Кавказ хăнисем


Ирĕк-çке, уçă та канлĕ-çке Атăл тăрăх ларса пыма!

Ĕлĕкхи вăхăтра пирĕн чăптаçăсем пек çынсене Атăл тăрăх савăнса çӳреме те кун пулман. Пирĕн пулман вăл авалхи Атăл.

Кивĕ Атăл — хĕн-хурлă Атăл. Миçе бурлак сĕвĕнсе ӳкмен-ши кивĕ Атăл хĕрринче? Миçе купца сарман-ши хăйĕн хырăмне, мĕн чухлĕ тултарман-ши вĕсем хăйсен кĕсйисене кивĕ Атăл çинче тертленнĕ халăх тарĕпе?

 

Аçтăрхантан Рыбинска çитиех пĕр салху кĕвĕллĕ юрă хуллен те хурлăхлăн тăсăлнă ун çинче. Вăл хĕн-хур юрри! Çуртсăр-йĕрсĕр, çĕтĕкĕн-çурăкăн тертленсе çӳренĕ ура вуншар пин çын, вĕсем пусмăрти ĕçхалăх ывăлĕ-хĕрĕсем пулнă.

Кивĕ Атăл — юнлă Атăл. Вăхăтпа вăл паттăр Разина хутĕленĕ, хăват панă Пăкачав Емелне те... Мĕнле паттăрсем, мĕнле маттурсем пулмая-ши ун çинче иртнĕ ĕмĕрсенче? Çав паттăрсен хурлăхлă та çилĕллĕ юррисем аслă Атăл тăршшĕнчи уй-хирсемпе çӳлĕ тусене, хура вăрмансене çĕнтерӳллĕн янăратнă. Çав юрăсем инçете илтĕннĕ.

...Çĕнĕ Атăл — чаплă Атăл!

Кам çеç савăнмасть-ши сан çинче, кам çеç хаваслă юрă юрламасть-ши анлă кăкăрлă çутă хумусем çинче паян кун? Кама савăнтармаççĕ-ши ирĕклĕ пăрахутсем, миçе çын чĕрине çĕклентермеççĕ-ши вĕсем паян кун?

Çĕнĕ Атăл — хаваслă Атăл, савăнăçлă Атăл! Сан хулусемпе аслă уй-хирсем тăрăх миçе миллион рабочипе колхозник савăнмасть-ши, кам ырă курмасть-ши паян кун? Паянхи кун эсĕ юхса тухакан Селигер кӳллинчен пуçласа Каспи тинĕсне çитичченех пĕр юрă, çĕнĕ юрă тăсăлать, вăл — телейлĕ пурнăç юрри.

Çĕнĕ Атăл, ытарма çук Атăл — ирĕклĕ ĕçхалăхĕн Совет Атăлĕ...

Пăрахут шыва хирĕç паттăррăн ыткăнать. Анчах шуни пĕртте паллă мар унăн. Çулталăкĕпех чăпта çапса е уй-хир ĕçĕсене ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн пит те ансат иккен аслă Атăл тăрăх уçăлса çӳреме, аван-мĕн пысăк пăрахутăн класлă пӳлĕмĕсенче ларса пыма. Иккĕмĕш класри сарлака çулçăллă фикуссем айĕнче радио итлесе пынă чух çав тери ырă та канлĕ. Мускав концерчĕ тарăн шухăша ярать çамрăка. Шурăмпуç килнĕ чух шур пĕркенчĕклĕ çĕмĕрт çинчи ачаш шăпчăклă юрлакан артистка сасси чĕрене тивсе вырнаçать.

Аслă Атăла сисĕнми карăнса килнĕ тĕттĕм каç чар-шавĕ витсе лартать. Пăрахут шунă май тĕттĕм çыран хĕррисенчен симĕсĕн-кăваккăн çĕнĕрен çĕнĕ курăнса пыракан маяк хунарĕсем куçа ачашлаççĕ. Вĕсем хăйсем патне кăчăк туртнă пек туйăнаççĕ.

Пит те аван тĕттĕм çĕрте çав вĕлтĕрти вут çутасене палуба çинчен пăхса пыма. Лăпкăн вĕрекен ăшă çилĕ тулли пит-куçа йăвашшăн сĕртĕнсе ачашлать. Кăмăла уçса çĕклентерет вăл, хаваслантарать лăпкă тӳлек каç. Çывăрас та килмест. Анчах та çавах, кунпа çĕрĕн саккунĕсене пăхăнса, çĕрле выртса канмаллах.

— Ĕнер Сталинград хулинче трактор заводне курса тĕлĕнтĕмĕр. Саратавра комбайн заводне курасчĕ тата. Вара çитет... Ну, кĕрсе выртар пуль. Ирччен çывăрас, канас, — тет Микулай пичче, палуба çинче хăйпе калаçса ларакан Ваçлие.

— Вăхăт чылай кĕçĕр. Выртсан та юрать. Ыран каллех Саратовра çӳреме вăй пухар, — тесе хурать çамрăк юлташĕ.

Тĕттĕм пулин те, вăхат чылая кайсан та, Праски, Санька, Лавренти тата ытти çамрăксем палуба çинче çаплах ларчĕç, юрату халапĕсене кала-кала пачĕç...

Саратов, Куйбышев, Ульяновск, Хусан хулисем хыçа тăрса юлнă. Пăрахут малтанхи пекех хăватлăн ишсе Чăваш республикин çĕрне çитсе кĕрет. Кĕçех Шупашкара çитмелле.

Акă Атăлăн сылтăм енче, сăртлă çыран çинче, чăваш чĕлхине, чăваш юрри-кĕввисене пĕтĕм тĕнчене сывлăш урлă саракан çӳлĕ радиомачтăсем курăнса каяççĕ. Çаксене курсан, палуба çинчи экскурсантсем тата тепĕр хут хĕпĕртерĕç.

Хыçра: трактор хули — Сталинград, комбайн кăларакан Саратов, цемент тăвакан Вольск, Атăлăн Самар кăкăрĕ, чуллă Жигули сăрчĕсем, чăнкă çыран хĕрринче вăлтапа пулă тытса ларакан стариксам; кимĕ çинче виççĕн-тăваттăн ларса купăс кĕввипе юрра шăратакан çамрăксем; чаплă хула — Куйбышев; Ленин çуралнă —Ульяновск (Чĕмпĕр); Хусан — Тутар республикин чĕри — историллĕ хула. Хыçра — 28 пысăк хула!

«Карл Маркс» Шупашкар пристанне çитсе чарăнать. Ем-ешĕл çыран, ем-ешĕл бульвар — çуралнă çĕршыв Чапаев çуралнă çĕршыв, тăван Шупашкар.

Микулая пиччĕ тарăннăн сывласа илчĕ.

— Савăнăр, ачасем, савăнăр... аван çаврăнса çитрĕмĕр. Çапла тĕнче кăтартса çӳресе тăн-пуçа уçма май панăшăн халĕ ĕнтĕ пирĕн Совет влаçне чĕререн тав тумалли çеç юлчĕ, — терĕ вăл пăрахут çинчен тухма алăк мне пухăнса танă юлташĕсем çине пăхса.

— Савăнатпăр, тав тăватпăр!— илтĕнчĕ çулçурекенсен сасси.

■ Страницăсем: 1 2 3 4

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: