Утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче ҫамрӑксем туй хыҫҫӑн туй ирттереҫҫӗ. Шел те, юлашки вӑхӑтра ӑна чӑвашсен йӑлине тӗпе хумасӑр йӗркелеҫҫӗ. Чылайӑшӗ туйра кафере е ресторанра ларать, аппаратурӑпа юрӑ кӗрлеттерет.
Ҫурлан 8-мӗшӗнче вара Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра ялӗнче чӑвашла туй кӗрленӗ. Александрпа Кристина Трофимовсем туя ӗлӗкхи йӑлана тӗпе хурса ирттерме шутланӑ.
Кристинӑпа Александр пӗр ялтах ҫуралса ӳснӗ. Анчах вӗсем расна урамсенче пурнаҫҫӗ. Туй «пуйӑсӗ» урам тӑрӑх утнӑ. Каччӑпа хӗр хыҫҫӑн туй тумне тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем юрласа-ташласа пынӑ, такмак каланӑ. «Хӗлхем» фольклор ушкӑнӗ каччӑ енчен юрлама пынӑ.
Сӑнсем (2)
«Сӑвар, чунҫӳрев» ушкӑнра Олег Цыпленков пӗлтернӗ тӑрӑх Йӗпреҫри ЗАГСра, ҫамрӑк мӑшӑрсене ҫырӑнтаракан аслӑ пӳлӗмре, Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене вырнаҫтарман. Олег Михайлович тӗлӗнет: е Йӗпреҫ районӗ Чӑваш Республикине кӗме пӑрахнӑ, е йӗпреҫсем Чӑваш Республикин символӗсене кӑмӑлламаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккун тӑрӑх ЗАГС-сенче Чӑваш Республикин ялавӗ ҫакӑнса тӑмалла. Кӑна ҫак саккунӑн 4 статьин 4 пункчӗ ыйтать. Гербӗ пирки вара саккун унашкалах ҫирӗп мар.
Туй-туй тесе ҫӗр ҫӗмӗрсе кӑна мар, темле ӗҫсе лартса та, машина тӑррине хӑпарса тӑрса та пыракан пур. Ӗҫкӗ-ҫикӗ тени ҫул-йӗр правилине пӑсмаллине пӗлтермест тесе ҫул-йӗр инспекторӗсем вӗсене тӗрӗслеме тытӑннӑ.
Паян икӗ сехетре кӑна йӗркене пӑсакан вунна яхӑн ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗрин, Toyota Land Cruiser машина тытса пыраканнин, унра ҫамрӑк мӑшӑр ларса пынӑ, нимӗнле хут та пулман иккен. 26 ҫулти ҫамрӑк 5 минутранах хутсене илсе килсе параҫҫӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ пулин те усси пулман. Тепӗр сехетрен урапана эвакуатор ҫине вырнаҫтарсан та водитель удостоверенине илсе пыракан тупӑнман. Ҫул-йӗр инспекторӗсен базинче те водитель удостовренийӗ шутланса тӑман. Урапана 75 ҫулти кинемей ячӗпе ҫыртарттарнӑ. Туйра савӑнас вырӑнне халӗ ҫамрӑкӑн урапана штрафстоянкӑран епле илсе тухасси пирки пуҫ ватма тивет-тӗр.
Красноармейски районӗнче хӑйне евӗр туй иртнӗ. Ахаль чухне туйра хӑюсемпе илемлетнӗ ҫӑмӑл урапасем чупаҫҫӗ. Хальхинче вара… йывӑр тиевлӗ урапасем пулнӑ. Вӗсене те хӑюсемпе хитрелетнӗ.
Туй утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, шӑматкун, иртнӗ. Галинӑпа Василий ҫамрӑк мӑшӑр туйне шӑпах ҫакӑн пек уявлама палӑртнӑ-мӗн. Пӗтӗмпе илемлетнӗ йывӑр тиевлӗ 7 машина пулнӑ.
Вӗсен иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Андрей Никитин каланӑ тӑрӑх, Василий йывӑр тиевлӗ машинӑсене ачаранпах юратнӑ. Туя кун пек ирттерме малтанах палӑртнӑ. вӑл ҫакнашкал урапапа ӗҫленӗ те-мӗн. 7 урапа рулӗ умӗнче унӑн юлташӗсем ларнӑ.
Качча тухакан хӗр каччипе ҫӑмӑл урапапах пынӑ. Кун пек меллӗрех.
Юлашки вӑхӑтра тематика туйӗсем час-часах ирттерме пуҫларӗҫ. Хашӗ-пӗри туя ӗлӗкхилле, чӑвашла йӗркелет.
Ку, паллах, ырӑ пулӑм. Ара, хальхи йышши туйсенче йӑла-йӗрке ҫухалнӑпа пӗрех вӗт. Ҫамрӑксем ӗлхи йӑласем патне таврӑннине вара ырламалла ҫеҫ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти мӑшӑрлану керменӗнче чӑвашла туй иртнӗ. Чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ Рувимпа Ирина Мӑшӑрлану керменне чӑваш кӗввипе кӗнӗ.
Ҫӗнӗ мӑшӑра ҫемье ҫаварнӑ ятпа чи малтанах хӑнасем, наци тумне тӑхӑннӑскерсем, саламланӑ. Пӗтӗмпе ҫав кун 43 мӑшӑр алӑ пусса ҫемье ҫаварнине ҫирӗплетнӗ.
Ӗлӗкхи туй пирки халӗ тӗнче тетелӗнче ҫеҫ вуласа пӗлме пулать ҫав. Ун пирки нумайӑшӗ, уйрӑмах ҫамрӑксем, пӗлмеҫҫӗ. Ӗлӗкхи туя ҫын хӑй куҫӗпе курнин — темрен паха. Ку фильмра, тӗнче тетелӗнче пӑхнине ҫитмест паллах.
Халӑхра каланӑ тӑрӑх, туй мӗнле иртнинчен малашнехи пурнӑҫ епле пуласси килет. Ӗлӗкхи йӑлапа туй ирттерни куҫ ӳкнине пӗтерет кӑна мар, пурнӑҫа илемлӗх те кӗртет-мӗн.
Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ хулинчи таврапӗлӳ музейӗнче ҫамрӑк мӑшӑр пулнӑ. Дениспа Вера хӑйсене асламӑшӗпе аслашшӗсен тӗнчине лекнӗнех туйнӑ. Харитоновсем пӗрлешнӗ куна шӑпах унта паллӑ тума тӗллевленнӗ-мӗн.
Музей ертӳҫи ҫамрӑк мӑшӑра хаваспах кӗтсе илнӗ. М.Муравьев ячӗллӗ хор вӗсене халӑх тумне тӑхӑнса, юрӑ юрласа, ташласа, такмак каласа кӗтсе илнӗ.
Тӗлӗнмелле уяв ҫамрӑк мӑшӑр асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Сӑнсем (9)
Шупашкарта пурӑнакан Мальвинӑпа Сергей Алексеевсем темиҫе ҫул каялла хӑйсен туйне чӑваш йӑлипе килӗшӳллӗн ирттернӗ. Халӗ мӑшӑр туйри сӑнӳкерчӗксене «Манӑн пысӑк наци туйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса ярса панӑ.
«Пирӗн туй — тӑван халӑхшӑн пӗчӗк парӑм ҫеҫ. Пирӗн ачасем Пинерпипе Асамат хӑйсен йӑхне пӗлччӗр», — ҫырнӑ Мальвина проект сайтӗнче. — Чӑвашсем туя тӗплӗн хатӗрленнӗ. Хӗр хӑй тӗрленӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ. Пуҫӗнче — пӗркенчӗк. Тепӗр кунхине вӑл хушпу тата сурпан тӑхӑннӑ. Сурпан питӗ вӑрӑм пулнӑ, ҫавна май чӑвашсем сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр суннӑ».
«Манӑн пысӑк наци туйӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ этника хушшинчи журналистика гильдийӗ пуҫарӑвӗпе иртет. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ наци хутшӑнать, хӑйсен культурине кӑтартать.
Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Вӗсем виҫҫӗн пулӗҫ. Пӗрине профессионал журналистсен йышӗнче палӑртӗҫ, теприне халӑх тетелӗнче репост тунӑ ҫынран суйлӗҫ. Виҫҫӗмӗшне сайтри сасӑлавпа палӑртӗҫ.
Алексеевсем сайта икӗ сӑнӳкерчӗк кӑларнӑ. Вӗсемшӗн «Моя большая национальная свадьба» сайтра сасӑлама пулать.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗнче нумаях пулмасть Шӑмалакра пурӑнакан Николай Андреевичпа Юлия Никитична Печковсен, Лаш Таяпари Владимир Дмитриевичпа Мария Ефимовна Михеевсен ылтӑн туйӗсене чӑваш йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн паллӑ тунӑ.
Икӗ мӑшӑр каллех ҫамрӑклӑха таврӑннӑ. Вӗсем каллех хӗрпе каччӑ пулса тӑнӑ. Вӗсене сумлӑ ҫак уявпа ялӗпех саламланӑ. Культура ӗҫченӗсем вӗсем валли интереслӗ концерт программи хатӗрленӗ.
Николай Андреевичпа Юлия Никитична пӗр класра вӗреннӗ, пӗр парта хушшинче ларнӑ. Ҫамрӑк чухне пӗр колхозра ӗҫленӗ. Кавказра нумай ҫул пурӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Вӗсем икӗ ача пӑхса ӳстернӗ.
Мария Ефимовна пӗлӳ илсен Лаш Таяпана ӗҫлеме килнӗ. Вӑл вулавӑшра тӑрӑшнӑ. Кунта пулас упӑшкипе паллашнӑ. Вӗсем 3 хӗре, 2 ывӑла ура ҫине тӑратнӑ.
Уявра «хӗрсем» пӗркенчӗк пӗркеннӗ. Мӑшӑрсем чӑваш тумӗ тумланнӑ. Хӑнасем те уява чӑвашсен наци тумӗпе пынӑ.
Сӑнсем (23)
«Каҫал» ансамбль Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх культурисен фестивале хутшӑннӑ. Ӑна ахальтен суйламан. Вӑл 2013 ҫулта Шупашкарта иртнӗ тапхӑрта йӑла-йӗрке культурине тивӗҫлипе кӑтартнӑ.
Сочире ансамбль Пӗтӗм Раҫҫейри I фестивале тата халӑх культурин куравне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. «Каҫал» унта чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине — Каҫал тӑрӑхӗнчи туйӑн пӗр пайне — кӑтартнӑ.
Фествиале Раҫҫейри 85 тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ. Унта хутшӑнакансем тата хӑнасем пурте пӗрле Раҫҫей Гимнне юрланӑ.
Куравра Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Людмила Козловӑн алӗҫӗсем те пулнӑ.
Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, «Каҫала» дипломпа чысланӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗнче Владимир Павлов, Светлана Лаврентьева, Николай Кисалов, Валерий Гаврилов, Владимир Григорьев, Николай Карпов, Петр Баринов, Александр Тарасов, Валентина Хораськина, Александра Морозова, Зоя Морозова, Валентина Константинова, Зинаида Егорова, Лидия Карзакова пулнӑ.
Сӑнсем (23)
Хӑйсем мар. Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял администрацийӗн специалисчӗсем тата вырӑнти культура ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе вӗсене ҫавӑн пек уяв йӗркелесе панӑ.
Хӑвӑлҫырмара пурӑнакан Воробьевсем — Алевтина Николаевнӑпа Петр Сергеевич — ҫемье чӑмӑртанӑранпа 55 ҫул ҫитнӗ. Кун пек датӑна асӑнмалӑх ирттерес тенӗ те вырӑнти пуҫлӑхсем.
Воробьевсем — ялти ятлӑ ҫынсем. Ялти шкулта вӗрентекенре ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Вӗсене пурнӑҫри паллӑ кун ячӗпе район администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗ Н. Баймушкина саламланӑ тата хаклӑ парне панӑ. Вӗсен ячӗсем ЗАГС пайӗнче упранакан «Хисеп кӗнекинче» ӗмӗрлӗх ҫырӑнса юлассине пӗлтернӗ.
Педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене пурнӑҫри паллӑ кун ячӗпе вӗсен вӗренекенӗсем пулнисемпе тӑванӗсем тата ытти хӑна саламланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тенчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |