Тăван хулара
1
Çулла. Вăрман епле илемлĕ,
Эпир çӳретпĕр походра.
Çĕрле вучах çунать хĕлхемлĕ,
Ларма пит ырă ун тавра.
Çавра кӳлрен тин тытнă пулă
Пăс кăларса сиксе вĕрет.
Пулă яшкин шăрши пит тутлă,
Ăна часрах çиес килет.
Эпир ура хуçса ларатпăр
Вучах тавра пĕр кăшăла.
Пĕрне-пĕри тек култаратпăр,
Шӳтле сăмах кала-кала.
Антонов Павăл пурччĕ пирĕн,
Юмах ярсан — ан хускалсам,
Вăл шӳтлеме пĕлетчĕ вирлĕ,
Кулас килетчĕ вар тытса.
Апатлансан канма выртатăп,
Таçта вĕçет-и тăмана;
Кашни сасса савса тăнлатăп...
Вăрманăм, юратап сана!
Сиксе тухать пуçтах мулкачă,
Вăшлаттарса иртсе каять.
Пĕрин сехри хăпса тухатчĕ —
Хăравçăран кулать отряд.
Çĕр каçнине юлан сисмесĕр.
Инçет кăвакăн палăрсан,
Чĕвĕл-чĕвĕл юрра илтсемĕр.
Йăлт вăранать çулла вăрман,
Самантлăха вара, ир кӳлĕм
Путатăн тутлă ыйăха.
Анчах та горнĕ илĕртӳллĕн
Чĕнсе хистет сана тăма.
Эпир эрне çапла çӳретпĕр,
Таçта çитетпĕр вăрманта,
Мĕн чухлĕ пурлăх пур-ши, тетпĕр,
Тăван çĕршывăн çакăнта.
* * *
Инçе çултан киле çитсессĕн
Илтетĕп акă ыр хыпар:
«Слета каймашкăн тивĕç эсĕ» —
Йыхрав ярать-мĕн Шупашкар.
Ку хыпара илтсен мĕн евĕр
Хĕпĕртесе ташланине
Мана ун чух кам курчĕ тейĕр?..
Пытарăн-çке санран, анне!
* * *Ак пырап вакунта, кантăк витĕр
Тăван çĕр илемне сăнаса.
Çитме пулнă çĕре часах çитĕпĕр,
Пăравус ыткăнать васкаса.
Ыткăнать вăрман витĕр, хир тăрăх
Тапхăр-тапхăр тăрать чарăнса.
Ним те мар уншăн — пултăр шăрăх,
Çухăрать те каять хускалса.
Унăн ĕçĕ çапла. Вăй-хăвачĕ
Çĕнĕ ĕмĕр халне туйтарать...
Ик сехет каярах Канашраччĕ,
Халь ак тĕп хулана çывхарать
Хăпаймасăр пăхан кантăк витĕр —
Тăван çĕрĕмĕр питĕ пуян.
Хумханать тырă вĕçĕ-хĕррисĕр,
Ешерет капăр тумлă вăрман.
Мал енче Шупашкар курăнсассăн
Хăвăрт-хăвăрт сикет-çке чĕре.
Юрă тăсрăмăр эпĕр хавассăн —
Çитрĕмĕр ĕмĕтленнĕ çĕре.
2
Эпир стройпа карталанса пыратпăр —
Республикăн чи çамрăк хăнисем.
Параппанпа пĕр харăссăн та паттăр
Утатпăр. Варкăшаççĕ ялавсем.
Ялав тĕспе пĕр евĕр кăкăр умĕ —
Хĕп-хĕрлĕ галстук çулăмлăн çиçет.
Çак çамрăк ăрăва кам сума сумĕ?
Слета тăван хула кӳрет хисеп.
Шур Шупашкар, пире эс кĕтсе илтĕн,
Чăваш ялĕсенчен, хулисенчен.
Пионерла салют памашкăн килтĕм,
Тесе калать кашни чун чĕринчен.
Сан ӳсекен чапу чуна çĕклерĕ,
Урамупа пыратпăр савăнса.
Сана мухтавлă парти чечеклерĕ...
Пире кĕтсе илет ем-ешĕл сад.
Салам сана, хулан чĕр-хал илемĕ,
Ешĕл тумна кам савмĕ чĕререн?
Кам сан сывлăшупа чунтан киленмĕ?
Анне пек эс пире кĕтсе илен.
Яш çамрăк хурăнсем ӳсеççĕ ретĕн,
Вĕсен сулхăнĕпе иртен утса.
Пĕр чаплă вырăна пырса çитетĕн,
Вара тăратăн тĕлĕнсе, хытса.
Кунта ем-ешĕл курăксем çинче
Мерчен тумламăн сапăннă çут сывлăм.
Пин-пин чечек çиçет куç умĕнче.
Кунта кăкăр карăнтарса та сывлăн.
Уçланкă варринче пит çӳлĕ палăк,
Çĕкленнĕ вăл мухтавлăн пĕлĕте.
Ильич мал еннелле сĕлтейнĕ алă
Коммунизмалла пире чĕнсе.
Ильич! Епле вăл аслă та пит çывăх,
Эпир тăратпăр акă ун тавра.
Черетпеле тухса калатпăр сăвă,
Юрлатпăр юрă темиçе çавра.
Ак эпĕ те тухса сăвă каларăм...
Ал çупрĕç хыттăн. Шăп çавăн чухне
Сасартăк хам туйса та юлаймарăм —
Такам йăтать мана алли çине.
Такам мана йăтса илсех лăпкарĕ
(Каллех ал çупрĕç манăн тантăшсем),
Пăхатăп та — куçсем ман алчăрарĕç...
Кăкăр çинче ун çутă орденсем.
Çут орденĕ çиçет хĕвелĕн.
Чăн ленинец савса лăпкать мана.
Вăл ленинла хĕрӳ чунпа ĕçленĕ?
Кĕрешӳре çĕнтернĕ тăшмана?
Паллах, герой чĕреллĕ пысăк çын вăл,
Çĕршывшăн панă çамрăк вăй-халне.
Чи паттăр çынсене çеç тивĕç символ
Ахаль-им чап кӳрет ун кăкăрне?
Çӳлех те мар, кĕрнеклĕ пĕвĕ-сийĕ,
Ури аманнă, тен, ку — вăрçăра?
Хитре чăвашăн сарлака çамкийĕ,
Пăхать хăй ăслăн, куçĕсем хура.
Ăшшăн кулса мана вăл парнелерĕ
Хăйĕн «Вăл вилĕмсĕр» кĕнекине...
Унтан кĕç саламларĕ-хисеплерĕ
Тăван çĕршывăн çамрăк ăрăвне.
Тавах чĕремĕртен хисеп тунишĕн,
Парнӳшĕн тавтапуç, тăван поэт.
Кашни хавас эс тĕнчене тухнишĕн,
Пур ватă-вĕтĕ ăшшăн хĕпĕртет.
«Хĕн-хур айне» вуламанни кам пулĕ?
Кам вуламан «Вăрçă кунĕсене»?
Пулайтăр вăрăм сăвăçăн кун-çулĕ,
Кĕтнĕ пуянлăх кĕрттĕр чĕлхене.
* * *
Эпир стройра карталанса тăратпăр,
Республикăн чи çамрăк хăнисем.
Çулпуçĕ Ленина салют паратпăр,
Унтан утатпăр çĕнĕ вăй илсе.
3
Шупашкартан тухрăм, тӳрех утрăм,
Атăл тăвайккийĕ çине улăхрăм.
Çеçпĕл Мишши.
Кăвар чĕреллĕ чăн поэт,
Курасчĕ сан, тăрса пăхасчĕ —
Çĕршыв епле чечекленет,
Çĕн хăватпа сăвă çырасчĕ.
Курасчĕ сан, çӳресчĕ санăн
Тăван хула урамĕнче.
Епле сăмах каласа памăн
Телейлĕ халăх умĕнче.
Ĕнен, поэт: тантăшусем,
Сан шăллусем—хĕрӳ чĕреллĕ.
Çĕнĕ ĕçсем, улшăнусем
Куç умĕнче çиçеç хĕвеллĕн.
Самолетсем кĕрле-кĕрле
Вĕçсе улхаççĕ пĕлĕте.
Эпир те темиçен пĕрле
Вырнаçрăмăр пĕрин çине.
* * *
Кăвак тӳпенĕн çӳлĕшне
Çĕклентĕмĕр, çĕклентĕмĕр.
Эх, лайăх, лайăх-çке вĕçме!
Çӳлтен çĕре тинкертĕмĕр.
Тинкертĕмĕр—çӳçентĕмĕр,
Айра—çулсем çип çинçĕшĕ.
Инçех пек мар хĕвелĕмĕр,
Вĕç-хĕрсĕр пĕлĕт инçĕшĕ.
Вăрман çинчен вĕçсе иртсе
Пыратпăр Атăл хĕррипе.
Илемĕпе вăл илĕртсе
Юхать çап-çутă тĕсĕпе.
Ун чух эп малтанхи хут куртăм
Çӳлтен ун мăшăр çыранне.
Юхать вăл сарăлса та хумлăн
Тухас та çук пек ун вĕçне.
Ĕмĕртен мĕн чухлĕ юрă
Ун çинчен хывман этем?
Аслă Атăл чăн та ырă,
Ун тавра тем чул илем.
Ĕмĕрсем манми пит паллă
Темĕн чухлĕ ĕçсемпе.
Тăван Атăл, эс мухтавлă,
Эсĕ чаплă тĕнчипе.
Пугачев сан тăрăх ишнĕ,
Вăл çĕкленĕ халăха.
Сан çинче Некрасов ӳснĕ —
Ĕçĕ ĕмĕрлĕх паха.
Пур ĕçхалăхăн çулпуçĕ
Аслă Лекинăн чĕри —
Сан çинче çут шурăмпуçăн
Тапма тытăннă вĕрин.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...