Геннадий Федорович Юмарт (Трофимов) 1938 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Кайри Карăкра çуралнă. 1955 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. 1961-1965 çулсенче вăл Самар енчи чăваш шкулĕсенче чăваш тата вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. 1965-1970 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче корректорта, редакторта ĕçленĕ. 1970-2000 çулсенче — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕн ĕçтешĕ.
Г.Юмарт — сăвăç, куçаруçă, тĕпчевçĕ. Малтанхи сăввине 1954 çулта «Коммунизм ялавĕнче» кăларнă. Унăн сăввисем çавăн пекех ытти халăх чĕлхипе те пичетленнĕ. Г.Юмарт çырнисен хушшинче тăван халăх кун-çулĕпе йăли-йĕрки çинчен сăвăсем, ярăмсем, поэмăсем, сăвăланă юмахсем тата ача-пăча сăввисем палăрса тăраççĕ. Сăвăç ытти халăх поэзине те нумай куçарнă.
Нумай çул хушши тĕпчевçĕ пулса ĕçленĕ май Г.Юмарт чăваш литературин классикĕсен çырнисен пуххисене, совет тапхăрĕчченхи литература хрестоматине, чăваш халăх сăмахлăхĕн ултă томлă пуххине кăларма хутшăннă, фольклор пуххине кăларма вăй хунăшăн ăна Чăваш патшалăх премине панă. Чăваш поэзийĕ, куçару ĕçĕн ăсталăхĕ, фольклор, литература çыхăнăвĕсем — çак темăсем унăн тĕпчевĕсенче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Тĕпчевĕсем ăслăлăх кăларăмĕсенче чылай пичетленнĕ. Халĕ вăл чăвашсен аслашшĕсен VII-ХVIII ĕмĕрсенчи сăмахлăхне (фольклорпа çырулăх палăкĕсене) пухать, тĕпчет, вĕренӳ кĕнекисем хатĕрлес ĕçе те хутшăнать: вăл пуçламăш шкулсенчи килти вулав кĕнекине тата ача сачĕ валли хрестомата хатĕрлес ĕçре те вăй хунă. Г.Юмарт — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ăна «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медальпе чысланă.
Унăн паллăрах кĕнекисем: «Тивĕç» (1969), «Керменкке» (1979), «Кĕмĕл алтăр» (1988), «Авалхи хавал» (2001), «Асаттесем» (2006).
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...