Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кулăш кустăрмиТом Сойер темтепĕр курса çӳрениВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртСинкерСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеСăвăсемпе поэмăсемÇул хыççăн çул

Атте-анне йăлипех


Пире пылпа хаклаççĕ

Тутар тĕнне йышăнма.

Мулласем калаççĕ:

«Кăркка пĕсехи чăпар,

Аллах ырлăхне курар!»

 

Пире турăшпа хăвалаççĕ

Христус тĕнне йышăнма.

Пупсем калаççĕ:

«Кăркка пĕсехи чăпар,

Туррăн телейне тупар!»

 

Пире хĕçпе хăвалаççĕ

Патша умне пуç тайма.

Салтаксем калаççĕ:

«Пăшал парар, хĕç парар,

Патша парнине чăтар!»

 

Тутар тĕнĕ, патша мурĕ —

Пире ним те кирлĕ мар.

Христус турă — ырă турă,

Эс те пире кирлĕ мар.

Атте-анне йăлипех

Пурăнар виличченех.

Ĕнтĕ çул çаврăнать


Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать

Шĕшкĕех те тĕми авăнать.

Шухăшламан чухне, шухăшăм çук,

Шухăшласан пуçăм çаврăнать.

 

Вуникĕлле явнă чĕн чăпăркка

Явкаланать лавçă аллинче.

Ай-хай çинçе пуçĕм, çамрăк пуçăм,

Авкаланать çич ют аллинче.

 

Ĕнтĕ пĕлĕт юхать, пĕлĕт юхать,

Тата мĕн çăвасси пур-ши-ха.

Ĕнтĕ пуçăм çамрăк, ăсăм кĕске,

Тата мĕн курасси пур-ши-ха.

Пахчари Кушак


Кĕтмен çĕртенех пахчаçă пулса тăтăм. Çынсем мĕн тунине кура-курах вĕренетĕп. Халĕ эпĕ туман ĕç те çук. Тимĕр пăрăх касса сыпасси те ним те мар. Кăçал ав пĕчĕк пÿрт лартма шут тытрăм. Иртен пуçласа каçченех хам пĕлнĕ пек каскалатăп, савалатăп, пăта çапатăп. Вăхăт çитсен кăнтăрлахи апата ларатăп.

Апачĕ пĕр майлăрах ĕнтĕ. Икĕ çăмарта, сĕт, тепĕр чух кăлпасси татăкĕ. Курăк ярса чей вĕрететĕп. Хăяр, улма-çырла...

Акă паян та апат вăхăчĕ çитрĕ. Пăсма пуçланă кивĕ дачăна кĕретĕп. Пăхатăп, апат хутаççи çук-мĕн. Тем чул шырасан та тупаймарăм. Типе пуçланă çăкăр таткипе хăяр илтĕм те тухрăм.

Хамран инçех мар дача лартнă Аркадий иртсе пырать.

– Ниепле те тавçăрса илейместĕп-ха. Кăнтăрлахи апатсăр тăрса юлтăм вĕт. Сĕтел çинчех выртатчĕ. Таçта кайса кĕнĕ-çке, – тетĕп.

– Йĕке хÿресем пуль. Çавсем ытла чăрсăр, – тет Аркадий.

– Ну, калăпăр, кăлпасси таткине çисе янă-ха вĕсем. Çăмартисем ăçта-ха, çинĕ пулсан хупписем пулмалла-çке.

– Чăмăрлах илсе кайма та пултарнă.

– Çăмарта вăл çаврака та яка вĕт-ха, йĕке хÿре мĕнле сĕтĕртĕр ăна.

– Э-э, вĕсем тавçăруллă. Пĕри çурăм çине выртать те çăмартана хăй çине хурать, тепри ăна хÿринчен туртать, шăтăкалла сĕтĕрет, – хăйĕннех перет Аркадий.

Малалла

Атте-анне чĕлхипе


Ют кайăка усрама

Пирĕн улăх ытла мар,

Хăш çĕртен вĕçсе килтĕр

Унталлах кайса пĕтĕр.

 

Ют йăлана юрама —

Хамăр йăла начар мар.

Хăш çĕртен ютсем килтĕр —

Унталлах кайса пĕтĕр.

 

Хамăр çĕр хамăр асра,

Мĕншĕн парас тăшмана?

Турă панă çĕршывра

Хамăр ларар хуçара!

 

Атте-анне сăмахне,

Аслаттейсен чĕлхипе

Тутарсемшĕн манас мар,

Хыт чĕреллĕ пулас мар.

Пире ыр сăмах кирлех


Анатолий Филиппов тусăма сума

Тăванăм, юлташăм, аташăм,

Пускилĕм, ĕçтешĕм — эсех,

Эпир пурăнмастпăр пайташăн,

Пире ыр сăмах кирлĕрех!

Пире кирлĕрех çирĕп туслăх

Тата пĕр-пĕрне ăнланни,

Ун чух пусас çук чуна тунсăх,

Пăчланмĕ пач пурнăç ани.

Тăрсассăн ирпе илĕм-тилĕм,

Хавассăн тухсассăн сада,

Тÿрех шутласа, тусăм, илĕн:

Мĕскер пире кирлĕ тата?!

Хĕвел хĕрӳрех пăхнă çемĕн,

Савса çупăрланăн çĕре,

Чунра çуралать çĕнĕ çемĕ —

Чĕремçĕм чĕнет çĕн ире!

...Пулсан та тĕнчи урлă-пирлĕ,

Калаймăп тата вирлĕрех:

Пайти те, паллах, пире кирлĕ,

Çапах ăш сăмах кирлĕрех!

Чун вăйĕ


I

Орлова Мускава министерствăна чĕнтерчĕç. Çав кунах вăл çула тухрĕ. Унăн çул юлташĕ Мускавра пурăнакан ватă инженер — сăмах ваклаканскер пулчĕ. Акă мĕн каласа пачĕ вăл.

Хулара «Хушпу» ятлă завод пулнă. Ĕçĕ вара... Станоксем кĕрленĕ пулин те, завод пĕтсе пынă. Рабочисем укçасăр ларнă, пуçлăхсем пурлăха вăрттăн салатнă, бизнес туса кĕсйисене тултарнă. Вара предприяти панкрута тухнă, рабочисем ĕçсĕр тăрса юлнă. Çакăншăн пурте директора вăрçнă.

— «Хушпу» пĕтре... Манăн чун вара çакна ниепле те йышăнасшăн мар, — терĕ инженер, Орлова пĕрремĕш хут çеç курнă пулсан та, шухăшне пытармасăр.

Мускава çитичченех «Хушпу» çинчен шухăшласа пычĕ Орлов, вăтам пӳллĕ, тулли питлĕ арçын.

II

Перрон çине аннă-анманах Орлова такам ятран чĕнчĕ. Вăл тĕлĕнсе пуçне çăклерĕ: кам-ши? Хăйĕн тахçанхи юлташне курсан ача пек хĕпĕртесе кайрĕ:

— Русаков! Ак тамаша!

Николай Мартыноdич Орловпа Мускав çынни Русаков пĕр-пĕрне ыталарĕç. Темиçе çул каялла вĕсем Энскри çар промышленноçне кĕрекен эаводра пĕрле ĕçленĕ. Кайран Русакова урăх ĕçе — Мускава куçарнă. Çавăнтанпа курманччĕ вĕсем пĕр-пĕрне. Орлов вара халь те çав заводрах ĕçлет, асла тухнă: икĕ уйăх ĕнтĕ предприяти тилхепиyе тытса пыратъ.

Малалла

Çуллахи каç


Шур пĕлĕтсем шăваççĕ анăçа —

Пĕри пулать лаша, тепри тĕве...

Кун иртрĕ. Тăрса юлчĕ манăçа

Никамшăн палăрми пур вак-тĕвек.

Ял-йышăмсем ĕçлерĕç уй-хирте,

Анне тăрмашрĕ кил ăш-чиккипе:

Эп килнĕ хăнана, вăл хĕпĕртет

Чун патĕнчи пĕр ĕмĕт çитнĕ пек.

Çеремлĕ картишне ларать сĕтел,

Сĕтел çине сар кăкшăм вырнаçать.

Хӳме çурăкĕнчен каçхи хĕвел

Кĕрекене сентел тĕспе сăрлать.

Эпир сăра ĕçетпĕр тав туса,

Эп кил-çурта сунатăп перекет.

Анчах ман урăххи килет аса,

Куç умĕнче йăлт урăх кĕреке...

Анне сисет. Вара эп сан çинчен

Ирĕксĕрех кала пуçлап ăна.

Ĕçетĕп те — куркамăн тĕпĕнче

Куратăп санăн тунсăхлă сăнна.

Эс — ман хăймаланса йӳçен сăра,

Эс — ман тулли куркам, ман вăй кӳрен!

Санран килет телейĕм пурнăçра,

Чĕрем сана чăнне калать, ĕнен...

Пӳртçи тĕлнех ак хыпрĕ Çич çăлтăр —

Ĕçсе ӳпĕнтерейнĕ алтăр пек.

Ан тив, çаплах кун-çул та çутăлтăр,

Хур кайăк Çулĕ пек ялтратăр тек.

Шав тăсăлать-ха пирĕн калаçу:

Тӳлек уяр! Ăçтан халех выртан?

Малалла

Чăваш ташши, юрри - кĕтрет


Чăваш ташши, юрри - кĕтрет.

«Линка-линка» янăрасан

Чупса тухса ташлас килет.

Алран кайми юрă юхсан

Мăнаçланса юрлас килет

Чăваш çĕвви-тĕрри - кĕтрет.

Шурă пиртен, аркăласа

Капăр кĕпе тăхăнас килет,

Тĕрлĕ тĕспе сĕвемлесе

Тĕрĕлесе тăхнас килет.

Енчĕк, масмак, сурпан çыхса

Ама, тевет, алка çакса

Чиперрĕн курăнас килет.

Чăваш кил-çурчĕ те кĕтрет.

Кăкшăм, çурхат çӳпçе, чӳлмек,

Пештĕр арча, чăм илĕртет.

Сăра тултарнă алтăрпа

Чăваш хăна кĕтсе илет,

Эрешлĕ тĕпеле лартса

Апачĕ-çимĕçне сĕнет.

Тĕлĕнтерет кун-çул утти,

Ăсталăхпа илем çути.

Телей тилхепи


Анфиса Андреевна мăнукĕсемпе пуян. Вĕсем час-часах ун патĕнче пулаççĕ, тем çинчен те калаçтараççĕ, тем те аса илтереççĕ.

Юлашки вăхăтра уйрăмах Андрей асламăшĕ патне тăтăшах килсе çӳреме пуçларĕ. Асламăшĕ туйрĕ-ха: тем каласшăн ача, анчах сăмах чĕнме ниепле те хăю çитереймест.

Паян акă Андрей ирех асламăшĕ патне çитрĕ,

- Асанне, санпа пăшăл пăтти пĕçерме юрать-и? - йăл-йăл кулса асламăшĕ çумне пырса ларчĕ вăл.

- Пĕçерер ара, кăмăлу пулсан.

- Анчах ку пăтта хальлĕхе иксĕмĕр кăна çийĕпĕр. Аттепе аннене çитермĕпĕр. Юрĕ-и?

- Санăн кăмăлу, - килĕшрĕ Анфиса Андреевна. - Çитерме юрамасть пулсан çитермĕпĕр.

- Асанне, пĕлетĕн-и, эпĕ пĕр хĕре питĕ юрататăп. Вăл та мана савать. Эпир пĕрлешесшĕн. Анчах хальлĕхе туй туса аппаланасшăн мар. Йăли-йĕркине каярах тăвăпăр. Халĕ пĕрле пурăнса пăхасшăн. Хальхи çамрăксем нумай чухне малтан пĕрле пурăнса пăхаççĕ, кайран кăна çырăнаççĕ.

- Ачам, эпĕ ун пеккине киносенче курнă, кĕнеке, хаçат-журналта нумай вуланă. Анчах...

- Килĕшмест-и сана? - пăлханса кайрĕ Андрей.

- Тĕрĕссипе каласан, килĕшмест. Таçта васкатăр. Ялан васкатăр. Хĕрпе каччă çӳрени - питĕ илемлĕ. Арлă-арăмлă пурнăç вăл, ачам, урăхларах.

Малалла

Сăпка юрри


Атнере

Сĕм вăрманĕ каш та каш,

Сулхăн çилĕ ваш та ваш,

Эс ан çуйăх, ан çухраш,

Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Урупа ан тапкалаш,

Аллупа ан çапкалаш,

Аннӳпе эс ан тавлаш,

Çывăр, Аптраман тавраш!

Ашă çумăр чаш та чаш,

Ӳс, калчам, çĕклен эс яш,

Çӳлерен çӳле кармаш.

Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Юлташпа эс пул юлташ,

Усалпа эс ан паллаш.

Тăшманпа ан пул йăваш,

Çывăр, Аптраман тавраш!

Вырăспа та тăванлаш,

Тутарпа та эс туслаш,

Пурте — пирĕн хурăнташ,

Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Малалла утсан — малаш,

Каялла юлсан - каяш,

Чăн çултан эс ан аташ.

Çывăр, Аптраман тавраш!

■ Страницăсем: 1... 790 791 792 793 794