Намăс çурчĕ
Театр. Мĕн тери асамлă вырăн иккен вăл! Пырса кĕрсессĕнех кунта ырă сывлăш явăçни сисĕнет. Сыннисем те хăйсене питĕ сăпайлă тытаççĕ, чечекпе пынисем те пур. Спектаклĕ «Авлантарчĕç» ятлă иккен.
Акă чаршав уçăлчĕ. Сцена çинче çамрăксем ташлаççĕ, юлашки курсра вĕренекен студентсем юлташ хĕрачан çуралнă кунне ун хваттерĕнче паллă тăваççĕ. Амăшĕ те кунтах. Кĕçех киле кайма та вăхăт çитет, анчах пĕр ачи диван çинчен тăраймасть, ытлашширех ĕçнĕ курăнать. Юратнă хĕрĕ тем пек çине тăрсан та илсе каяймасть. Каччăна кунтах хăвараççĕ. Амăшĕ çине тăнипе хĕрне унпа юнашар вырттараççĕ. Ирхине вара ялта çуралса ӳснĕ пултаруллă студент кĕрӳ пулса тăрать. Усĕр те пулман иккен, амăшĕ шампански эрехе çывăрттаракан эмел ытларах ярса панă.
Мĕн кăна курма тивмест пуль çамрăк упăшкан çак ултавлă пурнăçпа пурăнакан çемьере? Ситменнине тата арăмĕн ашшĕ криминалпа явăçса кайнă милици майорĕ иккен, укçашăн сутăннăскер. Хĕрĕ валли хваттер тăвас тесе пĕр ватă хĕрарăма пеккуна илеççĕ, халал хучĕ тутараççĕ те, кайран ваттисен çуртне ăсатаççĕ. Ай, алхасать вара савăшупа çак лайăх каччăн пулас арăмĕ. Кайран та упăшки пур çĕртенех тепĕр çынпа кăнтăра тухса каять. Сав вăхăтра малтанхи упăшки çавăрăнса килет. Тĕрмерен тухнă иккен...
Вăйпа авлантарнă студент япалисене илсе тухса кайнă чухне пурте тăвăллăн алă çупса ячĕç. Ира та аллине карт туртса илчĕ те çупма пуçларĕ. Ак тамаша, алăсем хăйсем тĕллĕнех пĕр-пĕрин патнелле туртăннă иккен. Те спектакль çав тери илĕртӳллĕ иртнĕрен çакна Таланов сисмен те.
* * *
Наци конгресĕнче çамрăксем мĕнле ĕçленине асăрхаса тăракан Ваттисен Канашĕ пур иккен. Унта чи сумлă чăвашсене суйланă, пуçлăхĕ те самай паллă çын. Шăпах çавă сĕннипе Таланов чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвне йĕркелес ĕçе пуçăнчĕ. Самрăксене пулăшса пыма Чечеков профессора хушрĕç. Таланова милицире тытнă вăхăтра вăл Мускава доктор диссертаци хӳтĕлеме кайнăччĕ. Сакă вара Таланова самаях хавхалантарчĕ, шанăç кӳчĕ. Унпа пĕр шухăшлă юлташĕ те часах тупăнчĕ, хăй вĕрентекен Ира. Халĕ ăна чи шанчăклă тусĕ тесен те юрать ĕнтĕ. Таланов хулари студентсемпе тĕл пулса калаçнă чухне те кашнинчех пĕрле пулма тăрăшрĕ унпа.
Чăвашлăхпа кăсăкланакан студентсем кашни институтрах пур иккен, анчах пит йышлах мар. Ытларахăшĕ иккĕленекенсем, пăхса кăна лараççĕ, калаçăва хутшăнсах каймаççĕ. Техникумсемпе училищĕсенче те çавах. Сапах та пĕрремĕш пухăва хĕрĕх çынна яхăн пуçтарăнчĕç. Кусене вара чăн-чăн чăвашсем теме те юрать, калаçăвĕнченех паллă. Самрăксен пĕрлешĕвĕ кирли пирки иккĕленсе тăмарĕç, малтанах çырса хатĕрленĕ уставпа паллашнă хыççăн пĕр шухăшлă пулсах сасăларĕç. Унтан калаçу хăйсен пĕрлешĕвне мĕнле ят парасси пирки тапранчĕ. Темиçе сĕнӳрен иккĕшне суйласа илчĕç те хĕрсе кайсах тавлашма пуçларĕç. Пĕрисем «Улăп» ята килĕштерчĕç, теприсем — «Пăлхара». Ыйтăва вара сасăласа татса парас терĕç. Шăп çав самантра Чечеков сăмах илчĕ.
— Самрăк тусăмсем, сире пурсăра та çакăн пек пĕрлешӳ туса чăмăртаннă ятпа чунтан-чĕререн саламлатăп, ĕçре, вĕренӳре çитĕнӳсем тума çирĕп сывлăх тата чăтăмлăх сунатăп. Хăвăр чухлатăр-ши, ăна эпĕ калаймăп, паян сирĕншĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ кун, сирĕншĕн çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн тесессĕн те ытлашши пулас çук. Халĕ вара хам шухăша пĕлтерем. Пĕрлешӳ ячĕ пирки. Нимĕн те калаймăн, иккĕшĕ те паха ятсем. Анчах юлашки вăхăтра чăваш ăсчахĕсене пĕр япала канăç памасть: тутарсем пирĕн историе туртса илесшĕн, çине тăрсах хăйсене пăлхарсем теççĕ. Сакă вăл пĕртте тĕрĕс япала мар, наука чăнлăхĕпе пачах та явăçса тăмасть.
— Пире шкулта тутарсем пăлхарсенчен тухнă тесе вĕрентнĕччĕ, — терĕ пĕри.
— Ăçти шкулта вара? — ыйтрĕ Чечеков тĕлĕнсе.
— Нурлатра.
— Вăт, калатăп вĕт... Анчах халĕ ку ыйтупа тутар историкĕсем те пайланса кайрĕç. Пĕлеççĕ ĕнтĕ, вунвиççĕмĕш ĕмĕрччен кунта пăлхар-чăвашсем кăна пурăннă, патшалăх чĕлхи те вĕсен хальхи чăваш чĕлхи пулнă. Тĕрĕссипе каласассăн пирĕн хамăр чĕлхене пăлхар чĕлхи теме те сăлтав пур.
Пĕри ниçта кайса кĕрейми аллине силлет, никам пĕлмен ыйтăва хуравлама пултаракан ача пекех. Чăтса тăраймарĕ:
— Калама юрать-и? Ман каламалли пур!
— Тархасшăн, — терĕ Чечеков.
— Пайтах шухăшланă, Ашмарина та вуланă, — пуçларĕ çав каччă, — анчах мана пĕр иккĕленӳ канăç памасть: пăлхарсене йышлă та вăйлă халăх пулнă теççĕ, каярах ăçта кайса кĕнĕ-ха вĕсем, эпир пăлхарсем пулсассăн, халăх ячĕ мĕншĕн улшăннă-ха? Атту тĕлĕнмелле пулса иртет: вунулттăмĕш ĕмĕрччен чăваш тени курăнсах каймасть, сасартăк кăмпа пек шăтса тухать. Ăçтан? Сакна кам ăнлантарса парĕ-ши?
— Пĕри тата чăвашсем шумерсенчен тухнă тесе çырать, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать, — хутшăнчĕ тавлашăва университет студентки. — Тахăшне ĕненсе пĕтермелле. Вуласассăн тĕрĕс те пек, пĕр евĕрлĕ сăмахсем те чылай.
— Тусăмсем, ытла шала кĕрсе каяр мар-ха, — лăплантарма пикенчĕ профессор хĕрсе кайнă çамрăксене. — Сав кĕнекесене çыраканĕ вăл пачах та наука çынни мар, хăй тĕллĕн аппаланакан тĕпчевçĕ кăна, ятарлă пĕлӳ çук унăн.
— Апла-тăк ун пек япалана мĕншĕн пичетлеççĕ вара? — çине тăчĕ леш студентка.
— Укçа тӳлесессĕн халĕ темĕн те пичетленсе тухĕ, калăпăр, чăвашсемпе еврейсем пĕр тымартан тесе те. Акă пĕр-ик тĕслĕх кăна илсе парам. Еврейсен чи аслă вĕрентекенĕ Моисей пирки илтнĕ пуль-ха.
— Илтмесĕр, илтнĕ, паллах, — сас пачĕ пĕри.
— Вăт, унăн вĕрентĕвне пичетленĕ пилĕк кĕнекене пĕр сăмахпа «Тора» теççĕ. Тӳрех турă сăмаха аса илтерет. Чăвашсем çынна урăхла этем теççĕ, Адам тенĕ пекех илтĕнет. Евăпа Адамăн икĕ ывăл пулнă теççĕ: Авел тата Каин. Авел авалхи еврей чĕлхипе ывăл тени пулать, чăвашла та çаплах. Еврейсем шăматкуна «шабат» теççĕ, кунта та пĕрпеклĕх пур пек. Анчах çакă вăл чăвашсемпе еврейсем пĕр йăхран тенине пĕлтермест.
— Мĕне пĕлтерет вара вăл? — чăтаймарĕ пĕри питĕ тĕлĕннипе.
— Сакă вăл пирĕн культурăра питĕ авалхи сийсем пуррине кăна пĕлтерет. Урăхла каласассăн чăваш культуринче этемлĕхĕн ачалăхне асăрхама пулать, — турĕ пĕтĕмлетӳ Чечеков профессор.
— Вăт, вăт, — парăнма шутламарĕ леш каччă. — Халăхĕ ватă тейĕпĕр, ячĕ вара питĕ çамрăк. Тен, тутар-монголсем çав тери хĕснĕ вăхăтра мĕнле те пулин çăлăнса юлас тесе пăлхарсем хăйсене юриех чăваш теме пуçланă? Суя ят тейĕпĕр. Лешсене кунталла çĕмĕрсе килнĕ чухне тытса чаракан пĕртен-пĕр халăх пăлхарсем пулнă теççĕ мар-и-ха? Сакăншăн вĕсене тĕппипех пĕтерме тытăннă теççĕ.
— Вăл çапла-ха. Пăлхарсем вырăссенчен пулăшу ыйтаççĕ, лешсем шарламаççĕ. Кĕскен каласассăн çамрăксен пĕрлешĕвĕнче тавлашу клубĕ тума та пулать. Ячĕ пирки вара?..
Питĕ тимлĕн итлесе ларакан Ира сиксе тăчĕ те:
— Ачасем, ман шутпа пирĕн пĕрлешӳ «Пăлхар» ятлă пулмалла. Эпир апла авалхи пăлхар чĕлхипе калаçатпăр иккен. Сакă мана питĕ килĕшрĕ.
Тавлашу лăпланчĕ, ытларахăшĕ Ира сĕнĕвĕпе пĕр майлă пулчĕç. Ун хыççăн вĕсем «Пăлхар» пĕрлешĕвĕн кĕрекине суйларĕç, тăхăр çынран. Кусем вара — кĕреке пуçлăхне. Таланов Улатимĕре лартрĕç. Сакăн хыççăн ăна пурте алă çупсах саламларĕç. Питĕ яваплă лава кӳлĕнчĕ ĕнтĕ. Еçлемелли кунта темĕн чухлех, уйрăмах сапаланса кайнă чăваш çамрăкĕсене пĕр ушкăна пĕтĕçтерес енĕпе.
Унтан Чечеков çак пĕрлешĕве юстици министерствинче регистрацилесси, уйрăмах документсене питĕ тĕрĕс çырса пичетлесси пирки асăрхаттарчĕ.
— Кашни сăмах, кашни пăнчă вырăнта пулмалла. Тавăрса пама юратаççĕ вĕсем. Пĕлтĕр ав УЧУ-на çирĕплетнĕ чухне икĕ уйăха яхăн çӳреме тиврĕ.
— УЧУ мĕн вара вăл? — тĕлĕнчĕ пĕри.
— Урă чăвашсен ушкăнĕ вăл, — хуравларĕ Улатимĕр.
— Ун пекки те пулать-и вара? Камсене илеççĕ вара унта?
— Пурнăç çавăнталла илсе пычĕ ĕнтĕ, — терĕ профессор.
— Пирĕн мăн асаттесем чăваш çакăн пек чир-чĕре кĕрсе ӳкесси пирки шутлама та пултарайман. Урă халăх пулнă эпир. Халĕ вара пачах урăхла, ĕçке ярăннăран ăс-тăнран та, сывлăхран та чакса пыратпăр. Усĕр е мухмăрпа асапланакан халăхăн пуласлăхĕ çук. Малтан сăпайлăхне, унтан мăнаçлăхне, наци туйăмне çухатать те, вырăссем калашле, народонаселени кăна пулса тăрать.
— Чăнах та, çав эрехе мĕншĕн ĕçеççĕ-ха ăна? — сас пачĕ Ира. — Ман шутпа сывлăхшăн тесе ĕçни те ултавлă сăмах çеç. Сывлăхшăн эрех ĕçмелле мар ĕнтĕ, паха пахча-çимĕç, пыл çимелле. Хăшĕ-пĕрисем денатурат та ĕçме хатĕр. Енчен те Атăлта е кӳлĕсенче шурă эрех хумханса выртсан мĕн шыранă пулĕччĕç-ши вĕсем?
— Паллах, таса çăл шывĕшĕн çунса çӳретчĕç, — терĕ Улатимĕр Таланов.
— Мĕншĕн-ха патшалăх нимĕн те тумасть, — çине тăчĕ Ира, — эрех сутса укçа тăвассине мала хурать. Парадокс?!
— Сĕр çинче темĕн тĕрлĕ чĕрчун та пур, анчах хăй сывлăхне сиенлекенни пĕрре çеç, çавă вăл — çын. Хăй ĕмĕрне хăй кĕскетет. Анчах пурте пирĕн пек мар çав, японсем ав пуринчен нумай пурăнаççĕ, — терĕ Чечеков. — Вăл çеç те мар-ха, ĕçкĕ чирне пула çемьесем арканаççĕ, пиншер ача юратусăр, телейсĕр ӳсет. УЧУ-на шăпах çакна лайăх ăнланса илнĕ чăвашсем йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Тĕрĕссипе каласассăн, пирĕн халăхăн пурĕ те пĕр чир кăна. Савăнтан хăтăлсассăн ытти веçех майлашăнса кайĕ, чăваш сăн-сăпачĕ те улшăнĕ.
— Тен, пирĕн хамăр уставра «Пăлхарта» тăракансен эрех ĕçме юраманни çинчен çирĕплетсе хăвармалла мар-ши? — сĕнчĕ хаваспах Ира. — Сакăнта ларакансем эпир пурте пулас ăрăвăн амăшĕсемпе ашшĕсем вĕт-ха. Усĕрпе çуралнă ачасенчен вăйлă ăру çитĕнейменни паллă ĕнтĕ.
— Тĕрĕс калать вăл, Ира, — хутшăнчĕç ытти хĕрачасем те.
— Устава çырма кирлех мар пулĕ, анчах УЧУ ларăвне пырса пăхни никама та чармасть. Тен, унта çырăнма кăмăл тăвакансем сирĕн хушăра та тупăнĕç, — сĕнчĕ профессор.
Чылайăшĕ Чечеков сĕнĕвĕпе килĕшрĕç, УЧУ пухăвĕ пирки маларах систерме ыйтрĕç. Вара Таланов паянхи пухăва хастар хутшăннăшăн пурне те тав турĕ, кĕрекене суйланисене юлма ыйтрĕ. Чылайччен калаçса ларчĕç, камăн мĕнле ыйтупа е камсемпе ĕçлемеллине палăртса хăварчĕç, пуçлăх çумне те суйларĕç. Пĕри тата кăкăр палли тата ялав тăвасси пирки сăмах хускатрĕ. Ку ыйтăва вара çитес ларура пăхса тухас терĕç. Киле саланас умĕн Чечеков Улатимĕре Сеçпĕл Мишши çырнисене вуласа пăхма сĕнчĕ, тен, «Пăлхар» пĕрлешĕвĕн идеологи никĕсне çав поэтăн вĕрентĕвне хумалла мар-ши терĕ.
Килелли çулĕ Улатимĕрĕн Ирăпа пĕрлех пулчĕ. Акă вĕсем Шанхай еннелле илсе каякан троллейбуса кĕчĕç те хире-хирĕç тăчĕç, пĕрне-пĕри куçран пăхса илчĕç, анчах сăмах хушмарĕç. Ун пекки пулать вăл, уйрăмах пуçа тĕрлĕрен шухăшсемпе чыхса тултарнă хыççăн. Пуç мими çавсенчен хăтăлаймасть, хăв кунта пулсассăн та шухăшпа унчченхи çĕртех. Пухура курни-илтни, кам мĕн калани, мĕнле йышăнусем туни çаплипех пуçра-ха.
Ира вара темшĕн именӳллĕн пăхса тăрать. Миçе хутчен асăрхаман ĕнтĕ Улатимĕр çакна: ыттисемпе пĕрле чухне Ира хăйне самай урăхла тытать. Пухура мĕнле хăюллăн калаçрĕ тата, уйрăмах эрехпе иртĕхекенсем пирки. Сывлăхлă ача çуратасси пирки те сăмах хускатрĕ вĕт-ха. Качча кайма вăхăт çитнине туять-ши вара? Шухăшĕ пурах ĕнтĕ. Ахалех тепĕр чухне хĕрсем нихăçан та качча тухмастпăр тесе пуплешеççĕ. Сисместĕн те, тепре курнă çĕре ача амăшĕ пулма хатĕрленни пĕр сăмахсăрах паллă. Пурнăç йĕрки çапла ĕнтĕ: хĕрĕн качча тухмалла, каччăн авланмалла. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ чăн-чăн пурнăç мăшăрланнă хыççăн кăна пуçланать тесе. Пĕччен чухнехи вăл çурма пурнăç кăна, тĕллевĕ те уçăмлах мар.
Ира кăçал вĕренсе пĕтерет ĕнтĕ, халĕ практикăра, вăхăтлăха Кадеров ертсе пыракан сĕтел-пукан тăвакан фирмăра ĕçлет, унчченхи хĕрарăм отпускран тухиччен. Кайран, паллах, ĕç шырама тивет. Ку директор та кăштах шантарать-ха, анчах пит уçăмлах каламасть. Ирăн Талановпа канашласа пăхас шухăш та пур, ниепле те хăяймасть. Сăлтавĕ те çав тери сапăрскер-çке, темле сăмахран пуçламалла. Тен, кун пирки шарламасан та юрать, тĕрĕс мар ăнланĕ те...
Акă пуçра хуллен кинора кадр хыççăн кадр куçнă пек ĕçре курни-илтни хускалса кайрĕ. Паллă ĕнтĕ директор алăкĕ умĕнче ларакан секретарĕн ĕçĕ телефонпа калаçнипе е кирлĕ хутсене пичетленипе çеç çырлахмасть, пуçлăх патне килнĕ çынсене кăмăллăн кĕтсе илме те пĕлмелле. Ку çеç те мар-ха, мĕнлерех çын килнине кура директор тепĕр чухне чей е кофе кĕртсе пама ыйтать. Сакна та хăвăрт тумалла, çавăнпа та вĕри шыв яланах хатĕр тытмалла. Чи сумлă çынсем валли вара директор патĕнчен кĕмелли тепĕр пĕчĕк пӳлĕм пур. Кунта вара савăт-сапи те, сĕтел-пуканĕ те пачах урăхла. Диванĕ кăна мĕне тăрать! Паллах, чей ĕçнипе çеç çырлахмаççĕ ĕнтĕ кунта, тутана сĕрмелли те тупăнать, темĕн тĕрли те пур. Йĕрки вара çапла: Ирăн черккисене, эрехне, çыртмаллине лартса памалла та хăй вырăнне тухса пуçлăх патне пынисене тăхтама ыйтмалла. Директор ĕçĕ те унчченхи пек мар, лайăх заказчике кăштах хăналама пĕлни те питĕ вырăнлă. Чылай чухне пĕр-пĕр ыйтăва çак пĕчĕк пӳлĕмре татса параççĕ те ĕнтĕ вĕсем. Ахальтен мар директор Ирăна чĕнсе илет те çак пӳлĕм валли мĕн илмеллине асăрхаттарсах тăрать, укçине хăй кĕсйинченех кăларса парать, чек таврашне ыйтмасть.
Пĕррехинче, ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕлелле, директор Ирăна хăй патне чĕнсе кĕртрĕ те кĕпи тӳмисене вĕçертсе: «Енсе шăммине пускаласа пăх-ха, мăя пăркалама памасть, машинăра ларса пынă çĕртех тупăнчĕ пулас», — терĕ. Мĕн тăвас тен, итлемелле. Директор пĕчĕк пӳлĕме кĕчĕ те хыçлă пукан çине хирĕçле вырнаçса ларчĕ. Ира хыçалтан пырса тăрса икĕ аллипе пускалама тытăнчĕ. Ют арçын ӳтне пĕрремĕш хут çапла тытса курать. Ашшĕ ӳсĕр килсессĕн хывăнтарса вырттарнă чухне кун пекки пулкаланă-ха. Ырханскерĕн ытларах шăмăсем кăна леккелетчĕç. Кун вара, лайăх апат-çимĕçпе пурăнаканскерĕн, ӳчĕ самай тачка, шăмă палăрмасть те. «Хытăрах пус-ха, мĕн хĕрхенсе тăратăн», — терĕ хуçа. Ира вара вăйпах массаж турĕ. «Вăт ку пачах урăхла коленкор», — ырласа илчĕ лешĕ юлашкинчен, тав тума та манмарĕ, холодильникре упранакан конфет коробкине Ирăна тыттарчĕ, Шупашкарта кăларакан «Кайăк сĕчĕ» ятлăскерне.
Директор çи-пуçне майларĕ те сехет çине пăхса илчĕ, кĕтесре ларакан сейф алăкне туртса пăхрĕ. «Киле кайма та вăхăт ĕнтĕ. Ларса пыма пултаратăн, машина патне тухса тăр. Эпĕ кăштах пăхса çавăрăнам-ха», — терĕ.
Тĕрĕслесех тăмасассăн йĕрке тума çук. Темшĕн-çке тасалăх пирки, электричествăпа перекетлĕ усă курасси çинчен часах манаççĕ. Елĕкхи пек шутлаççĕ. Хуçа патĕнче урăхла ĕçлемеллине хăнăхса çитеймеççĕ-ха. Шалу пысăкрах илес тесессĕн ĕçре перекетлĕ пулмаллине пурте ăнкартмаççĕ-ха.
Акă хуçа пычĕ те шурă тĕслĕ «Волгăн» малти алăкне уçса Ирăна ларма сĕнчĕ. Шофер вырăнне хăех руль тытать иккен.
— Аçталла каймалла-ха?
— Киле, — персе ячĕ Ира.
— Хăш урамалла вара?
Ира пĕр самантлăха нимех те калаймарĕ. «Шанхая» теме хăюлăх çитереймерĕ. «Аçта тесе калас-ши? Хула варринче пурăннă пек тăвас мар-ши?»
— «Ача тĕнчи» патĕнче антарса хăварсассăн лайăхчĕ, — тавçăрса илчĕ çамрăк практикантка.
Машина тапрансанах музыка янрама тытăнчĕ. Савăнăçлă кĕвĕсем, кăштах эротика еннелле туртакан юрăсем те пур. Магнитофонран çӳлерех пĕчĕкçĕ турăш вырнаçтарса лартнă, çул çинче пĕр-пĕр инкек сиксе тухасран пуль ĕнтĕ. Рульне вара питĕ хăюллăн пăркаласа пырать, машинăпа тахçантанпах тусли куçкĕретех.
Кинотеатр патне çитсессĕн машина чарăнчĕ. Ира анса юлас умĕн директор ăна çитес вырсарникун ĕçе тухмаллине асăрхаттарчĕ. «Волга» тапранса кайсанах Ира Гагарин урамĕнчи театр патне хăпарчĕ те троллейбуспа килелле çул тытрĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...