Чӑвашлӑх
![]() Юлашки вӑхӑтра тематика туйӗсем час-часах ирттерме пуҫларӗҫ. Хашӗ-пӗри туя ӗлӗкхилле, чӑвашла йӗркелет. Ку, паллах, ырӑ пулӑм. Ара, хальхи йышши туйсенче йӑла-йӗрке ҫухалнӑпа пӗрех вӗт. Ҫамрӑксем ӗлхи йӑласем патне таврӑннине вара ырламалла ҫеҫ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти мӑшӑрлану керменӗнче чӑвашла туй иртнӗ. Чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ Рувимпа Ирина Мӑшӑрлану керменне чӑваш кӗввипе кӗнӗ. Ҫӗнӗ мӑшӑра ҫемье ҫаварнӑ ятпа чи малтанах хӑнасем, наци тумне тӑхӑннӑскерсем, саламланӑ. Пӗтӗмпе ҫав кун 43 мӑшӑр алӑ пусса ҫемье ҫаварнине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |