Чӑваш Республикинче техника специальноҫӗпе аслӑ пӗлӳ парассине йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна палӑртса Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче анлӑ конференци иртрӗ.
Конференцие Федераци канашӗн ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ комитетӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ министерствинче ӗҫлекенсем, аслӑ шкулсен, Чӑваш Республикинчи предприятисен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Унта вӗсем инженерсемпе техниксене вӗрентессине лайӑхлатасси, ҫак ӗҫе ҫӗнӗлӗхсем кӗртесси, специалистсене вӗренсе тухсан ӗҫ тупма пулӑшас тӗллевпе вӗрентӳ учрежденийӗсемпе предприятисем хушшинче ҫыхӑнусене ҫирӗплетесси ҫинчен калаҫрӗҫ. Ҫӗршыв экономикин модернизацине, технологи аталанӑвне шута илсе ҫӗнӗ специалистсем хатӗрлес ыйту та ҫивӗч тӑрать. «Инженер ӗҫне тивӗҫлипе хакламалла, иртнӗ 25 ҫул хушшинче вара ун пӗлтерӗшӗ ытти профессисемпе танлаштарсан самай чакрӗ», — терӗ Федераци канашӗн ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ комитечӗн председателӗ Юрий Солонин. Апла пулин те вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче техника специалисчӗсене хатӗрлесси ҫӳллӗ шайра.