Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Туслӑх юррисем янӑрарӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.10.2011 14:20 | 1458 хут пӑхнӑ

Ӳнер тӗрлӗрен чӗлхепе калаҫакан ҫынсене те тӑванлаштарать тени тӗрӗсех-мӗн. Турккӑ ҫӗршывӗнчи Конья хулинче пурӑнакан Шюкрю Октачпа иртнӗ тӗлпулу ҫакна лайӑх ҫирӗплетсе пачӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн аслӑ преподавателӗ О.В. Сорокина чӗннипе вӑл студентсемпе тӗлпулӑва килсе ҫитрӗ. Гитара каласа юрлакан турккӑ ҫынни пурне те хӑйӗн тыткӑнне илчӗ темелле. Турккӑ халӑх юррисене те, Ашык Вейбел ятлӑ юрӑҫ юррисене те хӑйӗн тӑван чӗлхипе шӑрантарчӗ Шюкрю. Кайран тата … чӑваш юррисем те янӑрарӗҫ. Вӗсене Шюкрю Октач Интернет урлӑ тимлесех вӗреннӗ-мӗн. Хӑй хальлӗхе чӑвашла пӗлмест пулин те чӑваш кӗввисене илтнипех чӗлхене юратса пӑрахни пирки пӗлтерчӗ хӑна. Турккӑ чӗлхисӗр пуҫне акӑлчан, финн, вырӑс чӗлхисемпе ҫӑмӑллӑнах калаҫакан Шюкрю Октачпа пӗрле студентсем те хавхалансах «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Вун саккӑрта чух» юрӑсене янраттарчӗҫ кӑна.

Чӑваш ене эпӗ иккӗмӗш хут килтӗм. Пӗлтӗр Пӗтӗм тӗнчери чӗлхесен «Ӑнӑҫу чӗлхи» фестивалӗнче пулса курнӑ май Э.Е. Лебедев, Э.В. Фомин чӗлхеҫӗ-тӗпчевҫӗсемпе паллашрӑм. Чӑваш ен, унӑн культури питӗ кӑсӑклантарса ячӗ, татах килсе курас кӑмӑл ҫуралчӗ, — тесе пӗлтерчӗ кӑмӑлӗ ыйтнипе юрлама юратакан Шюкрю Октач.

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем