Ҫак кунсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӗҫченӗсем армрестлинг енӗпе ӑмӑртса вӑй виҫрӗҫ. Ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫӗнче кӑна мар, спортра та пысӑк ӳсӗмсем тӑвакан чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем унта активлӑ хутшӑнчӗҫ. А.Л. Филиппов, И.В. Софронова докторантсем, О.Г. Владимирова доцент, А.Н. Лукина инженер хутшӑнчӗҫ ӑмӑртӑва. 80 кг ытларах таякан арҫынсен хушшинче А.Л. Филиппов — 3-мӗш вырӑн, 65 кг ытларах таякан хӗрарӑмсен хушшинче О.Г. Владимирова — 1-мӗш вырӑн, И.В. Софронова — 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫапла вара историпе географин тата чӑваш филологийӗпе культурин пӗрлештернӗ команди пӗтӗмӗшле зачётра 1-мӗш вырӑна тухма пултарчӗ. Ҫакна та палӑртса хӑварас килет: асӑннӑ спортра пирӗн преподавательсем ҫеҫ мар, студентсем те пултаруллӑ. Ҫулсеренех армспорт вӑйвиҫевҫи пулса 4-мӗш курсра вӗренекен Макаров Валерий ырӑ кӑтартусемпе савӑнтарать. Кӑҫал Республикӑри Аслӑ шкулсем хушшинче иртнӗ ӑмӑртура вӑл 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем валли «Сенкер инҫет» («Голубой горизонт») олимпиада ирттерет:
- Тӑван ен культури;
- Чӑваш чӗлхипе литератури (чӑваш шкулӗсем);
- Чӑваш чӗлхипе литератури (вырӑс шкулӗсем).
Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртет :
I тапхӑр (куҫӑн мар) — раштавӑн 15–22-мӗш кунӗсенче (тӗнче тетелӗнче);
II тапхӑр (куҫӑн) — нарӑс уйӑхӗнче (чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче).
Олимпиада йӗркипе тӗплӗнрех ҫывӑх вӑхӑтра асӑннӑ факультет сайтӗнче паллашма май пулӗ.
Чӑваш Республикинче техника специальноҫӗпе аслӑ пӗлӳ парассине йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна палӑртса Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче анлӑ конференци иртрӗ.
Конференцие Федераци канашӗн ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ комитетӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ министерствинче ӗҫлекенсем, аслӑ шкулсен, Чӑваш Республикинчи предприятисен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Унта вӗсем инженерсемпе техниксене вӗрентессине лайӑхлатасси, ҫак ӗҫе ҫӗнӗлӗхсем кӗртесси, специалистсене вӗренсе тухсан ӗҫ тупма пулӑшас тӗллевпе вӗрентӳ учрежденийӗсемпе предприятисем хушшинче ҫыхӑнусене ҫирӗплетесси ҫинчен калаҫрӗҫ. Ҫӗршыв экономикин модернизацине, технологи аталанӑвне шута илсе ҫӗнӗ специалистсем хатӗрлес ыйту та ҫивӗч тӑрать. «Инженер ӗҫне тивӗҫлипе хакламалла, иртнӗ 25 ҫул хушшинче вара ун пӗлтерӗшӗ ытти профессисемпе танлаштарсан самай чакрӗ», — терӗ Федераци канашӗн ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ комитечӗн председателӗ Юрий Солонин. Апла пулин те вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче техника специалисчӗсене хатӗрлесси ҫӳллӗ шайра.
Ӳнер тӗрлӗрен чӗлхепе калаҫакан ҫынсене те тӑванлаштарать тени тӗрӗсех-мӗн. Турккӑ ҫӗршывӗнчи Конья хулинче пурӑнакан Шюкрю Октачпа иртнӗ тӗлпулу ҫакна лайӑх ҫирӗплетсе пачӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн аслӑ преподавателӗ О.В. Сорокина чӗннипе вӑл студентсемпе тӗлпулӑва килсе ҫитрӗ. Гитара каласа юрлакан турккӑ ҫынни пурне те хӑйӗн тыткӑнне илчӗ темелле. Турккӑ халӑх юррисене те, Ашык Вейбел ятлӑ юрӑҫ юррисене те хӑйӗн тӑван чӗлхипе шӑрантарчӗ Шюкрю. Кайран тата … чӑваш юррисем те янӑрарӗҫ. Вӗсене Шюкрю Октач Интернет урлӑ тимлесех вӗреннӗ-мӗн. Хӑй хальлӗхе чӑвашла пӗлмест пулин те чӑваш кӗввисене илтнипех чӗлхене юратса пӑрахни пирки пӗлтерчӗ хӑна. Турккӑ чӗлхисӗр пуҫне акӑлчан, финн, вырӑс чӗлхисемпе ҫӑмӑллӑнах калаҫакан Шюкрю Октачпа пӗрле студентсем те хавхалансах «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Вун саккӑрта чух» юрӑсене янраттарчӗҫ кӑна.
— Чӑваш ене эпӗ иккӗмӗш хут килтӗм. Пӗлтӗр Пӗтӗм тӗнчери чӗлхесен «Ӑнӑҫу чӗлхи» фестивалӗнче пулса курнӑ май Э.
Паянхи аслӑ вӗренӳ заведенийӗн задачисен шутне студентсене пӗлӳ парасси ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫамрӑксем епле татса панине сӑнаса тӑрасси те пулса тӑрать. Ҫавна май чӑваш филологийӗпе культура ӗҫченӗсем тӑтӑшах тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракан специалистсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть факультет вӗренекенӗсемпе тата ӗҫченӗсемпе Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Ильич Черкесов тӗл пулчӗ. Вӑл юлашки ҫулта хула епле ҫӗнелсе хитреленни пирки каласа пачӗ. Тӗп хула кӑна мар, Чӑваш Республики те хӑтлӑ пултӑр тесе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ушкӑнӗ мӗнле ӗҫсем туса ирттерни пирки те тӗплӗн ӑнлантарчӗ. «Паянхи ҫамрӑксем — Чӑваш ен пуласлӑхӗ. Вӗсем пирӗн хулара тӗпленнччӗр тесе тӗрлӗ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав шутрах — ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшас енӗпе те», — тесе пӗлтерчӗ хӑна.
Тӗл пулура ҫавӑн пекех университет ректорӗ В.Г. Агаков та тухса калаҫрӗ.
Чӳк уйӑхӗн пиллӗкмӗшӗнче — вӗрентекенсен кунӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче те ҫак уява сумлӑн паллӑ турӗҫ. Преподавательсем валли ятарласа концерт кӑтартрӗҫ.
Ку кӑна та мар, кӗрхи улма-ҫимӗс пуянлӑхне пуҫтарса курав та йӗркеленӗ. Кашни факультет хӑй ӑсталӑхне, фантазине кӑтартма мел тупнӑ. Темле асамлӑ чӗрчунсен тӗнчине лекнӗн туйӑнчӗ выставкӑпа паллашнӑ чух. Кашни пахча ҫимӗҫе чун кӗртнӗ, сӑн панӑ. Ҫак пӗчӗк теттесем кӗрхи ҫимӗҫсем тесе пӗрре пӑхсан калаймӑн та. Мӗн кӑна ҫук пуль кунта! Чӗрӗпӗ, чее тили, хаяр крокодилӗ, упи, мулкачӗ, упӑти… Куҫ чарӑлса каять. Ҫӑмартапа помидортан ӑсталанӑ кӑмпасем, ҫулҫӑсем, пилеш, чечексем. Ак тата… тата… купӑсти… епли кӑна ҫук-ши! Кавӑнран мӗн тӗрлӗ япала ӑсталаман-ши тата! Ку ҫеҫ те мар-ха. Кӗр мӑнтӑрӗн апат-ҫимӗҫӗ те сӗтел ҫинчех. Ҫавра ӑшӑ ҫӑкӑрӗ, сӑри, салачӗ… Каласа та пӗтерес ҫук пуль!
Апат-ҫимӗҫре кӑна мар, техникӑра та ӑсталӑх кӑтартакансем пулчӗҫ. Ак йывӑҫран касса тунӑ пӗчӗк упасем вутӑ сӗреҫҫӗ, пӗр спортсменӗ кире пуканӗ йӑтать, ҫавӑнтах арҫын ачипе хӗрачи велосипедпа пыраҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ нумай пулмасть хӑйӗн сайтне ҫӗнетрӗ. Паллах, кивви, тахҫантанпа тунӑскер, хальхи вӑхӑтрисене тивӗҫтерместчӗ, ҫавӑнпах пулӗ факультет ертӳҫисем ӑна лайӑхлатма шутланӑ.
Ҫӗнӗ сайт тӑватӑ чӗлхеллӗ пулмалла — чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла тата туркӑлла. Хальхи вӑхӑтра кивӗ материалсене сайтӑн ҫӗнӗ версине куҫараҫҫӗ, ӑна тӗрлӗ информаципе пуянлатаҫҫӗ. Сайтра студент валли те, вӗренме кӗме шутлакан шкул ачи валли те пурте пулӗ — вулавӑш, кун кӗнекисем, канашлу пайӗ.
Шупашкар хулин 1-мӗш клиника пульницинче паян Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ вӗренӳ бази уҫӑлчӗ. Вӗренӳ центрӗн тӗп тӗллевӗ — пулас тухтӑрсене медицинӑри ҫӗнӗ технологисемпе паллаштарасси.
Клиника больницинче медицина факультечӗн 9 кафедри ӗҫлет. Студентсене кунта суйласа илнӗ профессире кирлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хӑнӑхтараҫҫӗ. Диагностика, сиплев ӗҫне ҫӗнӗ хатӗрсем кӗртсе пынине кура пулас тухтӑрсен вӗсемпе усӑ курма вӗренсе ҫитмелле. Патшалӑх университечӗпе Клиника больници хушшинчи килӗшӳ шӑпах ҫакна пурнӑҫлама май парать. Вӗренӳ центрӗнче студентсем кӑтарту хатӗрӗсемпе усӑ курса хальхи диагностикӑн ушкӑнӗсемпе тӗплӗн паллашма пултараҫҫӗ, кунта ультра сасӑ та, рентген та, томограф та кӗрет. Вӗренӳ центрӗн пӳлӗмӗнченех вӗренекенсем тӗнче тетелӗпе усӑ курса Раҫҫейре иртекен ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗсене, тӗрлӗ канашлӑва хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑн уйрӑмри филологи специальноҫне алла илекен студентсем диплом ӗҫӗсене хӳтӗлерӗҫ. Вӗсен шутӗнче — театр ӑсталӑхӗпе халӑх ташшине вӗренекенсем, халӑх тата эстрада юррисене тӗпчекенсем.
Патшалӑх аттестаци комиссийӗн ертӳҫи И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн профессорӗ Л.П. Сергеев пулчӗ. Хисеплӗ профессор студентсен ташӑ ӗҫӗсем тивӗҫлӗ шайра пулнине ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче авалхи хӗрарӑмсен тата анат енчи, анатрипе вирьялсен ташшисене, паянхи сцена ҫинчи ташӑсене ӑнӑҫлӑ тишкернине палӑртрӗ. Уйрӑмах А.В. Игнатьевӑн „Хӗрарӑмсен авалхи пӗччен ташшин пуянлӑхӗпе ӳкерчӗкӗ”, Ж.Г. Ильинан „Аххаяс” авалхи чӑваш халӑх ташшин хайнееверлӗхӗ: ӗлӗкхи тата хальхи”, О.П. Сергеевӑн „Чӑваш ташшинчи ритуаллӑ хусканусен пӗлтерӗшпе тытӑмӗ” ӗҫӗсене ырӑпа асӑнчӗ. Студентсем хӑйсен ӗҫӗсене сцена ӑсталӑхне, балетмейстерпа режиссер ӗҫӗн хӑй евӗрлӗхне, уйрӑм артистсен пултарулӑхне, чӑваш ташшин тытӑмӗпе вӑрттӑнлӑхӗсене, тӗрлӗ тӑрӑхри юрӑ-кӗвӗ хӑй евӗрлӗхне тӗпчесе ҫырнӑ.
Акан 26-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе, ялан эс пирӗн чӗрере!» темӑпа районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Чи малтан 4 курс студентки Инна Данилова 6 класра уҫӑ урок пачӗ. Унтан Г.А. Ермакова профессор, О.И. Печников, И.Ю. Кириллова, А.С. Егорова доцентсем, Э.И. Родионова аслӑ преподаватель методика ыйтӑвӗсемпе доклад турӗҫ. Докладсене сӳтсе явнӑ май учительсемпе преподавательсем тӗрлӗ ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ вӗрентекенсенчен те килнине палӑртрӗҫ.
Тӗлпулун иккӗмӗш пайӗнче Чӑваш Сурӑм шкулӗн вӗренекенӗсем тата районти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем сӑвӑ илемлӗ вуласа тупӑшрӗҫ. Сумлӑ жюри членӗ, культурологи кафедрин доценчӗ И.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |