Кавказ хăнисем
...Праски нумайччен шухăшларĕ, вара гостининăн çемçе минтерне ачашшăн, çепĕççĕн ыталаса канлĕн çывăрса кайрĕ.
Çуртра нимĕнле сас-чĕвĕ те çук, лăпкă. Мал енчен часах Кавказ каçĕн чаршавĕ сирĕле те пуçларĕ.
...Тепĕр кунне ирех пирĕн экскурсантсем кĕленче пек асфальтлă çулпала, вĕр-çĕнĕ автобус çине ларса, Гагры хули еннелле çил пек вĕçтерчĕç. Аслă çулăн икĕ енĕпе ларакан темиçе тĕслĕ йывăçсем, вырăнĕ-вырăнĕпе, хăйсен ластра çулçисемпе машина çинче ларса пыракансене кăштăрт! пуçран ачашласа юлаççĕ. Çул хĕррипе ларакан чечексем те экскурсантсене ырă сунса пуç тайнă пек туйăнаççĕ. Машина час-часах темиçе кукăр тăвать. Хăшпĕр чух çул айккинчи çăра çулçăллă йывăçсем хушшипе инçетри Эльбруспа Казбекăн шурă тăррисем курăнаççĕ те каллех ешĕл çулçăсем хыçне пытанаççĕ. Совет çĕршывĕн чăн илемлĕ вырăнĕсем. Кунта кашни кĕтесрех тĕрлĕ çимĕç йывăççи сарăлса ларма пултарать. Сарлака çулçăллă пальмăсем айĕнче шăрăх хĕвелрен пытанма та ырă. Тата çак сад пахчи пек вăрмансем хушшинче çӳлĕ тусем тăрринчен юхса анакан чĕркĕмĕл пек тăрă шывсем шăнкăртатса юрласа выртаççĕ. «Боржом» ĕçес тесен, ăна çăлкуçĕнченех ăс та ĕç.
Экскурсантсем Гагры хулине çитсенех хăйсем ăçта çитнине те ăнланмарĕç. Те хула ку, те тусем хушшинчи вĕçĕ-хĕррисĕр илемлĕ чăтлăх сад? Гагры хулинче лимон, апельсин, виноград, лавр йывăççисем, хĕрлĕ йывăç тата ытти ачаш йывăçсем те çитĕнеççĕ. Тĕлĕнмелле кунти çĕршывран! Тĕлĕнмелле Кавказ пуянлăхĕнчен!
Çӳлĕ тусем çине улăхмашкăн çăмăл мар. Пирĕн тин çеç çитнĕ экскурсантсем çав тусем мĕн çӳлĕшне те пĕлмеççĕ-ха. Часах кăларса çитес пек туйăнать аялтан пăхсан. Çавăнпа та вĕсем Гагры хулине çитсенех, çав çӳлĕ тусем çине улăхса пăхма васкарĕç.
Акă хăпараççĕ вĕсем çĕлен пек авкаланса выртакан пĕчĕк çулсем тăрăх пĕлĕт çинелле. Ĕлĕк ку çулсемпе Абрек Заурсемпе Зелим Хансем анчах пытанса çӳренĕ пулĕ.
Халĕ вĕсен тăрне шутсăр туристсемпе экскурсантсем пурте хăпарса пăхма талпăнаççĕ. Çулĕсем питех те тăкăскă, хĕсĕк. Акă пирĕн экскурсантсем чылай çӳле улăхаççĕ. Вĕсен умĕнче, çӳлте — ĕмĕр ирĕлми хулăн сийлĕ юр; аялта ем-ешĕл тĕнче. Ешĕл айлăмпа юнашарах çутă хумĕсемпе шавлакан аслă тинĕс сарăлса выртать. Çӳле пăхсан — çĕлĕк хывăнса ӳкмелле, аяла пăхсан — пуç çаврăнать. Аялта, тусем хушшинче, шыв кĕрлени анчах илтĕнет. Ăнсăртран, аялалла татăлса анас пулсан, юлашки хут сывласа юлма çеç ĕлкĕр, вара тек сывлаймăн та. Хушăран, тусен тайлăмĕнче Кавказ чăрăшĕсем, кĕрхи пахчана ларса юлнă сайра кантăрсем пек, тăлăххăн кашласа лараççĕ. Экскурсантсем çӳле улăхнă майăн, тусен çийĕпе шăвакан çумăр пĕлĕчĕсем те вĕсемпе тан пулса, çăра тĕтре пек йăсăрланаççĕ.
Çӳле улăхнă майăн Гагры хули хуран тĕпĕнче ларнă пек çеç курăнса каять.
Акă экскурсантсем çумăр пĕлĕчĕсем çӳлĕшĕнчен çӳле упаленеççĕ. Вĕсен çӳлĕшĕнчен пăхсан, хĕвеланăç енче Хура тинĕс пек вĕçĕмсĕр инçете тикĕссĕн çутăлса выртни курăнать. Аялта, тусем хушшинче, ем-ешĕл тĕнче; тата леререх, унта та кунта, каллех пысăк курпунлă тусем тăсăлаççĕ. Çӳлте — ĕмер выртакан шап-шурă юр та пăр; аялта çеçкери чечексем çиçкĕнеççĕ.
Нумайччен тĕлĕнсе тăчĕç пирĕн экскурсантсем ту çинче, нумайччен калаçрĕç.
Сăрт тăррине хăпарса ансан, экскурсантсем кашниех мунчала пек çемçелчĕç. Çак вăхăтрах вĕсене, ывăннă чăптаçăсене, кашни пальмă хăйĕн сулхăнне выртса канма чĕнет. Ĕшеннĕ çынсем сулхăна выртса канаççĕ.
...Тепĕр ирхине хĕвел Сочири пекех илемлĕн, çӳлĕ тусем хыçĕнчен çĕкленсе, ытарайми садсен ешĕл çулçисем витĕр йăлтăртатрĕ. Садсемпе урамсенче шăнкăртатса юхса выртакан чĕркĕмĕл пек тăрă шывсене хĕвел çути татах та илемлетрĕ. Çак шыв ирхине такама та пите-куçа çăвас килтерет. Хура тинĕс енчен вăхăтпа лăпкăн та ăшшăн, вăхăтпа сулхăнрах та уççăнрах вĕрсе тăракан çилĕ пурин чĕрине те çăмăллатса çĕклентерет.
Экскурсантсене паçăртанпа Хура тинĕс хĕрринче кĕтсе тăракан «Абхазия» пăрахут виççĕмĕш хут кăшкăртать. Унăн уçă сасси пĕр енне— садсемпе чуллă тусен хушшине, тепĕр енне — аслă тинĕс çийĕн уççăн янăрарĕ. Пăрахут çине çынсем ларса вырнаçсан, вăл, хурçă хура сăпка пек ярăнса, инçетрен ыткăнса килекен тискер хумсем çинче ыррăн сиктере пуçларĕ.
Малалла кайнă майăн Гагры хулипе ешĕл çыран хĕрри тата çав çыран хыçĕнчи çӳлĕ тусем каялла чакнă пекех туйăнаççĕ. Çӳлĕ тусем, хăйсен пуç тӳпинчи шурă чалмисене силлесе, тинĕс хумĕсем çинчи хурçă сăпкапа сывпуллашрĕç.
«Абхазия» паттăррăн кĕрешет шултра хумсемпе. Хумсем, аякранах, пĕтĕм тинĕсе картлантарса пырса, «Абхазия» пăрахут çинелле пĕрин урлă тепри сике-сике ыткăнаççĕ. Хурçă сăпка, хумсене хирĕç çĕкленсе, таçта вĕçме хатĕрленнĕ пек пулать те каллех хумсем хушшинелле чăмать.
Тинĕс!.. Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс! Авалтан шутласан, çак тинĕсре миçе çын путса вилнĕ пулĕ? Юнпа витĕннĕ вăл иртнĕ вăрçăсенче. Халĕ акă вăл мирлĕ тинĕс: ун çинче вăрçă сасси ахăрмасть, тупăсен сасси кĕрлемест. Ун урлă час-часах эпир кӳршĕри Турци патшалăхĕпе алă парса тытатпăр, пĕр-пĕрин патне хăнана та çӳретпĕр. Ĕлĕк чухне, вырăс патшисемпе тĕрĕк султанĕсен саманисенче, çав Турци патшалăхĕпех миçе хутчен çапăçса юн тăкман пулĕ, мĕн чухлĕ карап пĕтмен пулĕ çак Хура тинĕсре?!
— Тинĕс! Ăçта вĕçӳ-хĕррӳ сан, хаяр Хура тинĕс? Ма эсĕ çав тери силлесе халиччен килмен хăнусене хăрататăн? — çакăн пек шутларĕç пирĕн чăптаçă эксурсантсем.
...Кайсан-кайсан, «Абхазия» пăрахут Сухуми хулине çитсе чарăнать.
Кунта экскурсантсене халиччен курман пысăк пристань — тинĕс пристанĕ — порт хытă тĕлĕнтерчĕ. Темиçе пăрахут, темĕн чухлĕ карапсем. Сухуми — пысăк портлă хула. Сухуми — садсем хушшинчи илемлĕ, курортлă хула. Унăн курорчĕсемпе боганика сачĕ, сачĕсенчи — бамбук, виктория регия текен тата субтропикра ӳсекен ытти хаклă йышши йывăçсем те пĕтĕм экскурсантсене тĕлĕнтереççĕ. Мĕн тĕрлĕ йывăç-курăкпа мĕн тĕрле упăте таврашĕ çук-ши ку Сухумири сад пахчисемпе упăте питомникĕсенче?!
Упăтесен питомникĕнче
Ту айккинчи лапамра хӳтĕ вырăн. Аслă сад пахчи. Ăшшăн вĕрет лĕп çил. Сивĕ çил ку вырăнта пулмасть те. Сад алăкĕнчен кĕрсенех ĕречĕ-ĕречĕпех пралукран карса тунă читлĕхсем, картасем курăнса каяççĕ. Çав тимĕр картасенче тĕрлĕрен тĕслĕ упăтесем пурăнаççĕ. Вĕсем валли каштасемпе пĕчĕкçеç чикмексем вырнаçтарса панă. Çав каштасемпе чикмексем çинче упăтесем ирхи кунран пуçласа каçченех лара-тăра пĕлмесĕр мĕн ывăнса çитиччен тĕркĕшеççĕ: е пĕрне-пĕри хӳринчен вăрттăн туртаççĕ, е тепри тата хăй çумĕнчи юлташне «аллипе» çапса тарать, вара ăна виççĕмĕшĕ хуса çитсе пусса ӳкерсех кăшкăртать, леш парăнасшăн мар пикенсех кĕрешет. Хăш чухне вăйлăраххисем имшеррисене йĕкĕлтеççĕ. Е тата хăшпĕр çурисем ашшĕ-амăшне виртлесе çилентереççĕ, çиленнĕ амăшĕ вĕсене вăрçса тăпаласа пăрахать. Çавăнтах чикмек çинче физкультура вăййи тăвакансем те пур. Вĕсенчен хăшпĕрисем циркри акробатсем пек хăтланаççĕ; теприсем пĕр-пĕр кĕтесе пĕшкĕнсе ларнă та темĕн тăрăшсах суйлаççĕ.
Сухумири питомникре 250 упăтене яхăн тĕрлĕ ăру упăтисем пурăнаççĕ. Унта Африкăран, Австралирен тата ытти шăрăх енчи çĕрсенчен кӳнисем те сахал мар.
Питомникре ĕçлекен профессор экскурсантсене пĕр читлĕх умне чарса тăратрĕ:
— Ак ку пирĕн «гимадрил» текен упăте пулать. Вăл 26 çулта. Юнашар пӳлĕмри — унăн икĕ ачаллă арăмĕ... — тет профессор. — Гимадрил хăй пӳлĕмĕнче мăнкăмăллăнрах, темле чинлă çын пек, ерипен уткаласа çӳрет. Вăл, ют çынсене питех юратманскер, тӳртен çаврăнса ларать те экскурсантсем çине пăхмасть те.
— . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
— . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . Чирлессе упăтесем çын мĕнле чирпе чирлет — çав чирсемпе пуринпе те чирлеççĕ. Çынсем хушшинчи сикекен чир упăтесем çине те сикет, — ăнлантарать упăтесене пăхакан.
— Ав, пăхăр-ха гимадрил «арăмĕ» çине: епле вăл ачисене ĕмĕртет.
— Ха, тĕлĕнтермĕш, ачине çын пекех тытса ларса ĕмĕртет! — кăшкăрса ячĕ экскурсантсенчен пĕри.
— Ан та калăр ĕнтĕ! — теççĕ теприсем. Кашниех тĕрлĕ ыйтусем пама васкаççĕ. Питомникре ĕçлекен профессор вăсене йĕркипе, васкамасăр каласа ăнлантарать.
— Нумаййăн вĕсем кунта, — терĕ малалла префессор, — Кунта хĕлле те сивĕ пулмасть, хĕлле, пĕр 170-шĕсĕр пуçне, пурте çак читлĕхсенчех ирттереççĕ. Пӳртрисене те 5 градусран ытла ăшă кирлĕ мар. Апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен, аш-какайсăр пуçне, çын мĕн çиет, çавсене йăлтах çиеççĕ... Малашне аш-какай та çиекен пулаççĕ-ха вĕсем. Халиччен какай çименни — вĕсем хăйсен ăрăвĕ тăрăх шăрăх енчи тĕрлĕрен çырлаллă-çимĕçлĕ вăрмансенче пурăннинчен килет.
— Ачисене-и? — тет профессор, кĕçех тепĕр экскурсант панă ыйтăва илтсе. — Ачисене хăй тĕллĕнех çуратать. Кăвапине те хăех татать. Çуралсан, пилĕк уйăхчен, чĕчĕ ĕмĕртсе усрать, кайран, майĕпе хăйĕнчен уйăрать. Ачисен çуралсанах куçĕсем курма тытăнаççĕ. Кунта темиçе тĕрлĕ ăрат та пур. Пĕр йышши ачисене икĕ «аллипе» тытса йăтса çӳрет, чĕчĕ ĕмĕртнĕ чухне те ачине сулахай «алли» çине лартса ĕмĕртет; тепĕр йышшисен ачисем хырăм айĕнчен çакăнса е çурăмĕ çинче ларса çӳреççĕ. Иртнĕ çулта вунçичĕ ама çăвăрларĕç. Пурин те ачисем сывлăхлă ӳсеççĕ-ха...
Упăтесен питомникĕпе паллашнă хыççăн экскурсантсем ĕлĕк «Çĕнĕ Афон» тенĕ монастырь пулнă вырăна кайса кураççĕ. Ку монастырьте сакăрçĕр манах таран пурăннă. Вĕсем, пуринчен ытла вĕсен пуçлăхĕсем, çав вырăнта нумай çул хушши ашкăнса, халăхран вăрттăн ирсĕр ĕçсем туса пурăннă. Çакă экскурсантсене хытă тĕлĕнтерет, ĕлĕкхи тĕн ултавне тепĕр хут аса илтерет.
...Малалла экскурсантсем Туапсе, Новороссийск, Краснодар хулисене çитсе кураççĕ, вара Кавказпа уйрăлаççĕ.
Краснодарта ларнă пуйăс пирĕн чăптаç-экскурсантсене Сталинград еннелле илсе вĕçтерет.
Сталинградра
Экскурсантсен поезчĕ аслă Атăл хĕрринчи Сталинград патне çитсе чарăнать. Унта хула çывăхĕнче темиçе километр талкăшĕ сарăлса ларакан гигант-заводсен гудокĕсем хыттăн янратса пĕтĕм хула таврашĕнчи сывлăша чĕтретсе тараççĕ.
Сталинград — пысăк промышленноçлă хула. Унта пĕтĕм тĕнчипе паллă трактор завочĕ, металлурги завочĕсем. Пурте кĕрлесе лараççĕ. Ик-виçĕ енчен пырса кĕрекен чугун çулсем, Сталинградран тĕрлĕ тавара, продукцисене çĕршыв тăрăх ăсатăççĕ.
Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче çак таврара хаяр çапăçусем пулнă. Унта Красновпа Деникинăн тата ыттисен шурă бандисем те сахал мар ашкăннă. Вĕсем ялĕ-ялĕпе вут хыптарса кĕл туса вĕçтернĕ.
«Скотину — отбирать! Самих — расстреливать! Остальное — сжечь!» — текен приказсем панă вĕсем. Кам большевиксемшĕн тăнă, кам Совет влаçĕшĕн пулнă, çавсенне шурă генералсен йыттисем чĕрĕллех куçĕсене кăларса илнĕ, чĕрĕллех тирне сӳнĕ, чĕрĕллех вутта пăрахса çунтарнă. Çак вырăнти пурнăç сăра хуранĕнчи шыв пек вĕренĕ çав вăхăтра.
Вĕсен хура вăйне Хĕрлĕ Çар тĕпренех çапса салатать. Кунти çапăçăва Сталин юлташ ертсе пынă, çавăнпа вара «Царицын» тенĕ хула Сталинград пулса тăрать.
...Акă трактор завочĕ. Унăя корпусĕсем таçта çитиех талкишпе сарăлса лараççĕ. Темиçе пин машина, темиçе çĕр цех вăл корпуссенче; темиçе цехран тĕрлĕ детальсем пĕр çĕре пухăнса вĕçсĕр конвейер тăрăх тĕп цехран трактор пула-пула тухать.
60 000 рабочи çак гигант-заводра. Унта темиçе чĕлхеллĕ халăх пĕр тăван йыш пек килĕштерсе ĕçлесе пурăнать. Чăваш чăптаç-экскурсантсем килнĕ тенине илтсен, ача чухне чăваш хушшинче кĕтӳ кĕтсе ӳснĕ тутар çынни вĕсемпе курнăçма васкарĕ.
— Ой, иптешлер, чăвашсем пулатăр-и? Пире килсе курас терĕр апла? Юрать, юрать! — тет те вăл, палланă çывăх юлташ пекех, дирекцирен экскурсантсеие кăтартса çӳреме пропуск илет, унтан вĕсене хăйпе пĕрле илсе çӳрет.
— Малтан паллашар-ха: мана Арифула тесе чĕнеççĕ. Эпĕ кунта заводне тума пуçланăранпах ĕçлетĕп... — терĕ вăл. — Авă, пăхăр таврана. Çак завод-гиганта пĕтĕмĕшпех вуншĕр уйăхра туса пĕтернĕ. Ĕлĕк пулсан чиркĕвне е мулласен мечетне ик-виçĕ çул тунă. Паллах, ĕлĕк урăх çынсем пулнă, халĕ урăххисем. Хĕн-хур айĕнче çăмăл пулман, — тет Арифула, йĕри-тавраллах карăнса ларакан завод корпусĕсем çинелле кăтартса.
— 1930 çулта чи пирвайхи трактора туса кăларсан, — калать вăл малалла, — савăннипе ним тума пĕлмен эпир, пĕтĕм рабочисем пĕр сасăпа «урра!» кăшкăртăмăр...
— Çав çул пин трактор тунă, тепĕр çулне — 18 452, виççĕмĕш çулне — 40 000, тăваттăмĕш çулне — 210 159...
— Завода тума тытăнсанах ют çĕршывсен хаçат-журналĕсем намăса пĕлмесĕр пирĕнтен кулма пăхрĕç. «Тăваймаççĕ» имĕш! Чăнах та ун чухне Германирен е Америкăран кӳнĕ машинăсем умне пырса тăма та хăраттăм эпĕ. Пĕлмен ал-урапа мĕн тăвăн? Анчах вĕренсе çитрĕмĕр те çирĕппĕн алла илтĕмĕр техникăна. Çавăнпах большевиксем те ĕнтĕ эпир... Ултă çул ĕлĕкрех кирпĕч йăтма кĕтĕм эпĕ çакăнта. Кайрĕ вара ĕçĕм! Халĕ мана аслă механик теççĕ ĕнтĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах вĕренсе пынă эпир. Çапла вара, Совет влаçĕ çын турĕ пире... Ав, пăхăр-ха, епле вăйлă ăйăрсем суха тума хатĕр. Колхоз уйĕсене тухса кайĕç... Тĕнчене тепĕр енне çавăрса хурĕç вĕсем, — тет Арифула, савăнаçлăн йăлкăшса.
Экскурсантсен умĕнче урам пек икĕ ретлĕн, леререх тата темиçе рет, симĕссĕн-кăваккăн курăнса, халĕ çеç конвейер çинчен тухнă вĕр-çĕнĕ тракторсем лараççĕ.
— Миçе трактор парать талăкне çакă завод — ыйтрĕ пĕри.
— Хальхи вăхăтра кунсерен вăтам шутпа 144 трактор, 154-шар мотор туса кăларать, — пĕлтерет Арифула.
Хытă тĕлĕнтерчĕ чăптаçă-экскурсантсене трактор завочĕ. Вĕсенчен чи ватăраххи, Микулай пичче, тарăн шухăша кайрĕ: «Этем, этем... Мĕскер çеç тумасть-ши тĕнчере? Мĕскер шутласа кăлармасть-ши? Вăл, лампа тавра вĕçекен лĕпĕшсем пек, вĕçе пуçларĕ çĕр йĕри-тавра; пĕлĕт тӳпине тыткăна илчĕ хăй аллине; темиçе пин çухрăмран юнашар ларнă пек пĕр-пĕринпе калаçать; çĕр айĕнче те, шыв тĕпĕнче те, сывлăшра та — этем. Вăл халиччен никам пуç чикмен сĕм вăрмансем хушшине е çеçенхирсем варрине ик-виçĕ çулта халапри пек хуласем тăва-тăва лартать; чуллă сăрт-тусене ишет; ĕмĕртен усăсăр юхса выртнă пысăк шывсене пĕвелесе хăйшĕн ĕçлеттерет. Çапла, çак тĕнчери чи хăватлă вăйсен вăйĕ — этем шутланать иккен.
...Тăван ĕçхалăхĕ, епле ытарайми чĕртет вăл тăван çĕршыва! Çĕнĕ пурнăç тăвать вăл, тулăхлă, ирĕклĕ çутă пурнăç. Унăн ĕçĕ ĕлĕкхи пек харама каймасть, çак шухăшсем çиçĕм пек çиçсе иртрĕç Микулай пичче пуçĕнче. Тарăн шухăша кайнипе ăна Арифулан юлашки сăмахĕ, вăл Сталинградри трактор завочĕ 5 çул тултарнин юбилейĕ пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтермелле чаплă пулса иртни çинчен калани, пуçне кĕмесĕрех юлчĕ. Çав юбилей вăхăтĕнче пĕтĕм Сталинград хĕвел пек ялкăшнă, пĕтĕм ĕçхалăхĕ савăннă, чаплă уяв уявланă.
...Трактор заводĕнче темĕн те пĕр курса хĕпĕртенĕ хыççăн экскурсантсем тăван уй-хире, тăван ялсене, тăван производствăна аса ялнипе — Атăл çине, тăван Атăлпа савăнма пристане васкарĕç.
Çак пристаньрен Атăл тăршшĕнчи уй-хирсене хурçă утсем пысăк пăрахутсемпе ăсанаççĕ. Вĕсене ĕç кĕтет, ĕç, социализмла уй-хирти мухтавлă ĕç.
Атăл çинче
Cталинградра пирен экскурсантсем «Карл Маркс» ятлă пысăк пăрахут çине лараççĕ.
Вăл, çиллес вăкăр пек мăнкăмăллăн мĕкĕрсе, васкамасăр хускалчĕ. Пысăк вăйĕпе мухтаннă пек, Атăла çурмаран касса, Саратов еннелле хăлаçланать пăрахут. Экскурсантсене трактор хулинчен часрах комбайн хулине çитересшĕн хытăран хытă кайма тытăнать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...