Çĕрĕллĕ хура кушак


Хăй миçе çултине тахçанах маннă юмăç Леонтий Михайловăн амăшне калани, «ачăвăр тăваттăра урине хуçать, унтан виçĕ хутчен чирлет: вун икĕ çултан, çирĕм çултан, вăтăр çултан» тени пĕтĕмпех тӳрре тухмарĕ — чаракне çухатнă бронхит кая юлса сипленме тытăннипе шала кайрĕ, Леонтий Андреевича юмăçланинчен чылай маларах авса антарчĕ, калаçайми турĕ. Кăкăрĕнчи сывлăшĕ виçĕ-тăватă тĕрлĕ сасса куçса шăхăрса тухнишĕн, типĕ ӳслĕк çĕр çывăраймиех пăвăртса хунишĕн пĕр хăй çеç айăплине Михайлов ăнланать, ăна никам çине те йăвантармасть.

Тĕк тăнă çĕртех, юлташĕ-тусĕсем хистемесĕрех чикарккăпа айкашса кайрĕ Леонтий Андреевич. Вунă çул ĕнтĕ ăна çăварĕнчен ямасть. Талăкра икĕ пачка та çитейми пулчĕ. Ăçтан çиттĕр! Ара, çĕрле те тăрса туртать те. Таса сывлăш çителĕксĕррипе антăхакан организмĕ вара чăтаймарĕ — каçăрăлса килнĕ бронхитăн типĕ те шăмăсăр аллине кĕрсе ӳкрĕ.

Çĕр каç çур çавра та çывăрса илеймерĕ Михайлов — ӳслĕкĕ пĕр самант та канăç памарĕ. Чыхăнса каясла ӳсĕрнĕ вăхăтра, ăнран каяс мар тесе, тăра-тăра ларчĕ, «бронхолитин» текен шĕвеке темиçе кашăк та ĕçрĕ пур пĕр усса пымарĕ, ӳслĕке ирттермерĕ. Шалта та, кăкăрĕнче, хăма çурнă чухнехилле хашлатакан шав тамалмарĕ. "Уколсăр иртмест, унсăрăн иртмест ĕнтĕ. Пульницана каймах тивет, каймаллах. Ĕç тесе ураран ӳкиччен çӳрем мар", — шухăшларĕ Михайлов, Ĕçтешĕсем те пĕр шухăшлă пулчĕç: "Леонтий Андреевич, килте силленнипе самайланаймастăр, чире ирттерейместĕр. Каймаллах пульницана, выртсах снпленмелле", — терĕç. Кадрсен пайĕнчи ĕçтешĕ, катăк хăлхаллă, халь-халь çуратма хатĕрленекен хĕрарăм пек тулса кайнă шыçмак арçын, куçне сигарет тĕтĕмĕ лекнĕ евĕр пĕркелесе çапларах та çавăрса хучĕ: "Леонтий Андреевич, хăвăра пĕрре те хĕрхенместĕр эсир отнакăш. Кунсерен тенĕ пек Черненко шайне, генсек шайне ларса пыратăр". Во парать Митрофанч, вăт кампа танлаштарчĕ. Михайлов чĕнмерĕ, чĕрре кĕрсе вăйне пĕтерес темерĕ. Тата тĕрĕсси те пур шыçмакăн йĕкĕлтевĕнче. Паянхи планеркăра пушшех те уçăмланчĕ вăл — пуçарнă сăмахĕсене тĕплесе пыма сывлăш аран-аран çитерсе пычĕ. Айккинчен Константин Черненко евĕрлех курăнать-тĕр çав ĕнтĕ.

Астмăпа чирлетчĕ СССРти коммунистсен лидерĕ. Сăмахĕсене çăта-çăта ярса йывăррăн калаçакан ватă Черненкăна çамрăк Леонтий питĕ хĕрхенетчĕ. "Çĕршыв тилхепине пĕр-икĕ çултан ытла тытса пыраймастех генсек", — тесе ларатчĕ вара телевизор умĕнче. Патшалăх пуçĕнче, чăн та, çулталăк ытларах çеç пулчĕ Черненко.

Бронхит астма мар, çапах та ку чирсем пĕр картарах йăшăлтатнине, вăхăтра сипленмесен мĕн сиктерсе кăларассине ăнланать, питĕ лайăх тĕшмĕртет Леонтий. Çавăнпах ĕнтĕ темиçе çул каялла паллашнă тухтăр патне планерка хыççăнах тухса утрĕ.

Бензин шăрши лĕклентернĕрен ĕçе те, ĕçрен те çуранах çӳрет вăл юлашки вăхăтра. Уçă сывлăшра самайрах, ӳслĕк те пĕр вĕçĕм капланса килмест, пыр тĕпне кусарпа хыртармасть.

Юпа уйăхĕ. Типĕ килчĕ вăл кăçал. Кунсем катăлса пырсан та пăсăлма васкамасть-ха çанталăк: хĕвел янкăрах, кулса çеç тăрать, ăшă пайăркисемпе пит-куçа çупăрлать, çепĕç-çепĕç ачашлать. Татăлса анакан вун-вун çулçă ура айĕнче чăштăртатать. Хăшĕ-пĕри, тин çеç вĕлтĕртетсе анни, çĕр çине кавир пулса выртма меллешсе ĕлкĕрейменни, вăштăр çилпе çăмăллăн çĕкленет те куштанланса пĕлтĕртетме тытăнать, ылтăн-кĕмĕл сăнне иртен-çӳрене апла та капла çавăра-çавăра кăтартса малалла ыткăнать. Пурте ун пек мар, сăпайлăраххисем пурнăçĕ иртнине ăнланса, пуласлăхĕ çуккине пĕлсе курнăçланмаççĕ, вĕçкĕнленмеççĕ, шăпана парăнса пĕр-пĕрин çумне таччăнрах та таччăнрах çыпăçаççĕ, тăван вырăнтах тĕпленсе тăпрана куçма çуйханмасăр тирпейленеççĕ.

Леонтий Андреевич йăрăс пӳллĕ хурăн айĕнче чарăнса тăчĕ, ярăнса анакан сап-сарă çулçă тĕлне аллисене пĕрлештерсе тытрĕ. Чиперук вĕçевне улăштармарĕ, арçыннăн сарлака ывăçĕ çине шикленмесĕрех вырнаçрĕ. "Илĕртӳллĕ сăнупа çу тăршшĕпех эсĕ çынсене илĕртрĕн, савăк куллупа савăнтартăн, сиплĕ шăршупа чунăмăрсене сиплерĕн, ытарайми çулçă, — килĕшӳсĕр тытса амантас мар тесе пĕр ывăçран тепĕр ывăç çине асăрханса куçарса шăппăн пăшăлтатрĕ Михайлов. — Тин çеç, темиçе эрне каялла çеç эс симĕс тумпаччĕ, халĕ, акă, çутçанталăк саккунне парăнса, пурнăç тĕсне палăртакан тумна улăштартăн, тепĕр тĕнчене ĕмĕрлĕхех куçмаллине тăхăнтăн. Йĕрки-курки çавăн пек ĕнтĕ, çавăн пек. Санăн çеç мар, этемĕн те çав хурăмах: хĕрарăм варĕнче тĕвĕленсе тĕнчене килетĕн, ӳсетĕн, тĕрекленетĕн, мăшăрланатăн, аттепе аннен пархатарлă ĕçне пурнăçлатăн та ватлăх çитсе тăнине те сисместĕн. Эх, тĕнче... Пĕр вĕçĕмех çапла-çке; пĕр вĕçĕм çаврăнать. çаврăнать пурнăçпа вилĕм урапи. Вăл чарăнмăсть, чарăнмасть пĕр самант та". Леонтий Амдреевич çывăхри сак çине ларчĕ. Ӳслĕкне ирттерсе ярсан черченкĕ çулçăна витĕр кураслăн куçĕ тĕлне çити çĕклерĕ. Лешĕ пĕрре тĕ хирĕçлемерĕ, тинкерсе пăхакан Леонтий Андреевича йăлтăр кулă парнелерĕ. "Кулма кулатăн-ха та... Мĕне пĕлсе кулатăн?.. Пурнăçна пурăнса ирттертĕн вĕт, пурăнса ирттертĕн, ахальтен-и татăлса антăн, вăхăту çитнине туйса антăн, — çасăпах калаçса кайрĕ Михайлов. — Халĕ санăн йăл-йăл çиçсе тăмалла мар, хăвăнпа тепĕр авăкранах мĕн пулма пултараслăх пирки шухăшламалла". Çак сăмахсене илтсенех çулçă сисчевленчĕ, хĕвел пĕлĕтсен хыçне пытанма пуçланине курсан — йăлтăркка куллине сӳнтерчĕ, арçын çине тĕмсĕлсе пăхрĕ. «А-а, тăна кĕтĕн-и, шухăша путрăн-и? Тоттă çав, малашлăх, пуласлăх пурне те шухăшлаттарать, — çулçăна чĕрçи çине куçарчĕ Леонтий Андреевич. — Ав, куратăн-и, вăрăм авăрлă шăпăр тытнă этем мĕн хăтланать — ӳкнĕ çулçăсене пуçтарса тивертсе яма хатĕрленет. Куписене уçăрах çĕрте, йывăçсенчен аяккарах тума ăсĕ-пуçĕ çитмест ĕнтĕ тăмккайăн. Пин-пин тантăшна пурнăç панă йывăçсен тураттисене ĕнтсе яратех ăнман пуç... Çавăн пек купасенчен пĕрне эсĕ те лекме пултаратăн. Илтетĕн-и мана?» Çулçă хускалса илчĕ. "Маттур, ăнлантăн эпĕ мĕн каласшăн пулнине. Çук, кун пек тамăка лекме, кĕл тусанне куçса çилпе вĕçсе çухалма памастăпах сана. Çавăн пек инкеке курма, тӳсме никам умĕнче те çылăха кĕмен эсĕ. Пачах тепĕр май, ыррине çеç сапаларăн-парнелерĕн çу тăршшĕпе. Шел, вăрăм авăрлă шăпăр тытнă тăрнаккай çакна ăнланмасть, ăнкармасть. Нимуй ĕнтĕ, пĕр сăмахпа каласан. Мĕн кулса ятăн, килĕшрĕ-им ку сăмах? — çулçа ачашласа сăмахларĕ Леонтий Андреевич. — Эпĕ мĕн-ха, çакна калас теп... Кх-х-хăм, кх-х-хăм... Кур-ха, ӳслĕк каллех каркаланса килчĕ, калас тенĕ сăмаха каласа пĕтерме те памасть. Эсĕ ан хăра, çулçă, ан хăра... Чим-ха, хăçантанпа ĕнтĕ сана "çулçă" та "çулçă" тесе ларатăп. Кун пек юрамасть, аван мар, çапла вĕт? Сана хампа пĕрле илсе пурнăçна тăсма шутăм пуррине тĕпе хурсан — пушшех. Мĕнле ят парам-ши? Мĕнле ят килĕшӳллĕрех-ши сана?" — Леонтий Андреевич пуçне çĕклесе пĕр ăстрăм шухăша кайса ларчĕ. Унтан: "Хурăнпи мĕнле-ши, юрăхлă-ши? Çук, Хурăнпи теме хурăнăн пĕр тĕпренчĕкĕ çеç пулнă-ха эс. Хăв та килĕшесех темĕн. Атя, Çулçăпи пул. Аван илтĕнет вĕт: уçă, янравлă. Хирĕçлеместĕн-и?" Çулçă хĕвел питтинче ылтăнăн çуталса илчĕ. Килĕшнине пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку. "Мĕн тери маттуркка-çке эс, Çулçăпи, — çур сăмахранах ăнланатăн. Чуну çапла ырă ĕнтĕ сан, чуну çапла ырăскер. Мĕн, тĕлĕнерех пăхса илтĕн? Чунлăху çук тетĕн-и? Пур вăл сан, санăн çеç те мар. Ӳсен-тăранăн та, йывăçсен те, сак çумĕнчи çак чулăн та, манăн пушмак урлă тин çеç каçса кайнă кăткăн та чун пур. Çĕрĕн чунĕ, ман шутпа, тата та капашрах. Туятăн-и, мĕнлешшĕ ахлатса выртать шăпăрлă этем тивертсе янă çулçă купи айĕнчи çĕр? Унăн чунне çунтарать вĕт çак тăнкки, чунне çунтарать. Туймасть вăл ăна. Туймĕ те! Мĕншĕн тесен хăй чунсăр. Ăна вăл çутçанталăка, çут тĕнчене хирĕçле ĕçсем тăва-тăвах çухатса пĕтернĕ ĕнтĕ. Шĕкĕр Турра, çав хура ĕçсене курма пӳрмен сана, Çулçăпи..."

— Хăвăр тĕллĕн калаçса ывăнмарăр-и-ха, юлташ?

Ытла та кĕтмен çĕртен пулнăран Леонтий Андреевич шарт! сикрĕ, пуçне васкаварлăн çĕклерĕ. Тин çеç вунă-вун пилĕк хăлаçра тăракан шăпăрлă арçын хăвăрт çитсе тăнинчен питех те тĕлĕнчĕ вăл.

— Хам тĕллĕн калаçса лармастăп эпĕ, Çулçăпипе сăмахлатăп, — терĕ куçĕсене сивĕлĕх паллисем кăларса.

Арçын лăх-лăх кулса илчĕ. Ĕненнинчен те пысăкрах куçĕпе Михайлова уринчен пуçласа пуç тӳпи таранччен хыпаласа тухрĕ. Унтан:

— Сарпипе сăмахламастăн-и тата? — терĕ йĕкĕлтевлĕн.

— Сарпипе те сăмахлатăп, калаçсах тăратăп. Поэзийĕпе те интересленетĕп. Унăн сăввисем чунлă, чĕрене лараççĕ. Пĕрне те пулсан пĕлетĕн-и, вуласа курнă-и?

— Сăвăсемпе лĕпĕртетсе ларма вăхăт çук ман...

— Мĕн валли вара пур? Эрех ĕçсе супма, картла выляма,.. çапла-и,.. тĕрĕс палăртрăм-и? Халĕ те мухмăрлă вĕт эсĕ? Мухмăрун шăрши хăсса ямалла килсе тăрать. Ман çинелле сывласа ан пакăлтат-ха иçмасса, — малтанхинчен те сиввĕнрех, сак çинчен тăмасăрах тăрларĕ Михайлов.

Шлепкеллĕ çын хăйне çапла тăн пани арçынна килĕшмерĕ курăнать — ĕненни пек куçне çамки çине кăларса та хучĕ.

— Халĕ те мухмăрлă теме эс ĕçтертĕн-и, шлепке? — Леонтий Андреевич енне кĕвенте пек авăнса çăвар тулли лаплаттарчĕ арçын. — Мана çапла вĕрентсе ларма кам эс?! Ĕнер пĕр тайлăкĕ "эпĕ -Наполеон!" тесе лăпăртатса çӳретчĕ. Халĕ тепри курнăçланать, мĕнле пурăнмаллине вĕрентет. Çӳретĕр чăрмантарса, ĕç тума кансĕрлесе. Туртса çапам ак çак шăпăрпа! Тен, кăйттăлăху та тухĕ наччасах шăлăнса.

Арçын тӳрленсе тăчĕ, каланине пурнăçлас тесе шăпăрне чăнласах çĕклерĕ. Мĕн çав, кĕрĕс-мерĕсĕн хусканăвĕсем тикĕс мар, Леонтий Андреевич хăвăрт çĕкленчĕ те шăпăра вĕлт! çеç сирчĕ. Сĕмсĕрккене тăхăнтартса ярас тесе сулахай аллине çатăр-р! чăмăртарĕ. Çук, тивмерĕ, унăн шайне анса ларса нишлĕленес темерĕ. Пиншакĕм кăкăр тĕлĕнчи пĕчĕк кĕсйинчен удостоверени кăларчĕ, хуплашкине уçса арçыннăн куçĕ умне тытрĕ.

— "Мана вĕрентсе ларма кам эс" терĕн-и-ха? Эппин, вула, пĕл эпĕ кам пулнине.

Тин çеç хур аçи пек каçăрăлса тăнă арçын шĕлтĕр-р! кайрĕ. Шлепкеллĕ çын кăйттă этем маррине, хирĕç тăру сиктерсе кăларса тĕрĕс туманниме питĕ лайăх ăнланса илчĕ вăл.

— Мĕн йĕнчесе кайрăн? Вула мĕн çырнине. Юмахри çарăкран пĕрре те кая мар куçу уйăрса илмеллех вĕсене.

Арçыннăн куçĕсем аптравлăн сиккелерĕç, унтан удостоверенири йĕркесем тăрăх лĕпĕстетсе кайрĕç. "Михайлов Леонтий Андреевич. Хула администрацийĕн экологи пайĕн пуçлăхĕ" тенĕ çĕре çитсен мухмăрлă пуçĕ тăрăлма тытăнчĕ. Темиçе минут каяллахи кăралăхĕ сӳнчĕ, куçĕ йăпăлти анчăкăнни евĕр йăвашланчĕ.

— Каçарăр, тархасшăн, каçарăр, Леонтий Андреевич. Пĕлеймерĕм, уйăрса илеймерĕм эсир кам пулнине. Тепĕр хут ыйтатăп, каçарăр мана çапла хăтланнăшăн. Тем мурĕ çавăтса килчĕ сирĕн пата, сире çулăхма...

— Тем мурĕ мар, мухмăрлă пуçу иртĕхтерет, астарать сана! — касса татрĕ Леонтий Андреевич. — Тата, картса хур, этем культури, çынла пурăнма пĕлеслĕх пĕтнĕ санра. Тен, пулман та-и вăл санăн?

Тăсланкă арçын нимĕн те чĕнеймерĕ, куçран пăхма та хевтелĕхĕ çитмерĕ.

— Уçăлма, канма килекен кашни çынпах çапла-и эсĕ, кашни çыннах шăпăрпа хăмсаратăн-и? — сăмахне малалла тăсса ыйтрĕ Михайлов.

— Кашни çыннах мар ĕнтĕ...

— Мĕн, мĕн, тепре калăр-ха. Кашни çыннах мар ĕнтĕ терĕн-и? — илтнине уçăмлатас терĕ Леонтий Андреевич.

— Эсир, пуçлăхсем, паркра сайра-хутра çеç пулатăр та пĕлместĕр кунти лару-тăрăва. Çамрăксем хыççăн тасатса пĕтерме çук — тем те пĕр пăраха-пăраха хăвараççĕ... Тĕрлĕ çын çӳрет парка, тем тĕрли те пур, — каласа пама меллĕрех пултăр тесе йывăр кӳлепине сулахай ури çине куçарчĕ арçын. "Эпĕ — Наполеон" тесе кăкăр çапакан пирки каларăм ĕнтĕ. Иртнĕ вырсарни кун вара вăрăм çӳçлĕ арçын тарăхтарса ячĕ. "Ман тавра хашлаттарса шăлса ан çӳре-ха, сăвă йĕркйсене çыхăнтарса пыма кансĕрлетĕн. Шăл тепĕр енче, унта та ӳкнĕ çулçă нумай", — терĕ. Чăтаймарăм çапла вĕрентнине — хирĕçсех кайрăмăр. "Сана паркра мар, фермăра пăх-шăк тасатнă çĕрте ĕçлеме те шанмалла мар", — терĕ тата. Кун пек сăмахсене кирек кам та чăтса яраймĕ. Туртса çапрăм вара çурăмĕнчен...

— Вăт кам пулнă, эсĕ пулнă иккен паллă поэта шăпăрпа хĕнекен çын, — ыйтуллăн пăхрĕ арçын çине тĕп эколог. — Ытла та çăмăллăн каласа паратăн-çке çак пăтăрмах пирки. Хула администрацине янă çырăвĕнче поэт урăхларах пĕлтерет. Эсир ăна шăпăрпа çапнă çеç мар, словарьте çук сăмахсемпе те хăртса пĕтернĕ, "сăввăра килте çырăр, писака" тесе паркран хăваласа янă. Çапла пуçтахланма, общество вырăнĕнче хăвăра йĕркесĕр тытма кам ирĕк панă сана?! Чăн та, сăвăç калашле ĕçлеме тивĕçлĕ-и эс кунта? Хушамату мĕнле?

— Тархасшăн, ĕçрен ан кăларăр, Леонтий Андреевич. Хĕрес хывсах сăмах пама хатĕр — кун пекки нихăçан та урăх пулмĕ, — Михайлов çине тилмĕрсе пăхса, кӳлепине лăстăр-лăстăр силлентерсе сăмахĕсене хăвăрт-хăвăрт акрĕ канăçсăрланса ӳкнĕ арçын. Ăшĕнче вара поэтпа пулса иртнине каласа кăтартнăшăн, чараксăр чĕлхине çыртма пĕлменшĕн кулянчĕ, чĕрине витермелле хăйне вăрçрĕ. — Леонтий Андреевич, тархасшăн, Турă вырăнĕнче пулăр-ха, хĕрхенĕр. Ку ĕçрен те ярсан ăçта илĕç тата мана?.. Ачасем те ура çине тăрсах пĕтмен, арăм та сыв мар, чирлекелесех тăрать...

— Ачусем йышлă-им? Вĕренеççĕ-и, хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнман-им-ха? — арçын йăшсах кайнине кура сассине пусарчĕ Михайлов.

— Пилĕк штуках-ха вĕсем. Ку енĕпе пире Турă кӳрентермен... Малтанхи иккĕшĕ пюрки пăшăрханмастпăр-ха — выçă çӳремĕç, патшалăх вĕсене çăкăр татăкĕсĕр хăвармĕ...

— Мĕншĕн апла калатăн, патшалăх çăкăр татăкĕсĕр хăвармĕ тетĕн? — арçынна пĕрремĕш хут курнăн кăн-н! пăхрĕ Михайлов.

Шăпăрлă арçын хăй каллех ытлашши сăмах персе янине ăнланчĕ. Авăра анса кайнăн пĕр хушă аптраса тăчĕ. "Ну, мĕн тесе-ха ку сăмахсене çăвартан кăлартăм? Кам туртрĕ сана, йĕпе йĕплешке? Мĕншĕн кирлĕ-кирлĕ мар çĕртех йăнкăлтататăн? Çитет чăтса, киле таврăнсанах касса тататăп сана. Касса татам та — анчăка ывăтса парам. Ăна хăть, чĕмсĕрскере, усă кӳр, — тесе шухăшларĕ ним тăвайман енне. — Хуравне памаллах ĕнтĕ, памаллах. Ав, еплешшĕ пăхса тăрать, вĕçерĕнсе кайнă сăмахăн тупсăмне кĕтет Михайлов. Суйса калас мар-ши? Патшалăх службинче тăраççĕ тесе. Тĕпчеме тытăнсан, суйни çиеле тухсан? Пĕтнĕ пуçăм çавă пулĕ вара. Калам тĕрĕссине. Тĕрĕссине каласан — каçарĕ, иртнисене те, паянхи пăтăрмаха та каçарĕ".

— Ыйтăвăра хуравлама та аванмарланса тăратăп, — хăйне тинех алла илчĕ арçын. — Малтанхисем, Вовапа Валерка, тĕрмене лекрĕç. Патшалăх предприятийĕнчен тĕслĕ металл вăрласа тухнăшăн...

— Патшалăхăнне вăрлаç, вăрлаç те — патшалăхăнах вĕсене выçă çӳретмелле мар иккен, çăкăр татăкĕсĕр хăвармалла мар. Вăйлă ĕнтĕ, нимĕн те калаймăн. Çав вăхăтрах пĕтĕм вăй-халне, сывлăхне çĕршыв тĕрекĕшĕн панă ватă, пурăнан кунра çăкăрпа сĕтсĕр тăрса юлас мар тесе, пенси укçин кашни пусне перекетлет. Тĕлĕнмелле, ăнланса пĕтермелле мар патшалăхра пурăнатпăр эпир. Пĕтĕмпех кутăнла-çке пирĕн. Çаплах мар-и вара? — арçынна куçĕнчен пăталарĕ Михайлов.

— Кун пек тумитлеме ăсăм-пуçăм çитсех каймасть манăн, каçарăр...

— Тĕрмере ларакан ачусене патшалăх çăкăрсăр хăвармассине ăнкарма ăсу-пуçу çитет-ха санăн... Ыттисем ăçта?

— Камсем?

— Тепĕр виççĕшĕ мĕн тăваççĕ?

— Вовапа Валерка хыççăнхи, Вичча, пĕлтĕр шкул пĕтерчĕ. Кăçал салтака илсе каяççĕ тесе тăнă вăхăтра инкек килсе хупларĕ — сулахай куçĕсĕр тăрса юлчĕ... Ĕçкĕллĕ юлташĕсемпе хирĕçсе кайнă та — çĕçĕ çине тăрăнса ӳкнĕ. Те чикнĕ, уççи-хуппине пĕлеймерĕмĕр. Хăй те татăклăн каламасть. Улшăнчĕ çавăн хыççăн — итлемест. Тĕк тăнă çĕртех тарăхса каять. Илсе кайинччĕ хăть окоп чавма. Çакăн валли мăшăр куçах кирлĕ мар-тăр... Ун хыççăнхи, Валя, саккăрмĕш класра. Кĕçĕнни — килте. Сусăр çуралчĕ шеремет. Ури ĕçлемест. Тухтăрсене те кăтартса пăхнă. Сиплеймерĕç, сиплеме май çук терĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 11

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: