Чун
Çак çĕр çине килекен мĕнпур çынна тĕнчере Аслă Турă чунпала чĕлхе парса палăртать, кунне-çулне уйрăммăн ăраскалпа çутатать. Тĕрлĕ çын пур тĕнчере — кашни уйрăм кĕнчеле.
Пĕрин чунĕн хăвачĕ пин çынна та çитмелле, çавăнпах кун-çулĕнче хăй çинчен унашкалли пĕлтерет тивĕçлипе — пур тавралăх пĕлмелле. Теприн вара пĕсмелле, пархатарлă çав тупра хăй валли те çитеймест, ĕçне-шывне унăнне пит никам та пĕлеймест.
Пысăк чунлă ыр çынсем, пурнăç хакне чухласа, Турра хисеп тăваççĕ, ун саккунне пăсмаççĕ, малашлăха пуç тайса унта сукмак хываççĕ. Хавшак, вăйсăр этемсем, ăслă-тăнлă пулсан та, чун хăвачĕ çуккипе питĕ час хуçăлаççĕ — хăйсен шайне çавна май ытла кая хураççĕ — кун-çул уттин юхăмне улăштарма пулнине питех шансах каймаççĕ.
Этем тени хăй шайне кая хура пуçласан, шанчăк тĕшне çухатса сӳрĕклĕхпе туслашсан, уншăн кун иртевĕнче пархатарлăх çухалать, пурнăç сĕмĕ майĕпен хура тĕспе хупланать. Çавăнпалах çĕр çинче, тĕрлĕ халăх хушшинче «симĕс çĕлен» каракан серепене çакланса черкке ăшне путнисен, усалсем хĕтĕртнине хирĕçлеме хăймасăр хăй çине ал хунисен йыш-хисепĕ хушăнать, этем пурнăçĕн хакĕ сумсăр шаялла анать.
Ӳт-пӳ чирĕ евĕрех чун чирĕ те пур иккен, вăл хăрушăрах иккен. Этем чунĕ амансан, айăпланса хуçăлсан ăна чĕртме, ай-ай-ай, тепĕр чухне май та çук. Эппин, чунлăх тенине — пархатарлăх çăл куçне — ыр ĕçпе хăват кӳрсе хĕмлентерсе тăмалла, тĕрлĕ йышши «чир-чĕртен» шанчăклăн сыхламалла.
Ун чух çакă тĕнчере этем тени хăйне хăй пĕтермĕччĕ кăлăхах, тĕрлĕ йышши вăрçăра юн юхмĕччĕ тăтăшах. Çавăн пек вăл чун тени, çук ăна çитекенни — пĕр сӳнсен чĕртекенни.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...