Намăс çурчĕ


Суйлав ĕçĕ вăл пачах урăхласкер, кăшкăрашни, ятлаçни çынсене часах сивĕтет. Паллă ĕнтĕ, ытларахăшĕ кунта чун хушнипе килеççĕ, пурнăçри йывăрлăхсене пĕтерме май çук-ши тесех. Сав хушăрах кăштах укçа сăптăрса илме ĕмĕтленекенсем те тĕл пулаççĕ. Кун пеккисене часах пĕлме пулать, енчен те депутат е мэр пулма хатĕрленекен çын укçине питĕ хĕссе-пĕссе тыткаласан, штаба килме пăрахаççĕ; çав çынсенех вара кайран тепĕр кандидат командинче курма пулать. Вĕсем укçашăн кăна çунса çӳреççĕ. Леш сутăнчăк чăваш та ахальтен диктофон чиксе пыман ĕнтĕ.

Таланов ирех тăчĕ те кăштах хуçкаланса илнĕ хыççăн хырăнса, çăвăнса тасалчĕ, тумланма пуçланăччĕ кăна радиопа леш «Столичный курьер» текенни пуçланчĕ. Калаçаканĕ каллех хула пуçлăхне мухтаса ун ӳтне пур çĕртен те чуптуса çулласа пĕтерчĕ тесен те юрать. Ак тамаша, каллех тĕлĕнмелле хыпар: çыравçăсен пĕр ушкăнĕ кĕлмĕçленсе мэр патне кайнă, урăхла каласассăн чăвашсене сутма ĕнтĕ. Дикторĕ вара çакна пĕтĕм чăваш интеллигенцийĕ хула çыннисене хальхи пуçлăхшăн сасăлама чĕнет тесе пĕлтерет. «Апла эппин чăвашсене унталла-кунталла турткалама пуçларĕç. Тен, хăшĕ-пĕрисем çавăн пек çула хăйсемех шыраççĕ», — пăшăрханса илчĕ çамрăк преподаватель.

Уроксем пуçланиччен директорпа калаçса пăхасчĕ тесе Таланов училищĕне васкарĕ. Лешĕ те ирех пырса ларнă иккен.

— Анланатăп сана, тусăм, хам та депутат пулса курнă, — терĕ директор хастарлă çамрăк каланине итленĕ хыççăн, — суйлав тути-масине лайăх чухлатăп. Администраци енчен кăтартусем парсах тăраççĕ, кандидатсем хăйсем те килсе çӳреççĕ. Директорăн никама та хирĕçлемелле мар, йĕрки çапла, пурне те шантарсах кăларса ямалла. Ĕçне вара... Тӳрех калатăп, эпĕ хам Ефремов майлă. Ман енчен чару çуккă, анчах ытларах вĕренекенсене хăйсене ĕçлеттер, ашшĕ-амăшĕпе калаçтар, общежитисенче пулччăр. Воспитани енчен те усăллă ĕç вăл. Ман шутпа, калаçăвăн тĕшшине те питĕ тĕрĕс тупнă, «халăх мэрĕ» — начар янрамасть.

— Чечеков сăмахĕ вăл.

— Чечеков?.. Маттур чăваш. Эпир унпа депутат чухне пĕр ушкăнра тăраттăмăрччĕ, «Самана» ятлăччĕ пирĕн пĕрлĕх. Пурте чăвашсемччĕ. Ертсе пыраканĕ Чечеков доцентчĕ.

— Халĕ вăл профессор ĕнтĕ.

— Аслă çын. Курсан салам кала, — терĕ директор алăк патнелле утакан Таланова.

Учитель ĕçĕ пек пархатарлă ĕç çĕр çинче урăх çук та пулĕ. Ана эпир хамăр ачамăрсене шанса паратпăр. Урăхла каласан, пĕтĕм пуласлăх унăн аллинче, çемье шайĕпе пăхсан та, çĕршыв шайĕпе те çавах. Тепри тата тухтăр ĕçĕ те çаплах вĕт-ха теме пултарĕ. Çук пуль çав. Тухтăр вăл ытларах сывлăха чир-чĕртен сыхлассишĕн тăрăшать. Учитель вара çамрăка пур енлĕ аталану парассишĕн ĕçлет, кĕскен каласассăн — çын пулма вĕрентет. Пĕлӳ, ăс-тăн, тавракурăм шайĕ ытларах мĕнле учительсем вĕрентнинчен килет.

Таланов паян виçĕ группăпа ĕçлерĕ, кашнинчех суйлав пирки те сăмах тапратрĕ. Малтанлăха кăшт кăна ĕнтĕ, каярах вара самай уçăмлăн, камшăн сасăламаллине пĕлтерсех. Шел, Ира группи практикăра, вăл çукки сисĕнет çав, училищĕре темĕскер çитмест пек. Ирăсăр самай пушă пек курăнать.

Тĕрĕссипе каласан, паянхи уроксене лайăх иртрĕç теме май çук, çыравçăсем çапла хăтланни пуçран тухмасть. Таланов чăтса тăраймарĕ, уроксем вĕçленсенех кама та пулин курмăп-ши тесе писательсен çуртне васкарĕ.

Улатимĕр çитнĕ çĕре леш çуртран пĕри тухать, шăпах ĕнер хула пуçлăхĕ патне пуç тайма кайнăскер, çыравçăсенчен чи ватти.

— Ырă кун пултăр сире, Анисса Николаевна, мĕнле пурăнатăр? — терĕ Улатимĕр, картлашкаран хуллен анакан ватă çынна пулăшса.

— Аванах-ха, кам пултăн çак эсĕ, паллаймарăм.

— Таланов теççĕ мана, «Пăлхар» пĕрлешӳ ертӳçи.

— Илтнĕччĕ-ха. Хаçатра та çырнăччĕ пулас.

— Çапла, чăваш çамрăкĕсем хуллен чăмăртанаççĕ-ха.

— Вăл лайăх-ха. Эпир ав, çыравçăсем, аппаланса пĕтрĕмĕр, миçе союзне те пĕлсе çитереймĕн.

— Анисса Николаевна, эсир ĕнер хула пуçлăхĕ патĕнче пулнă терĕç, радиопа та пĕлтерчĕç.

— Чĕнчĕç те кайрăм ĕнтĕ, сăлтавĕ те пурччĕ те, пĕрре кĕрсе курас терĕм. Пичете хатĕр алçырăвĕ пурччĕ те, кĕнеке издательствинче те темиçе çул выртрĕ, ĕç тухмарĕ, спонсор кирлĕ теççĕ, çавна кăтартса пăхас терĕм.

— Тытса пăхрĕ-и вара?

— Чăвашла пĕлмест курăнать. Сапах та пулăшма сăмах пачĕ, çакă суйлав хыççăн хăех юлсассăн терĕ. Суйлавĕ темле иртĕ çав.

— Ыттисем тата мĕн ыйтрĕç?

— Нуши вăл кашнийĕнех пур. Пĕрин хваттерĕ хĕсĕк, теприне тава тивĕçлĕ ят кирлĕ, виççĕмĕшне Шупашкар çинчен çырнă кĕнекине кăларма пулăшнă иккен, унăн пымаллах пулнă ĕнтĕ, çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ вĕт.

— Халĕ вара хула мэрĕ хăвăра пулăшасса ĕненсех çӳретĕр-и эсир, Анисса Николаевна? Чăвашсене пачах юратман çын хăй сăмахне тытĕ-ши? Суйлав умĕнхи ултавлă калаçу кăна мар-ши вăл?

— Аçтан пĕлĕн-ха ăна? Самрăк çыравçăсем унпала туслă курăнать, суйлав вăхăтĕнче пулăшма та килĕшӳ турĕç. Ĕнерхи ĕç пурне те килĕшмерĕ пулмалла çав, ирех шăнкăравлама тытăнчĕç, чăвашсене сутма кайрăр-им текенсем те тупăнчĕç. Маншăн пулсассăн... Эпĕ çав кĕнекене кăларма пулăшу такамран та, шуйттанран та ыйтма хатĕр. Тен, вăл маншăн юлашки кĕнеке пулĕ.

— Вăл çапла пуль-те-ха, енчен те хула пуçлăхне чăваша суйласассăн ун пек ыйтусене татса пама çăмăлрах вĕт.

— Ефремова ăна пурпĕрех мала тухаймасть теççĕ те. Çапла калаçса пырса Таланов ватă хĕрарăма троллейбуса лартсах ăсатса ячĕ. Хăй вара Ефремовăн суйлав штабĕ патнелле пăрăнчĕ, пуçри йывăр шухăша пула хуллен кăна утса пычĕ. «Нивушлĕ тава тивĕçлĕ ятшăн е кĕнекешĕн чăваша пулăшас тивĕçе, таса чыса çапла сутмалла вара. Тепĕр тесен тата çав тахçан çырнă кĕнеке вăл хальхи вулавçа тивĕçтереес те çук. Авторне курсанах паллă ĕнтĕ, ĕлĕкхи шухăшлав капкăнĕнчен çăлăнса паянхи пурнăçа тĕрĕс ăнланса сăнарласа параяс çук».

Юрать-ха, пурнăç пĕр тĕслĕ мар, хурипе юнашар шурри те пур. Таланов паян тепĕр пултаруллă та хăюллă чăвашпа паллашрĕ. Нумай вăхăт хушши Сĕпĕрте пурăннă хыççăн аттесем пилленĕ çĕр çине каялла килнĕскер, Нил Гаврилов ятлă.

Пурнăç çулĕ унăн такăр пулман, ялта çуралса ӳснĕскер хăй шăпине хăех майлаштарса пынă, вĕреннĕ, ĕçленĕ, йывăрлăхран хăраман. Газ кăларнă çĕре лексессĕн тавçăруллă чăваш каччи ĕçе çăмăллатмалли сĕнӳсем пама тытăнать, премисем те илет. Кĕçех ăна ертсе пыракансен ушкăнне илеççĕ. Çапла майĕпен ӳссе пырса пысăк начальникех çитет, çĕршыва усăллă пысăк ĕçсемшĕн патшалăх преми илме те тивĕçет. Шалăвĕ те пĕчĕкех пулман ĕнтĕ, лайăх тупăш паракан акцисене илме те тавçăрулăх çитернĕ. Пĕр сăмахпа каласассăн, тăван яла пушă алăпа килсе кĕмест; малтан вăл ашшĕ килне çĕнетет, унтан пĕччен пурăнакан ватăсен шăпине кăштах çăмăллатас тесе вĕсем валли хăтлă çурт лартса парать, каярах вара чиркӳ те парнелет, пĕр çынах ял пурнăçне чун кĕртет.

Халĕ Нил Гаврилов хăйĕн пархатарлă ĕçне Шупашкарта туса пырать. Тӳрех каламалла, çак хулара халĕ тĕнчере мĕн пурри пурте пур. Асăрхануллăрах пулмасан тĕлĕнмелли те, кулянмалли те часах сиксе тухать.

— Мĕн тери пысăк йăнăш тунă иккен эпĕ, — терĕ Гаврилов суйлав штабĕнче ларакансен умĕнче, — çыравçăсене ĕненнĕ эпĕ, наци юхăмне ертсе пыракансен шутĕнче пуль тесе хисепленĕ, май килнĕ таран укçапа та пулăшнă. Икĕ питлĕскерсем иккен вĕсем: чăвашлăх пирки калаçаççĕ, кĕнекесем çыраççĕ, пурнăçра вара пачах урăхла, укçашăн, чапшăн амăшне те сутма хатĕр. Сакăнта килсе ĕçе кӳлĕнес вырăнне, мĕскĕнсем, теприн патне кĕшĕлтетсе кайнă вĕт-ха вĕсем, хăйсенчен култарса çӳреççĕ. Хамăрăн та урăхларах ĕçлемелле. Савна шута илсе хаçат кăларма пуçлас тетĕп. Эсир вара ăна халăх хушшине сарассине йĕркелĕр.

Таланов кун пек хăюлăха пĕрремĕш хут курать. Пăхма Нил Гаврилов лутраскер кăна, шухăшпа, хастарлăхпа пуринчен çӳллĕ тăрать. Уçăмлă ĕç çынни иккен вăл, кун пеккисем наци конгресĕнче те сахал.

Чăнах та, тепĕр темиçе кунтанах Таланов аллине çĕнĕ хаçат лекрĕ. Мĕн тери савăнăç! Ана вăл пĕр сăмах сиктермесĕр вуласа тухрĕ те тӳрех мĕнле тиражпа тухнине пăхрĕ. Ба! Шупашкарта тухакан хаçатсенчен пуринчен те нумайрах иккен. Статйисем тата... Пĕри тепринчен çивĕчрех, хулан тепĕр енлĕ пурнăçне уçса параканскерсем. Пиртен нумай япалана пытарса усраççĕ иккен, бюджет укçи ăçта кайнине те, çĕр айĕнчи трубасене паянах ылмаштарма пуçламасан çитес вăхăтрах мĕн кĕтнине те, хула администрацийĕн ăшăпа çутă паракансен умĕнчи парăмĕ çур миллиарда яхăн пулнине те...

Анчах пичет вăйĕпе лешсем те питĕ ăнăçлă усă кураççĕ, уйрăмах хула хаçачĕпе. Акă, паянхи номерте паллă çынсем чĕнсе каланине пичетленĕ. Пĕри республикăри коммунистсен ертӳçи, вăл та чăваш. Паллă ĕнтĕ, кусем асли мĕн хушнинчен пăрăнас çук, Ефремовшăн сасăлас çук. Ку çеç те мар, ватăскерсем килтен киле хальхи мэршăн сасăламалла тесе çӳреççĕ. Тепри Мускавра пурăнакан паллă генерал, ку та чăваш, Шупашкара шăрттан çиме килкелесе çӳрекенскер, кунти лару-тăрăва пачах та пĕлменскер. Тахăшĕ ун патне çитсе алă пустарса килнĕ вĕт-ха. Виççĕмĕшĕ вара Мускав хулин пуçлăхĕ, кунтисемшĕн питĕ сумлă хăна шутланать. Вăл килсе çӳрени пирки темĕнле сăмах та çӳрет, анчах тĕрĕсреххи Шупашкарти пысăк заводсене Мускав аллине çавăрса илессиех ĕнтĕ. Ахальтен кунти пурлăх комитечĕн пуçлăхне Мускав çыннине лартмарĕç пуль. Майне пĕлеççĕ вĕсем, мĕншĕн Шупашкар мэрне пулăшас мар.

Çук, кун пек юрамасть. Таланов хăйĕн юлташĕсене пухрĕ те лару-тăрупа паллаштарчĕ. Вара вĕсем çĕнĕ хаçата кашни общежитие, кашни пӳлĕме çитерме тĕллев лартрĕç, хаçат уйăрса панă çĕре кĕчĕç. Ира та пĕрлех пулчĕ, фирмăри çынсене тĕрĕслесе пăхма тесе çирĕм хаçат кăна илчĕ. Кăштах шикленӳ те пур, директор курсан мĕн калĕ-ши? Вара вăл тепĕр кунне ĕçе иртерех кайрĕ те хаçатсене рабочисем иртсе çӳренĕ çĕрти кантăк саккисем çине хурса тухрĕ, каярах тĕрĕслерĕ, цеха та кĕрсе пăхрĕ, лешсене илсе пĕтернĕ иккен. Тĕрĕс тăваççĕ, ку хаçат шăпах ахаль çынсем валли, вулаччăр, тен, шухăш-кăмăлне çырса пĕлтерекенсем те тупăнĕç.

Хаçат салатасси те çăмăл ĕçех мар, чăрмав кӳрекенсем тупăнсах тăраççĕ. Ав, пĕр общежитинче икĕ студент хаçат чĕрки йăтса кĕнине комендант курать те тытса чарать, ку хаçата салатма юрамасть тесе туртса илме хăтланать. Лешсем парасшăн пулман, тавлашса тытăçсах каяççĕ, вахтерĕ милицие шăнкăравлама пуçлать. Кусен вара тухса тармалли кăна юлать, çапах та хаçатне пĕрлех илсе тухаççĕ. Хăйне майлă урок ĕнтĕ, чеерех пулмалла, хĕве е дипломата чиксе илсе кĕмелле.

Тĕнче вăрттăнлăхне питĕ тимлĕ асăрхама пĕлекенсем уçса пани паллă ĕнтĕ. Юрать-ха, çавсем пур. Енчен те Исаак Ньютон панулми мĕншĕн хăй тĕллĕн татăлса ӳкнине сăнаман пулсан пире валли физика законĕ çырса хăвараймастчĕ.

Асăрхамалли, сăнамалли вăл кулленхи пурнăçра та темĕн чухлех. Акă паян Таланов хаçат салатма пынисен шутĕнче пĕр арçын пуринчен те ытларах илнине асăрхарĕ. Чим-ха, çак çынах ĕнер хальхи мэрăн суйлав штабĕнчен тухатчĕ мар-и? Тен, вăл та мар, пĕр пек çынсем пулаççĕ вĕсем. Сапах та лешĕ кайсанах камăн хăш урамра салатмаллине çырса хунине пырса пăхрĕ: Иван Франко урамĕшĕн яваплă иккен. Чăтса тăраймарĕ, чупса тухса леш арçын ăçталла кайнине пăхрĕ. Васкамасть иккен, тухнă-тухманах пирус чĕртсе ячĕ, хуллен çулăн тепĕр енне каçрĕ те сăра сутнă çĕре кĕрсе çухалчĕ. Таланов çаплипех пăхса тăчĕ.

— Улатимĕр! Эпир кайрăмăр, — илтĕнчĕ арçын сасси. Университетрисем хаçат илсе каяççĕ иккен, каччăпа хĕрача. Шăп çав самантра леш арçын тухрĕ те пачах тепĕр еннелле утрĕ.

— Атьăр манпа пĕрле, — терĕ Таланов студентсене.

— Аçта каймалла вара? — ыйтрĕ хĕрачи.

— Кайран веçех каласа парăп. Халь шăп пырăр.

Ак тамаша, леш арçын кĕлли чалăшнă пушмакне сĕтĕрсе утса теприсен штабĕ патне çывхарса пычĕ. «Лешсене кĕртсе парать ĕнтĕ, — тавçăрса илчĕ тинех Улатимĕр. — Ахаль мар ĕнтĕ, сăра ĕçмелĕх тӳлеççех». Мĕн тумалла-ха? Сумкине туртса илсен кăшкăрашма тытăнĕ. Çук, урăхларах тумалла. Таланов пĕрле пыракан хĕрача сумкине илчĕ те васкарах утса леш арçынпа танлашрĕ, штаб патне çитсессĕн: «Кунта мĕн чухлĕ тӳлеççĕ вара?» — ыйтрĕ лешĕн умĕнче пĕр хаçатне силлесе кăтартса.

— Пĕриншĕн вунă пус. Эсĕ мĕншĕн питĕ сахал илнĕ вара? Кунта сан пĕр бутылкăлăх та пулмасть.

— Э-э, çук. Бутылкăлăх пулатех. Эпĕ тепĕр çĕре паратăп.

— Унта миçе пус тӳлеççĕ вара?

— Сирĕм.

— Çирĕм пус? Мана та пĕрле илсе кайăр-ха, — тархаслама тытăнчĕ арçын чарăнса тăрса.

— Хăвăн кăмăлу. Ут эппин пĕрле, кунтан инçех мар, — терĕ Таланов. Каласса каларĕ те-ха, ăçта каймаллине тӳрех тавçăрса илеймерĕ. Тен, Ефремов штабне илсе каймалла мар-и? Алăкĕ çинче ун сăнĕ çакăнса тăнине курсанах тавçăрса илĕ те... Вара вăл çак çынпа Нил Гаврилов офисне çул тытрĕ. Сула май кăштах калаçкаласа та илчĕç, миçешер хаçат илнине те пытармарĕç.

Нил Гаврилов хăй патĕнчех. Таланов пĕчченех кĕчĕ те мĕнле тĕллевпе килнине кĕскен кăна ăнлантарса пачĕ. Нумай калаçса тăмалла мар, ĕçе хăвăрт туса ирттермелле. Гаврилов тӳрех тавçăрса илчĕ. Лешне чĕнсе кĕртрĕ.

— Санăн миçе хаçат вара? — ыйтрĕ Гаврилов.

— Пилĕкçĕр аллă. Анчах пурне те памастăп эпĕ, аллăшне Франко урамĕнчи хваттерсене çитермелле, почта ещĕкне пăрахмалла. Ман хыççăн тĕрĕслекенсем çӳреме пултараççĕ.

— Лар-ха эсĕ, кăштах калаçар, — терĕ Гаврилов сигарет сĕнсе. — Мĕн ятлă пулатăн-ха?

— Алексей.

— Алексей, ку вăл пирĕншĕн çав тери сахал. Ытларах кирлĕ.

— Ыран татах илсе килме пултаратăп.

— Çук, ыттисене те пĕлтересчĕ, ячĕсене калаймăн-ши? — ыйтрĕ Гаврилов. — Хăвна тата кам ăс пачĕ?

— Кӳршĕ арăмĕ суйлав штабĕнче урай тата савăт-сапа çăвать. Лайăх çĕре лекнĕ вăл, кашни каçах питĕрĕнсе ларса ĕçеççĕ тет. Юлашки юлни веçех ăна тивет. Мăшăрĕ валли те илсе тухать. Мана та хăналарĕç. Сав хĕрарăм упăшки сĕнчĕ. Вăл çак ĕçе унчченех пуçланă иккен.

— Тусу мĕн ятлă вара санăн?

— Иван-и? Ванька Свеклов.

— Ыттисем мĕн ятлă тата?

— Сăнран паллатăп-ха. Пĕри Нинăччĕ пулас. Ыттисене пĕлместĕп. Пĕр вăхăтра пыман та.

— Алексей, итле. Акă сана çĕр тенкĕ. Ыран та çĕр тенкĕ пулĕ, енчен те ыттисемпе паллаштарсан.

— Мĕншĕн паллаштарас мар, — терĕ Алексей хĕпĕртесех.

Çапла турĕç те. Тепĕр кунне Талановпа Алексей кунĕпех хаçат пайланă çĕрте ларчĕç. Сутăнчăксем хаçат илсе тухнă чухне коридорта вĕсене Гавриловпа юлташĕсем кĕтсе тăчĕç, юнашар пӳлĕме чĕнсе кĕртсе калаçрĕç, интервью илнĕ пек çырса та илчĕç, сăнӳкерчĕксем те турĕç, паллах, пушă алăпах кăларса ячĕç. Пурĕ пилĕк çын тупăнчĕ.

Хаçатăн çитес номерĕнче вара хула пуçлăхĕн команди мĕнле ĕçленине тăрă шыв çине кăларакан паха статья пичетленсе тухрĕ. Савăнтах тата тепĕр лайăх материал та пулчĕ. Чечеков тăрăшнипе культурăпа искусство çыннисем Ефремовшăн сасăлама чĕнсе каланине пичетленĕ. Чечековпа пĕрле тата пиллĕкĕн алă пуснă, пурте чăвашсем пĕлекен паллă çынсем. Анчах алă пусакансене тупма çăмăлах пулмарĕ, пĕри ав прописка хулара мар тесе пусмарĕ, тепри суйлав вăхăтĕнче командировкăна каятăп терĕ, виççĕмĕшĕ хăй тепĕр кандидатшăн пуснине пĕлтерчĕ. Сапах та хăюллисем тупăнчĕç. Таланов çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕ.

Суйлав участокĕнче асăрхаса ларакансен шутĕнче пăлхарçăсем те пулчĕç. Сакă вăл вĕсемшĕн вуншар лекцирен те усăллă ĕç пулчĕ, пурнăç шкулĕ тесессĕн те юрать. Самрăксем куç умĕнчех улшăнса пычĕç, хăйсене мăнаçлăрах тытни сисĕнчĕ.

Пилĕк кандидатран иккĕмĕш тура хальхи мэрпа Ефремов тухрĕç. Сакă вара лешсемшĕн пач кĕтмен хыпар пулчĕ. Вĕсем пĕрремĕш туртах çĕнтересси пирки пачах та иккĕленмен. Ĕç тухмарĕ. Пĕр виçĕ кун хыççăн шок текеннинчен тухсассăн ĕç мелĕсене пачах улăштарчĕç. Гаврилов йĕркеленĕ хаçата Шупашкарта пичетлеме чарчĕç, пĕр типографи те илмест, Йошкар-Олана кайма тиврĕ; Ефремова халăхпа тĕл пулса калаçма йывăрланса çитрĕ, культура керменĕсене кĕртесшĕн пулмарĕç, хаçат саракан икĕ студента тытса хĕнерĕç; Ефремов сăнӳкерчĕкне темĕн чухлĕ çаксан та ирхине тăнă çĕре сĕве-сĕве пăрахрĕç; хулара хальхи мэр сăнĕ кăна тăрса юлчĕ, ун майлă радиопа, телевиденипе правительствăри пысăк чинсем туха-туха калаçрĕç, Нил Гаврилов патне темиçе хутчен те пырса хаçата пачах хупассипе хăратрĕç, хăш-пĕр статьясемшĕн суда та пачĕç, ĕç тухмарĕ.

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: