Том Сойер темтепĕр курса çӳрени
Анчах çамрăк чухне чфесем пиçĕ пулаççĕ, кирек епле пăчăртасан та, вĕсем часах тӳрленсе лараççĕ.
Тома сисмен хушăра каллех ку тĕнчери шухăшсем çавăрса илчĕç. Вăл çак тапхăртах ăçта куç курать, унталла кайса, никам сисмелле мар çухалсан, мĕн пулĕччĕ-ши? Вăл, инçете-инçете, пĕлмен çĕршывсене тинĕссем урлă кайса, тăван çĕршыва нихçан, та таврăнмасан, мĕн пулĕччĕ-ши? Мĕнле туйăнĕччĕ-ши ун чухне Беккишĕн?.. Вăл хăй клоун пулас тесе шутлани çинчен аса илчĕ, анчах халĕ ун çинчен шухăшласси ăна йĕрĕнмелле туйăнчĕ. Çак тапхăрта, унăн чунĕ романтикăн тĕтреллĕ те аслă тӳписем патнелле çĕкленнĕ чухне, шут-паяцла1 хăтланни те тата çăт тытакан тĕрлĕ тĕслĕ йĕм тăхăнни те хăйне кĕçĕне хăварнă пекле туйăнчĕ. Çук, вăл салтака каять, темиçе çултан вара суранланса тата чапа тухса киле таврăнать. Е индеецсем патне каять, вĕсемпе пĕрле буйволсене тытма ухутана çӳрет, ту çинчи çар сукмакĕсем тăрăх вăл ниепле те улăхмалла мар чăнкă вырăнсене хăпăрать, инçетри Хĕвеланăçри çулсăр тӳремлĕхсем тăрăх çӳрет, хăçан та пулсан вара аслă çар пуçĕ пулса, кайăк тĕкĕсене йăлтăртаттарса, хăйĕн ӳтне сăрласа пĕтерсе, хăрушăскер, киле таврăнать. Çуллахи ыйхăллă ир вара, вăрçă пуçланнă чухнехи пек хăрушшăн кăшкăрса, тӳрех вырсарникунхи шкула пырса кĕрет. Вăл кăшкăрнине илтсенех, юн тымарĕсем ăшĕнче юн та хытса ларĕ. Пĕтĕм юлташ вара мĕнле тĕлĕнсе кайĕ-ши? Вĕсем ăна мĕнле кĕвĕçĕç-ши? Çук, тĕнчере ĕçлемешкĕн унтан та аслăрах вырăн пур! Вăл пират пулать. Акă мĕн! Халĕ вăл хăйĕн калама çук чаплăн çуталса тăракан малашлăхне лайăхах курчĕ. Унăн ячĕ пур халăхсене те хăратса, пĕтĕм тĕнчипе янраса тăрĕ. «Тăвăл шуйттанĕ» ятлă хура та вăрăм, лутра карап çинче, мачта тăрринче çӳлте хура ялав вĕлкĕштерсе пырса, вăл тăвăллă тинĕссем тăрăх епле мăнкăмăллăн çӳре-ши? Темĕн пек чапа тухсан вара, вăл сасартăк ĕлĕкхи тăван хулана килет те, пĕтĕмпех хĕвелпе пиçсе хуралса, кушăхса пĕтнĕскер, чиркĕве пырса кĕрет. Хăй хура бархатран çĕленĕ камзолпа тата йĕмпе, çӳллĕ атăпа, хулпуççи урлă хĕрлĕ çыхă, пиçиххи хушшинче унăн пистолетсем пулаççĕ, пиçиххи çумĕнче çын юнне юхтарнипе тутăхса пĕтнĕ çĕçĕ, пуçĕ çинче çемçе шлепке, шлепки çинче тĕксем вĕлкĕшсе тăраççĕ, аллине сарса янă хура ялав тытнă, ялавĕ çинче пуç шăмми тата хĕреслесе хунă шăмăсем. Пурте вара каçса кайсах:
«Вăл Том Сойер, пират! Испани тинĕсĕ çинчи Тискер тавăракан!» — тесе пăшăлтатĕç.
Ия, вăл мĕн тăвассине йышăннă ĕнте. Хăй мĕнле çулпа каяссине суйласа хунă. Вăл ыранах килтен тухса тарать те çĕнĕ пурнăç пуçласа ярать. Ир пулнă çĕре хатĕрленсе тăмашкăн халех пуçтарăнма тытăнмалла. Хăйĕн пĕтĕм запасĕсене тĕрĕслемелле.
Çывăхра çĕрĕк пĕрене выртать. Том ун патне пычĕ те хăйĕн кĕсйинче çӳрекен сарлака çĕççипе пĕренен хăрах пуçĕ айĕнчи çĕре чавма тапратрĕ. Часах çĕçĕ йывăç япала çине пырса тăрăнчĕ, сасси тăрăх вара Том çавăнта пушă вырăн пулнине чухласа илчĕ. Вăл чаплăн: «Мĕн тухманни, тух. Мĕн пытарса хуни, юл», — тесе, хăй аллине çавăнта чиксе ячĕ.
Вăл тăпра сийне хырса пăрахрĕ те, çӳхе хыр хăма татăкки курăнса кайрĕ. Вăл хăма татăккине çĕклерĕ те унăн куçĕсем умне ырлăхсем пытармалли питех тăп-тăп шăтăк тухса тăчĕ, вăл шăтăкăн тĕпĕпе айккисене çавăн пек хăма татăккисенченех тунă. Шăтăк ăшĕнче мрамор шарик выртать. Том калама çук тĕлĕнсе кайрĕ. Вăл, именнĕ пек пулса, пуçне чĕрнисемпе чавкаларĕ:
— Çук, ку питех те тĕлĕнмелле! — терĕ.
Унтан тарăхса шарика хăй патĕнчен ывăтса ячĕ те шухăшлама тытăнчĕ. Акă мĕн пулнă иккен: Тома пĕр япала улталанă, — ку япала чăн-чăнахах та çапла пулать тесе шутланă Томпа унăн юлташĕсем. Эсĕр пĕр-пĕр сăмахсем каласа шарика тăпра ăшне алтса чиксе, икĕ эрне хушши ăна тивмесен, кайран вара халĕ каланă сăмахсене каласа шăтăкне уçса, пĕр шарик вырăнне эсĕр хăвăр хăçан та пулин çухатнă шариксене, вĕсем пĕр-пĕринчен инçе выртсассăн та, пурне те тупатăр. Анчах опыт ăнăçлă пулман, çавăнпа та Томăн тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан вăйсене ĕненесси хыттăнах татăлчĕ. Çавăн йышши опытсем ăнăçлă пулни çинчен вăл темиçе хут та илтнĕ, ăнăçлă пулманнисем çинчен нихçан та илтмен. Вăл хăй те темиçе хут çавăн пек хăтланса пăхнă-мĕн, анчах шарик алтса чикнĕ вырăна вара кайран нихçан та шыраса тупайман, — çавăн пек пулнисем çинчен унăн пуçне шухăш та пырса кĕмен. Вăл нумайччен шухăшласа тăчĕ, юлашкинчен: «Кунта пĕр-пĕр хĕрарăм-тухатмăш хутшăннă, хăват пулассине вăл пĕтерсе лартнă», — терĕ. Анчах вăл çавна теппипех пĕлсе çитесшĕн пулчĕ, çавăнпа таса хăйăрлă варинкке пек вырăн шыраса тупрĕ, çĕр çине выртрĕ те çапла каларĕ:
— Хурт-кăпшанкă, мана хам мĕн пĕлес килнине каласа парсам! Хурт-кăпшанкă, мана хам мĕн пĕлес килнине каласа парсам!
Хăйăр тапранчĕ, унтан пĕр самантлăха пĕчĕк хура хăнкăла упаленсе тухрĕ те çавăнтах хăраса каялла тарса кĕчĕ.
— Аха, каламасть! Эппин, ăна чăнах та хăрарăм-тухатмăш тунă. Эпĕ çавăн пек шутланăччĕ те.
Хĕрарăм-тухатмăшсемпе тавлашма никамăн та вăй çитес çуккине Том лайăх пĕлсе тăнă, çавăнпа вăл хуйхăрса ӳкрĕ. Унтан унăн пуçне çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ: «Халĕ персе янă шарика та пулин тупсан, юрĕччĕ», — терĕ вăл, çавăнпа та ăна тăрăшсах шырама тытăнчĕ, анчах вăл нимĕн те тупмарĕ. Вăл хăйĕн ырлăхĕсем пытармалли шăтăкĕ патне таврăнчĕ те хăй шарика персе янă чухне епле тăнă, халĕ те çавăн пекех тăчĕ, унтан кĕсйиичен тепĕр шарик кăларчĕ те ăна та лешне пенĕ еннеллех персе ячĕ.
— Тăван, ху тăванна шыраса туп! — терĕ.
Вăл шарик ăçта чарăнса тăнине асăрхарĕ, вара унта шырама пуçларĕ, анчах кунта та нимĕн тухмарĕ. Иккĕмĕш шарикĕ е малтанхи патне кусса çитеймен, е ытла та инçете кусса кайнă-и, тен. Том тата тепĕр хут хăтланса пăхрĕ, иккĕмĕш хут, виççĕмĕш хут, юлашкинчен унăн май килчĕ: шарикĕсем иккĕшĕ те пĕр-пĕринчен пĕр фут хушшинче кăна выртаççĕ.
Çак тапхăрта симĕс вăрман хĕрринчен вылямалли шăвăç труба сасси хуллен илтĕнсе кайрĕ. Том хăйĕн курткипе йĕмне вăр-вар хывса пăрахрĕ, пĕр йĕм кантрине пиçиххи çыхнă пек çыхса лартрĕ, çĕрĕк пĕрене хыçĕнчи шанкă купине салатрĕ те унтан яках мар касса тунă çĕмренпе ухă, йывăç хĕç тата шăвăç труба туртса кăларчĕ. Вăл пĕр самантрах хĕçпăшалланса тăчĕ те çара уран, вĕл-вĕл туса пыракан кĕпе вĕççĕн çеç тăшмана хирĕç вĕçтерчĕ. Пысăк хурама айĕнче вăл чарăнса тăчĕ, трубапа хирĕçле сигнал кăшкăртрĕ, унтан, пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла хытă асăрхаса пăхса, чĕрне вĕççĕн утма пуçларĕ. Вара хăйĕн шухăшĕнче çеç пулнă отряда çапла команда пачĕ:
— Тăрăр, маттурсем! Эпĕ трубапа кăшкăртиччен пытансах ларăр! — терĕ.
Джо Гарпер пырса тухрĕ. Вăл та çавнашкалах çăмăл костюмпа, пуçĕнчен пуçласа ура кĕли таранах хĕçпăшалланса тăнă. Том ăна:
— Чарăн! Кам манран ыйтмасăр Шервуд вăрманĕ тăрăх çӳреме хăять? — терĕ.
— Гай Гисборншăн никамран ыйтни те кирлĕ мар! Кам эсĕ, çавскер, çавскер...
«Манпа çавăн пек чĕлхепе калаçма хăяканскер!» — тесе васкаса каларĕ ăна Том. Вĕсем иккĕшĕ те «кĕнеке тăрăх» астуса калаçаççĕ-мĕн.
— Манпа çавăн пек чĕлхепе калаçма хăяканакер?
— Кам эпĕ? Эпĕ — Робин Гуд2, санăн йĕрĕнчĕкле вилĕ келеткӳ ăна часах пĕлсе илĕ.
— Апла, эппин, эсĕ-и-ха чаплă вăрă-хурах? Çак ырă вăрмана ярса илесшĕн эпĕ санпа хĕçпеле тавлашса пăхмашкăн чăн-чăнах та хавас. Хăвна ху хӳтĕле!
Вĕсем йывăç хĕçĕсене йĕннисенчен туртса кăларчĕç, ытти хĕçпăшалне çĕре пăрахрĕç, ура çумне ура пусса çапăçу пуçламалли позицие тăчĕç, вара искусствăн пур правилисене те асăрхаса: икĕ хутчен çӳлелле те икĕ хутчен аялалла кастарса, хыттăнах тăрăшса çапăçма пуçларĕç.
Юлашкинчен Том çапла каларĕ:
— Çапăçмалла-тăк, çапăçмалла! Хĕрӳллĕреххĕн тытăн!
Вĕсем çав тери тăрăшса, хĕрӳллĕн çапăçма тапратса ячăç, çавăнпа иккĕшĕ те хашкакан пулчĕç, тарласа кайрĕç.
— Ӳк ĕнтĕ! Ӳк! — тесе кăшкăрса ячĕ Том. — Ма эсĕ ӳкместĕн?
— Эпĕ ӳкместĕп! Ху ӳк, — сана манран хĕнтерех килчĕ вĕт.
— Хĕнтерех килнĕ пулсан-и? Вăл нимех те мар. Эпĕ ӳкме пултараймастăп. Кĕнекере апла мар вĕт, — унта çапла каланă: «Вара вăл телейсĕр Гай Гисборна пĕрре çурăмĕнчен яш тутарнă та вĕлернĕ те пăрахнă», — тенĕ. Сан çаврăнмалла çурăмпа ман паталла, манăн сана касма май килтĕр.
Çакăн пек авторитета хирĕç нимĕн калама та çук: Джо самантрах çаврăнса тăчĕ, хăйне кастарчĕ те кайса ӳкрĕ.
— Халĕ ĕнтĕ, — терĕ Джо, ура çине тăрса, — халĕ эсĕ хăвна вĕлерттер, вăл тĕрĕс пулать.
— Ара, ун пек юрамасть вĕт-ха, кĕнекере ун пекки çук.
— Вăл тӳрĕ мар. Вăл, манăн шутпа, ирсĕр хăтланни çеç пулать.
— Ну, юрĕ, Джо, — эсĕ, Тук манах е мельник ывăлĕ пулса, мана пуçран чукмарпа та шатлаттарса хума пултаратăн. Е, килешетĕн пулсан, эпĕ Нотингемри шериф пулатăп, эсĕ пĕр минутлăха Робин Гуд пулатăн та мана вĕлеретĕн.
Кунпала Гарперăн кăмăлĕ тулса çитрĕ те, вăйă малаллах тăсăлчĕ. Унтан Том каллех Робин Гуд пулса тăчĕ. Вăл юри чееленсе улталакан хĕрарăм-манах хăйĕн суранне лайăх пăхман пирки нумай юн кайнипе вилмеллех вăйсăрланса çитнĕ. Çакăн хыççăн Джо, макăракан вăрă-хурах ушкăнĕ пек пулнăскер, хурланса Тома аяккалла сĕтĕре юайрĕ, унăн вăйсăрланса çитнĕ аллисене çĕмрен тыттарчĕ. Том вара çапла каларĕ: «Çак ухă ăçта кайса ӳкет, мĕскĕн Робин Гуда çавăнта, симĕс вăрман ăшне, йывăç айне пытарăр», — терĕ. Унтан вал ухă карăнтарчĕ те каялла тайăлчĕ (вилсе ӳкнех пулĕччĕ-и, тен...), анчах унăн йĕри-тавра вĕлтрен кашлать, çавăнпа вăл вилĕ тăма та пултарассăн вăрт-варт çеç сиксе тăчĕ.
Ачасем тумланчĕç, вăрçă хатĕрĕсене пытарса хучĕç те, халĕ вăрă-хурахсем çук тесе хуйхăрса, аяккалла утрĕç. Çак çитменлĕхе хальхи вăхăтри цивилизаци мĕнпе тултарма пултарĕччĕ-ши тесе ыйтрĕç вĕсем хăйсенчен хăйсем.
«Ĕмĕрех Пĕрлешӳллĕ Штатсен президенчĕçем пуличчен эпир пĕр çулталăк хушши Шервуд вăрманĕнче вăрă-хурахсем пулса çӳрĕттĕмĕр», — тесе çирĕплетрĕç вĕсем йккĕшĕ те.
9-мĕш сыпăк. Масар çинче пулнă трагеди
Çак каçхине Томпа Сида, яланхи пекех, сакăр сехет çурăра çывăрма кĕртрĕç. Вĕсем çывăрма выртас умĕнхи кĕлĕ вуларĕç те, Сид часах ыйха путрĕ. Анчах Том çывăрмарĕ, вăл пăшăрханса сигнал пулассине кĕтсе выртрĕ. Тул çутăласси те инçех мар пек туйăнса кайнă тапхăрта вăл сехет вуннă çапнине илтрĕ. Шутсăр хуйхăрса ӳкмелли пулчех ĕнтĕ унта. Хăйĕн хускалса кайнă нервисем ыйтнă пек, вăл вырăн çинче çаврăнкалама та, урисемпе тапкаланма та пултараймарĕ, мĕншĕн тесен вăл Сид вăранасран хăрарĕ. Вăл куçĕсене чарса тĕттĕмелле пăхса тăпах выртрĕ. Йĕри-тавра шикленмелле шăплăх. Хуллен-хулленех çав шăплăхра кăшт çеç сисĕнекен сасăсем палăрма пуçларĕç: чи малтан сехет тиклетни илтĕнчĕ, кивĕ каштасем тĕлĕнмелле çăтăртатса илчĕç, пусма картлашкисем хуллен чĕриклетрĕç. Паллах, кил-çуртра усалсем çӳреççĕ. Полли мăнаккăшĕн пӳлĕмĕнчен ытла уçах мар пĕр виçеллĕ харлаттарни илтĕнет. Унтан шăрчăксем тӳсме çук хытă чĕриклетме пуçларĕç, анчах вĕсем ăçта чĕриклетнине этемĕн нимĕнле ăстăнĕ те пĕлме пултараймасть. Унтан стенара, кравать пуç вĕçĕнче, «вилĕм хуралçи» ятлă нăрă-сехетçĕ усала систерсе тик-так тунисем илтĕнсе кайрĕç. Том шартах сикрĕ: ку кам та пулин вилессине пĕлтерет ĕнтĕ, терĕ. Унтан çĕрлехи сывлăшра инçетре йытă улани илтĕнсе кайрĕ, çавăн хыççăнах тата инçерехре хуллен тепĕр йытă улама пуçларĕ. Том асаплă минутсем тӳссе ирттерсе выртрĕ. Юлашкинчен, вăл хĕпĕртесех çакна туйса илчĕ: вăхăт çухалнă та ĕмĕрлĕх шуçланса кайма тшраннă. Том вара ирĕксĕрех ыйхă ăшне путма пуçларĕ. Сехет вунпĕр çапрĕ, вăл ăна илтмерĕ.
Сасартăк тĕлĕкре темтепĕр, нимĕн майсăр япаласем курнă хушăра кушак салхуллăн мяуклатни илтĕнсе кайрĕ. Кӳршĕсем чӳрече уçрĕç, çав шавпа вара Том та вăранса кайрĕ. «Пăрис, эсрел кушакĕ!» — тесе кăшкăрни илтĕнчĕ, самантрах тата вутă сарайĕн стени çумне пушă кĕленче пырса çапăнса чăнкăрр! çĕмĕрĕлсе кайрĕ. Том, хăйне такам пырса турткаланă пек, вăрт-варт сиксе тăче те, вăр-вар тумланса чӳрече витĕр тухса, пӳрт тăрри тăрăх упаленсе кайрĕ. Вăл пĕр-икĕ хутчен хуллен хирĕç мяуклатса илчĕ, унтан вутă сарайĕ çинчен çĕрелле сиксе анчĕ. Аллине вилĕ кушак тытнă Гекльберри Финн анă аялта кĕтсе тăчĕ. Ачасем иккĕшĕ те çула тухрĕç, часах вĕсем тĕттĕмре курăнми пулчĕç. Çур сехет те иртмерĕ — вĕсем масар çинчи вăрăм курăк ăшĕпе утрĕç.
Масарĕ авалхи майлăскер, хĕвеланăç енчи стильпе тунăскер. Вăл ялтан пĕр миля çурăра, сăрт çинче вырнаçнă, йĕри-тавра хăлтăр-халтăр хăма карта тытса тухнă. Унăн карти хăшпĕр тĕлте шал еннелле, хăшпĕр тĕлте тулалла тӳне-тӳне кайнă. Пĕтĕм масарĕпех кивĕ вилтăприсене çумкурăк пусса илнĕ. Унта пĕр палăк та пулман. Вилтăприсем çинче çаврака тăрăллă кивĕ те çерĕк хăмасем ларнă; шĕке çисе пĕтернĕрен вĕсем, хăйсем валли тĕреклĕх шыраса, çер çумнелле тайăнса ларнă, анчах тĕреклĕхĕ тупăнман. Пур хăмисем çине те ĕлĕк: «Çак çынна ĕмĕр асăнатпăр», — тесе çырнă пулнă, анчах нумайăшĕ çинче саспаллисем çухалса петнĕ, çавăнпа çутă чухне те вĕсене вулама май килмен.
Лăпкă çил, Тома хăратса, йывăçсем хушшинче улать. «Хăйсене кансĕрлесе çӳренĕшĕн тарăхса, вилĕ çынсен чунĕсем ӳпкелешеççĕ ĕнтĕ», — тесе шухăшлать Том. Туссем пĕр-пĕринпе сахал та шăппăн çеç сăмахларĕç. Вăхăчĕпе вырăнĕ те, шăплăхпа чаплăхĕ те вĕсене пусса тăнă пек пулчĕ. Вĕсем хăйсем шыранă шĕвĕр тăрăллă чĕрĕ тăпра купине тупрĕç те, вилтăпринчен виç-тăватă утăмри виçĕ мăн хурама айне пытанчĕç.
Вĕсем, чылайччен тăрса, хăйсене мĕн туйăнасса кĕтрĕç. Инçетре тăмана тăвиклетрĕ, пĕр çав сасă çеç таврари шăплăха пăсрĕ. Шухăшĕсем ытла хытă пуснăран, То:мăн калаçма тытăнас килчĕ.
— Эсĕ мĕнле шухăшлатăн, Гекки, — тесе пуçласа ячĕ вăл, — эпир кунта килнине вилнĕ çынсем килĕштереççĕ-ши?
Гекльберри хирĕç шăппăн çапла, каларĕ:
— Кам пĕлет вĕсене, пĕлместĕп! Хăрушă кунта. Чăнах вĕт?
— Хăрушă пулмасăр!
Нумайччен вĕсем нимĕн те чĕнмесĕр тăчĕç, иккĕшĕ те, хăйсем масар çине килнине вилнĕ çынсем епле пăхаççĕ-ши тесе, шухăша кайрĕç. Унтан Том шăппăн:
— Итле-ха, Гекки, эсĕ мĕнле шухăшлатăн, эпир мĕн калаçнине хăрах куçлă Вильямс илтет-ши е илтмест-ши? — тесе ыйтрĕ.
— Паллах, илтет. Хăй илтмесен те, унăн чунĕ илтет.
Вĕсем каллех шăпланса чĕнмесĕр тăчĕç.
— Эпĕ ăна ахаль Вильямс çеç тесе каланăшăн, мистер Вильямс тесе каламаншăн шеллетĕп. Анчах эпĕ ăна апла каласа кӳрентересшĕн пулман вĕт. Ăна пурте хăрах куçлă, тетчĕç.
— Вилнĕ çынсем çинчен каланă чухне асăрханарах калаçмалла, Том.
Çакă вара Томăн малалла калаçас килнине пĕтерсе хучĕ.
Сасартăк вăл хăй юлташне алăран ярса тытрĕ.
— Шăп!
— Мĕн унта, Том?
Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе ларса, вĕсем мĕн пулассине кĕтрĕç. Вĕсен чĕрисем хытăран хыттăн картлатрĕç.
— Шăп! Акă каллех! Нивушлĕ илтместĕн?
— Эпĕ…
— Аха! Аранах эсĕ те илтрĕн-мĕн.
— Ах турă, Том, вĕсем килеççĕ! Çавсем вĕсем! Мĕн тăвас пирĕн?
— Пĕлместĕп. Вĕсем пире кураççĕ пулĕ тетĕн-и эсĕ?
— Ох, Том, вĕсем тĕттĕмре, кушаксем пекех, кураççĕ вĕт. Мĕн тума килтĕм-ши!
— Ан хăра эсĕ... Вĕсем пире тивмеççĕ пулĕ, тен. Эпир вĕсене усал тумастпăр вĕт. Эпир шăп ларсан, тен, вĕсем пире курмĕç те.
— Юрать. Ларса пăхатăп... Ах, турăçăм, эпĕ пĕтемпех четретĕп!
— Шăп! Итле!
Арçын ачасем, аран çеç сывласа, пĕр-пĕрин çумне пуçĕсемпе çыпçăнса тăчĕç. Масарăн леш вĕçĕнче хуллен калаçнисем илтĕнчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...