Хун хунавӗ


Хун халапĕ, хун хыпарĕ

Тухăçран анăçалла

Манăçмарĕ, хупланмарĕ

Икĕ пин çултан ытла.

 

Хăнкăрма пек янăравĕ

Тĕнчере йăнмасть хальччен.

Пулкаланă-тăр анравĕ,

Вăл çухалмĕ çĕр çинчен.

 

Асилеç Европа, Ази

Вирт пек вичкĕн халăха.

Пĕрисем ăна хурлаççĕ,

Вăл теприншĕн лайăхах.

 

Ытлашши хаярлăх ĕнтĕ

Савăнтармĕ ют чунне.

Пурнăçри йĕрки пурин те

«Чирлĕ» хун еткерĕпе.

 

Ун сипечĕ ирĕн-каçăн

Ăшталатăрччĕ ăша,

Çирĕппĕн утма хальхаççăн

Тĕреклеттĕр чăваша.

 

Эпĕ хам та пуç таятăп

Хамăр кăкăн умĕнче.

Эп хама хун пек туятăп,

Маншăн хун — тăван тĕнче.

 

Эп çакна ăнкарнăçемĕн

Куртăм пысăк ăрăса;

Çĕнĕ шухăш, çĕнĕ çемĕ

Хускатса тăрать ăса.

 

Мĕскĕн мар чăваш кун-çулĕ,

Мĕскĕн мар чăваш чĕри.

Такампа та вăл тан пулĕ,

Малашне те юлтăр-и?

 

Хуначи тесе калатчĕç

Волковпа Айхи мана.

Чи малтан вăл кулăшлаччĕ,

Халь çемçен лăпкать чуна.

 

Çак ятри чăн-чăн пĕлтерĕш

Тĕрĕсе килет иккен.

Çĕрĕн-пинĕн ĕнентерчĕç

Унăн тупсăмĕ çинчен.

 

Мĕн тăвам-ха, вулаканăм?

Айванрах сăмахăма

Хамранах-çке тиврĕ манăн

Кайттă-майттă пуçлама.

 

Хунсенчен килен тăванлăх

Упранать пирте куллен.

«Хун» тени хăех яланлăх

Сыпăннă пуплевпелен.

 

Авалтан килсе вăл юлнă

Алтай ен тăвансенче.

Хун (е хан) вăл пуçлăх пулнă

Йăх-ăру саманинче.

 

Ха, капла çитсе тухатпăр

Хань ĕмпӳлĕхĕ таран.

Тен, ман шухăш ăпăр-тапăр,

Аякра, тен, чăнлăхран?

 

Пурпĕр, пурпĕр, тем тесен те

Туйăнать çапла мана.

Тĕрĕсне пĕлтерĕ ĕнтĕ

Чĕлхесен ăсти кăна.

 

Пирĕн пур ун пек чĕлхеçĕ —

Çĕн Кинчерĕн Микули.

Кăмăлтан кунпах йӳнеçĕ,

Пур татах каламалли.

 

«Хун» сăмах йăви вĕçтернĕ

Пысăк йышлă ушкăна.

Шăрçа пек тирсе çитернĕ

Вĕсене Ашмаринах.

 

Темĕн тĕрлĕ те пĕлтерĕш

Тĕл пулан çав ушкăнра.

Хун тăванлăхĕн ят терĕш

Илтĕнет пек ăшшăнрах.

 

«Хуньакам» тесе чĕнеççĕ

Арăмсен аппăшсене,

«Хуньчăкам» тесе чĕнеççĕ

Арăмсен пиччĕшсене.

 

Пур хунав-ĕрчев ăнлавĕ,

Пур илемлĕ ят кăштах.

Тимлĕ пултăр çын сăнавĕ —

Пĕлĕ çĕн хыпар татах.

 

Çаксене пайтах Миттамăр

Ярăмланă та унтан

Çырнă хунă: «Каласамăр,

Тен, хунарăмăр хунтан?»

 

Унтанпа, унччен каларĕç

Чăн тӳрре килет тесе,

Пысăк хак хурса хакларĕç

Чăваша хисеплесе.

 

Ярăм-ярăм сăвăлла та

Шăрçалаймăп вĕсене,

Хам ăнкарнă пек сăнлатăп

Йĕрлесе ăсчах ĕçне.

 

Аякри йăхташ-хунташăм

Калĕ, çырĕ хăйне май.

Кам ăна чунтан сăнасшăн —

Çĕннине тупать нумай.

 

Кабардин-балкар хастарĕ

Шĕкĕлчет карт çырăвне.

Çурçĕрти Кавказ пăлхарĕ

Картнă тет хăшне-пĕрне.

 

Авалхи юмах таврашĕ

Кавказра, Дунай енче

Пирĕнни пек, тен, янрашĕ —

Тух, çӳре, тăван, тĕпче.

 

Пирĕнте пурнать-ха юрă

Пĕр Мерчен хули çинчен.

Кавказа çитсен çын курĕ —

Ун пекки халь пур иккен.

 

Халапсем те сăвă-юрă,

Ĕмĕрхи пуян ăс-хал

Чăваша татах вăй кӳрĕ,

Пирĕншĕн ку — ăраскал.

 

Хăвăртрах пухса хурасчĕ

Тахçанхи сăмахлăха.

Сумлăрах ăна курасчĕ,

Парнелесчĕ халăха.

 

Çав еткер — хĕрӳ кĕвелĕк,

Халь вăл кирлĕ ытларах.

Хунава сипет кӳмелĕх

Вут-хăват унта пурах.

 

Паянах вăй илтĕр ĕçĕ,

Мĕн усси каю шăтсан.

Пур çĕртен те хĕстереççĕ,

Пĕтĕн çеç — алла уссан.

 

Вырăса тухмин хăш-хăшĕ

Мĕскĕне хăйне хурса.

Вут пек çунтăр унăн ăшĕ

Хамăра маттур курса.

 

Ик çĕр çул çеç мар пурнатпăр —

Икĕ пин çултан ытла.

Тĕнчере те сас паратпăр

Кăтартса ăса, хала.

 

Вырăсран малтан патшалăх

Йĕркеленĕ йăхташсем.

Çавăнпа мăнаçланмалăх

Пур сăлтавăмăр, туссем.

 

Паллă мар пин-пин ар паттăр,

Хĕвел пек пин-пин пике

Вăранса хастарлăх паччăр,

Кӳччĕр танлăхлă йĕрке.

 

Лăпланми йыхравлă сассăм

Авала чĕртме чĕнет.

Ак татах килет калассăм,

Кăмăлăм çапла сĕнет.

 

Йăхташсен хăш чух тӳр килнĕ

Хайлама ют чĕлхепе.

Кул Гали, Мехмет чап илнĕ

Çавăн евĕрлĕ мелпе.

 

Чунĕ-юнĕ пурпĕр пирĕн,

Пирĕншĕн те хаклă мул.

Пирĕн мар тесе ан хирĕн,

Унпала та сапăр пул.

 

Ун пекки татах чылайăн

Сасă панă ĕлĕкрех.

Шырасан татах тупайăн,

Шыранасчĕ хальтерех.

 

Вичкĕн утлă вирхĕнеççĕ

Пурçăхан тата Йăпар.

Иккĕш те вĕсем — йăх кнеçĕ,

Халапра çапла хыпар.

 

Атăлçи Пăлхар çĕршывĕн

Хирĕçӳллĕ пурнăçне

Кам, хăçан, ăçта-ши хывнă

Сăвăлла халапсене?

 

Упранман халапçă ячĕ,

Такмакланă халапсем —

Пирĕн эпос сăн-сăпачĕ,

Хаклă ĕнчĕ пек вĕсем.

 

Тупайман ĕнче тупасшăн

Тăтăшрах тухса çӳрер.

Çăвара, ан тив, хупласшăн

Тепĕр чух пĕр-пĕр лӳппер.

 

Вĕсене Патмар пиччемĕр

Пачĕ, ĕлкĕрчĕ тупса.

Унсăр курмĕччĕ çак ĕмĕр

Ку хăй евĕр эпоса.

 

Сыхчă евĕр Çилçунатăм —

Çич çунатлă урхамах.

Туслашас тесе çунаттăм

Эп унпа ачаранах.

 

Вăл мана та тапхăр-тапхăр

Çитерет тĕнче хĕрне.

Акă халь пырса тухатпăр

Тӳпету-Тибет тăрне.

 

Шур Турамăш тенĕ турă

Чăнласах, тен, шур аппа?

Ун çинчен калаймăп урăх,

Паллашар Ылтăнтупа.

 

Катманду патне çитеймĕп,

Пулнăччĕ унта пĕри.

Шерп таврашĕн тум илемĕ

Пирĕн пек тет çав тери.

 

Кунтарах килсен тĕл пулăн

Эс Алтай ту хырçине.

Çаврăнса çӳрем хăюллăн

Хун хунанă çĕрсене.

 

Тĕвĕленнĕ-пĕтĕленнĕ

Хамăр йăхăмăр кунта.

Тухйине тума иленнĕ

Тимĕр ытлă вырăнта.

 

Тĕрлĕ халăх — хун хунавĕ

Юлнă ку тавралăхра.

Пур тыва, хакас та çавă,

Кур, уйгур та çывăхра.

 

Яш чухне алла лекесчĕ

Уйгурсен грамматики.

Чăвашла янравлă пекчĕ

Çĕн Çанри чĕлхе екки.

 

Тĕнĕ-тĕшмĕшĕ, юмахĕ

Питĕ çывăх-çке пире.

Мĕнлерех янрать сăмахĕ? —

Калаçас килет сĕре.

 

Якутсем кунтан ăсаннă

Çурçĕр-тухăç еннелле.

Вĕсенче хитре усраннă

Пĕр халапĕ пирĕнле.

 

Тыр пучахĕ пĕрчĕленнĕ

Чи малтан тымартанах.

Çын ытла та вăрăм тенĕ,

Тур кĕскетнĕ тет ăна.

 

Пĕрлехи ун евĕр пурлăх

Тăтăш тупăн кӳршĕре.

Тутарла сăв-юрă урлă

Акă мĕн курăнать пире:

 

Пăлхарсен хули çыннишĕн

Ма тутар кулянмалла?

Тутарланнă çыннăн йышĕ

Юрă хывнă пулмалла...

 

Савнă халăх - хун хунавĕ

Ан чакар хунаслăхна!

Сахал мар тĕнче юнавĕ,

Ан хăраттăр вăл сана.

 

Эсĕ — тĕрĕклĕх пайташĕ,

Тус-йышра тĕрек шыра.

Хамăр халăхăн малашĕ

Пĕрлĕхре, ĕçре, ăсра.

 

Пирĕн никĕс — пухнă пурлăх,

Çураçулăх та ăс-хал,

Чун илемĕ те сатурлăх.

Ĕç вĕретĕр çеç кал-кал.

 

Хамăр çĕр те ял-хуламăр

Хамăра кура тăрать.

Тăрăшулăх, ыр йăламăр

Пĕтесрен пире упрать.

 

Чăвашсен ăс-тăнĕ, чунĕ

Пуянлантăр тенĕçем

Темĕн чул вăй хунă, çуннă

Урăх халăх çыннисем.

 

Утмасассăн алла-аллăн

Ырă кӳршĕ-аршăпа

Талпăнма май çук вăй-халлăн

Пысăк шанчăклă çулпа.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: