Мучар


 

III

Савин Михалипе Мучар пĕр кӳршĕре, юнашар пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрин патне çӳрекелетчĕç. Нумаях пулмасть Михаля Мучара кĕлет куçарса лартма та пулăшрĕ. Михаля Мучара курайми пулнăранпа унăн шухăшĕ çавăн çинех каймасть, анчах хăй пĕрмаях Мучар çинчен шухăшлать. Мучара курайми пулнăранпа унăн шухăшĕ çавăн çинех пырса тăрăнать.

«Ăçта кайса килет-ха Мучар? Мĕншĕн кашни пасарах каять-ха вăл? Ăçтан тухать Мучарăн укçа? Мучар хăй, Янаултан таврăнсан, çука ертĕм, тĕп пултăм тесе çӳретчĕ, халĕ Мучар ачисем валли пушмаксем, фуфайкăсем илсе тултарчĕ. Хăй валли утмăл тенкĕлĕх пиншак, çĕр çирĕм тенкĕлĕх атăпа калуш илчĕ. Давай пĕрер Мучара сыхлас, вăрăпа-мĕнпе хăтланмасть-и вăл?» Çак ыйтусем Михаляна ялан Мучар çинчен шухăшлаттараççĕ.

Пĕрре Михаля Мучар Кавал пасарне кайнине пĕлчĕ. Михаля та пĕр сăлтавсăрах пасара тухса утрĕ. Мучара пасарта шырать. Тупрĕ. Мучар пасар тулашнерех пĕр шатра питлĕ саилăклă пиншаклă çынпа калаçса тăрать. Михаля ку çынна халиччен курман. Мучарпа çав палламан çын калаçкаласа тăчĕç те, иккĕшĕ ик еннелле уйрăлчĕç. Михаля вăрттăнтарах, Мучара куçран çухатмасăр çӳрекелерĕ, нимĕн те пĕлеймерĕ. Мучар киле каяспа вунă кĕренке ĕне ашĕ, пилĕк кĕренке сар çу, ачисем валли тăватă мăшăр çăматă илчĕ те хăйсен ял çыннипе лав çине ларса килчĕ.

— Ăçта çăваран тухать çав Мучарăн укçа?! Укçа кăларса тăракан ĕç пурах ĕнтĕ çак Мучарăн, мĕнле майпа пĕлес, ăçтан тупсăмне тупас, — тесе шухăшласа таврăнчĕ пасартан Михаля.

Кĕр çывхарчĕ. Час-часах çумăрлă кунсем пулкалаççĕ. Пĕр кунхине кунĕпе çумăр çурĕ. Каçхине, тĕттĕм пула пуçласан, Михаля лашине сĕлĕ кĕлти илсе парас тесе анкартине тухрĕ. Пăхать — тахăшĕ Мучар анкарти хапхине майĕпен уçса кĕчĕ те, йăпшăнса, карта хĕррипе утса, Мучар патне кĕрсе кайрĕ. Кам пулчĕ-ши ку? Çакнашкал ирсĕр çанталăкра, каç пулсан, мĕн туса çӳрет-ши ку çын? Михалян çав çын кам иккенне питĕ пĕлее килчĕ. Лашине апат парсанах, Михаля урама тухрĕ те Мучар пӳртне кантăкран кайса пăхрĕ. Пӳртре çутă çук. Пĕчĕк ачи йĕрет. Амăшĕ ăна темĕн сăвăллă калаçса йăпатать. Мучар сасси илтĕнмест. Те такам тухрĕ, те кĕчĕ — пӳрт алăкĕ шалт! туса хупăнни илтĕнчĕ.

«Мучар хăй кĕлетре пулĕ. Вăл унта çывăрать вĕт», — тавçăрса илчĕ Михаля. Пахча енчен кĕлет патне пĕр сисĕнкĕсĕр утса пычĕ. Чăнах та кĕлетре ура сасси, пукана тĕртсе шутарни илтĕнчĕ. Унччен те пулмарĕ, кĕлетре пĕчĕк хушăкран çутă курăнчĕ — кĕлетре краççын çутрĕç пулмалла. Кĕлет айне Мучар питĕрме ĕлкĕреймен-ха. Михаля хуллен шуса кĕлет айне кĕчĕ. Тулта çумăр чĕреслетсе çапса çăвать. Пăхать Михаля — кĕлет айне пĕр тĕлтен çутă ӳкет. Астуса илчĕ Михаля пĕркун кĕлет урайне сарнă чух пĕр çур шите яхăн урай хăми çитменччĕ, çаплипех, питĕреймесĕрех хăварнăччĕ. Михаля çав çутă ӳкекен тĕле хырăмпа хуллен, пит хуллен шуса пычĕ те пăхрĕ. Леш, Кавал пасарĕнче курнă çĕр саплăклă тачка пиншаклă çын иккен. Мучар та, халь ун патне килнĕ çын та Михаляна пилĕк таран курăнаççĕ. Стена çумнелле сĕтел ларать. Стена çинче краççын çунать.

— Салтăн, Иван Михалч. Шӳрĕн пуль-çке эсĕ паян. Çумăр пит çăвать те, эпĕ сана килеймест пуль тесе тăраттăм-ха.

— Килес терĕм, каланă сăмах çине тăрас терĕм, — тавăрчĕ лешĕ. Саплăклă, çумăрпа шӳнĕ пиншакне хыврĕ те, пăтана çакса ячĕ, хăй çӳхе пиншакпа кăна юлчĕ.

Мучар сĕтел çине çур литр эрех лартрĕ. Кĕлетрен тухса çăкăр, тăварланă хăяр, чăкăт, пиçнĕ аш татки илсе кĕчĕ. Еçрĕç, çирĕç. Вара Иван Михалч текенни хăйĕн тачка пиншакне пăтаран илчĕ те, сĕтел çине хурса, çурăм çинчен пĕр саплăкне хуçмалла çĕçĕпе сӳтме тытăнчĕ. Саплăк çипписем хуçмалла çĕçĕ айĕнче пăтăрт-пăтăрт касăлаççĕ. Саплăка сӳтсе кăларчĕ те, ватка айĕнчен вĕлт те вĕлт темĕн сĕтел çине кăларса хума тытăнчĕ. Михаля авантарах пăхрĕ те курах кайрĕ — ватка ăшĕнчен ылтăн укçасем тухаççĕ иккен. Мучар тухнă пек ылтăнĕсене пуçтарса, ывăç çинче шутласа пырать. Лăп çирĕм пĕр ылтăн тухрĕ.

— Тек çук, — терĕ Иван Михалч. Пиншакĕ ăшĕнчен таçтан çиплĕ йĕп кăларчĕ те саплăкне тепĕр хут сапласа та хучĕ. Пиншакне пăтана çакса ячĕ.

— Ну, мĕнле? Пĕркунхи хакпах-и? — терĕ Мучар.

— Пĕрер çĕрне хушатăн пулĕ, — терĕ Иван Михалч, тутине кăшт кăна сиктерсе.

— Çу-ук, Иван Михалч, хушмастăп. Халĕ эпĕ ылтăнпа хăтланма вуçех пăрахасшăн. Халĕ ĕлĕкхи мар, пит час тытаççĕ. Хусанта, Çĕрпӳре ылтăнпа сутă тăвакансене миçе çынна тытса хупнă-ха? Ял Совечĕ миçе çынна, ылтăнпа хăтланнисене, раскулачить тунă?

— Эсĕ те, эпĕ те лекмен-çке-ха ку таранччен, раскулачить туман-çке пире? — терĕ Иван Михалч, лăш кулса, шăппăн.

— Санпала манăн мĕн калаçасси пур? Эпир, иксĕмĕр те чеерех пулса, хамăра хамăр раскулачить турăмăр. Да... Пирĕн пĕр шăрпăк та Совета каймарĕ. Чухăна кĕрсе ĕлкĕртĕмĕр. Чышкă пек пӳртсенче пурăнатпăр. Вольнăй пролетари вĕт эпир, хи-хи-хи, раскулачить тăвăр ĕнтĕ пире. Мĕн илесси пур пирĕнне? — терĕ Мучар çинçе сассипе, шăппăн кулса.

— Эпир йĕре шăлма пĕлекен тилĕсем пултăмăр. Эх, хăямат, хăçан пĕтĕ-ши ку? Мул пур çинче чухăн çынла пурăнасси йăлăхтарчĕ ĕнтĕ, — терĕ Иван Михалч.

— Йăлăхтарать çав, анчах тӳсес пулать вăхăтлăха. Кайран хамăр хуçаччĕ те-ха. Эсĕ миçе ылтăн усратăн? — терĕ Мучар.

— Пилĕкçĕртен пĕрре те катман эпĕ.

— Манăн та çавăн патнелле çывхарать. Хут укçана эпĕ ăна укçа тесе шутламастăп та. Эпĕ çурт сутнă укçана пĕтĕмпе ылтăн туса хутăм. Власть урăхла майлă çаврăнас пулсан, халех эпĕ хула пек çурт лартатăп, çĕлен пек кукăр мăйлă ăйăр туянăттăм. Ялти чухăнсене пĕтĕмпе алла çавăрса илсе, кирпĕч савăчĕ е мĕн те пулин çавăн пек пуймалли ĕç пуçласа ярăттăм. Халь пур, çуран, çĕтĕк пиншакпа, çăпатапа лапсăртатса çӳре. Хăçан пĕтĕ-ши кун пек тарăхасси?

— Пĕтесси пĕтет те-ха, тӳсер-ха ĕнтĕ вăхăтлăха. Пĕр çуллăха мулкач тирĕ те тӳснĕ, тет, тенĕ авалхи ăслă çынсем. Эпĕ кĕтĕм-ха ĕнтĕ колхоза. Вăт çав колхозсене йĕркеленме парас пулмасть.

— Эсĕ колхозра-и вара?

— Кĕтĕм çав, мĕншĕн тесен колхоза кĕмесен те май килмест, хĕллеренпе мĕн чухлĕ колхоза хирĕç ĕçлерĕм, витомлĕ пулаймарăм. Колхоз пулса ларчĕ-ларчех. Ĕнтĕ колхозра та-ха, сиенлес тĕлĕшĕнчен мĕнле пулĕ малашне. Пурĕпĕр салататăп-салататăпах колхоза, пăхса çеç тăр. Колхоза сиен тумасан манăн чун канас çук. Счетовода кĕртес тесе сăмахларĕç пĕркун, хĕпĕртерĕм.

— Счетоводран колхоз пуçлăхнелле тĕлле. Акă май килчĕ санăн, — терĕ Иван Михалч.

— Унта малалла куç курать-ха. Колхозра та «доходнăй статья» пулать ман валли, пурăнатпăр пурнăçа, аптрамастпăр, колхозра луччă хӳтĕре, — терĕ Мучар, чеен кулкаласа.

— Ну, ку ушкăн ылтăн çине пĕр çĕрĕшне хушса паратăн ĕнтĕ, — терĕ Иван Михалч, тăварлă хăяр чăмласа.

— Парас пуль, эппин. Мĕн вăхăтра киле каяс тетĕн?

— Çынсем тăриччен ирхине киле çитмелле, — терĕ Иван Михалч.

— Апла пулсан, халех хатĕрлен, — терĕ те Мучар, таçта тухса кайрĕ.

Михаля сывламасăр тенĕ пок, пĕр сиккелемесĕр выртать. Ана выртма пит кансĕр. Çурăм айĕнче те тăпра муклашки, те чул муклашки, шăтарас пек ыраттарать. Михаля çапах йăшăлтатмасть те. Хăш чух, ӳсĕрес килнĕ пек чух, Михаля ӳслĕкне те çавăрса ярать. Тем пулсан та Михалян вĕçне çитиччен тӳсесех пулать ĕнтĕ. Калама çук тĕлĕнмелле япала çинчен пĕлчĕ Михаля. Вăт мĕнле чеелле пурăнать вăл Мучар. Акă ăçтан тухать унăн укçи. Вăл, чухăна персе, ылтăнпа сутă туса пурăнать иккен! Чухăнсен спискине кĕресшĕн пурлăхне сутнă, чухăнсен спискине хӳтлĕх шырама кĕнĕ иккен! Чухăн шутĕнче хӳтлĕхре пурăнса акă мĕн хăтланать Мучар!

Михаля çавăн пек шухăшсемпе ăшчикне пăлхатса выртнă çĕртех пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе каять. Хăш чух Михалян, çавăнтах сиксе тăрса, çак çынсене пăвса пăрахас килет, анчах вăл, малалла мĕн калаççĕ-ха тесе, пусăрăнса выртать. Халех ял Советне чупасчĕ, иккĕшне те çакăнтах власть аллине парасчĕ...

Кăшт тăрсан Мучар кĕлете кĕчĕ. Аллинче пĕчĕк тимĕр арча. Пиçиххи çумĕнчи уççипе арчана чăнкăртаттарса уçрĕ те, сĕтел çине пачки-пачкипе укçа кăлара-кăлара хума тытăнчĕ. Иван Михалч укçа пачкисене салтмасăрах пачка пуçĕнчен сирсе шутлать те уйрăмрах хурать. Иван Михалч хăй умне темиçе пачка купаласа хыврĕ. Пиншак кĕсйинчен тутăр пысăкăш хура сăран татăкĕ кăларчĕ те укçана çав сăран татккпе чĕркесе каллех пиншак кĕсйине чикрĕ.

— Кăшт выртса канас та тăрса утас пулĕ: вăтăр çухрăма яхăн пылчăк çăрса утас пулать вĕт, — терĕ Иван Михалч.

— Выртăпăр та çыврăпăр эппин, — терĕ Мучар. Хăйĕн вырăнĕ çинчен пĕр минтер, аçам, пăтара çакăнса тăракан тăлăпа илсе, Мучар Иван Михалч валли урайне вырăн сарса хатĕрлерĕ. Вара Мучар, пӳрте чупса кайса, пĕр чашăк çăмарта илсе килчĕ.

— Çиер-ха çывăриччен, паçăр ача макăрать те, арăм çăмарта пĕçерсе параймарĕ, — терĕ Мучар. Çăмартисене Иван Михалч умне шаклаттара-шаклаттара хурать.

Каллех эрех ĕçрĕç, çăмарта çиме тытăнчĕç. Тырпул хакĕ çинчен калаçкаларĕç те çывăрма выртрĕç, краççынне сӳнтерчĕç.

Иван Михалч часах харлаттарма та тытăнчĕ. Мучар çывăрмасть-ха, кравать хăмиие чĕриклеттерсе çаврăнкалать. Михалян ĕнтĕ кĕлет айĕнчен пит тухса вĕçмелле, анчах Мучар сисесрен хăрать. Кăшт тăрсан, Мучар та çаврăнкалами пулчĕ — çывăрса кайрĕ пуль. Михаля, паçăрхи пекех хуллен шуçса, кĕлет айĕнчен тухма тапаланать. Сывламасăр шăвать. Акă тухма патнех çитрĕ. Теплерен, тухма пуçласан, хăрах ура кĕлет уратине тăнк! перĕнчĕ. Мучар вырăн çинчен урайне тӳп! тутарса хыттăн пусса анчĕ.

— Кам вăл? — терĕ Мучар сасартăк, хаяррăн. Михаля кĕлет айĕнчен тухса анкартнелле чупрĕ. Мучар та Михаля хыççăн анкартнелле чупса та тухрĕ.

— Кам вăл?! Кам?!

Михаля пĕтĕм вăйран, питĕ хьгтă чупасчĕ тесе чупать. Мучар, пĕчĕкскер, çарран, кĕпе вĕççĕн çăмăл чупса, Михаляна çитсе пырать.

Карта урлă каçса ӳкес чухне Михаляна Мучар хăваласа çитсе çанăран ярса та илчĕ.

— Кам эсĕ?! Хе... Михаля-çке!.. — тере Мучар, сывлăшне çавăрса яраймасăр хăвăрт сывласа, пӳлĕнсе.

— Эпĕ, — терĕ Михаля та пашкаса. Хăй патнелле утрĕ.

— Шуйттан! Вăрă-хурах! Мĕн сыхласа çӳретĕн?! Вăрă шучĕпе çӳрекенскер! Хăвăн çитмест сана, кулака! Чухăнăнне мĕн те пулин хĕстересшĕн çӳретĕн, намăссăр!.. — Мучар чылайччен Михаляна ятласа тăчĕ. Вăл кăшкăрашни кĕрхи тĕттĕм çĕрте тискеррĕн туйăнчĕ. Лăпăстатса çăвакан вĕтĕ çумăр Мучара çӳçентерчĕ. Мучар килелле утрĕ.

Кĕлете кĕрсенех Мучар Иван Михалча вăратрĕ, краççын çутрĕ.

— Ну, тусăм, халех тăрса утатăн пулĕ. Тем пулас, тем килес, пĕр путсĕр этем пире кĕçĕр сăнаса тăнă. Кĕлет айĕнчен тухса тарчĕ. Эпĕ хамăнне хам пĕлетĕп, эсĕ хăвăнне ху пĕл. Атя, вĕçтер хăвăртрах.

Иван Михалч, ывăннă çинчен тутлă çывăрса кайнăскер, вĕлт çеç сиксе тăчĕ, кăпăр-капăр урисене сырчĕ, тумланчĕ.

— Кавалта-и? — терĕ пĕр сăмах Иван Михалч ыйхăпа тытăннă сассипе.

— Çавăнта, — терĕ Мучар, кĕскен татса.

Иван Михалч калама çук хăвăрт урамалла тухса шурĕ.

Мучар, Иван Михалч тухса кайсанах, чĕтрекен аллипе арчине илчĕ те кĕлетрен çĕклесе тухса, пĕр хăй кăна пĕлекен картишĕнчи кивĕ юпа вырăнне чикрĕ. Йывăррăн сывласа, ĕштеленсе çӳрет. Пĕр япалине тытать, тепĕр япалине тытать. Сĕтел çинчи эрех кĕленчине вăр çеç алăкран ывăтрĕ. Кĕленчи пылчăк çине лап туса ӳкни илтĕнчĕ. Апат-çимĕç юлашкисене тирки-чашкипех пӳрте илсе кайрĕ. Унта çывракан арăмне вăратса, унпала тем çинчен хĕрӳллĕн калаçрĕç. Вара, кĕлетне тухса, вырăнĕ çине лăпланса выртрĕ.

Михаля, вăл темĕн ял хыçĕнчи çырмана чупса анса, ялăн аял вĕçне тухрĕ.

— Тыттарасчĕ-ха кусене иккĕшне те, — тесе, Михаля тӳрех ял Совет çурчĕ патнелле утрĕ. Çумăр çаплах лăпăстатать, тĕттĕм. Сăртри урамсенче хăй çутисем йăлтăртатаççĕ. Михаля шӳсе йывăрланнă çăпатисемпе пылчăка лăчăртаттарса урам тăрăх васкаса утать. Акă çитрĕ пĕр пысăк çурт патне. Ку çурт ĕлĕк çăмарта хуçин пулнă. Халĕ кунта ял Совет канцелярийĕ, вулав çурчĕ, участокри милиципе Арманов хваттерĕ. Çурт, пысăкскер, çап-çутă кантăкĕсемпе пăрахут пек курăнса ларать, Михаля ял Совет канцелярине васкаса кĕчĕ. Пӳлĕмре пĕр-пĕччен дежурнăй сельисполнитель ларать. «Ял Совет пуçлăхĕ Трофимов килте-ши?» — тесе ыйтсан, сельисполнитель:

— Çук, паян района кайнă, ыран ирсĕр килеймест пуль, — терĕ. — Ял Совет çыруçийĕ те кӳршĕ яла тырă. хатĕрлес ĕçпе тухса кайнă.

Кĕрет Михаля милици хваттерне. Милици те çук. Вăл тухтăрпа пĕрле виçĕ çухрăмри яла, çул çинче вилсе выртнă çынна пăхма кайнă. Комсомол ячейкин çыруçи Арманов çине çеç шанчăк юлчĕ. Вулав çуртĕнче сасăсем илтĕнеççĕ. Арманов, вулав çурчĕн пуçлăхĕ пулнă пирки, яланах унта. Михаля, Арманова шыраса, вулав çуртне вăркăнса кĕрсе каять. Унта çамрăксем хаçат, кĕнеке вуласа, шахмăтла, шашкăлла выляса лараççĕ. Арманов çук иккен. Икĕ кунлăха райкомол пленумне кайнă терĕç.

«Пĕтрĕ, ĕç тухмарĕ паян. Паян май килмерĕ пулсан, ыран, тепĕр чух. Халĕ ку ĕç çинчен никама та шарлас мар. Ĕнтĕ йĕрне ӳкрĕм. Май килнĕ чух Мучара власть умне тăрататăп-тăрататăпах. Малалла мĕн пулĕ, сăнас-ха. Вăт епле пурăнать вăл Мучар». — Çак шухăшсемпе Михаля килнелле утрĕ. Урам вĕçĕнче шкул çуталса ларать. Анна Петровна учительницăн хваттерĕ икĕ кантăкĕпе урамалла тăрăх пăхать.

«Кĕрем Анна Петровна патне, каласа парам Мучар çинчен», — тесе шухăшларĕ Михаля, анчах темшĕн кĕмерĕ.

«Пурĕпĕр Мучара тыттаратăп-тыттаратăпах», — терĕ те Михаля хăй ăшĕнче килнелле утрĕ.

Çумăр çума чарăннă. Çанталăк уяртать пулмалла. Çумăр пĕлĕчĕсем сирĕлме тытăннă. Тĕл-тĕл кăвак пĕлĕт татки, пĕччен-пĕччен çăлтăрсем курăнкалаççĕ. Паçăрхинчен кăшт сивĕрех. Михаля çӳçенсех илчĕ. Михаля çанталăк уяртсан мĕн-мĕн ĕçсем тумалли çинчен шухăшлама тытăнчĕ, анчах Мучар çинчен мĕн пĕлни, Мучар сăмахĕсем пуçран тухмаççĕ.

Михаля килне таврăнсан, ачисене вăратас мар тесе, краççын çутмасăрах хуранти сивĕ яшкана сыпса выртрĕ. Михаляран арăмĕ мĕншĕн вăхăтра яшка çиме картишĕнчен кĕменнине, ăçта çӳренине ыйтсан, Михаля арăмне мĕн курни, илтни çинчен тата Мучар мĕнле çын иккенне пĕтĕмпех каласа пачĕ. Паян мĕн курни, мĕн илтни Михаляшăн тĕлĕкри пек туйăнать. Михаляпа арăмĕ Мучар çинчен чылайччен калаçса выртрĕç.

— Пурĕпĕр Мучара тăрă шыв çине кăларатăп-кăларатăпах. Çынсене муталаса, Совета мăшкăлласа пурăнать. Колхоза курайманскер, колхоз хӳтлĕхĕнче сарăлса пурăнĕ-ши вара? Тепре май килсенех, милицисене, ял Совет членĕсене Мучар патне илсе пыратăп та, хупăнса ларать вара хайхи тилĕ, — терĕ юлашкинчен Михаля.

Автансем авăтсан тин Михаляпа арăмĕ çывăрса кайрĕç.

Тепĕр кун ирхине çанталăк уяртса кайнă. Сап-сар хĕвел пăхать. Михаля арăмĕ ĕнер çумăр çунă чух чĕчĕ пăрушне улмуççи пахчине кăларса янăччĕ. Халĕ пăрăва ытти выльăхсĕмпе кĕтĕве хăваласа каяс тесе, пахчана пăру илме тухрĕ. Пăрушĕ Мучар енче, карта айккинче, хĕвел ăшшинче кавлесе тăрать. Михаля арăмĕ карта патнелле пăру хăвалама пычĕ. Мучар арăмĕ те, çав вăхăтра пӳртĕнче тухса, карта патне ача кипкисем çакма пычĕ.

— Сан ухмах упăшку мĕн анраса çӳрет вăл? Мĕне кирлĕ ăна пирĕн кĕлет айĕн-мĕнĕн выртса çӳресе пире сыхлама? Тем анрипе пырса кĕнĕ пирĕн кĕлет айне? — терĕ Мучар арăмĕ, Михаля арăмĕ çине шăрчăкланса пăхса.

— Эсир хăвăр вăрă-хурах евĕрлĕ. Сирĕн пата çĕрле анкарти хыçĕпе çӳрекен çынсем кĕрсе выртаççĕ. Эпир мар вăрă-хурах! Пулсан, эсир пулĕ! — терĕ Михаля арăмĕ.

— Санăн мĕн ĕç вара, кĕрсе выртĕçин?! Вăрă теме эпир санăнне вăрласа пурăнатпăр-и-мĕн? Куртăн-и эпир çын япалине вăрланине?! Пире, чухăна кура, мăшкăллама тытăннă эсир: тасаранах вăрă тетĕн. Пирĕн пек чухăн пулса, пирĕн нушана эсĕ те кур. Ай-яй тур! Турă илттĕр ман сăмаха! Тарăхнипе калатăп! — тесе ылханса хучĕ Мучар арăмĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-03-27 20:06:01):

Таса та, уçă кăмăллă çынна пĕтерес, хăйĕн пуçне упраса хăварас тесе чылай тăрмашрĕ Мучар, анчах тĕрĕслĕх çиеле тухасса вăл ĕненмен, шанман. Çапла çав вăл: уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă. Çапларах çĕлен-калтан шалчи тулни савăнтармаллипех савăнтарать!

 

Олег (2020-04-02 19:46:22):

Вăт çавăн пек çынсем халĕ влаçра.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: