Мучар


«Сĕлĕрен те пулсан турă телей паман-ши?» — тесе шухăшлать Хумма. Пăхать — сĕлĕ тăррисем хуран курăнса лараççĕ. Тытса пăхать Хумма сĕллине — сĕлĕн пĕр тĕшшийĕ те çук, хура тусан пекки кăна алла сăрать — пĕтĕмпех кăмпаллă. Çынсенĕн никамăнах та Хумманни пек начар тырă çук.

Хуйхăрса килнелле утрĕ Хумма. Халĕ Хуммана уçă саслă пионер та, триер кĕрлени те аса килчĕ. Çук ĕнтĕ, иртсе кайнă вăл çурхи вăхăт. Колхозниксем, ытти хресченсем те, сортласа, формалинпа чӳхесе акнисем, тырăллă пулчĕç. Хумман тыррине, курăк пускăскерне, кăмпаланнăскерне, çавапа кăна çулмалла.

«Кирлех пулнă çав триерĕ те, формалинĕ те», — тет Хумма халь хăй ăшĕнче. Мучар сăмахие итленĕшĕн хăйне хăй питĕ хытă ӳкĕнет. Чĕререн тарăхса, калама çук хуйхăрса, Хумма килнелле пуçне чиксе утрĕ.

Ыраш вырса пĕтерсенех çур тырри те тăранчĕ. Çур тырри вырма чăн малтан колхозниксем тухрĕç. Анушки колхозниксем урпа вырма тухнă кунах хăйĕн пысăкрах ывăл ачипе ана çине çитсе тăчĕ.

«Колхозниксенчен юлас марччĕ-ха, пĕрлех пуçтарса кĕресчĕ», — тет Анушки, паттăрланса шухăшласа. Вырас килсе васкаса вырма тытăнчĕ. Анушки кăчăрт та кăчăрт туртать çурлипе. Ачисем те, амăшне кура, тăрăшсах выраççĕ.

Халĕ, ирхине, пусăра уçă. Кăшт тӳлек çил вĕркелет. Сывлăм типмен-ха. Урпа пучахĕсем нӳрлĕ, вырма аван.

Колхозăн урпа пусси хĕррипе пысăк, кайăк евĕрлĕ машин хăлаçланса çаврăнать. Кĕрлет машин. Ун сасси таврана янратса тăрать. Вĕлт те вĕлт машин хыççăн çыхмалли тырă ӳксе юлать. Колхозниксем урпа пусси хĕррипе йĕри-тавра тăнă та, машин вырнине çыхса пыраççĕ. Кашни çын хыççăн тĕмсем купаланса пыраççĕ.

Колхозниксем хушшинче уççăн калаçни, шӳт туса кулни илтĕнет.

Хĕвел çӳлерех хăпарнăçемĕн хĕртме тытăнчĕ. Шăрăх, пăчă пула пуçларĕ. Кăнтăрла çилĕ те чарăнчĕ — таçта кайса кĕчĕ. Хĕвелĕ пур — пĕчĕкçĕ кăна курăнать пулин те, çапах калама çук йăлтăртатса, чĕпĕтсе пĕçертет.

Анушкипе ачисем тар юхтарса выраççĕ. Ирхине ачасем самай калаçкаласа выратчĕç, халĕ пĕри те нимĕн те шарламаççĕ. Вырассине те паçăрхи пекех выраймаççĕ. Вунпĕр çулхи Хветюк кăнтăрлахи апат çиме вăхăт çитичченех кăнтăрлахи апат çиес тесе йăнкăртатма тытăнчĕ.

— Анне, ав, колхозри ачасем, пирĕн пеккисем, хĕвел хĕртме тапратсанах ĕçе пăрахрĕç. Киле ячĕç вĕсене... — тет Хветюк. Хăй ял еннелле куçне хĕссе пăхать. Колхозачисем йăмраллă, сулхăнлă урама кĕрсе кайнине Хветюк пăхсах тăчĕ. Колхоз ачисем шăрăх вăхăта канса ирттереççĕ. Каçалапа, шăрăх иртсе кайсан, каллех ĕçлеме тухаççĕ.

— Пирĕн анне колхоза кĕнĕ пулсан, эпир те çав колхоз ачисемпе пĕрле пулаттăмăрччĕ, — тет Хветюк, чĕререн кăмăлсăрланса. Сасси унăн халь йĕрсе ярас пек чĕтрет, тутине мăкăртнă.

— Колхоза кĕнĕ пулсан, эпир те çак тырра çурлапа вырса асапланмастăмăрччĕ, — тет вунвиçĕ çулхи Ваççук, Анушкин чăн аслă ывăлĕ. Ваççук та колхоз ачисем киле кайнине курнă. Паçăр Ваççук, тăрăшса выраканскер, халĕ выраймасть, ывăннă вăл. Унăн шăрăхпа пуçĕ ыратма тапратрĕ. Колхозниксем еннелле Ваççук час-часах пăхать.

Колхоз хирĕнче машина çаплах кĕрлет. Иккĕмĕш хут улăштарчĕç ĕнтĕ колхозниксем машинăна кӳлнĕ лашасене. Колхозниксем хушшинче çаплах, паçăрхи пекех уççăн калаçни, пĕр-пĕринпе шӳт туса кулкалани илтĕнет. Колхозниксем кăмăллă, тарăхмасăр ĕçлеççĕ. Машина пусă хĕррипе çаврăнса çӳренĕçемĕн çыхмалли тырра сахаллатса пырать. Пысăк кайăк, хăлаçланса çӳресе, тырра кăшласа çинĕ пек туйăнать. Сахал вăхăтрах колхозниксем нумай ĕçлесе тăкрĕç.

Ян!.. ян!.. уççăн, илемлĕн кĕчĕ хăлхана. Кăвак пĕлĕтре кĕсле сасси янранă пек туйăнчĕ. Колхоз хирĕ енче илтĕнчĕ... Радио калама тытăннă иккен. Кăмăла çĕклентерекен илемлĕ кĕвĕ янраса тăрать. Ĕнер-виçĕмкунах комсомолецсем шкулти радиоприемникран трансляци тăватчĕç. Колхозниксем апат çимелли, канмалли вырăнта паян громкоговоритель лартнă.

Акă колхозниксем ĕçе пăрахса урапасем патнелле пычĕç. Унта, урапасем хыçнерех, паçăртанпах кăвак тĕтĕм авкаланса вĕçкелет. Шурă саппунлă хĕрарăм колхозниксем валли апат пĕçернĕ. Колхозниксем пурте урапасен сулхăнне ларса тухрĕç. Шурă саппунлă хĕрарăм апат антарса парать. Çил колхоз пусси енчен вĕрчĕ те, Анушки сăмсине яшка шăрши тутлăн пырса çапăнчĕ.

Анушки те ачисемпе кăнтăрлахи апат çиме ларчĕ. Хутаçран çăкăрпа тăвар, тымарĕпех тăпăлтарнă сухан кăларса хыврĕ. Çиме тытăнчĕç.

— Çийĕр, çийĕр, — тет ачисене Анушки, хăй типсе кушса кайнă çăкăра пĕчĕк витререн шывпа сыпса çиет.

Колхозниксем апат çисе ларнă хушăра вĕсем патне икĕ ача хаçатсем çĕклесе пычĕç. Çисе ларакан колхозниксем хушшине салатрĕç. Радио, тӳлек сывлăша янратса, пусăра илемлĕн илтĕнет.

Апат çисен, Анушки канма выртмасăрах вырма тытăнчĕ. Ваççукпа Хветюк колхозниксем патне радио итлеме кайрĕç. Анушки вырать, вырать... Колхозниксем апат çинĕ хыççăн каннă хушăра Анушки вĕсем чулах пĕчченех вырса тăкас пек васкаса вырать, хăй мĕн чухлĕ вырнине каялла çаврăнса пăхать. Анушки вырнă ани нумай мар-ха, нимĕн чул та ĕç малалла каяйман. Кăнтăрлаччен вырни, ана пысăкăшпе танлаштарсан, ытла сахал-ха. Анушки пăхать, пăхать малалла вырмалли анине, чылай сарлака та вăрăм-ха Анушкин урпа анийĕ, халь паян кăна вырма тытăннă. Тата миçе кун вырмалла пулать-ха ку анана? Малалла пăхсан куç хăрать, вырса пĕтерессĕн туйăнмасть. Çанталăкĕ пур, уяр та шăрăх тăрать. Ав мĕнле, Атăл хĕрри еннелле, вĕлтĕр-вĕлтĕр курăнса вĕри сывлăш хумханать. Каçалăк умĕнче тăнă çĕртех çав таçтан хумханса килекен вĕри сывлăш хумĕ пырса çапăннă пек туйăнать, кас-кас пĕçерсе илекен сывлăш ăшнех кĕрсе каятăн. Шăрăх, пăчă вара ун пек чух. Анушкин те çак шăрăхран урапа айнелле е ăçта та пулин сулхăналла пытанасчĕ, канасчĕ пăртакçă, алăсем те ыратаççĕ, анчах юрамасть-ха канма. Анушки тырă вырса пĕтерсен тин канма пултарать. Анушкин пурĕпĕр çак тырра хăйĕннех вырас пулать. Çынна тара тытса выртарма Анушкин пĕр пус укçийĕ çук. Кама та пулин пулăшма чĕнес, пулăшма халĕ никамах та килес çук: кашни харпăр хăйĕнне вырса пĕтерме тăрăшаççĕ.

— Эй! Бригадирсем! Ĕçе! — терĕ колхозниксем патĕнче пĕр сасă хыттăн.

Пĕр çын пек харăс тăчĕç колхозниксем. Радио сасси илтĕнми пулчĕ. Кĕрлесе кайрĕ тата машина. Пур колхозниксем те ĕçе харăс тытăнчĕç. Хăлаçланать, васкаса чупса çаврăнать пусă йĕри-тавра улăпла кайăк-машина. Йăванса юлать ун хыççăн çыхмалли тырă, çыхăнать кĕлте, купаланать тĕм хыççăн тĕм.

Анушки ачисем те амăш патне пычĕç, вырма тытăнчĕç.

— Колхозниксем шыв вырăнне кăвас ĕçеççĕ. Плаки аппа пире те пĕрер курка ĕçтерчĕ, — терĕ Хветюк.

— Тата какай яшки хыççăн турăх çирĕç. Аван вĕсен, колхозниксен. Яслири ачисене те шурă кулачăпа сĕт, маннă пăтти çитереççĕ. Пĕркун яслине хам кĕрсе куртăм. Кунта тата палаткăра чĕчĕ ачисем сулхăн та уçă çĕрте шурă кипкесем çинче тапкаланса выртаççĕ. Вĕсене Анюк пăхать. Анюк чĕчĕ ачисене пăхма курса кайса вĕреннĕ. Ку ачасене те, апат çиеймен пулнисене те маннă пăтти çитерчĕç. Аван çав колхозри ачасен пурнăçĕ. Пирĕн Мишшапа Наçтук килте иккĕшех хăйсем тĕллĕн юлаççĕ. Кунĕ-кунĕпе хамăр пекех начар апатпа пурăнаççĕ. Колхозран пăрăнсах ачасене детсада ямарăн, — терĕ Ваççук.

Ачасем амăшĕ колхоза кĕменшĕн ӳпкелесе калаçни амăшĕн кăмăлне каймасть. Анушки ачасен шухăшне урăх çĕрелле пăрас шухăшпа:

— Урпана час вырса пĕтеретпĕр теççĕ-и колхозниксем? — тесе ыйтрĕ.

— Тепĕр икĕ кунтан пĕтеретпĕр, вара тулă выратпăр теççĕ. Çĕрле вырмалли бригада та туса хунă колхозниксем. Пит хăвăрт ĕçлеççĕ вĕт вĕсем, — терĕ Ваççук.

— Пирĕн те колхозниксенчен юлас марччĕ-ха. Вĕсемпе пĕрле вырса пĕтересчĕ. Эпир те вырар-ха хăвăртрах. Тырă пĕтерсен, лашапах куккусем патне панулми кайса илĕпĕр, — тет Анушки, ачасен вырас кăмăлне хăпартса.

Хĕвел каç енне сулăнсан шăрăх сирĕлчĕ. Ваççукпа Хветюк халĕ, амăш хĕтĕрткелесех тăнипе, вырас тесех выраççĕ. Ав, колхоз ачисем те уйрăм бригадăпа кĕлте çĕклеме тухрĕç. Каннă ачасем ăмăртса, чупкаласа çӳресе ĕçлеççĕ. Ватăрах çынсем, виççĕн-тăваттăн, ачасем çĕкленĕ кĕлтене сурат туса пыраççĕ. Колхозниксен ĕçĕ калама çук хăвăрт ӳсĕнсе пырать. Вĕсем чăн та урпана часах вырса та пăрахрĕç. Çанталăк уяр, шăрăх тăрать те тулăпа сĕлĕ те пулса çитеççĕ. Вĕсене кĕçех вырма тытăнмалла.

Пĕр канăçа пĕлмесĕр Анушки ачисемпе тăватă кун вырчĕ. Урпа ани вырни çурри кăна пулнă-ха. Колхозниксем урпана виçĕ кун, пĕр çĕр вырчĕç те тăваттăмĕш кун çинче урпана пĕр çĕре турттарса, капан туса лартрĕç. Халĕ колхозниксем тулă выраççĕ. Колхозра мар хресченсем те, йышлăраххисем, урпана вырса пĕтере пыраççĕ. Çанталăк шăрăх тăнипе урпа тăкăнма тытăнчĕ. Урпана ирсенче кăна вырма пулать. Кăнтăрла тĕлĕнче урпана пырса тĕкĕнме те май çук, калама çук ванать. Урпа пучахĕсем çекĕл пек кукленсе чикĕнсе лараççĕ. Анушки урпине ирсенче выркалать, кăнтăрла тулă вырать. Колхозăн виçĕ кунтан туллине те вырса пĕтерчĕç. Тепле колхозăн ĕç пит хăвăрт ӳсĕнсе пырать çав. Унăн вырмалли симĕсрех сĕлĕпе пăрçа çеç юлнă.

Пĕр кунхине çанталăк тата шăрăхрах пулчĕ. Çĕрле вăйлă çил тухрĕ. Анушки вырса пĕтереймен тырришĕн хуйхăрса çĕрĕпе çывраймарĕ. Ирхине Анушки ирех, ачисемсĕрех, хăй ани çине чупрĕ. Урпа пĕр пучахсăр, шăпăр пек ларать, пучахсем çĕре шап-шурă тăкăннă. Анушки тулă ани патне чупса пычĕ. Туллине сирсе пăхрĕ. Сарă тулă пĕрчисем те çĕрте сапаланса выртаççĕ. Анушкин пыр тăвăрланса килчĕ, куçĕ шывланчĕ. Ассăн сывлăш çавăрса яричченех вĕри куççуль питçăмарти çинчен шăпăртатса анчĕ. Анушки сурат кутне лучăрканса анчĕ те питне хупласа ĕсĕклерĕ.

Çанталăк паян сулхăн, пĕлĕтлĕ, кай енчен мал еннелле çумăр пĕлĕчĕсем каяççĕ. Çанталăк кĕр еннелле кайнăн туйăнать. Тискерленнĕ çумăр çăвасшăн тăрать.

Анушкин ăш вăркать. Пысăк, йывăр япала хулпуççи çине персе аннă пек Анушкине хуйхă пусрĕ. Анушкин вăйĕ пĕтсе çитнĕ пекех туйăнчĕ. Алă-урана та сиктерес килми пулчĕ. Пĕтĕм шăмшак шĕлтĕрех кайрĕ. Шел, ах, пит шел-çке тырра, калама çук шел. Анушки колхоз хирнелле пăхрĕ. Колхозăн, эх, мĕн тĕрлĕ ырă пулчĕ. Çилпе колхозăн пĕр тырă пĕрчи те ӳкмерĕ вĕт. Анушки хăй мĕншĕн колхоза кĕменнине аса илчĕ. Колхоза кĕменшĕн ӳкĕнни чĕрине пăшатан пек шăтарма тытăнчĕ. Çумăр пĕлĕчĕсем чупнă пек шухăшсем вĕçĕмсĕр чупрĕç. Анушки хĕллехи каçа аса илчĕ. Чухăнсемпе ял активĕ пуххинчен Анушки ытти çынсемпе килелле утрĕ. Анушки пухуран хăй колхоза кĕрессине чăн ырă кăмăлпа, чĕререн йышăнса тухрĕ. Колхоз çинчен шухăшлани ăна савăнтарнă, чăн паха япала пек туйăннă. Тĕл пулнă вĕсене Мучар. Анушки çав Мучар колхоз пурнăçне хурласа каланă сăмахсем Анушкин паха шухăшĕсене лучăркаса, çĕмĕрсе пăрахрĕç. Мучар сăмаххине пула Анушки колхоза кĕмерĕ. Шухăшласа ларнăçемĕн Анушки чĕринче Мучара çилленесси, курайманни çивĕчленсе пычĕ. Мучар тăшманăн туйăнса кайрĕ.

Çапла йывăр хуйхăпа шухăша кайса ларнă вăхăтра Анушки курах кайрĕ — колхоз хирĕ урлă пĕр çын иртсе Анушки патнелле пырать. Пăхать Анушки — Савин Михали иккен. Михала лăпсăр-лăпсăр пиншак тăхăнса янă. Лапчăк карттусне çамки çине лăп лартнă. Михала хуллен, ывăннă çын пек утса, Анушки патне пычĕ.

— Эс, Анушки, мĕн пăхса ларатăн? Урпа пуçне мĕншĕн пухма тытăнмастăн? Курмастăн-и, пĕлĕт татăлса анас пек. Акă халь çумăр чĕреслетсе ячĕ-тĕк, урпа пуçĕ шăтса та каять, — терĕ Михала. Анушки çумне суратран пĕр кĕлте илсе ларчĕ. Михаля ана пăхма кайнă пулнă.

— Пухмалла та-ха, — терĕ Анушки, хăй йĕнине палăртасшăн мар пулса, питне-куçне тутăр вĕçĕпе шăлкаласа илсе.

— М-да, Анушки, санăн кăна мар, манăн та пĕр çурпилĕк тулă юхса тухнă. Ĕлкĕреймерĕмĕр, урпийĕ те, туллийĕ те пĕр вăхăтрах пулса çитрĕç те... Колхозсем, ав, аптăрамарĕç. Машинăпа часах пулать çав ĕçĕ те. Так кĕ-мерĕм çав колхоза, — терĕ Михаля хуйхăллăн. Унăн хĕвелпе хуралса кайнă пичĕ-куçĕ паян хальчченхинчен ырхантдрах пек туйăнать. Куçĕсем тин чирлесе тăнă çыннăнни пек путса кĕнĕ. Анушки пекех Михаля та кĕçĕр çил тулашнипе çĕрĕпе çывăрман, çурпилĕк тулă ăна канăç паман. Хĕрĕх çулхи Михаля паян ватăлса кайнă пекех пулнă., Аллинче виçĕ-тăватă пушă тулă пучахĕ.

— М-да, кĕмеллеччĕ, питĕ кĕмеллеччĕ çав колхоза, — терĕ татах Михаля.

— Ан та кала, — терĕ Анушки.

Михаля калаçнипе Анушкин ăшчикĕ тепĕр хут тăвăнса килчĕ. Тути хăех чĕтренсе, турткаланса илчĕ. Анушки, йĕрсе ярас килни паллă ан пултăр тесе, тутине тутăр вĕçĕпе хупларĕ. Айккинелле пăхса, куçĕсене мăч-мăч тутарса илчĕ.

— Эпĕ колхоза кĕрес тесех тăнăччĕ те, так... çын сăмахĕ хыççăн кайса хама хам муталантăм. Мучар каланине чăнларăм çав, — терĕ Михаля.

— Эпĕ те Мучар каланине пит ĕнентĕм-çке çав, — терĕ Анушки хуйхăллăн, ӳкĕнсе.

— Хĕлле Мучар колхоз çинчен мĕнпур ырă мăррине çеç пит калатчĕ те, нумайăшĕ, чухăнсем те, ваттисем те, пирĕн пекех Мучара ĕненсе, колхозран пăрăнса юлчĕç. Халĕ Мучар хăй вĕлт çеç колхоза кĕрсе кайрĕ, — терĕ Михаля.

— Ан калаç, — терĕ Анушки, тĕлĕнсе пĕççине çапса илсе. — Суя пуль вăл?

— Пĕрре те суя мар. Халь, çур тырри вырма тытăнас умĕн кĕнĕ. Мучарăн çур тырри анисем колхозсемпе юнашарах вĕт, ав, леш енче, — терĕ Михаля, аллипе колхоз пусси урлă кăтартса.

— Ара, Мучар хĕлле колхоза вилес пулсан та кĕместĕп тетчĕ-çке, — терĕ Анушки, çаплах тĕлĕнсе.

— Кĕместĕп тетчĕ те, кĕчĕ çав. Мучар вăл чее, пирĕн йышшисене, колхозшăн çунакансене, вăл колхозран сивĕтсе хăварчĕ. Мучарăн пĕр тырă пĕрчи те тăкăнмарĕ. Эпир курнă хуйха вăл пĕлмест те. Курас килми пулчĕ ĕнтĕ манăн çав Мучара. Колхоз пирки суйса çӳресе муталанăшăн тем туса пăрахас килет. Эх, ăна, йытта! Мучар пире улталаман пулсан, пире паянхи хуйхă та тулламастчĕ. Пĕçертрĕ ăшчике Мучар!

Михалян ырхан пичĕ-куçĕ çилĕпе çивĕчленчĕ, хăвăрт сывланипе сăмса çунаттисем хăпартланаççĕ. Пусă урла аяккалла пăхнă куçĕсем тăшмана тĕллесе пăхнă пек çилĕпе тулнă:

— Ытла та мăшкăл айне пултăмăр çав. Чун тулашать! — терĕ Анушки, тепĕр хут тата вăйлăрах хыпăнса.

Халь ĕнтĕ Анушки Михаляран йĕрес килнине те пытарса тăмарĕ. Пĕр хуйхăпа çакă икĕ çын пĕр-пĕрне çывăхрах пек пулчĕç. Анушкин шывланнă куçĕсенчен куççуль тумламĕсем яр та яр юха-юха анаççĕ.

— Тулашасси тулашатпăр эпир, анчах тулашнипех ирттерсе яратпăр. Çавăн пек путсĕр çынсем мĕнлине власть умĕнче, ял çинче палăртма тăрăшмалла. Пĕркунах, хĕлле, Мучар колхоз çинчен мĕнле суя сăмахсем сарса çӳренине комсомол ячейкин çыруçине Арманова е ял Советне пĕлтермеллеччĕ. А халь ĕнтĕ Мучар колхоза кĕрсе кайнă. Хамăр начар эпир. Çавнашкал юрăхсăр çынсем çинчен влаçа вăхăтра пĕлтерместпĕр. Мучар мана колхозран пăрса хăварнăшăн, çавнашкал колхоз çинчен суйнăшăн, пире улталанăшăн эпĕ ахалех ирттерес çук! Туйрăм, сисрĕм Мучар мĕнле çыннине, анчах куç умне курăнмалли ирсĕр ĕçĕсене пĕлейместĕп-ха, тупсăмне тупайман-ха. Эх, хамăр начар çав, хамăр тăшмана хамăртан кĕрекене ирттеретпĕр.

Анушки пĕр чĕнмесĕр Михаля каланине итлесе ларчĕ. Михаля каланипе Анушки килĕшет.

— Мучар çинчен хĕрарăмсен пуххинче сăмах тапратса ярас-ха, Анна Петровна учительница ун пеккисене хытă йĕркелетчĕ-ха. Отпускран килсенех, Анна Петровнăна Мучар çинчен каласа парам. Хĕртчĕр ăна, Мучара. Кăларса пăрахчăр колхозран!

— Çапла кирлĕ. Ну, Анушки, киле каяс пулать, çанталăк йăсăрланма тытăнчĕ, — терĕ те юлашкинчен Михаля ура çине тăчĕ.

Пĕлĕт хĕрри йăсăрланса, таврана хупăрласа киле пуçларĕ. Михаляпа Анушки, йывăр хуйхăпа хыпăнса, ялалла хуллен утрĕç. Вĕсене хирĕç вĕтĕ çумăр пĕрĕхме тытăнчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-03-27 20:06:01):

Таса та, уçă кăмăллă çынна пĕтерес, хăйĕн пуçне упраса хăварас тесе чылай тăрмашрĕ Мучар, анчах тĕрĕслĕх çиеле тухасса вăл ĕненмен, шанман. Çапла çав вăл: уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă. Çапларах çĕлен-калтан шалчи тулни савăнтармаллипех савăнтарать!

 

Олег (2020-04-02 19:46:22):

Вăт çавăн пек çынсем халĕ влаçра.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: