I
Пăрлă Çурçĕрти Баренц тинĕсĕнчен пуçласа вĕри Кăнтăрти Хура тинĕс патне çити, Атăл хĕрринчен Берли-на çити сарăлса выртакан çĕр талккишĕнче тăватă çул хушши хаяр та юнлă çапăçу пычĕ. Кун пек вăрçа этем-лĕх хăйĕн вăрăм кунçулĕнче нихăçан та курман.
Вăрçă хирĕнче икĕ пысăк вăй хире-хирĕç тăчĕ. Пĕри вăл — тискерле çăткăн нимĕç империализмĕ. Тепри — аслă Совет Союзĕ.
Авалхи йытă-рыцарьсен ирсĕр йăхĕсем, эсрель свастикин клемине çапнă чугун çамкаллă нимĕç фашисчĕсем, çав юнлă вăрçа пуçласа ярса, пирĕн тăван çĕршывăн вăй-хăватне 5–6 эрне хушшинче аркатса пăрахма, унăн вĕçĕ-хĕррисĕр пурлăхĕсене, пирĕн халăх ĕмĕрсем хушши тар юхтарса пухнă пуянлăхĕсене хурах пусса çаратма, совет çыннисенчен пĕр пайне вĕлерсе пĕтерме, тепĕр пайне нимĕç баронĕсемпе княçĕсен чурисем туса хума сĕмсĕр ĕмĕт тытнă пулнă. Нимĕç империалисчĕсем, ирĕклĕхе юратакан халăхсене, пĕрин хыççăн тепĕрне, ултавлăн тапăнса, вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн юнлă атăпа таптаса пăрахса, пĕтĕм тĕнчере пуç пулса тăма хапсăннă. Фашистла Германи çарĕ, Хĕвеланăç Европăри халăхсен юнне кӳпсе тултарса, пирĕн аслă çĕршыв çине килсе сикрĕ. Анчах кунта вăл хурçă хӳме çине пырса тăрăнчĕ.
Паттăр Совет Çарĕ фашистла нимĕç çарне пуçĕпех çапса аркатрĕ, Берлин çине Çĕнтерӳ ялавне çĕклерĕ.
Вырăс çĕрĕн авалхи йăлипе пирĕн аслă тĕп хула — Мускав тăван хуласемпе ялсене тăшман пусмăрĕнчен ирĕке кăларакан çарсене çĕршер тупăпа харăслатса персе саламларĕ.
Тăван çĕрĕн Хĕвеланăçĕнчи районĕсене ирсĕр фашистсенчен тасатса пĕтерессишĕн пирĕн воинсем хăйсен вăйĕпе юнне хĕрхенмесĕр çапăçрĕç, тылри ĕççыннисем, фабрикăсемпе заводсенче, колхоз уй-хирĕсенче ывăнма пĕлмесĕр ĕçлесе, Çĕнтерӳ хĕçпăшалне туптарĕç, фронта мĕн кирлипе пурне те парса тăчĕç. Çак хĕрӳллĕ кĕрешӳпе ĕçре пирĕн чăваш халăхĕ те, ытти тăванла халăхсем пекех, пысăк паттăрлăхпа пултарулăх кăтартрĕ. Мĕншĕн тесен пирĕи халăх çав вăрçăра хăйĕн юратнă çĕршывне, хăйĕн хулисемпе ялĕсене, хăйĕн пуян уй-хирĕсемпе çаранĕсене, хăйĕн пуянлăхĕсене, хăйĕн культурипе искусствине, хăйĕн ирĕклĕхĕпе чыслăхне хӳтĕлесе хăварассишĕн кĕрешрĕ.
II
Пирĕн халăх, ку чухнехи кĕрешӳре патриотизм туйăмне кунран-кун вăйлатса пырса, çĕнĕрен те çĕнĕ паттăрла ĕçсем тăвать, хăйĕн çĕнĕ историне çырать. Эпир хамăрăн аваллăха та манмастпăр, ăна аса илни пире паянхи ĕçпе кĕрешӳре пулăшать. Çак Аслă вăрçăра пире ĕлĕкхи тăвансен паттăр сăнарĕсем те хавхалантарса пычĕç.
Чăваш халăхĕпе ун çĕршывĕн кунçулĕ яланах аслă Российăн, аслă вырăс халăхĕн кунçулĕпе тачă çыхăнса тăнă. Çавăнпа та Россия пирĕн асаттесемпе аттесемшĕн те, пирĕншĕн те яланах Тăван çĕршыв пулнă. Çавăнпа, вырăс çĕрне тăшман тапăнсан, çав тăшмана хирĕç пирĕн чăваш халăхĕ те яланах ытти халăхсемпе пĕрле çĕкленнĕ.
Вунçиччĕмĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Мускава поляк интервенчĕсем килсе тапăнсан, чăваш халăхĕ Кузьма Минин чĕннипе Чулхула ополчепине хутшăннă. Чăваш сĕм вăрманĕсем вăйлă тăвăл чухнехи пек хускалса вăраннă. Димитрий Пожарский çарне паттăр воинсем панипе пĕрлех, чăваш халăхĕ çар валли тумтирсемпе пахилсем хатĕрлеме тир-сăран, пир-авăр пухнă, йышлă çар çыннисене тăрантарма тырпул, аш-какай турттарнă. Чăвашсен çăка пылĕ йывăр çапăçура халран каякан воинсемшĕн уйрăмах паха та сиплĕ пулнă. Çав пыл вĕсене çĕнĕ вăй кӳнĕ. Пирĕн çĕршыв историйĕи аслă кĕнекине çав пархатарлă ĕçсем ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă.
Горький хулинчи писатель В. Костылев «Кузьма Минин» романĕнче Тăван çĕршыва пĕтĕм чун-чĕрипе парăннă Пăртас ятлă паттăр чăваш çыннине сăнласа кăтартать. Пăртас, халăхăн чысне çӳлте тытса, Минин ыйтнипе, ополченецсем умĕнче икĕ питлĕ çынсене, Тăван çĕршыва сутма хăтланакансене тăрă шыв çине кăларса питлет. Кузьма Минин Пăртаса çавăн пек тӳрĕ кăмăллă пулнăшăн, çапăçура хастар пулнăшăн, мĕн хушнине пурне те туса пынăшăн юратать те ĕнтĕ. Акă çарсем Мускавалла кайма Атăл урлă каçаççĕ. Минин вĕсене сăнаса тăрать. «Шупашкар юланутçисем умĕнче, — тесе çырать В. И. Костылев,— лутра çăмламас лаша çинче ларса пыракан Пăртаса Минин хаваслăн саламлать, Пăртас хастар та ăслă воин. Юлашки кунсенче земски пӳртре Пăртассăр пĕр пуху та иртмен. Тĕрлĕрен тумланнă чăвашсен тарпа перекен хĕçпăшал пурин те пулман. Нумайăшĕн ухă кăна пулнă». Анчах çав ухăсемпе вĕсем тăшман чĕрине, чăн-чăн сунарçăсем пек, вĕлерекен çĕмренсем янă.
Ĕмĕрсем иртсе пынă, Тăван çĕршывшăн пĕрмаях çирĕп тăмалла пулнă. Пĕрремĕш Петĕр патша саманинче те Русь çĕрне тапăнакансем, пирĕн çĕршывăн иксĕлми пуянлăхĕсене хапсăнакансем сахал мар тупăннă. Чăвашсем, ытти халăхсемпе пĕрлех, Питĕр хулин — хальхи Ленин хулин — никĕсне хывнă çĕрте нумай ĕçленĕ. Ĕç йывăр пирки халăх ахлатнă та пулĕ, анчах çав крепость пирĕн Тăван çĕршывшăн ĕмĕрлĕхех чи çирĕп те чи кирлĕ крепость пулса юлчĕ. Питĕр хулин никĕсне хывакансен ывăлĕн ывăлĕсем хальхи Аслă вăрçăра Ленин хулине фашистла вăрă-хурахсенчен хӳтĕлерĕç.
Пĕрремĕш Петĕр Балти тинĕсĕ çине тухса вырăс флотне тума тытăнсан, чăваш халăхĕ те, сĕм вăрмансенчи авалхи юмансене касса, карапсем тума турттарнă. Чăваш юманĕ çавăнтанпа ĕмĕрлĕхех чапа тухнă. Карапсем валли кĕреш юмансем турттаракансен — лашмансен — ячĕ халăх ăсĕнче паян кунчченех пурăнать. Çирĕп юмансенчен тунă карапсемпе тинĕсе тухса, Петĕр патша нумай тĕрлĕ тăшмансене çĕнтернĕ, Русь çĕрĕн чиккисене çирĕплетнĕ. Ахальтен мар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче чăваш халăхĕ хăйĕн фронтри ывăлĕсем патне янă çырура çапла каланă:
«Хамăр ывăлсене вăрçă хирне, хамăр çĕрĕн таса чиккисене сыхлама ăсатнă чухне эпир — Чăваш вăрманĕсенчи юман кĕрешсем пек çирĕп пулăр! — тесе пехиллетпĕр», тенĕ.
Пирĕн çĕршывăн летопиçĕнче чăваш халăхĕ, 1812 çулхи вăрçа хутшăнса, Наполеон çарĕсене хирĕç çапăçни çинчен, унтан каярахри вăхăтсенче те тăшмана хирĕç яланах вырăс халăхĕпе пĕрле çĕкленни çинчен ырă асаилӳсем çырăнса юлнă. Кĕрешӳре яланах пĕрле пуласси, çĕнтерӳ уявĕсене пĕрле уявласси ĕмĕртен ĕмĕре куçса пынă, çакă вăл историлле традици пулса тăнă.
Чăн та, пирĕн чăваш литературинче иртнĕ вăхăтри паттăр ĕçсем çинчен çырнă произведенисем питех те сахал. Ку енĕпе чăваш писателĕсем халăх умĕнче пысăк парăмра. Çапах та халăх хăйĕн историллĕ ĕçĕсене нихăçан та манмасть, пархатарлă асаилӳсем ăруран ăрăва куçса пыраççĕ. Халăх пултарулăхĕ паха легендăсем, былинăсем çуратать. Вĕсем паянхи çамрăксене паттăр та хастар, çирĕп те хăюллă, халăх ĕçĕшĕн яланах таса чĕреллĕ те тӳрĕ кăмăллă пулма вĕрентеççĕ.
Ирĕклĕхшĕн, этеме этем пусмăрланине хирĕç, харам пырсене хирĕç Разинпа, Пугачевпа пĕрле сенĕксемпе пуртăсем йăтнă Атăл пăлхавçисен йăхĕсем 1917 çулта, вырăс халăхĕпе пĕрле пулса, чуралăх сăнчăрне татса ывăтнă, граждан вăрçи уй-хирĕсенче ют çĕршыв интервенчĕсемпе шурă çарсене хирĕç çапăçнă.
Юнпа çуса тасатнă, тарпа шăварса çемçетнĕ пирĕн аслă çĕр çинче çĕнĕ пурнăç — социализмăн чечеклĕ сачĕ ӳссе çитĕнчĕ.
Хăйĕн паттăрлăхĕпе хастарлăхне иртнĕ вăрăм кунçулра сахал мар кăтартнă чăваш халăхĕ ирĕклĕ Совет çĕрĕ çинче улăпла хулпуççине сарчĕ. Вăл çĕнĕрен çуралнă пек ура çине тăчĕ. Авалхи чи лайăх традицисене сыхласа пырса, пирĕн халĕ çĕнĕ, социализмла патриотизмпа интернационализм хăватлăн ӳссе вăй илчĕ. Çĕнĕ ĕмĕрти чăваш халăхĕ, поэт каларăшле, чăннипех те «хулпуççипе кăвак пĕлĕте перĕниччен» ӳсрĕ.
Пирĕн çĕршывра Совет влаçĕ çĕнтернине пула кăна чăваш халăхĕ, ытти мĕнпур халăхсем пекех, ирĕке тухса, хăйĕн пурнăçĕпе телейне тупрĕ, социализм строительствинче пысак пултарулăхне кăтартрĕ, хуçалăхпа культура тĕлĕшĕнчен чаплă çитĕнӳсем турĕ.
Чăваш халăхĕн халь ĕнтĕ çав аслă çĕнтерӳсене палăртакан Конституцийĕ пур.
Чăваш халăхĕн хăйĕн аслă шкулĕсем, театрĕсем, литературипе искусстви, музыки, живопиçĕ — хăйĕн нациллĕ совет культури ӳссе çитĕнчĕ. Унăн хăйĕн инженерĕсемпе техникĕсем, ученăйĕсемпе врачĕсем, учителĕсемпе агрономĕсем, писателĕсемпе композиторĕсем, артисчĕсемпе художникĕсем — хăйĕн иителлигенцййĕ пур.
Çапла вара, пирĕн халăхăн иртнĕ вăрçăра тăшманран хӳтĕлемелли нумай пулчĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ чăваш халăхĕн ывăлĕсем Аслă вăрçă фрончĕсенче, пирĕн Тăван çĕршыври мĕнпур халăхсен ывăлĕсемпе алла-аллăн тăрса, фашистла вăрă-хурахсене хирĕç паттăррăн çапăçрĕç.
Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Федот Орлов «Юрататăп эпĕ Тăван çĕршыва» ятлă кĕнекинче çапла çырать:
«Пуçран пĕр шухăш нихăçан та тухма пĕлмест. Çав шухăш вăл боевой заданисене пурнăçа кĕртсе килнĕ хыççăн кăшт сывлăш çавăрнă чухне те, сывлăшра тăватă моторлă хăватлă караппа вĕçсе пынă чухне те, — ку çеç те мар, чи йывăр самантсем килсе тухнă чухне те хĕлхем пек çиçсе илет: — Кам пулнă пулăттăм-ши эпĕ, революци, Совет влаçĕ пулман пулсан? Мана Совет влаçĕ кăна ăмăрткайăкăннинчен те хăватлăрах çунат пачĕ-çке-ха».
Çапла, Аслă Октябрь, Совет влаçĕ чăваш халăхĕн ывăлĕсене хăватлă çунат, иксĕлми паттăрлăх пачĕ. Çавăнпа вĕсем Тăван çĕршыва хăйсен чĕрине хӳтĕленĕ пек хӳтĕлеççĕ, Чăваш республикин чысне çӳлте тытаççĕ, вĕсем çак телейлĕ пурнăçа нихăçан та никама та парас çук.
Чăваш республикинчи ĕççыннисем фронтри паттăр ывăлĕсене тивĕçлĕ пулассишĕн кĕрешрĕç, вĕсем фабрикăсемпе заводсенче, колхозсенче пирĕн аслă Çĕнтерĕве туптарĕç.
«Хĕç умĕнче пуçна ан тай, ĕç умĕнче пилĕк таран авăн. Пирĕн ĕç — тăшман пуçне хĕç», — çапла каларĕ чăваш халăхĕ. Колхозник ĕçлесе çĕнетнĕ çĕр Тăван çĕршыва тулăх çимĕçсем парать. Вăйлă тырпулшăн пыракан Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура Чăваш республики çултан-çул паха çитĕнӳсем тăвать. Колхоз фермисем Совет Çарĕн воинĕсене апат-çимĕç парса тăчĕç.
Тăван çĕршывшăн йывăр кунсем килсе тухнă чухне пирĕн халăх яланах хăйĕн аслă патриотизмне кăтартнă. Аслă вăрçăн чи йывăр кунĕсенче Саратов облаçĕнчи Ферапонт Головатый колхозник пуçарса янă ĕç тата ун хыççăн сарăлса кайнă юхăм пире, совет çыннисене, Кузьма Мининпа Димитрий Пожарский вăхăчĕсене, пирĕн асаттесен паттăр кунĕсене татах та тепĕр хут аса илтерчĕç. Ют çĕрсене тытса илме хапсăнса, пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа килекенсене хирĕç пирĕн халăх яланах пĕтĕм çĕршывпа пухăнса çĕкленнĕ.
«Пĕтĕм халăха çĕклемелле! Хамăрăн пĕр хулашăн кăна мар, Чулхулашăн кăна мар, пĕтĕм вырăс çĕршывĕшĕн çĕклемелле, укçа-тенкĕ пухмалла — тупăсем шăратма, тăхланпа тар хатĕрлеме... Нимĕн те хĕрхенсе тăрар мар! Кирлĕ пулсан, хамăрăн кил-çуртсене сутăпăр, тăван çĕре ылханлă ташмансенчен хӳтĕлеме хамăрăн мĕнпур пуянлăхсене парăпăр». Çапла чĕннĕ Кузьма Минин, пĕтĕм халăха хавхалантарса.
Ку сăмахсем паянхи пекех илтĕнеççĕ. Пирĕн республикăри колхозниксем танксен колоннисем тумашкăн, паттăр летчиксем валли самолетсем илмешкĕн хăйсем çулсерен перекетлесе пынă укçи-тенкине вуншар та çĕршер пинĕн хыврĕç.
Ăçта, мĕнле çĕршывра курма пулать кун пек чаплă ĕçсене? Кун пекки вăл пирĕн Совет çĕршывĕнче кăна пулма пултарчĕ. Пирĕн колхозниксем, хăйсене ирĕк те ырă пурăнăç туса панă Совет влаçне хӳтĕлесе хăварас тесе, хăйсен пĕтĕм вăйне пачĕç. Тăван çĕршывшăн вĕсем нимĕн те хĕрхенсе тăмарĕç.
Пĕтĕм халăх укçи-тенкипе тунă танксен колоннисем, бронепоездсем, самолетсен эскадрильйисем Аслă вăрçă хирĕнче нимĕçсен фашистла çарĕсене пĕр хĕрхенмесĕр аркатрăç. Çапăçу хирне юмахри улăпсем пек тухнă совет воинĕсене пирĕн иксĕлми аслă та тулăх çĕр хăйĕн хăватлă пурнăç сĕткенне парса тăчĕ. Çĕр сĕткенĕ типиччен пирĕн паттăрсен чĕрисем хавшас çук; çĕр сĕткенĕ нихăçан та типсе лармĕ, пирĕн паттăрсен чĕрисем те кĕрешӳре ĕмĕр-ĕмĕр хавшамăç, — çапла каларĕ пирĕн халăх. Халăхăн Аслă вăрçăри паттăр ĕçĕсем пулас ăрусемшĕн пиншер çул урлă ĕмĕр-ĕмĕр сӳнми çуталса тăрĕç.
III
Совет писателĕсен çĕршыв умĕнчи тивĕçĕ — халăх кĕрешĕвĕн анлăшĕпе таранăшне ăнланса илсе, Аслă вăрçă паттăрĕсен улăпла сăнарĕсене кăтартса парасси, вĕсен пархатарлă та аслă ĕçĕсене чăн-чăн художниксем пулса çутатса парасси, çапла вара хамăрăн халăха татах та паттăртарах пулма хавхалантарасси.
Пирĕн писательсем çак тивĕçе лайăх ăнланчĕç. Совет литературин сасси вăрçăри тупăсен кĕрлевĕпе хупланса лармарĕ. Чăваш литератури те, ытти тăванла халăхсен литературисем пекех, вăрçă кунĕсенче хăйĕн вăйне малалла ӳстерчĕ.
Писательсен вăрçă вăхăтĕнчи произведенийĕсене пăхса тухсан, пирĕн литература ăшчикĕпе форми енчен малалла пуянланни курăнать. Литературăн аталану çулĕ вăрçа пула татăлмарĕ; пачах та урăхла, вăл хăватлăн малалла та тăвалла хăпарса пычĕ. Тăван çĕршыва пĕтĕм чун-чĕререн юратни, ылханлă тăшмана хаяррăн курайманни писательсен пултарулăхне татах та ытларах çулăмлантарчĕ.
Аслă парти чĕннипе пирĕн ĕççыннисем пĕтĕм ĕçе вăрçă вăхăтне тивĕçлĕ пек урăхлатса çĕнетме тытăнсан, писательсем те хăйсен перисене штыкпа танлаштарчĕç.
Пирĕн юратнă Тăван çĕршыв çине фашистсен йытă кĕтĕвĕсем сиксе ӳксен, писательсем чи малтан, хăйсен халиччен çырнă сыхлăх сăвви-юррисене, калавĕсемпе очеркĕсене пĕрле пухса, коллективлă кĕнекесем туса кăларчĕç. Çапла чи малтанхи кĕнекесем — «Тăван çĕршывшăн», «Хĕрлĕ ялавпа» ятлă сборниксем çуралчĕç.
Чăн та, çав малтанхи кĕнекесенче вăрçă мĕн тери хаяр пулассине, Тăван çĕршыв умне тухса тăнă хăрушлăх мĕн тери пысăк пулассине тавçăрсах çитерейменни, халăхăн çав вăрçăри задачисене çăмăлраххăн ăнланни сисĕнетчĕ. Унта декларацилле сăвăсем ытларахчĕ. Çапах та, тăшмана хирĕç хатĕрлесе хунă мĕнпур пек хĕçпăшала арсеналран кăларса, унпала малтанхи кунсенче усă курни вăхăтлă та вырăнлă пулчĕ. Çакă вăл пирĕн писательсем, пирĕн халăх сĕмсĕр тăшмана пушă алăпа мар кĕтсе илнине, пирĕн халăхăн мораллĕ-политикăллă пĕрлĕхĕ никам хавшатайми çирĕп пулнине кăтартса пачĕ, çакă вăл малтанхи кунсенчех халăха вăрçа мобилизацилеме пулăшрĕ.
Пирĕн çĕршыв йĕри-тавра тăшман тăнине эпир лăпкă вăхăтра та манман:
Хĕçсем çидĕч, çирĕп тытнă пăшала.
Тус-винтовка пирĕн тĕрес, тĕл перет.
Ыткăн, ыткăн, урхамахăм, мăлалла!
Çилхӳ витĕр, çилхӳ витĕр çил вĕрет.
(Уйăп Мишши, «Çилхи витĕр çил вĕрет».)
Ленин партийĕн аслă планĕсене пурнăçа кĕртсе пырса, пирĕн рабочисем пулас кĕрешĕвĕн хĕçпăшалне фабрикăсемпе заводсенче туптанă, колхозниксем çĕршывăн чĕр-таварпа апат-çимĕç пуянлăхĕсене ӳстерсе пынă, прозаиксемпе поэтсем ĕççыннисене хăйсен кĕнекисемпе çĕнтерӳ тума хавхалантарнă.
Çавăнпа, тăшман вăрă-хурахла, кĕтмен çĕртен, систермесĕр тапăнчĕ пулин те, ăна эпир хамăрăн мĕнпур хĕçпăшала алла тытса кĕтсе илтĕмĕр. Çавăнпа ĕнтĕ мирлĕ вăхăтра çырнă сыхлăх сăвви-юррисем малтанхи кунсенчех питĕ вырăнлă пулчĕç. Пирĕн сăвăсем Совет Çарĕн воинне çапăçу хирне хăюллăн тухма чĕнчĕç, иртнĕ вăрçăсем (Хасан, Халхин-Гол патĕнчи çапăçусем, Финлянди вăрçи) çинчен çырнă калавсемпе очерксем çĕнĕ боецсене кăштах та пулин вăрçă опычĕпе паллашма пулăшрĕç.
Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех пирĕн литературăра очерксем, чĕнекен сăвăсем, пĕр актлă пьесăсем пысăк вырăн йышăнчĕç. Вĕсене чăваш ĕççыннисем хапăлласах кĕтсе илчĕç.
Пирĕн чечекленекен çĕршыва юнлă вăрçăпа килнĕ тăшмана хирĕç халăхăн пĕтĕм хаярлăхĕпе курайманлăхĕ çĕкленчĕ. Совет халăхĕ ылханлă фашизма хирĕç танксемпе те самолетсемпе кăна мар, тупăсемпе те пăшалсемпе кăна мар, хăйĕн аслă литературипе те хаяррăн кĕрешĕве тухрĕ. Вăрçă кунĕсенче халăх Пушкин, Лермонтов, Гоголь, Толстой, Максим Горькипе Маяковский произведенийĕсене çĕнĕ туйăмпа, çĕнĕ шухăш-кăмăлпа вулама тытăнчĕ. Толстойăн «Война и мир» романне нумай çын, çĕнĕрен вуласа тухса, вырăс халăхĕн авалхи паттăрлăхĕнчен паянхи кĕрешӳ валли вăй илчĕ. Çавăн пекех вăрçă кунĕсенче халăх пултарулăхĕ çĕнĕ вăйпа хускалса çĕкленчĕ. Халăх пултарулăхĕ — фольклор — тăшманпа çапăçнă çĕрте çивĕч хĕçпăшал пулса тăчĕ. Халăх хушшинче нимĕç захватчикĕсене, çынçиен Гитлера ылханса питлекен çĕнĕ сăвă-юрăсем, такмаксем тăшман чĕрине çивĕч сăнă пек витекен сăмахсемпе каларăшсем çуралчĕç. Чăваш писателĕсем, хăйсен произведенийесене пичетлесе кăларнипе пĕрлех, вăрçă пуçланнă çул халăх сăвви-юррисене пухса, «Фашизма хирĕç фольклор» ятлă кĕнеке кăларчĕç.
Чăн та, ку кĕнекере пурте пĕр пекех паха теме çук, анчах уйрăм такмаксемпе каларăшсем тăшмана витĕмлĕн пырса çапаççĕ.
Акă Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнчи Иван Анисимовран çырса илнĕ «Çунса кайтăр» такмака илер. Ку сăвă пысăк мар, унта пĕтĕмпе те сакăр йĕрке çеç, анчах вăл чăннипех те хаяр çулăмпа çунса тăрать.
Пусмăр кӳрен Гитлерне
Йĕрĕх тыттăр, хĕн куртăр,
Шăтан-юхаяпа аптратăр,
Шăна ларсан хуртлантăр.
Юнпа хĕрелнĕ Гитлерне
Çĕлен сăхса аптраттăр.
Вуник курка юн юхтăр,
Типсе хăрса, çунса кайтăр!
Е тата çав районрах Чатукасси ялĕнчи Николай Павловран çырса илнĕ «Айтăр пĕрле кайăпăр» ятлă юрă:
Юратнă тăван ялйышсем,
Айтăр пĕрле кайăпăр.
Гитлер пуçне касăпăр,
Мăн çул хĕрне çакăпăр.
Иртен-çӳрен сурса ирттĕр.
Шалçа çинчех çĕрсе кайтăр,
Çакăн пек пултăр ман ылхан.
Ку сăвă пĕтĕм халăхăн хаяр шухăш-кăмăлне палăртать. Ăна ылхан чĕлхи тесе каласан та ытлашши пулмасть.
Кĕнекере халăхсен аслă çулпуçне Ленина, тăван партие, хамăрăн юратнă Тăван çĕршыва, ăна паттăррăн хӳтĕлекен халăх ывăлĕсене мухтаса çырнă сăвă-юрăсем, халăхăн кĕрешӳри шухăш-кăмăлне, унăн хуйхи-суйхине кăтартса паракан сăвă-юрăсем, халăх хăйĕн ывăлĕсене çапăçу хирне ăсатнă чухне пехиллесе каланă сăмахсем чуна витермелле илтĕнеççĕ.
Çавăн пекех «Чăн сăмахăн суйи çук» текен уйрăма кĕртнĕ ваттисен сăмахĕсем те тăшмана намăс юпи çумне пăталаса хураççĕ. Акă тĕслĕхсем: «Выçă кашкăр та фашистран йăвашрах; фашиста пĕр татăк париччен, йытта виç татăк пар; пусаран вăрлăх ан кĕт, фашистран — ырлăх ан кĕт; фашистăн çăткăн хырăмне — хурçăпа тăхлан тултар çăкăр вырăнне; ăçта Гитлер чунилли — унта çын вилли; пуля, куçсăр пулин те, фашиста тупатех; фашист паян полковник — ыран покойник; пуйма тухнă нимĕç вилĕм тупнă; юнпа илнĕ мул юнпах пĕтет; вутпуççине — шыв, Гитлер пуçне — штык».
Халăх сăмахĕсем халăх ывăлĕсене çапăçу хирĕнче герой пулма, Тăван çĕршывшăн арăслан пек çапăçма, халăх ĕçĕшĕн тӳрĕ кăмăллă та çирĕп тăма, чыса лайăх сыхлама чĕнеççĕ: «Тăван çĕршыв сыв пулсан, тăван йăву пулĕ сан; вилĕмрен ан хăра, пурăнмăн хурлăхра; сехрӳпе хăпартиччен чышкупа хăпарт; ӳркев ӳкерет, хастарлăх хăтарать; ĕç умĕнче пилĕк таран авăн, хĕç умĕнче пуç ан тай; упаленсе пурăниччен, ура çинче тăрса вил; пуçна çухатсан та, чысна ан çухат; ан тĕлĕнтер чĕлхӳпе, ĕнентер — ĕçӳпе; фашист пĕтмесĕр пăшална ан пăрах».
«Фашизма хирĕç фольклор» кĕнеке валли материалсем пухнă çĕрте уйрăмах И. Патмар (Анисимов), В. Долгов (Хутарсем), Иван Мучи, А. Кăлкан, М. Ястран, Г. Краснов-Кĕçĕнни писательсем вăй хурса ĕçленĕ. Вĕсем тăван литературăшăн та, халăхшăн та пысăк ĕç тунă.
«Фашизма хирĕç фольклор» — вăрçăн малтанхи çулĕнче кăларнă кĕнеке, унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Çав хушăра, паллах, халăхăн çĕнĕ сăвви-юррисем, юмахĕсемпе халапĕсем сахал мар çуралнă. Анчах писательсем халăх пултарулăхне пухас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ-ха. Писательсен ку енĕпе ĕçе вăйлатмалла, писательсемпе халăх хушшинчи çыхăнăва ытларах çирĕплетмелле. Халăх пултарулăхĕн çăлкуçĕ тăван литературăна та, çавăн пекех уйрăм писательсен пултарулăхне те çĕнĕ вăй-хăват кӳрет.
Аслă вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче чĕнекен тата тăшмана питлекен пысăк мар сăвăсемпе вăрçă эпизочĕсене кăтартса паракан пĕчĕк очерксем ытларах пулчĕç пулсан, юлашки тапхăрта фронтри паттăрсене кăтартса паракан калавсемпе чылай пысăк повеçсем, поэмăсемпе пьесăсем те çуралчĕç.
Писательсем çак Аслă вăрçăн тĕп геройне — совет халăхне, халăх хушшинчех ӳсекен паттăрсене çывăххăнрах курса, вĕсен кĕрешĕвĕпе сăнарĕсене литературăра кăтартса парассишĕн пикенсе ĕçлеме тытăнчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче литература халăха идея тĕлĕшĕнчен хĕçпăшаллантарма тивĕçлине писательсем лайăх ăнланчĕç. Литература ĕçченĕсене хăйсен задачисене ăнăçлă пурнăçа кĕртме, чи малтан, вĕсем пĕтĕм халăх ĕçне фронтра та, тылра та тӳрремĕнех хутшăнни пулăшрĕ.
Чăваш писателĕсенчен нумайăшĕ вăрçăн малтанхи кунĕсенчех, алла хĕçпăшал тытса, Тăван çĕршыва хӳтĕлеме, Октябрьти Социализмлă Аслă революци çĕнтерĕвĕсене фашистла тискер кайăксенчен сыхласа хăварма кĕрешĕве тухрĕ. Писательсем çакна лайăх ăнланса илчĕç: Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕлени вăл — совет гражданинĕн ирĕклĕхĕпе чыслăхне хӳтĕлени, чăваш совет писателĕн тивĕçне хӳтĕлени пулать. Çавăнпа та тăшмана хирĕç писателĕн хурçă перопа кăна мар, алла хĕçпăшал тытса та кĕрешме тиврĕ.
Çавăн пекех тылри писательсем те, патшалăх, общество ĕçĕн чи кирлĕ вырăнĕсене тăрса, пĕтĕм халăхпа пĕрле фронта ĕçлĕн те активлăн пулăшрĕç, вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăр, хамăрăн наци культурине малалла аталантарса пычĕç. Вĕсем хăйсен тылри ĕçĕпе фронтовиксемпе танлашма тăрăшрĕç. Патшалăх учрежденийĕсемпе общество организацийĕсенче пикенсе ĕçленипе пĕрлех тылри писательсем хăйсен тӳрĕ ĕçне туса пычĕç, çĕнĕрен сăвăсемпе юрăсем, калавсемпе повеçсем çырчĕç.
Çапла пирĕн писательсем, совет гражданинĕн тивĕçне фронтра та, тылра та чыслăн пурнăçа кĕртсе, çĕнĕ произведенисем чылай çырчĕç.
Вăрçă кунăсенче, пысăк йывăрлăхсем пулчĕç пулин те, кĕнеке кăларас ĕç вăйсăрланмарĕ, кĕнекесен тиражĕ те чакмарĕ. Пирĕн писательсен Союзĕн хулăн журналĕ — «Илемлĕ литература» альманах, малтанхи пекех, çулталăкра тăватă номер тухса тăчĕ. Фронтран килекен сăвăсемпе поэмăсем, калавсемпе повеçсем чи малтан альманахра пичетленсе пычĕç. Унта çакăн пек пысăк произведенисем: Леонид Агаковăн «Партизан Мурат», Степан Асланăн «Аслати» повеçĕсем, П. Хусанкайăн «Таня» тата «Аптраман тавраш» поэмисем, Я. Ухсай, Уйăп Мишши, И. Ивник, И. Тукташ, А. Алка, В. Бараев тата ыттисен сăввисемпе поэмисем, В. Долгов (Хутарсем), Данилов-Чалтун, К. Пайраш калавĕсем çапăнчĕç.
Альманахра пичетленнисĕр пуçне, чылай писательсен уйрăм кĕнекесем тухрĕç. Çапла, сăмахран, вăрçă кунĕсенче Данилов-Чалтун — «Фронтра», Л. Агаков — «Фронтри ачасем», В. Долгов (Хутарсем) — «Çурхи калавсем», Хв. Уяр — «Çулсем-йĕрсем» ятлă калав кĕнекисем, халăх поэчĕ Н. И. Шелепи — «Çулпуçне халалласа» тата «Чĕнетĕп», П. Хусанкай — «Тупа», Я. Ухсай — «Вăрçă хирĕнче», Уйăп Мишши — «Малалла, Хĕвеланăçнелле», С. Шавлы — «Йыхрав», М. Ястран «Хĕрлĕ ялавпа» ятлă сăвă кĕнекисем кăларчĕç.
Çавăн пекех кунта чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕ — Совет Союзĕн Геройĕ Ф. Н. Орлов çырнă «Юрататăп эпĕ Тăван çĕршыва» кĕнекене те палăртмалла. Паттăр вĕçевçĕ — Орлов капитан, хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен каласа парса, вулакана пĕтĕм чун-чĕререн хавхалантарать. Çав кĕнеке чăваш халăх ывăлĕн пурăнăç çулне, пирĕн ирĕклĕ те аслă çĕршыв чăн-чăн геройсене, пуринчен çӳлте те пуринчен инçете вĕçекен ăмăрткайăксене пăхса ӳстернине кăтартса парать.
Çапла, хисеп тĕлĕшĕнчен пăхсан, пирĕн сахал мар произведени пичетленчĕ. Çав произведенисене тишкерсе тухма вăхăт ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн писательсен ăсталăхĕ, идейăллă шайĕ ӳсни, вĕсен тавракурăмĕ аслăланни палăрчĕ. Чылайăшсем халь ĕнтĕ хăйсен ĕçе çине çитĕннĕ çынсем пек пăхма пуçларĕç, вĕсем литература ĕçне халăх ĕçĕпе çыхăнтарса пыма вĕренчĕç, хăйсене пĕччен хуçалăхпа пурăнакан алăстисем пек тыткалама пăрахрĕç. Чылайăшне фронт, Совет Çарĕн шкулĕ мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп ура çине тăратрĕ.
Писательсем çакна лайăх ăнланса илчĕç: Тăван çĕршыв умне тухса тăнă хăрушлăх вĕсемшĕн те, пĕтĕм литературăпа искусствăшăн та хăрушлăх пулса тăрать, çав хăрушлăха сирсе ярас тесен, халăхăн пĕтĕм вăйне, вăл шутра литература вăйне те кĕрешĕве мобилизацилемелле, ылханлă тăшмана хирĕç, нимĕç фашизмне хирĕç пур майсемпе те кĕрешмелле. Çакна ăнланса илни чылай писателе литература ĕçĕ çине ытахальтен туса пыракан ремесла çине пăхнă пек пăхма пăрахтарчĕ. Литературăра текех «курăк ӳснĕ пек, шухăшламасăр» çырнă произведенисем валли вырăн юлмарĕ. Пĕр чечек çинчен тепĕр чечек çине вĕçсе çӳрекен лĕпĕшсем пек хăтланакан сăвăçсем курăнми пулчĕç.
Вăрçă пĕтĕм халăхшăн пысăк та йывăр тĕрĕслӳ пулнă пекех, писательсене те хаяр тĕрĕслӳ витĕр кăларчĕ. Кам пĕлет, хăшпĕр хавшак писательсем çак тĕрĕслеве тӳсеймесĕр шăнланса ларчĕç-и, тен?! Анчах вăрçă йывăрлăхĕсене пĕтĕм халăхпа пĕрле тӳссе ирттерекен писательсем пĕтĕм халăхпа пĕрлех ĕçлерĕç, кĕрешрĕç, çĕнĕрен те çĕнĕ произведенисем çырчĕç.
IV
Граждан вăрçи вăхăтĕнче партизан пулнă М. Н. Данилов-Чалтун Аслă вăрçă кунĕсенче хăй ирĕкĕпе татах алла пăшал тытрĕ. Вăл литература ĕçне тайгари партизансем çинчен çырнипе пуçланăччĕ. Чалтун çырнă партизан калавĕсене пирĕн вулакансем хапăлласах кĕтсе илнĕччĕ.
Юратнă Тăван çĕршыва ирсĕр тăшман килсе тапăнсан, Данилов-Чалтун писатель, военкомата кайса, хăйне фронта яма ыйтрĕ. Вăрçа кайсан, вăл тăшмана хирĕç хаяр çапăçрĕ, паттăр юлташĕсем çинчен калавсемпе очерксем çырчĕ.
Унан «34-мĕш атака умĕн» ятлă çырăвне пурте вуланă пулĕ. Писатель кунта хăйĕн хаярлăхĕ, çапăçури паттăрлăхĕ ăçтан çуралнине каласа парать. Данилов-Чалтун вăрçа кайнă чухне 50 çултан иртнĕ çын пулнă. Унăн вăрçă пуçланнă çул кăна аслă шкул вĕренсе пĕтернĕ тăван ывăлне фашистсем вĕлернĕ, нимĕç ирсĕрĕсем пирĕн хуласемпе ялсене çунтарнă, çаратнă. Ăçтан лăп вырттăр-ха ĕнтĕ совет çыннин чĕри? Ватă партизан Чалтун хăй валли пĕр çул кăна курать — вăрçă çулĕ. Ирсĕр тăшмана пĕтермелле! Чалтуна, ватта сулăннă çынна, военкомат фронта ярасшăн мар пулсан та, вăл хăйĕн çунса тăракан ĕмĕтне пурнăçа кĕртетех. Фронта каять, 33 çапăçура пулать, 34-мĕш атакăна кĕрес умĕн иртнĕ кунçулне çаврăнса пăхать те, унăн ылханлă тăшмана аркатас хĕрӳлĕхĕ татах та ытларах вĕреме тытăнать.
Чалтунăн фронтран янă калавĕсемпе очеркĕсем совет çыннин вăрçăри шухăш-кăмăлне тарăннăн палăртаççĕ. Писатель вĕсенче совет воинĕсен паттăрлăхне, фашистла ирсĕрсем тăвакан тискер ĕçсене, совет çыннисем нимĕнле йывăрлăха та парăнманнине, нимĕнле ултава та сутăнманнине кăтартса парать. Çав калавсенчен «Вилĕмрен хăталнисем», «Мучи мунчи», «Пăлан хыççăн», «Вĕретнĕ шыв» тата ытти калавсем уйрăмах чĕре патне кĕрсе юлаççĕ. Çак пысăк мар ӳкерчĕксенче геройсен сăнĕ кăна мар, писателĕн сăн-сăпачĕ те — вăл малалла ӳсни, унăн пурнăçĕ татах та ытларах пуянланни курăнать.
М. Н. Данилов-Чалтун вăрçă хирĕнче тăшманпа çапăçса пуçне хучĕ. Пирĕн халăх унăн патриотла ĕçне нихăçан та манмĕ.
Чăвашсен паллă поэчĕ Уйăп Мишши (Шумилов), хĕрӳллĕ çамрăклăхне Совет çĕршывĕн чиккине хӳтĕленĕ çĕрте ирттернĕскер, тăшман эшкерĕсем килсе тапăннине фронтăн чи малти йĕрĕнче — Совет çĕрĕн Хĕвеланăç чиккинче кĕтсе илнĕ. Хаяр çапăçусемпе каялла чакма тивнĕ кунсенче вăл яланах çапăçу вутĕнче пулнă.
Эп ишĕлен хуласем витĕр тухрăм.
Вутра çунатчĕç эп иртнĕ ялсем.
Хураччĕ пĕлĕт. Çухрам хыççăн çухрăм
Тапăнса килчĕç урнă шакалсем, —
тесе çырать поэт «Хаярлăх çурални» сăвăра.
Малтанхи пилĕкçуллăхра Уйăп Мишши Днепрогэс тунине курнă, вăл «Днепрострой» поэма çырнă. Хаяр вăрçă çулĕ поэта татах Днепрогэс патне илсе пырать. Çав «Хаярлăх çурални» сăвăрах вăл чунĕ ыратнине, хаярлăх мĕнле çуралнине каласа парать.
Паян кунччен чĕре кӳтсе тăрать ман:
Эп курнă Днепрогэс ишĕлнине...
Ача-пăча вилнисене эп курнă,
Амăшесен типейнĕччĕ куççуль,
Ахальтен мар ĕнтĕ ман çӳçĕм шурнă,
Чĕрем пиçсе хытнă — пулнă вутчуль.
Поэтшăн Тăван çĕршыв — вăл Днепрогэс та, Вăрнар вăрманĕ те, тăван Çăкалăх та, çулăмра çунан Сталинград та.
Пирĕн литературăра Уйăп Мишши яланах сăввисенче общество интересĕсемпе хăйĕн интересĕсене тачă çыхăнтарса пынипе палăрса тăрать. Пĕтĕмĕшле темăсем унăн хайĕн темисем пулса тăраççĕ. Поэт, — эпир ăна маларах кăтартса патăмăр, — вăрçă хăрушлăхĕ çинчен мирлĕ вăхăтра та манман. Çавăнпа унăн вăрçă вăхăтĕнчи сăввисем уйрăмах витĕмлĕ тухаççĕ.
Сталинград хулине паттăррăн хӳтĕлекенсене халалласа, поэт çапла çырать:
Çапăçса, вилĕмпе вилĕме çĕнтерсе,
Ĕмĕр вилĕмсĕр турăр эсир хăвăра.
Сирĕн чаплă ĕçе манас çук ĕмĕрсем,
Янăрĕç ятăрсем юрăра, сăвăра.
(«Сталинград»)
Тăван çар салтакĕсене поэт малалла, Хĕвеланăçнелле чĕнет:
Кур, боец, тыткăнра хуласем сан умра
Итĕлеççĕ, çунаççĕ вутра, çулăмра.
...Шавлă Днепр кĕтет, сенкар шывлă Дунай,
Ав, мăнаçлан Карпат тăвĕсем асăнаç.
Пур çĕре те сан пурнăç ăшши кӳмелле.
Малалла! Малалла! Хĕвеланăçнелле!
(«Малалла, Хĕвеланăçнелле»)
Уйăп Мишши Совет партизанĕсемпе фронтри паттăрсем çинчен чылай сăвă çырса кăларчĕ. Уйрăмах унăн «Салтак амăшĕ» поэмине палăртмалла.
Чăваш хĕрарăмĕ пĕртен-пĕр ывăлне, тăшмана пăр шелсĕр вĕлерме пехиллесе, фронта ăсатать. Амăшĕ пехилленине ывăлĕ тӳрĕ кăмăлпа, паттăррăн пурнăçа кĕртет. Çапăçу хирĕнче вăл герой вилĕмĕпе вилет. Çакăн çинчен амăшĕ патне ывăлĕп юлташĕсем çырса пĕлтереççĕ. Салтак амăшĕ ывăлĕ вилнине, çак пысăк хуйха çирĕппĕн тӳссе ирттерет, вăл тискер тăшмана мĕнпур хаярлăхĕпе, чăвашсен авалхи ылхан чĕлхипе ылханать. Амăшĕ ывăлĕн çывăх тусĕсене, ашшĕ-амăшĕсене çухатнăскерсене, пурне те хăй патне ывăллăха илме пулать. Çапла Уйăп Мишши Аслă вăрçăра халăхăн пĕрлĕхĕ, тăванлăхĕ татах та ӳснине, совет хĕрарăмĕн пархатарлă та çирĕп чĕрине кăтартса парать.
Чăн та, Уйăп Мишшин пур сăввисем те пĕр пекех лайăх тени тĕрĕс мар пулĕччĕ. Хăшпĕр чухне васкани, çĕнĕ шухăшпа çĕнĕ туйăма кивелнĕ сăмах çаврăнăшĕпе каласа пани, хăнăхнă сăмах çаврăнăшĕсенчен хăтăлма тăрăшманни, йывăртарах вырăнсенче пĕтĕмĕшлĕн каласа иртсе кайни сисĕнет. Паллах, Уйăп çак çитменлĕхсене пĕтерме пултарать.
Пирĕн чылай писательсем фронт хаçачĕсенче ĕçлерĕç. Совет Çарĕнчи хаçат редакторĕсен е çар корреспонденчĕсен ретĕнче эпир Ухсай, Хусанкай, Агаков, Тукташ, Талвир, Алакĕр, Илпек, Çитта тата ытти писательсене куртăмăр. Вĕсем çар пичетĕнче пирĕн паттăрсен сăн-сăпатпе кăтартса панипе пĕрлех тăван республикăна çĕнĕрен çĕнĕ повеçсем, калавсем, поэмăсемпе сăвăсем çырса ярса тăчĕç, тăван литературăн пуянлăхне малалла ӳстерчĕç.
Талантлă поэт Ухсай Яккăвĕ пĕр дивизири чăваш боецĕсемпе командирĕсен ячĕпе тăван халăха сăвăлла çыру ячĕ. Ку çырăва поэт Дон çыранĕ хĕрринчи блиндажсемпе çĕрпӳртсенче çырнă. «Çырăвăн кашни сăмахĕн вăйĕнче пур пирĕн юн», тесе çырать поэт. Ку вăл — çыру кăна мар, пирĕн чаплă аваллăха, унăн улăп пек паттăр çыннисене мухтакан, фронтри хаяр кĕрешĕве, çапăçу хирĕнчи геройсене кăтартса паракан, çĕнтерӳ патне, çутă малашлăха чĕнекен поэма.
Дон тăрăхĕнчи çеçенхирсем çĕршыври мĕнпур халăхсен ывăлĕсемшĕн, çавăн пекех чăваш ачишĕн те çывăх та тăван пулчĕç. Çав çеçенхирсене авалхи кĕрешӳ кунĕсенче пирĕн асаттесен юнĕ çуса тасатнă. Паянхи çапăçу хирне те пĕр хĕвелне уйăхах çутатаççĕ.
Тутăхми хĕç пек çут уйăх
Пĕлĕт витĕр ишнине
Курнă Куликово уйĕ,
Савнă унăн çутине.
Пурçăн та ука йĕнерлĕ
Утаман Донской авал
Çакă уйăха тинкернĕ,
Малалла çĕкленĕ ал.
Степан Разин утаманăн
Тусĕсем пăха-пăха
Кĕр-кĕрленĕ, асăрханă
Кĕмĕл сăнлă уйăха.
Пирĕн юнра авалхи улăпсен — Димитрий Донскойăн, Степап Разинăн чыслăхпа ирĕклĕхшăн çуннă хăвачĕ те вĕресе тăрать. Совет Çарĕн воинĕсем авалхи паттăрлăх традицийĕсене çирĕп сыхласа пыраççĕ. Çапла чаплă аваллăх та паянхи паттăрсене кĕрешӳре хавхалантарать. Пирĕн паттăрсем халăхăн чысĕпе чапне çĕре ӳкермерĕç.
Савнă халăх, ăмăрткайăк,
Харсăр санăн чĕппӳсем;
Хуть ăçта пулсан та, лайăх
Янтăраççĕ ячĕсем.
Вăхăтлăха каялла чакма лекнĕ кунсенче те, тăшманпа хире-хирĕç тăрса вилесле çапăçнă чухне те, çапăçу хыççăн ывăнса çитнипе аслă çĕр кăкри çине тĕшĕрĕнсе анса самантлăх кĕске ыйăха путнă чухне те, унтан, татах тăрса, хаяр çапăçăва кĕнĕ чухне те, — пĕрмаях пирĕн паттăрсене пĕр шанчăк — çĕнтерӳ шанчăкĕ ертсе пырать.
Çитĕ вăхăт, Гитлер пуçĕ
Тăрăнĕ шалçа çине.
Çитĕ вăхăт, алăк уçĕ,
Салтак кĕрĕ хăй килне.
Шыв та сывлăш йăлт тасалĕ
Пыйтлă нимĕç шăршинчен.
Кĕрлесе трамвай хускалĕ
Киев урамĕсенче.
Дон çыранĕнчен поэт хăй шухăшĕнче инçетри Днепр çыранне курать. Унта — тăван Украинăна, унта аслă поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин таса тăприне ирсĕр нимĕç юнлă аттипе таптать-ха. Мирлĕ вăхăтра Украина хĕрĕсем чаплă поэт тăприне чечексем лартса илемлетнĕ, халĕ вара «ирхине пымасть саркайăк ун тăпри çине».
Анчах:
Аслă Çеçпĕл, халăх чапĕ,
Патриот, кăвар чĕре,
Çĕнтерӳ сехечĕ çăлĕ,
Çитĕ эс выртан çĕре.
Сарлака Чернигов уйĕ
Тепĕр хут ешернине
Курăн эсĕ, Çеçпĕл, туйăн,
Сисĕн ирĕк килнине.
Эсĕ туйăн: Хĕрлĕ Çарăн
Йышĕнче тăванусен
Мĕнешкел янраççĕ харăс
Теветкел утăмĕсен.
Эсĕ, савнă Çеçпĕл, шантăн
Хамăр халăх паттăрне,
Малалла чĕнсе янратрăн
Вилĕмсĕр юррусене.
Çак сăвва Дон шывĕн сулахай енче çырнă. Çавăнтанпа çулталăк та çитмерĕ, Совет Çарĕ Чернигов уйне, Украина столицине — Киева ирĕке кăларчĕ. Днепр шывĕн сылтăм енне каçса кайрĕ те тăшмана малалла аркатса пычĕ. Пирĕн Совет Çарĕ, совет халăхĕ, вĕсемпе пĕрле пирĕн литература та çавăн пек иксĕлми шанчăк пуррипе вăйлă пулчĕç.
Ухсайăн тăнăç вăхăтри сăввисенче час-часах нимĕне те пăхăнман «стихия», Пушкăрт çеçенхирĕнчи чарусăр çил пек ирĕклĕ хăват тулхăрса пыни палăратчĕ. Çав хăват тепĕр чухне хăйĕн формине те тупаймастчĕ, сăвă «дисциплинине» те пăхăнсах каймастчĕ. «Ик пӳрнепе хыпам та çăвара лаша вăрри пек шăхăрам», — тетчĕ поэт тепĕр чух, шухă хастарлăхне чараймасăр.
Фронт пурнăçĕ Ухсая хăйне те, унăн сăввисене те çирĕп дисциплина кӳчĕ, Ухсай сăввисенче заводра туптаннă хурçă сасси илтĕне пуçларĕ. Стихийăллă, чарусăр туйăмсем çирĕп шухăша пăхăна пуçларĕç. Ахальтен мар вăл «Винтовка» сăввине Лермонтовăн «Кинжал» ятлă сăввин виçипе çырать. Кунта сăвă виçи кăна мар, «Кинжал» сăввăн шухăшĕ те уççăн палăрать.
Çавăн пекех унăн ытти лирикăллă сăввисенче те виçе тупса йĕркеленнĕ шухăш пĕтĕçсе тăрать. Поэт туйăмпа шухăшăн чăн-чăн гармонийĕ патне çывхарать. Акă, илер «Çумăр» сăвва:
Çĕре çурас пек артиллери
Кăвар çуса шавланă чух,
Сасартăк аслати кĕрлерĕ,
Пин-пин снаряд пек аçа-чул
Тӳпе çинче сиксе çӳрерĕ.
Лĕп ăшă çумăра ырларăм,
Хывса пăрахрăм каскăма.
Çара пуç тăтăм та сăнарăм:
Епле пуçларĕ çăвăнма
Аманнă çĕр-аннем мăнтарăн!
Чир кайтăр! Вилнĕ нимĕç пӳрĕ
Шăрши çухалтăр çĕр çинчен!
Çĕртĕр тăшман вилли, çер чирĕ!
Çу, çумăр, чашкăр! Вăрçă хирĕ
Тасалтăр, уçăлтăр тĕнче!
Ухсай сăвăçă кăна мар, вăл талантлă драматург та. Паллах, вăрçă хирĕнче, блиндажра пысăк калăплă япаласем çырма йывăр пулнă. Анчах шанас килет: тĕнчери чи аслă вăрçа тӳссе ирттернĕ поэт малашне пирĕн аслă саманана тивĕçлĕ анлă произведенисем парĕ.
Пысăк калăплă произведенисем вăрçă вăхăтĕнчех çуралчĕç. Вулакансем П. Хусанкайăн паттăр партизанка Зоя Космодемьянская çинчен çырнă «Таня» поэмине хаваслăн кĕтсе илчĕç. Поэма нумай çĕрте пичетленсе тухрĕ. Пирĕн çамрăксем Тăван çĕршывăн паттăр хĕрĕнчен халăх телейĕшĕн Таня партизанка пекех тӳрĕ кăмăллăн кĕрешме вĕренеççĕ. Çитĕннисем Зоя сăнарĕнче революци çитĕнĕвĕсене, социализмлă революци совет çыннисене шухăш-кăмăл тĕлĕшĕнчен мĕн тери пуянлатнине кураççĕ. Зоя ячĕ — мĕнпур çамрăк ăрушăн, пĕтĕм халăхшăн ĕмĕр-ĕмĕр сӳнми çăлтăр пек çуталса тăрĕ. Вăл пĕтĕм халăха вилĕмсĕр паттăрлăх тĕслĕхне кăтартрĕ.
Тавтапуç сана, тăванăм,
Йăмăк, тус, хĕр-паттăр!
Пире çул уçса эс панă,
Çав çулпа пыратпăр!..
«Тавтапуç, тăвăнăм», тейĕç
Çамрăк лейтенант та,
Хура-шур курнă гвардеец,
Ватă генерал та.
Поэма 1941 çулхи йывăр та хăрушă кĕрхи куна, Мускав урамĕсен хумхануллă сывлăшне, совет çыннисен тулса çитнĕ хаярлăхне пĕтĕçтерсе кăтартать. Чăн та, поэт Зойăн кĕске те пархатарлă пурнăçĕн драматизмне литература тĕлĕшпе çирĕп сюжета йĕркелесе кĕртеймен. Чылай материалсемпе (Зойăна сутни, ăна сутакансене кайран тытни тата ыт. те) поэт усă курайман. Хусанкай поэмăна юрă формипе çырнă. Ку енчен пăхсан, поэма питех те килĕшӳллĕ. Поэмăн кашни сыпăкне, хăйне уйрăм кăмăлне кура, хăйне уйрăм сăвă виçипе шăрçаланă. Çакă вăл поэмăн янравлăхне ӳстерет. Поэма пуçламăшĕнче «Сар Хĕвел хĕрĕ Хĕвелпи çинчен» хывнă легендăпа поэт питĕ вырăнлă усă курнă.
«Хăçан та пулин çитмеллех мехел;
Пĕтмеллех тĕттĕм, çĕнмеллех Хĕвел,
Çавăнпа кулать Хĕвелпи», — тесе
Йăпанаççĕ-мĕн çĕр çинчи çынсем.
Пĕтĕм поэма çак шанчăка çирĕплетсе парать те ĕнтĕ: тĕттĕм пĕтмелле, Хĕвел çĕнмелле!
Хусанкай чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕсемпе хĕрĕсем çинчен, тăванла халăхсен çапăçу хирĕнчи туслăхĕ çинчен сăвăлла роман «Аптраман тавраш» çырчĕ. Унта поэт нимĕнле йывăрлăхран та хăраман, нимĕнле лару-тăрура та аптраман Энтри ятлă чăваш ывăлĕн тата ун тусĕсен сăнарĕсене кăтартса парать.
Малтанхи кунсенчех вăрçă вутне кĕнĕ поэт-командир Александр Алка хăй тупнă лирика çулне нимĕнле çил-тăвăлра та улăштармарĕ. Çав çул унăн сарăлса, анлăланса кăна пычĕ.
Поэт хăй сăввисенче пулса иртекен ĕçсене пĕрин хыççăн тепĕрне ӳкерсе каймасть, çав ĕçсене унăн лирикăллă геройĕ поэт хăй мĕнле кăмăл-туйăмпа пăхнине кăтартса парать. Анчах унăн кăмăл-туйăмĕ, унта хăйне евĕр уйрăмлăхсем пур пулсан та, ытти совет воинĕсен кăмăл-туйăмĕнчен хăпса-татăлса каймасть. Поэт ыттисен кăмăл-туйăмне, пĕтĕмĕшле кăмăл-туйăма, хăй чĕри витĕр ăшăтса кăларать. Акă илер «Асил-ха, юлташăм!» сăвва. Кунта сăвăç çутçанталăка та, чун кĕртсе, тăшмана хирĕç тăратать. Вăл хăй мĕн курни-илтнине ӳкерсе кăтартнипе кăна çырлахмасть, мĕн туйнине сăнласа парать.
Çуралнă çĕршыв çул тавра тăрса юлчĕ.
Çеçкеллĕ вăрман, чечекленнĕ çаран...
Кашни чĕрĕ çулçă пуç тайрĕ, ал сулчĕ,
Хаяр вăрçăран çĕнтерсе тухма сунчĕ:
«Эс паттăр пул, — терĕ, — Вĕлер тăшмана!
Ун юнлă ури ан таптатăр мана!»
Сапла туять, çапла шухăшлать поэт. Кашни совет çынни те савăн пекех шухăшлать. Кунта поэтăн кăмăл-туйăмĕ, пĕтĕм совет çыннисен кăмăл-туйăмĕпе пĕтĕçсе, пĕр кăмăл-туйăм пулса тăрать. Çавăнпа та сăвă чĕре патне пырать, чуна витет, шухăшлаттарать, хавхалантарать. Унăн музыки те — чуна хумхантаракан музыка.
Акă тата тепĕр тĕслĕх илер («Хăрушлăхпа хаярлăх» сăвă):
Ула уй-хирте урнă тупă улать.
Уяр тӳпере çухăрать хурçă кайăк.
Эпир юратса тăна лăпкă хула,
Вутра ялкăшса, тӳсет айăпсăр айăп,
Ним айăпсăр çын йынăшса юн хăсать, —
Çуртсем вăркăнаççĕ, ай-çийĕн çунаççĕ.
Ĕнсе хуралать симĕс тăрăллă сад...
Çаплах тӳпене хуплать вилĕм çуначĕ.
Хула варринче тамăк вучĕ улать,
Масар пек юлать эпир савнă хула.
Поэт вăрçăри совет хулин асапне аякран курса мар, çав асапа хăй те пĕрле тӳссе ирттерсе, сăнласа парать. Кунта чун-чĕре ыратни палăрать. Çавна поэт уйрăмах сăвă музыкипе кăтартать. «Ула уй-хирте урнă тупă улать». Тăнлăр-ха, чăннипех те уланă сасă илтĕнет, çав музыка вулакана систермесĕрех çавăрса илет. «Уяр тӳпере çухăрать хурçă кайăк...» Кунта фашистсен «хейнкелĕ» нăйкăшса хăйăлтатнă пек туйăнать. Сăвă çаврăмĕ татах çав уланă сасăпа вĕçленет. Çапла поэт сăмах янравлăхĕпе питĕ пĕлсе усă курать. Ку енĕпе ĕнтĕ Александр Алка сăввисем ытти поэтсен сăввисенчен уйрăлса-палăрса тăраççĕ.
Анчах çак меслетрен пăрăнсан, Алка хăйне çирĕп çĕр çинче тăнă пек туймасть. «Хăюлăх» сăвăра вăл разведкăри пĕр эпизода ӳкерсе пама пикенет. Кунта поэт разведчик ĕçне хутшăнмасăр юлма тăрăшать, вăл çав эпизода ӳкерсе кăна парасшăн. Тухмасть! Тухсан та, Алка сăвви мар, шупка та вăйсăр сăвă.
Акă малалла «Ырă ят» сăвăра вăл татах хăй сассине тупать:
Çĕрлехи çапăçу чакаланă сăрта
Шăратса çутатать ирхи ылтăн.
Сывлăм ӳкнĕ варта çамрăк паттăр выртать,
Пăшалне чăмăртанă хăй хыттăн.
Итлесем, ырă хĕр: илт савниçĕм ятне.
Ман чĕре çумĕнчех унăн адресĕ.
Аслă Атăл ялне, савнă тусăм патне,
Ман çинчен пĕлтерсе çыру яр эсĕ.
Леонид Агаков вăрçă вăхăтĕнче «Тăван юншăн» («Партиаан Мурат») ятлă чылай пысăк повесть пичетлесе кăларчĕ. Ку повеçе вăл хăй фронта тухса кайиччен çарта чухне, çырма пуçланă. Кайран, фронтра пулса курнă хыççăн, Агаков повеçе нумай улăштарчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, повесть — совет партизанĕсен сăнарĕсене кăтартса паракан произведени. Унăн тĕп геройĕ, çамрăк ача Мурат, йывăр кĕрешӳре пиçĕхсе çитĕнет. Повеçĕн чĕлхи те, сюжечĕ те уçăмлă, вулама çăмăл. Анчах çав повеçри ĕçсем ытла та янкăрах уçăмлă пек туйăнаççĕ. Чăн-чăн пурăнăçри ĕçсем кăткăсрах та йывăртарах. Писателе час-часах эпизодсем илĕртсе каяççĕ, вăл геройсен шухăш-кăмăлне çителĕксĕр уçса парать. Сăмахран, эпир повеçе вуласа тухнă хыççăн тĕп герой — Мурат мĕнле халăхран пулнине те пĕлсе юлаймастпăр. Унăп хăйне тивĕçлĕ енĕсене писатель палăртайман. Мурат «пĕтĕмĕшле» çын пулса тухать.
Эпизодсем хыççăн каясси Агаковăн ытти хăшпĕр калавĕсенче те палăрать («Хăюлăх», «Юлташ пурнăçĕ»). Агаков кăмăлне чи малтан вăрçăри çивĕч лару-тăру çавăрса илет, вăл çав лăру-тăрура çынсен шухăш-кăмăлĕ мĕнле пулнине асăрхасах та каймасть.
Паллах, вăрçăри çыннăн психологире «чаваланма» вăхăт сахалтарах. Çапах та, калавсем журналист ӳкерсе паракан эпизодсем кăна ан пулччăр тесен, писателĕн чи малтан этем чунĕпе интересленмелле. Çак енĕпе пăхсан, Агаковăн юлашки вăхăтри калавĕсем («Фронтри ачасем», «Салтак чунĕ») писателĕн ӳсĕм çулне палăртса тăраççĕ. «Салтак чунĕ» калав ячĕпе кăна мар, пĕтĕм ăш-чикĕпе те салтак чĕрине кăтартса парать, кунта писатель этемĕн чунĕпе чăннипех интересленме пуçлани сисĕнет.
Илья Тукташ писатель вăрçă вăхăтĕнче пĕчĕк калавсемпе прозăлла сăвăсем пачĕ. Прозăлла сăвă пирĕн литературăра çĕнĕ япала мар. Эпир Тайăр Тимккин 1906 çулсенчех çырнă «Çутта тухăсчĕ!», «Пурнăç çути» ятлă паха сăввисене астăватпăр. Анчах Тукташăн прозăлла сăввисемпе пĕчĕк калавĕсенче — çĕнĕ вăхăт, çĕнĕ шухăшсемпе туйăмсем. Çав произведенисене романтикăллă сывлăш çĕклентерсе тăрать. Акă, тĕслĕхе «Шăпчăк» сăвва илсе пăхар:
«Ку вырăнта чечекленсе чие пахчи ӳсетчĕ, чие пахчинче кашни каç, кашни ир шăпчăк юрă шăрататчĕ.
Хавасланса тухатчĕ çамрăк хĕр пахчана, лăпкă кӳлĕ хĕррине, шăпчăк юррине итлеме.
Анчах хура инкек килсе çапăнчĕ кĕтмен самантран. Хаяр аслати кĕрлерĕ те çĕр çурăласла вут тухрĕ. Тĕнче тӳпинчен çĕр çине вутлă сăнăсем çума пуçларĕç.
Кĕвви татăлчĕ пахчари сарă кайăкăн, урăх илтеймерĕ çамрăк хĕр унăн илемлĕ юррине. Вара вăл, алла ашшĕ пăшалне илсе, хаяррăн тупа туса, сăмах пачĕ:
— Тавăрап! Хамшăн та, пурнăçшăн та, шăпчăкшăн та тавăрап!»
Çакă кăна. Сăвă питĕ кĕске. Вăл темĕнле юмах пек те туйăнса каять. Анчах пите ĕненмелле юмах. Унта тăшман пирĕн тӳлек те илемлĕ пурнăçа татни (пахчари шăпчăк та вутран хăраса тарнă-çке-ха!), совет хĕрĕн чунĕ ыратни, вăл тăшмана пĕтĕм чун-чĕрипе тарăхни палăрса тăрать. Совет хĕрĕ, ашшĕ пăшалне илсе, тăшманпа кĕрешме партизана тухса каять. Кунта — шăпчăк та, ашшĕ пăшалĕ те символла япаласем. Шăпчăк юрри — илемлĕ пурăнăç юрри — татăлнă, уншăн тăшмана тавăрмалла. Хĕр ашшĕ пăшалне, тăшмана хирĕç кĕрешнĕ çĕрте яланах шапчăклă пулнă пăшала, илет. Çапла Тăван çĕршыва сыхлас пархатарлă традици ăруран ăрăва куçать.
«Пурнăçпа вилĕм» ятлă прозăлла сăвăра ватă мучи хĕвеланăçĕнчен хĕвелтухăçнелле утать. Вăл тискер тăшманран тарать. Ун аллинче чĕрĕ йăмра-туя. Вăл, çавăн пек чĕрĕ йăмра тураттисене юханшыв хĕррине кашни çулах каса-каса лартса, хăватлă йывăçсем ӳстернĕ. Мучи ĕмĕрех чĕрĕ пурнăç çитĕнтерсе пынă. Анчах ирсĕр тăшман килчĕ те пурне те çунтарать. Старик çав тăшманран тарса хăтăлма шутлать. Пĕр вырăнта чарăнсан, вăл аллинчи йăмра тураттине юханшыв хĕррине лартса хăварма шутлать. Унăн пурăнмалли нумай мар, ан тив, йăмра ӳстĕр, пурăнăçа малалла тăстăр! Шыв хĕрринелле пĕр утăм ярса пуссанах, вăл совет салтакĕн виллине курать. «Ой, ывăлăм! Ой, пурнăçăм!» — тесе хыпăнса ӳкет старик. Вăл çак паллă мар салтака çĕр чавса пытарать те аллинчи чĕрĕ йăмра тураттине ун тăпри çине лартса хăварать. Халĕ ĕнтĕ вăл хĕвелтухăçнелле мар, каялла — хĕвеланăçнелле çул тытать. Халĕ ĕнтĕ вăл тăшманран тарасшăн мар, вăл юлашки вăйĕпе те пулин тавăрасшăн ăна.
Çавăн пекех тутар ывăлĕн Хасанăн юратăвĕпе çапăçури чеелĕхне кăтартса паракан «Хасан» калав, пирĕн совет воинĕсем чăн-чăн этем чĕриллĕ, чыслă та пархатарлă, пысăк та тарăн кăмăл-туйăмлă çынсем пулнине кăтартса паракан «Хура кушак», «Такан пăти» тата ытти калавсемпе новеллăсем те вулакан чĕрине хускатмаллипех хускатаççĕ. Совет çыннин гуманизмĕ, унăн мораллĕ шайĕ питĕ çӳлте тăнине кăтартса парса, çав калавсем, чăн-чăн поэзи произведенийĕсем пек, пире кĕрешӳре хавхалантараççĕ.
Тукташăн вăрçăчченхи «Шура роза», «Пурнăç пуçламăшĕ» калавĕсенче ытлашши çепĕçлĕх палăратчĕ пулсан, вăрçă вăхăтĕнче çырнă калавĕсемпе сăввисенче çав кăлтăк пĕтсе пыни сисĕнет. Çапăçу хирĕнче этем чĕри хаярланать, çавăнпа ăна тепĕр чухне этемле ăшă сăмах, савни çырăвĕ, тăван çын янă ăшă хыпар сиплĕ эмел пекех кирлĕ. Тукташăн калавĕсем çавăн пек ăшă сăмахсем пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Тен, чăн та, кунта писателĕн тепĕр чухне чĕрĕ çынсене деталь тавра, «такан пăти» тавра, çаврăнтарассинчен сыхланмалла та пулĕ. Калав е сăвă çырма писателе уйрăм деталь çеç мар, чĕрĕ çын хавхалантарма тивĕçлĕ.
Форма тĕлĕшĕнчен пăхсан, Тукташ калавĕсем пирĕн проза та, поэзи пекех, малалла ӳссе пынине, прозăн ку чухнехи виçере тăракан çĕнĕ формисем çуралнине, примитивизм чăн та ерипен, анчах пĕтсе пынине кăтартаççĕ.
Прозăра, вăрçă çинчен çырнă чухне, эпизодсене калавласа каяс туртăм уйрăмах вăйлă пулма пултарать. Çапăçу тĕтĕмĕнче чĕрĕ çынна курса илме йывăртарах, анчах писателĕн çав чĕрĕ çынна, çынна кăна мар, унăп чĕрине те курма пĕлмелле. Пурнăçри ĕçсем хăйсем тĕллĕн пулмаççĕ, вĕсене чĕрĕ çынсем туса пыраççĕ. Ĕçĕн чунĕ — чĕрĕ çын. Çавăнпа писателĕн темĕнле тăвăллă ĕç-пуç çинчен çырнă чух та чи малтан этеме курмалла.
Çакăнпа пĕрлех пирĕн тепĕр примитивлă туртăмран сыхланмалла. Совет çыннисем хăйсен чунĕпе питĕ хăватлă. Тепĕр чухне писатель пĕр-пĕр героя суйласа илет те, герой ăçта кĕрсе тухать, писатель те ун хыççăн малтан пуçласа вĕçне çитичченех йĕрлесе çӳрет. Вара герой апат çисе ларни çинчен, çывăрни çинчен страници-страниципе пĕр сăлтавсăрах çырса каять. Герой хыççăн çӳрени — тĕрĕс меслет мар. Писателĕн пурнăçа, геройсене, вĕсем лайăхрах курăнччăр тесен, кăшт та пулин çĕклесе кăтартма пĕлес пулать. Çакă вăл — писателĕн тивĕçĕ.
Нумаях пулмасть В. Долгов (Хутарсем) писателĕн «Çурхи калавсем» ятла кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Кĕнекене икĕ пая уйăрнă, пĕрремĕш пайне мирлĕ вăхăтри калавсене кĕртнĕ. Туйăм, шухăш-кăмăл тĕлĕшпе писателĕн вăрçă хирĕнчен янă калавĕсем чăннипех те пĕрремĕш вырăи йышăнаççĕ. Варçă çыннăн туйăмĕсене тасатать, çирĕплетет, çакăнпа пĕрлех çивĕчлетет те. Долговăн мирлĕ вăхăтри калавĕсем типĕрех те тăкăскăрах пулсан, вăрçăра çырнă калавĕсенче унăн шухăшĕ те, кăмăлĕ те туллирех, вĕсенче пурăнăç сĕткенĕ те ытларах.
Пайраш писатель пирĕн литературăра ытти писательсенчен хăйĕн паллă енĕсемпе уйрăлса тăрать. Вăл, «ĕмĕрхи ыйтăва» — юрату ыйтăвне çĕнĕ тапхăрта çĕнĕлле татса парас тесе, ятарласа, çине тăрса ĕçлет. Тепĕр чухне писатель çак темăпа «чирленĕ» пек те туйăнса каять. Писатель хăй асапланать, хăйĕн геройĕсене те нумай асаплантарать. Анчах юратăва вăл пурне те çĕнтерекен вăй пулса тăнă пек кăтартса пани тĕрĕсех мар. Юрату хăй тĕллĕн, хăйне уйрăм тема пулма пултараймасть. Çавăнпа та Пайраш геройĕсем хăйсен пурнăçне пĕтĕмпех юратăва пăхăнтарни йăнăш çул çине кĕртсе яма пултарать. «Пуçламăшĕ» калавра хуларан яла пынă Вова Шурăна юратса пăрахнă пирки кăна колхозра ĕçлеме юлать, йывăр ĕçе хăнăхать. «Тĕлпулу» калавра та юратăва пула Тоньăпа Майскин ĕненсех те çитермелле мар тĕлпулăвĕ пулса иртет.
Чăн та, Пайрашăн хальхи калавĕсенчи юрату, унчченхипе танлаштарсан, питĕ таса та илĕртӳллĕ. Вăл совет çыннисен юратăвĕ. Çав произведенисенче Тургеневăн таса туйăмĕсем те палăраççĕ. Пайраш ӳлĕм çак пархатарлă темăна ăнăçлăрах татса парасса шанас килет.
Çапла Совет Çарĕнчи кашни писатель хĕрсех ĕçлерĕ, кашни писатель, хăйне кура, пысăк темăсем хускатма тăрăшрĕ. Кунтан та пахараххи тата — Аслă вăрçă самани çинчен кашни писатель пулас кĕнекесем валли пуян та чĕрĕ материал пухрĕ.
Юратнă Тăван çĕршывшăн пынă кĕрешĕве чăваш писателĕсем хăйсен пултарулăхĕпе талантне кăна мар, хăйсен пĕтĕм пурăнăçне те пама хатĕр тăчĕç. Мĕншĕн тесен çĕршыв пурăнăçĕ, халăх пурăнăçĕ пуринчен те хаклăрах. Чăвашсен паллă писателĕ Андрей Петтоки лейтенант Тăван çĕршывшăн геройла çапăçса пуçне хучĕ. Унăн юлашки сăмахĕсем — Тăван çĕршывшăн, малалла! — тесе чĕнекен сăмахсем пулнă.
Чаплă «Али-паттăр» халапăн авторĕ Владимир Бараев вăрçа тухса кайнă чухне юлташĕсене çапла каларĕ: «Пĕлсех тăрăр, эпĕ ирсĕр тăшмана Али-паттăр пекех аркатăп, чăваш ятне çĕре ӳкермĕп», — терĕ. Вăл тупа туса каланă сăмаха тӳрре кăларчĕ. Тăван çĕршывшăн, унăн ирĕклĕхĕпе чыслăхĕшĕн юлашки сывлăшĕ тухиччен çапăçрĕ.
Чăваш писателĕсем, хăйсен юлташĕсен вилĕмĕшĕн фронтра та, тылра та паттăррăн кĕрешсе, пултаруллăн ĕçлесе, ылханлă ташмана тавăрса пычĕç. Çапăçу хирĕнче пуç хунă юлташсем вырăнне писательсен йышне çĕнĕ çынсем хутшăнчĕç.
Çамрăк писательсенчен Степан Аслан вăрçăри паттăрсем çинчен, совет партизанĕсем çинчен «Аслати» ятлă пысăк повесть çырчĕ. Чăн та, литература тĕлĕшĕнчен повесть пĕтĕмĕшлех пулса çитмен пулин те, унта чĕрĕ шухăшсемпе чĕрĕ туйăмсем пурри савăнтарать, çамрăк писательрен тата анлăрах та лайăхрах произведенисем кĕтме шанчăк парать.
Çамрăк писательсен йышне ăнăçлă пăхса çитĕнтересси — пĕтĕм чăваш совет писателĕсен коллективĕн чыслă та хисеплĕ тивĕçĕ. Çамрăк писательсем — пирĕн литературăн шанчăкĕ, малашлăхĕ.
V
Тылри писательсен вăрçă вăхăтĕнчи ĕçне илсе пăхсан, эпир кунта та чылай ăнăçлă утăмсем тунине куратпăр. Халăх поэчĕ Н. И. Шелепи сасси пĕр самантлăха та шăпланмарĕ. Вăл, чăваш писателĕсен йышĕнчи чи ватă юрăçă, фашистла ирсĕр çынçиенсене питлекен хаяр сăвăсем çырчĕ. Шелепин «Тăршшĕ ик метр, урлăш пĕрре — территори кирлĕ Гитлере» сăвви халăх хушшинче анлăн сарăлчĕ. Вăл халăха кĕрешĕве йыхăракан «Чĕнетĕп» тата «Çулпуçа халалласа» ятлă сăвă кĕнекисем кăларчĕ.
Н. И. Шелепи сассине вулакансем час-часах радиопа итлетчĕç. Вăл ватă пулин те, куçĕсем курман пулин те, час-часах республикăри районсемпе колхозсене, фабрикăсемпе заводсене тухса çӳретчĕ, хăйĕн сăввисемпе тăван халăха фронтшăн татах та ытларах вăй хурса кĕрешме чĕнетчĕ.
Çапах та тылри писательсен ĕçĕнчи пĕр пысăк çитменлĕхе палăртмалла. Вăрçă кунĕсенче пирĕн тыл çинчен, М. Трубинан «Килйыш» тата К. Пайрашăн «Пуçламăшĕ» ятлă калавĕсемсĕр пуçне, прозăпа поэзире урăх пĕр произведени те çырни пулмарĕ.
Писательсен хамăр халăхăн историлле паттăр ĕçне литературăра палăртса хăвармалла. Унсăрăн литература хăйĕн тивĕçне пурнăçа кĕртеймен пулĕччĕ.
Колхозсенчи, фабрикăсемпе заводсенчи стахановецсемпе стахановкăсем, фронта кайнă юлташĕсем вырăнне тăрса, ик-виçĕ çыншăн ĕçлерĕç. Фронт нихăш енчен те, нимĕн çитменнине те ан туйтăр, терĕç вĕсем. Тылри писательсенчен те çавăн пек пикенсе, ик-виçĕ çыншăн ĕçлекен юлташсем пулчĕç. Ĕç темĕнле йывăр пулсан та, вĕсем шăпланса лармарĕç.
Чăваш çамрăкĕсен юратнă лирикĕ Иван Ивник, йывăр чире пăхмасăрах, юлашки сывлăшĕ тухиччен ĕçлерĕ. Тăван çĕршыва пĕтĕм чун-чĕререн юратни, ылханлă тăшмана хаяррăн курайманни ăна юлашки кунчченех çулăмлантарса пычĕ. Вăл «Ылхан» поэмăн пуçламăшне çырса хăварчĕ, кунта вăл ирсĕр фашистсене ĕмĕрлĕхех хаяр ылханупа витрĕ.
Ылхан сана, хура ылхан, Тилĕпеле сысна йăхне! Чее те^сĕмсĕр маипалан Эс кĕтĕн пирĕн çĕр çине.
Ылхан сана, виç хут ылхан,
Çĕлен-калта йăхне-тĕпне!
Пĕр систермесĕр йăвунтан
Эс тăсрăн вилĕм сăннине.
Ылхан сана, çич хут ылхан,
Тĕнчен хура вăр-хурахне!
Ăмсаннă имĕш тахçантан
Эс пирĕн халăх пурлăхне.
Ылхан сана, çĕр хут ылхан,
Ал тăснăшăн хĕвел çине!
Хăртасшăн пулнă-мĕн, шуйттан,
Эс пирĕн халăх телейне.
Ылхан сана, пин хут ылхан,
Аркатнăшăн хуласене!
Çак çут тĕнче ниçта нихçан
Сана ан илтĕр ытамне.
Ирсĕр вăрă-хурахсене — фашистсене Ивник чи хаяр, чи вĕри ылхан чĕлхипе ылханать; çав ылхан кашни йĕрке, кашни строфа хыççăн ӳснĕçемĕн ӳссе пырать. Ивникăн ылханĕ çак йĕркесемпе вĕçленет:
Çĕр çĕклейми ылхан сана,
Пур ĕмĕр-ĕмĕр тăршшĕне:
Аçа-кикен те тăпруна
Шăтса ан палăрттăр санне!
Халăх ывăлĕ çеç, халăх шухăш-кăмăлне, унăн ĕмĕтне, хуйхи-суйхине пĕлсе тăракан çын çеç çакăн пек вăйлă сăвă çырма пултарнă.
Стихван Шавлы вăрçă кунĕсенче «Йыхрав» сăвă кĕнеки кăларчĕ. Поэт кунта пирĕн авалхи паттăр кунçул еннелле çаврăнса пăхать. 1812 çулхи Отечественнăй варçă паттăрĕсене, вырăс салтакĕн ĕçĕсене сăнласа кăтартать, тискер тăшмансене — фашистсене хаяррăн питлет. Кун хыççăн поэт çĕнĕ сăвă кĕнеки хатĕрлесе пичете пачĕ. Анчах Шавлы хăйĕн хăшпĕр сăввисенче «философи еннелле» туртăнса кайни унăн чĕлхине ăнланмаллах мар туса хурать. Шавлы поэта вулаканпа уçăмлăн калаçни çитмест. Çавна вăл хăй те туйма пуçларĕ пулас. Юлашки вăхăтра сăввисене чылай уçăмлăрах çырчĕ. Уйрăмах çакă вăл вырăс былинисене чăвашла куçарнинче лайăх палăрать.
Шавлы вырăс халăхĕн аваллăх юррисене йĕркерен йĕркене пăхăнса мар, сăвăç чунĕпе, ирĕклĕрех, анчах былинăсен шухăшĕсемпе сюжечĕсене пăсмасăр, ăнланмалла куçарнă. Куçаруçă чăваш халăхĕн сăмах çаврăнăшĕсемпе, халăх пултарулăхĕн пуян майĕсемпе пĕлсе усă курать. Нимĕç вăрă-хурахĕсене хирĕç хаяр вăрçă пынă кунсенче вырăс богатырĕсем çинчен хывнă аваллах юррисене чăвашла куçарни усăллă ĕç пулчĕ.
Пирĕн воинсем тискер тăшманпа çапăçнă чухпе халапсенчи паттăрсене те асра тытнă. Вĕсене çапăçу хирĕнче вырăс богатырĕсем — Илья Муромец, Святогор, Добрыня, Алеша Попович сăнарĕсем хавхалантарнă.
Яланах тӳрĕ кăмăллă та таса ĕмĕтлĕ богатырь Добрыня Никитич юнлă çапăçу хирне тухса кайнă чухне тăван амăшне çапла калать:
Епле каям мар-ха юнлă хирелле,
Епле çăлам мар-ха тăван çынсене,
Епле тăрам мар-ха тĕнчешĕн çапăçма.
Çутă куншăн, ырă куншăн çапăçма!
Хурт-тăшман асать, урать унта,
Вăл пусать, касать, çакать унта.
Пулăшма каяп тăвансене,
Çĕнтерме каяп тăшмансене!
Çак сăмахсем вĕсем пирĕн паттăрсем ирсĕр фашистсене-çынçиенсене пĕтерсе тăкма Тăван çĕршыв-аннемĕр умĕнче тупа туса каланă сăмахсем пекех илтĕнеççĕ.
Аваллăх юррисенчи паттăрсем Киев çĕрĕнче пурăннă, кĕрешнĕ, Киев çĕрне хӳтĕленĕ. Çак Аслă вăрçăра вырăс хулисен аслă ашшĕне — Киева нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларакан паттăрсен чĕрисенче пирĕн авалхи богатырьсен юнĕ те вĕресе тăнă.
Писателĕн пурнăçри «вак-тĕвексене» те асăрхама пĕлмелле, пурнăçа пур еичен те çутатса пама пултармалла. Кашни писатель хăйен кăмăлне кура, хăй майлă ĕçлет. Хветĕр Уяр, вăрçăри «рядовой çынсем», «палăрман паттăрсем» çинчен çырса, «Çулсем-йĕрсем» ятлă калавсен кĕнеки кăларчĕ. Писатель çав «палăрман çынсен» чĕрисем вăрçă хирĕнче тăшмана хаяррăн курайманнипе çулăмланса паттăрланнине кăтартать. Форма тĕлĕшĕнчен илсен, Уяр калавĕсем прозăри примитивизма ăнăçлă пĕтерсе пынин тĕслĕхне кăтартса параççĕ. Чăн та, Уярăн тепĕр чухне пĕр-пĕр эффектлă деталь илĕртсе каяссинчен сыхланмалла. Деталь писательшĕн тĕллев мар, çыннăн сăн-сăпачĕпе шухăш-кăмăлне кăтартса памалли май кăна пулма пултарать.
Çапла эпир, ылмашуллăн тенĕ пек, прозаиксемпе поэтсен ĕçĕсене пăхса тухрăмăр. Поэзи пирĕн, пур енĕпе илсен те, литературăн чи вăйлăрах пайĕ пулса тăрать. Анчах, çакăнпа пĕрлех, проза та, ерипен те пулин, малалла аталанса пыни курăнать. Прозаиксен примитивизма пĕтерессишĕн, пирĕн вăхăтри геройăн сăнарĕпе шухăш-кăмăлне уçăмлăрах та тарăнрах кăтартса парассишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Пирĕн хамăр аслă самана çинчен анлă произведенисем çырас пулать.
Çакна ăна уйрăмах драматурги пирки каламалла. Чăваш театрĕн сцени çинче эпир çĕнĕ пьесăсем питех те сайра куратпăр. «Айтарпа» «Нарспи» темле лайăх пулсан та, халăх çĕннине ыйтать. Çĕнни вăрçă вăхăтĕнче Айзманăн «Лиза Короткова» пьеси кăна пулчĕ. «Айтара» куракансем П. Н. Осиповран паянхи кун çинчен те çавăн пекех вăйлă драма çырасса кĕтеççĕ. Халăх кĕтнипе драматург тӳрре кăларĕ тесе шанас килет.
«Анисса» хыççăн А. Кăлкан драматургăнне татах та пахарах пьесăсем курас кăмăл пурччĕ. Анчах «Иван Калмыков» пьеса пирĕн кăмăла çырлахтараймарĕ. Чăн та, Кăлкан Шекспирăп «Отелло» трагедине чăвашла куçарса пысăк ĕç турĕ.
Этемлĕх халиччен курман хаяр вăрçă пынă вăхатра, фашистла хурахсем пирĕн ĕмĕртен пухса пынă культура пуянлахĕсене çаратса-аркатса пынă кунсенче акăлчансен авалхи драматургĕн чаплă трагедине чăвашла куçарса чăваш сцени çинче лартни тĕнче культурин еткерлĕхне йышăнакансем, ăна малалла аталантарса пыраканнисем эпир — совет çыннисем пулнине кăтартса пачĕ. Анчах çакă вăл пире хамăрăн ĕçĕмĕрсемпе лăпланса, мухтанса ларма мар, ку чухнехи литературăпа искусствăна малалла аталантарса пырассишĕн татах та ытларах вăй хурса ĕçлеме хушать.
Тӳрĕ те ырă кăмăлпа çырнă пьесăсене, вĕсем пур енчен те пиçсех çитеймен пулин те, пирĕн халăх хаваслансах кĕтсе илет. Татах Айзманăн «Лиза Короткова» пьеси пирки калама тивет. Ăна чăваш театрĕ республикăри колхозсенче нумай кăтартса çӳрерĕ. Ку вăл — пирĕн тылри паттăр хĕрарăм çинчен çырнă пьеса. Анчах пире татах та лайăхрах, паянхи геройсен сăнарĕсене туллинрех кăтартакан, тарăн та анлă шухăшлă пьесăсем кирлĕ.
Пирĕн драматургсен тăван халăх умĕнчи парăма татмалла, вĕсен çакна тума вăй-хал çителĕклĕ.
VI
Пирĕн поэтăмăр Çеçпĕл Мишши «Вăхăт çитĕ» ятлă çулăмлă çырăвĕнче çапла çырнă:
«Шанчăк пуррисем телейлĕ. Авал асаттесене мăшкăл тунине манас çук, Мăшкăл айĕнчен чĕрĕ тухнă чĕлхе тĕнчерен çухалмĕ.
Ку таранччен чăваш чĕлхийĕ илтĕнмен, — малашне чăваш юрри илтĕнĕ; чăваш сăвви, чăваш сăмахĕ, Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле вырăнне пулĕ. Чăваш чĕлхи тимĕр татĕ, çивĕч пулĕ.
Вăхăт çитĕ! Вăхăт çитĕ! Вăхăт çитсен, çакна çыракана: «Ку чăн каларĕ»,— тесе асăнĕç».
Тĕрĕс, чăн калаyă эсĕ, Çеçпĕл! Пирĕн шанчăк пур, эпир çавăнпа телейлĕ. Пирĕн хамăрăн шанчăка, хамăрăн ĕмĕте пурăнăçа кĕртме вăй-хал та çителĕклĕ. Çав ĕмĕтсене пурăнăçа кĕртме чăрмантаракан ирсĕр фашистсене пирĕн паттăр Совет çарĕ çапсе аркатрĕ.
Совет халăхĕн паттăр ывăлĕсем, Ленин партийĕ ертсе пынипе, хамăр Тăван çĕршывăн чыслăхĕпе никама пăхăнманлăхне, çĕршыври мĕнпур ирĕклĕ халăхсен пурнăç прависене, нациллĕ культурăпа искусствăна, литературăна аталантармалли тивĕçе фашистла нимĕç захватчикĕсенчен хӳтĕлесе хăварчĕç.
Хаяр вăрçă кунĕсенче совет писателĕсем халăха фронтра та, тылра та паттăр ĕçсем тума хавхалантарчĕç. Фашистла ирсĕрсемпе хаяррăн кĕрешме, çав ирсĕрсене пуçĕпех пĕтерсе тăкма халăха çирĕп шухăш-кăмăл парса, идея тĕлĕшĕнчен хĕçпăшаллантарчĕç.
Çак пархатарлă ĕçшĕн тăван халăх пире тав тума кăна пултарать. Малашне пирĕн аслă саманари паттăрсене анлăрах романсемпе поэмăсенче, сăвăсемпе калавсенче кăтартса парассишĕн ывăнма пĕлмесĕр ĕçлемелле.