Тайгари чăваш чĕлхи урокĕсем
Чӳк хуранĕ йыш пухать,
Тăван сăмах тус пухать.
(Кукамай çапла калатчĕ)
Ют чĕлхесен хутлăхĕнче
Пайтах çулсем хушши пулсассăн,
Ютла йĕрсен, ютлах кулсассăн –
Амаçури пекех тĕнче.
Ăс-тăнăмра тăван чĕлхе
Усрав ачи пек пурăнатчĕ,
Пĕр çук, пĕр пур пек туйăнатчĕ
Тăрсан-тăрсан чĕрре кĕрсе.
Анне чĕлхи – кăвар чĕлхе!
Юркка Иван юмах юптарнă,
Мĕтри Юман чунтан юратнă,
Кĕçтенттинре хăват çуратнă,
Çеçпĕлсене çутта кăларнă,
Хусанкая хавхалантарнă,
Ухсайсене саркалантарнă,
Митта, Урташ чĕлхи, килсем!?
Чунра çуралчĕ çуркунне.
Юрла-юрла тумла тумларĕ,
Хĕвел кĕмен кĕтес юлмарĕ,
Ман ăшăмра та çав кунне.
Чĕлхе вăраннă кун тĕнче,
Ăна кăвак хуппи пиллерĕ,
Тĕрĕслесе пăхма хистерĕ,
Чи кăткăс, йывăр ĕçсенче.
...Çӳреттĕм Çĕпĕр çĕрĕнче:
Тайга варри, ӳпре те шурлăх,
Шупка палатка – ултă уйăх,
Сĕве пекех хӳхлетчĕ Чуя
Курай шаркакĕ тĕлĕнче.
Çитес çĕре çитес тесе,
Анăçалла куçса килӳçĕн
Асар-писер асаплă çулĕ,
Тен çакăнтанах иртнĕ пулĕ
Аваллăхри аслаттесен.
Мĕкĕрĕлсе, кĕрмеленсе,
Ак çак тусем çинех кармашнă,
Чăтлăхсене кĕрсе аташнă,
Геологсем пек акăрашнă
Сăвар çынсем – ман несĕлсем.
Ума тухатчĕ ĕмĕрхи:
Тусен хуçи – Эсрел этемĕ,
Кăвайт çинчи какай çĕклемĕ...
Çӳревçĕсемшĕн тунă тейĕн –
Чăваш апачĕпе чĕлхи.
Чăваш апачĕ тенĕрен...
Ирпе çисен – каçчен эс тутă,
Чĕлхи чипер те çыпăçуллă,
Хĕвел пек «ӳ», хушка «ă» урлă
Сăмах техемĕ сисĕнет.
Ытарайми тăван чĕлхе!
Санра ман халăхăн терменĕ,
Пиншер çул пухăннă кĕрнекĕ,
Кашни сăмах çинчи кĕрпекĕ –
Ялкăштарать сӳнми хĕлхем.
...Шăватчĕ ушкăн малалла:
Еврей, виç вырăс, ик алтаец,
Пĕрер чăваш, тува, китаец...
Пире шанса шырав – ĕç пачĕç –
Ĕлккен вут-чулĕ тупмалла.
Чăвашĕ – эпĕччĕ, паллах,
Пĕçерекен эп. Манăн тивĕç,
Кунне тăват хут апат-çимĕç
Кăвайт çинче майламалла.
Пире, Совет çыннисене
Толстой чĕлхи пĕрлештеретчĕ,
Вăрçăштарса килĕштеретчĕ,
Алтай çумне илештеретчĕ
Пĕр ушкăн тĕрлĕ çынсене.
Тăван эрешлĕ çăпала,
(Ăна хамах эп тĕрлесеттĕм)
Ăшти те мимĕр валеçетчĕ.
Мухта-мухта туссем çиетчĕç:
Челппек, юсман та йăвача.
Каçпа ларсассăн апата
Анне яшки аса килетчĕ,
Пӳркел йăли-йĕрки çитетчĕ
Çут уçлăх витĕр ман пата.
Элшел-Пӳркел е Таркан пуç...
Чăваш йăли-йĕрне пĕлетчĕç,
Пĕрле ларса çиме чĕнетчĕç,
Кавленĕ чух сăмах чĕнместчĕç,
Çисе тухсассăн: «Тавтапуç!»
Чăваш йĕрки тытакансем!
Эп те вĕсем пек хăтланаттăм,
Тăван сăмах хушса хураттăм,
Апатлану хутлăхĕнче.
Çапла, чĕлхе уçа-уçа,
Ĕçтешĕмсем: тува, алтаец,
Хавхаланса пупле пуçларĕç:
«Тавтапуçах!», «Таймапуçах!»
Чунри чăваш сăмахĕсем:
«Чипер çул пултăр», «Ырă Турă»,
«Аван», «Тархасшăн», «Питĕ ырă»...
Пĕр чарăнмастчĕç ыттисем.
Ман чĕлхепе пупленипе
Тăвансем пекех туйăнатчĕç,
Чăвашсем пекех пурăнатчĕç –
Пĕр çăвартанах тенĕ пек.
Тату çынсен ытамĕнче,
Тăван çĕртен инçе пулсан та,
Мăнаçланса чĕлхе уçан та...
Тăван анне пекех тĕнче.
Сăмах тата та тупăнатчĕ
Чăваш юрри итленĕ чух,
Асран тухми асамлă чул
Ыран тупассăн туйăнатчĕ.
Тĕллевĕм çук ман хурлама.
Кашни чĕлхен хăйĕн кĕтречĕ,
Çынсен историлле портречĕ,
Ютла пĕр-ик сăмах вĕрен те
Кайран пултарăн юрлама.
Эп те юп куртăм вĕсенчен:
Халь эп Абрам пек тавçăруллă,
Синьцзян ачи пек пуçаруллă,
Кызыл каччи пек пултаруллă.
Яр уçă чун, Атăл пек тулăх
Юмартлăхăм – вырăссенчен.
Ман çавăнпа чĕрем хавас.
Пуян эп, туслă-хурăнташлă,
Ăçта çитсессĕн те юлташлă,
Анчах чĕлхе енчен – чăваш.
Шыравçăсен йыш хушшинче
Пĕри анчах апат тиркерĕ,
Тен, çавăнпа вĕренеймерĕ
Пĕçерекенĕн чĕлхине.
Ĕçе вĕçлерĕмĕр. Турри
Тертленнĕшĕн телей антарчĕ,
Ĕлккен ахах-мерчен туптарчĕ,
Кĕсье тулли укçа тултарчĕ,
Алăсене – «Ыр-çул курки».
Епле аван туссем пурри!
(Ак мĕн тăвать чĕлхе хăвачĕ)
Мускав хули пире сăхланчĕ,
Сĕтел тулли хăна апачĕ,
Кĕрекере – чăваш юрри.
Юркка Иван каларăшле:
«Чăваш чĕлхи асамлă, аслă,
Ăнлавĕсем вун ик хăлаçлă...»
Çаплах упранччăр малашне.
Чĕлхе, апат та пĕр вĕçрен,
Сĕм тайгара тăвăрланмарĕç.
Мана та юншăхма памарĕç,
Хăйсен ĕçне те пăрахмарĕç,
Талай çуралчĕ çав ĕçрен.
Пайтах çул иртрĕ унтанпа.
Пĕр чăнлăхсем çука тухайрĕç,
Хăшсем – пĕлтерĕшне çухатрĕç.
Анчах юлташлăх, тус-тăванлă
Ыран та пулĕç чи малта.
Геологсем: еврей, алтаец,
Тува туспа юлташ китаец,
Хăйматлăх вырăс çыннисем,
Епле пыраççĕ ĕçĕрсем?
Асăрсенче-и хăйне евĕр
Чăваш тĕнчи урокĕсем?
Алина Тайпи (2011-01-11 03:43:54):
Салам сире Пăваран!Сăввăр питĕ килĕшрĕ.