
Çын килнине систерчĕ çеç хапха,
пӳрте Ванькка вăртах кĕрет тăрать.
– Çулталăк отчетне тăватăп-ха, –
тесе, лармасăрах алне парать.
Анне сăпайлăн ячĕ ăсатса,
– Ун пеккинчен эпир юлмастпăр-çке…
Кĕçех чейник тулли сăра йăтса
кĕр шăнĕпе уттартăмăр ĕçке.
Кĕрсессĕнех параççĕ виç курка,
йăли пырать ку пирĕн авалтан.
Чуна уçмалăх вăхăчĕ пур-ха,
сĕрес пулать чĕлхесене малтан.
Хурăнсарсем лараççĕ тĕпелте,
кунта пулать ял хыпарне пĕлме.
Ар-мĕнĕсем кĕресшĕн мар пӳрте,
халап çапса ĕмеççĕ чĕлĕме.
Ак кĕмĕл планка сассине парсан
урай хăми пуçларĕ авăнма.
Те купăсçи ăста каланăран –
Ташлакансем пĕлмерĕç ывăнма.
Ĕç тарĕ, кирĕкĕ, хуйхи-суйхи
çан-çурăмра ан юлччăр, тухччăр-и.
Мĕнех вара, пушаннă-çке уй-хир,
ухтартăр-и пуçа урпа сăри!
Кĕр мăнтăрне кăтартрĕ кĕреки.
Хăна-вĕрле кăтартрĕ хăйĕнне.
– Çак кĕрпеле кĕртесшĕнччĕ-ха кин, –
эп илтмеллех пăшăлтатать анне.
Малалла
Шухăшсем
6...
Erlebe den Nervenkitzel eines echten Par...
The hint of this terpene shade - https:/...
If you’re looking to optimize your trans...
If you want a smarter way to handle ener...
If you’re looking to optimize your trans...
If you want a smarter way to handle ener...
6...
1...
https://yandex-promocode...