенче ытлашши çепĕçлĕх палăратчĕ пулсан, вăрçă вăхăтĕнче çырнă калавĕсемпе сăввисенче çав кăлтăк пĕтсе пыни сисĕнет. Çапăçу хирĕнче этем чĕри хаярланать, çавăнпа ăна тепĕр чухне этемле ăшă сăмах, савни çырăвĕ, тăван çын янă ăшă хыпар сиплĕ эмел пекех кирлĕ. Тукташăн калавĕсем çавăн пек ăшă сăмахсем пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Тен, чăн та, кунта писателĕн тепĕр чухне чĕрĕ çынсене деталь тавра, «такан пăти» тавра, çаврăнтарассинчен сыхланмалла та пулĕ. Калав е сăвă çырма писателе уйрăм деталь çеç мар, чĕрĕ çын хавхалантарма тивĕçлĕ.
Форма тĕлĕшĕнчен пăхсан, Тукташ калавĕсем пирĕн проза та, поэзи пекех, малалла ӳссе пынине, прозăн ку чухнехи виçере тăракан çĕнĕ формисем çуралнине, примитивизм чăн та ерипен, анчах пĕтсе пынине кăтартаççĕ.
Прозăра, вăрçă çинчен çырнă чухне, эпизодсене калавласа каяс туртăм уйрăмах вăйлă пулма пултарать. Çапăçу тĕтĕмĕнче чĕрĕ çынна курса илме йывăртарах, анчах писателĕн çав чĕрĕ çынна, çынна кăна мар, унăп чĕрине те курма пĕлмелле. Пурнăçри ĕçсем хăйсем тĕллĕн пулмаççĕ, вĕсене чĕрĕ çынсем туса пыраççĕ. Ĕçĕн чунĕ — чĕрĕ çын. Çавăнпа писателĕн темĕнле тăвăллă ĕç-пуç çинчен çырнă чух та чи малтан этеме курмалла.
Çакăнпа пĕрлех пирĕн тепĕр примитивлă туртăмран сыхланмалла. Совет çыннисем хăйсен чунĕпе питĕ хăватлă. Тепĕр чухне писатель пĕр-пĕр героя суйласа илет те, герой ăçта кĕрсе тухать, писатель те ун хыççăн малтан пуçласа вĕçне çитичченех йĕрлесе çӳрет. Вара герой апат çисе ларни çинчен, çывăрни çинчен страници-страниципе пĕр сăлтавсăрах çырса каять. Герой хыççăн çӳрени — тĕрĕс меслет мар. Писателĕн пурнăçа, геройсене, вĕсем лайăхрах курăнччăр тесен, кăшт та пулин çĕклесе кăтартма пĕлес пулать. Çакă вăл — писателĕн тивĕçĕ.
Нумаях пулмасть В. Долгов (Хутарсем) писателĕн «Çурхи калавсем» ятла кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Кĕнекене икĕ пая уйăрнă, пĕрремĕш пайне мирлĕ вăхăтри калавсене кĕртнĕ. Туйăм, шухăш-кăмăл тĕлĕшпе писателĕн вăрçă хирĕнчен янă калавĕсем чăннипех те пĕрремĕш вырăи йышăнаççĕ. Варçă çыннăн туйăмĕсене тасатать, çирĕплетет, çакăнпа пĕрлех çивĕчлетет те. Долговăн мирлĕ вăхăтри калавĕсем типĕрех те тăкăскăрах пулсан, вăрçăра çырнă калавĕсенче унăн шухăшĕ те, кăмăлĕ те туллирех, вĕсенче пурăнăç сĕткенĕ те ытларах.
Пайраш писатель пирĕн литературăра ытти писательсенчен хăйĕн паллă енĕсемпе уйрăлса тăрать. Вăл, «ĕмĕрхи ыйтăва» — юрату ыйтăвне çĕнĕ тапхăрта çĕнĕлле татса парас тесе, ятарласа, çине тăрса ĕçлет. Тепĕр чухне писатель çак темăпа «чирленĕ» пек те туйăнса каять. Писатель хăй асапланать, хăйĕн геройĕсене те нумай асаплантарать. Анчах юратăва вăл пурне те çĕнтерекен вăй пулса тăнă пек кăтартса пани тĕрĕсех мар. Юрату хăй тĕллĕн, хăйне уйрăм тема пулма пултараймасть. Çавăнпа та Пайраш геройĕсем хăйсен пурнăçне пĕтĕмпех юратăва пăхăнтарни йăнăш çул çине кĕртсе яма пултарать. «Пуçламăшĕ» калавра хуларан яла пынă Вова Шурăна юратса пăрахнă пирки кăна колхозра ĕçлеме юлать, йывăр ĕçе хăнăхать. «Тĕлпулу» калавра та юратăва пула Тоньăпа Майскин ĕненсех те çитермелле мар тĕлпулăвĕ пулса иртет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...