Тӗмен облаҫӗнчи Канаш ялӗнче чӑваш туйне ӳкернӗ. Ку пулӑм унтисемшӗн кӗтменлӗх пулни каламасӑрах паллӑ темелле. «Ял кӗҫех ҫӗр ҫула ҫитет. Пирӗн патра вара пуҫласа кино ӳкереҫҫӗ», — тӗлӗнсе калаҫнӑ ял ҫыннисем фильм ӳкернине сӑнанӑ май. «Хӗрӗ тата мӗн кулать? Пӗркенчӗк айӗнче унӑн кулмалла мар, йӗмелле», — ӑна-кӑна чухласа тиркесерех те калаҫнӑ теприсем.
Канаш ялне Чӑваш Енри Вӑрнар районӗнчен куҫса кайнӑ чӑвашсем 1921 ҫулта йӗркелесе янӑ. Чӑваш туйне ӳкернӗ май ҫынсем хӑйсен йӑх-несӗл тымарӗсене те аса илнӗ, манӑҫма пуҫланӑ йӑла-йӗркене те.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова каланӑ тӑрӑх вӗсене вырӑнти «Регион-Тюмень» телерадиокомпани те кӑтартнӑ.
«Чӑваш туйӗ» документлӑ фильм унти чӑвашсемшӗн пӗрремӗш мар. Унччен, кӑрлач уйӑхӗнче телеканал «Никита Бичурин» фильм ӳкернӗ, ҫурла уйӑхӗнче — «Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем» ятлине.