Мучар


Арманов паян Мучар çинчен пĕлнипе пит кăмăллă пулчĕ. Савин Михали Мучар çинчен калани вырăна та лара парать-мĕн. Арманов, хĕрарăмсен пуххине çитсе пăхас шухăшпа, шкула тухса утрĕ.

Шкулта, пĕр класĕнче хĕрарăм лăк-тулли. Пуху пуçланни чылай пулмалла.

Арманов алăк патĕнчен хĕсĕнкелесе класа кĕчĕ. Такам ятлаçнă пек калаçать. Анушки иккен. Сĕтел умне пырса тăнă та, аллисемпе хăлаçланса, хыттăн çапла калаçать:

— Мучара эпĕ Совет тăшманĕ тесе шутлатăп!

— Аха, кунта та хайхи Мучара ярса илнĕ, — терĕ хăй ăшĕнче Арманов, Анушки сăмахне хăлхине тăратсах итлеме тытăнчĕ.

— Мучар пире колхоза кĕртмесĕр хăварчĕ. Курас килмест ĕнтĕ çав Мучара! Выçă хăварчĕ вăл мана. Хăйне колхозран кăларасчĕ ăна!

— Колхозран кăларма йышăнас Мучара! — терĕç колхозницăсем.

— Колхоза кĕме эпир хатĕр, кĕресси кĕретпĕр, хăвалăр унтан Мучара-а! — терĕç темиçе хĕрарăм.

Анушки татах сиксе тăчĕ.

— Халь аса илтĕм-ха, астуман та паçăр. Савин Михалин те манăн пекех пĕр çурпилĕк тулă юхса тухнă. Эпир Михаляпа пĕрле ана çинче иксĕмĕр Мучар çапла колхоза хирĕç пыни çинчен комсомолецсене калас теттĕмĕр. Михаля Мучар çинчен калама хытă çине тăнăччĕ, Михаляна, нумаях та тăмарĕç, раскулачить турĕç. Кулака тухсан, Михаля сăмахне ĕненмелле те пулмарĕ пулĕ. Эпĕ, ерçӳ çуккипе, Анна Петровнăна Мучар мана мĕнле колхозран улталаса хăварни çинчен килсе калаймарăм. Куç тĕлне пулмасть-ха шуйтан Мучарĕ! Пĕрре сура-сура ятласчĕ ăна! Кăларса пăрахăрах ăна колхозран! Ырă курса ан пурăнтăр çав ултавçă, шуйттан!

Анушки ятлаçнипе Арманов темиçе хутчен вĕриленсе, сивĕнсе кайрĕ. Михаля Мучарăн ирсĕр ĕçĕсем çинчен калани пĕрмаях тĕрĕсе тухса пырать. Ĕнтĕ Арманов хăй ăшĕнче пĕтĕмпех Михаляна хĕрхенсе, ун хутне кĕрес шухăш тытрĕ.

Хĕрарăм пуххи саланас умĕн Анна Петровна протокол вуласа пачĕ. Протокол вуланă чух Мучар çинчен, ăна колхозран кăлармалла тесе йышăннине вуласан, хĕрарăмсем сĕрлесе:

— Çавă кирлĕ Мучара!

— Ялтан хăваласа ямалла ăна!

— Арăмĕ те йĕркесĕр усал! — терĕç.

Пуху салансан, Арманов Анна Петровна патне кĕчĕ те, паянах, халех ячейка бюровĕн ларăвне ирттермелле терĕ. Вара ыран ирех Мучар çинчен пухăннă материалсене ял Советне, РКИне, милицине пĕлтермелле, — терĕ.

Анна Петровна та Арманов каланипе килĕшрĕ.

— Васкас пулать, вăхăт кĕтмест! Алхасма тытăннă класс тăшманĕн пуçне çийĕнчех çапса лапчăтманни вăл пирĕншĕн калама çук юрăхсăр, усал ĕç. Епле чее пулнă вăл Мучар! Ку таранччен те тăшман хăй чĕрнине кăтартман. Акă кам пире колхоз ĕçне йĕркелеме чăрмантарса пынă. Акă кам хĕрарăмсене ĕшкĕртсе, пирĕн çине тăрăнтарнă! Ыран-паянах тăшман пуçне таптаса çĕмĕрмелле! — терĕ Анна Петровна. Хăй хĕрарăмсен пуххинче пăчă пулнипе, нумай калаçнипе хĕрелсе кайнă. Юлашки сăмахсене Анна Петровна хĕрсе кайса, умра Мучар пулсан, чăнахах та тытса çапса пăрахас пек каларĕ.

— Çапла, вăхăт кĕтмест! Эпĕ часрах кайса бюро членĕсене пухам-ха, эсĕ пыр! — терĕ Арманов. Унăн та ăшчикĕ пăлханнă. Анна Петровна патне кĕнĕрепе вăл пĕрре лара-тăра пĕлмерĕ. Пĕрмай пӳлĕмре урлă-пирлĕ уткалать. Вара, кухньăна кĕрсе, сивĕ шыв ĕçрĕ те тухса кайрĕ.

 

VII

...Сăрт айккипе симĕс курăк. Симĕс курăк çийĕн такăр сукмак, илемлĕн авкаланса, сăрт айккипе каять. Ашă çу кунĕ, сап-сар хĕвел пăхать. Мучар çав сукмакпа утса пырать. Сунара тухнă Мучар. Ав сăрт айккинче хăмăшлă, çутă кӳлĕсем. Мучар çавăнта çитсе тăчĕ. Хăмăшлăхран кайăк кăвакалсем вĕçсе хăпараççĕ те тарасшăн аяккалла вĕçеççĕ, анчах вĕсене Мучар пĕрне те аяккалла вĕçертсе ямасть. Пĕрин хыççăн тепĕрне пере-пере ӳкерет. Акă тата кайăк хур тĕл пулчĕ, акăшсем тухрĕç, вĕçсе кайма тапратрĕç. Мучар та кайăксем хыççăн вĕçме тапратрĕ. Аллисемпе çунат пек сулларĕ, урипе пĕрре çĕре тапрĕ те çунатланнă пек яр çӳлелле вĕçрĕ. Симĕс улăх тăрăх çут кӳлĕсем урлă, кăвак пĕлĕт айĕпе Мучар акăшсем пек яр та яр малалла вĕçрĕ. Вĕçет, вĕçет, вĕçнĕ çĕртех аллинчи пăшалĕпе кайăксене персе ӳкерет. Аван-çке, çăмăл-çке вĕçме, вĕçĕмсĕр вĕçес килет...

Тӳн, тӳн! тутарчĕç алăка. Мучар алăка тӳнлеттернипе вăранса кайрĕ. Мучар пӳртре выртать иккен, каçхине тулта сивĕ пулнипе, Мучар çывăрма пӳрте куçнă.

— Ну, арăм, пит аван тĕлĕк куртăм, — терĕ вăл, арăмне вăратса. — Кăвакалсене, хуркайăксене пере-пере ӳкеретĕп пек те, ахăр, хамăр тăшмансене персе пĕтернĕ пек пулчĕ пуль вăл, — терĕ. Алăка каллех хытă шаккарĕç.

— Кам вăл, тухса пăх-ха. Нивушлĕ Иван Михалч татах ылтăн илсе килчĕ пуль? — терĕ Мучар, шыв ĕçме тăрса. Арăмĕ краççын çутса хăвăрт тула тухса кайрĕ. Алăк уçăлса хупăннă чухнех Мучар алкум вĕçĕнче çынсем калаçса тăнине илтрĕ. Унччен те пулмарĕ, пӳрте Арманов, милици, ял Совет членĕ тата тепĕр комсомолец Григорьев пырса та кĕчĕç.

Мучарăн, кусене курсан, чĕри лашт çурăлса кайнă пекех туйăнчĕ. Ах, арча пӳртрех-çке манăн, аса илчĕ Мучар. Ĕнерхи пасартан Мучар ылтăн çĕрĕсем илсе таврăннăччĕ те, вĕсене хурса вырнаçтарма арчана юпа шăтăкĕнчен пӳрте илсе кĕнĕччĕ. Тем тĕлĕк тĕлне пулнă, тухса хума маннă.

— Сан пата эпир ухтарма килтĕмĕр, — терĕ Арманов, пырса кĕрсенех.

— Ухтарма хушрĕç, — терĕ милици.

— Ухтарăр, — тĕрĕ Мучар тӳлеккĕн, хăйĕн ăшчикĕ калама çук пăлханса кайнине палăртасшăн мар пулса.

Ухтаракансем тытăнчĕç хăйсен ĕçне. Милици малтанах вырăн айне лапчăнса пăхрĕ те арчана туртса та кăларчĕ. Уçса пăхрĕ арчана: ылтăн, куçа çиет ылтăн. Ылтăн укçасăр пуçне ылтăн çĕрĕсем, хĕрессем, хăлха ункисем, сулăсем. Армановпа милици арчана питĕрсе сăркăчласа пичетлерĕç. Мучар арăмĕ, арчана милици аллинче курсан, уласа йĕрсе ячĕ. Ун сассипе пĕчĕк ачи вăранчĕ те, ӳсĕре-ӳсĕре, каçăхса кайса хытă кăшкăрса йĕме тытăнчĕ. Амăш ачине алла тытрĕ. Мучар çав вăхăтра кăмака кĕтессинелле хĕсĕнсе тăнă та урса кайнă пек тискер куçпа, сиксе чĕтресе, ухтаракансене пăхса тăрать.

— Ан макăрт ачуна! — терĕ вăл сасартăк, хаяррăн, тискеррĕн çухăрса. — Шуйттан çури! Вĕлереп!

Хурчăка чĕппе тытнă пек, Мучар ачана амăш аллинчен хаяррăн туртса илчĕ те, алăка уçса, пĕррех ывăтрĕ.

— Ай-яй! Вĕлеретĕн вĕт ачана! Вĕлеретĕн! — тесе арăмĕ тулалла вирхĕнчĕ.

— Вилччĕр! Пĕтчĕр! Пур ачине те вĕлеретĕп! Пире яурăнма ирĕк памаççĕ, луччă вилччĕр! — терĕ Мучар. Сĕтел патне сиксе пырса çĕçĕ ярса илчĕ. Çиçĕм пек хăвăрт ыткăнса, урайĕнче çывракан ачисем çинелле сулласа ячĕ. Мучар куçне-пуçне чарса пăрахнă, пырĕ хăрăлтатать, шăлĕсене йĕрсе шăтăртаттарать.

— Пире пурăнма ирĕк çук! Ачасене вĕлеретĕп, хам та вилетĕп! Пурне те вĕлеретĕп! — тесе аллинчи çĕççине вылятать урса кайнă Мучар.

— Тытăр-ха, тата хытăрах тытăр! — терĕ Арманов, Мучара хыçалтан тĕреклĕ аллисемпе ярса илсе.

— Çыхас ăна! — терĕ милици. Виççĕн Мучара урайне ӳкерчĕç, алли-урине туртса çыхрĕç.

— Вилетĕп, хурах! — çухăрать Мучар, хăрăлтатса.

Мучара, çыхса пăрахсан, çенĕкелле илсе тухрĕç.

Арăмĕ йĕре-йĕре, ăнсăр пулнă ачине пӳрте çĕклесе кĕчĕ. Ухтаракансем хăйсен ĕçнех тăваççĕ.

— Ай-яй тур, ах тур! Эсир килсе кĕнипе ашшĕ ачана вĕлерчĕ-çке! Ай тур! Пĕтрĕмĕр! Мĕнле самана килчĕ капла! Чухăн çын патне те кулак патне пынă пек çĕрле ухтарма киле пуçларĕç. Пирĕн пек çука ернĕ çынсене, нуша курса пурăнакансене те кулаксене çаратнă пек çаратаççĕ! Ай-яй, чухăн пулсан та, кулаксем куракан мăшкăла курмалла пулчĕ!

Нăйкать, йĕрет Мучар арăмĕ. Ухтаракансем пурте ăçта мĕн пăхмаллине пăхса, шыраса тупрĕç те кĕлете кайрĕç. Кĕлетре ларакан пысăк арчара тĕрки-тĕркипе хура йĕпкĕн хаклă йышши пустав, каракуль, тилĕ тирĕсем, тĕрки-тĕркипе çитсă... Ухтарса пĕтерсен, Мучара хăйне ял Советне илсе кайрĕç.

Тул çутăлнă-çутăлманах Савин Михалине ял Советне чĕнчĕç. Михаля, хăрама вĕреннĕскер, хăраса пырса кĕчĕ.

— Мĕн пулĕ-ши ĕнтĕ тата? Те тытсах каяççĕ ĕнтĕ, — тесе шухăшласа, алăк урлă хуллен ярса пусрĕ. Алăк патĕнчен иртмесĕр тăрать. Арманов хăйĕн пӳлĕмĕнчен тухрĕ те тӳрех Михаля патне кăмăллăн утса пычĕ. Темле ăшшăн, аваннăн туйăнса кайрĕ Михаляна Арманов ун патне тӳрех хирĕç утса пыни. Михалян хăравçă чĕри хăй тĕллĕнех лăпланчĕ.

— Ну, Михаля пичче, ĕç тухрĕ! Мучар лекрĕ вĕт тапă айне! — терĕ Арманов, Михаляна алă парса.

Ку хыпара илтсен, Михаля пырĕнче темĕн пухăнса тăвăрланнă пек туйăнчĕ, анчах Михаля, хăйĕн кăмăлне хытарса, хуллен çапла каларĕ:

— Эпĕ Мучар çинчен çак сăмаха илтессе сунман. Пысăк тав сана, Арманов, тĕрĕслĕхе йĕрлесе тупнăшăн. Ĕнтĕ ман çинчен те кулак, сутăç ячĕ сирĕлет пулĕ...

— Сана ĕнтĕ мĕнпур пурлăхна каялла парĕç, — терĕ Арманов, — колхоза та илетпĕр.

— Пурлăхĕ те çемьене кирлĕ те, анчах мана чăн пахи халь сутăç, кулак ятĕнчен хăтăлни, эпĕ хама хам тепĕр хут çĕнĕрен çуралнă пек туятăп, — терĕ Михаля, Арманова хăй тепĕр хут алă пырса пачĕ те, ним шарламасăр тухса кайрĕ.

Михаля Мучар элекĕ айне пулнăранпа пĕтĕмпех йăшса, çемçелсе кайнăччĕ. Ура вăйĕ çук пек, ĕçлес те, пурăнас та килмест. Çак кунсене Михаля кунĕ-кунĕпе пĕр ĕçлемесĕр ирттеретчĕ. Халĕ, паян, Михаля ял Советĕнчен çăмăллăн утса тухрĕ. Кĕрхи уяр уçă ир Михаляна вăй кĕртнĕ пекех туйăнчĕ. Ав, колхоз пахчинче колхозниксем купăста касаççĕ, турттараççĕ. Ĕç нумай-ха кунта. Михалян ĕçлес килсе кайрĕ.

— Паянах колхоза ĕçлеме каятăп. Арăмпа, ача-пăчампа пурте ĕçе тухасчĕ, ĕçлес килет! — терĕ ăшĕнче Михаля. Çапла шухăшласа килелле каякан çын палт! пăрăнчĕ те колхоз правлени еннелле утрĕ.

Михаля утать. Хĕрлĕ хĕвел, Михаля пичĕ çине ӳксе, унăн ĕçлес килнĕ кăмăлне хăпартать.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-03-27 20:06:01):

Таса та, уçă кăмăллă çынна пĕтерес, хăйĕн пуçне упраса хăварас тесе чылай тăрмашрĕ Мучар, анчах тĕрĕслĕх çиеле тухасса вăл ĕненмен, шанман. Çапла çав вăл: уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă. Çапларах çĕлен-калтан шалчи тулни савăнтармаллипех савăнтарать!

 

Олег (2020-04-02 19:46:22):

Вăт çавăн пек çынсем халĕ влаçра.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: