Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» аваллӑх управҫи мӗнпе куракана хапӑл пулнине ятӗнченех ӑнланма пулать. Кивӗ шкул пулнӑ ҫуртра хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ ҫак культура учрежеднийӗ таврара ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ.
Пӗр вырӑнта тӑмасть музей. Аталанса пырать. Ҫав шутра «Чӑваш картишне» асӑнма пулать. Музей ҫумӗнчи лапамра вырнаҫнӑскер пирки ытлашши темех каласа кӑтартма та мар-тӑр, мӗншӗн тесен ӑна та ячӗ уҫса парать.
Унта юлашки вӑхӑтра ҫамрӑк мӑшӑрсем пырса ҫӳресси йӑлана кӗме тытӑннӑ иккен. Ҫавӑн пек самантсенчен Апашри «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ те юлмасть. Иртнӗ эрне кун та вӑл унта ҫитнӗ. Тин кӑна мӑшӑрланнисене ушкӑн чӑвашла юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Шупашкарта туй кӗрлеттерекенсем «Ҫӗнтерӳ» парка кайса сӑн ӳкерӗнесси, шампань эрехӗ ӗҫесси йӑлана кӗнине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах малашне парка мӑшӑрланакансене тата вӗсен хӑнисене кӗртме пӑрахӗҫ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кирлӗ паллӑсене вырнаҫтарма йышӑннӑ. Парк ҫывӑхӗнче пурӑнакансене туй машинисем пиклеттерни йӑлӑхтарнӑ. Ҫынсем хыҫҫӑн паркра ҫӳп-ҫап нумай юлать-мӗн. Туй хӑнисем тӑтӑшах ҫапӑҫса та илеҫҫӗ-мӗн. Ку вара ҫывӑхри ҫуртри ҫынсен лӑпкӑ кун кунлама май памасть.
Леонид Черкесов ҫынсем янӑ ыйтӑва уҫӑмлатма шантарса парка кӗме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарма йышӑннӑ. Канмалли кунсенче паркра йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ.
Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗнчен тӗрлӗ наци ҫыннисем татӑлма пӗлмеҫҫӗ тени ӳстеререх калани пулать-тӗр. Ҫапах та унта тӗрлӗ ҫӗртен час-часах килсе ҫӳрени чӑнлӑх.
Нумаях пулмасть унта Эстони ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем — Туудеровсен ҫемйи. Настя тата Мадис. Анастасия — Чӑваш Енрен. Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑскер Таллинта ӗҫлесе пурӑнать. Мадиспа ҫемье ҫавӑрни вӗсен нумаях мар. Туй ӗҫкине вӗсем наци тумӗ тӑхӑнса уявланӑ. Настя — чӑваш наци тумӗпе, Мадис — эстонсеннипе.
Елчӗкри музея пырса курма вӗсене ҫамрӑксен тӑванӗ, Ираида Захарова, сӗннӗ. Хӑй вӑл Елчӗк районӗнчи Тӳскелте ҫуралса ӳснӗ. Унтан Эстоние тухса кайнӑ. Халӗ вӑл унти чӑвашсен «Volgomaa» диаспорине ертсе пырать иккен. Эстони халӑхӗсен ассоциацине кӗрекен организаци ҫумӗнче «Палан» ансамбль йӗркеленӗ. Вӑл вара тӗрлӗ ҫӗршыва концертпа ҫӳрет. Ираида Захарова тӑван тӑрӑхне ҫулсерен килме тӑрӑшать, Эстонире пурӑнакан чӑвашсене пӗтӗҫтерессипе те тимлет.
Сӑнсем (3)
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗнче туй тӑвакансен йышӗ нумайланнине пӗлтереҫҫӗ. Ытларах чухне хӗрпе каччӑ Мӑшӑрлану керменне канмалли кунсенче васкаҫҫӗ. Халӗ вара хулара ӗҫлемелли кунсенче те туй кӗрлеттереҫҫӗ.
Акӑ Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурлан 7-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, 24 мӑшӑра регистрациленӗ. Эрнекунпа шӑматкун вара 25 туй кӗрленӗ.
Нумаях пулмасть спутник хулара 600-мӗш мӑшӑр тай тунӑ. Вӗсем — Антон Вороновпа Анна Березина. Антон — тренер, ачасемпе ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче вӗрентет. Анна — банк ӗҫченӗ.
Ҫамрӑк мӑшӑр ЗАГСа хӑйсен юратнӑ йыттипе пынӑ. Жастин ятлӑскер уявра «тӗп хӑна» пулнӑ. Регистраци пынӑ вӑхӑтра Анна ӑна алӑран яман.
Патӑрьел районӗнче иртнӗ шӑматкун А151 (Ҫӗрпӳ–Чӗмпӗр) ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ — Мазда ҫӑмӑл урапа (машина) аслӑ ҫул ҫине тухнӑ вӑхӑтра Камаза ирттерсе яман. Ҫапла май икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкек ҫурҫӗр ҫитеспе, 23:32 вӑхӑтра пулса иртнӗ. 26 ҫулти водительпе пӗрле малта ларакан хӗр вырӑнтах вилсе кайнӑ, хыҫалта ларса пынӑ икӗ ҫынна вара Патӑрьелти тӗп район пульницине ӑсатнӑ.
«Руль умӗнче» канашлури калаҫӑва хутшӑнакансем пассижирсемпе малта ларакан хӗр пиҫиххипе ҫыхӑнманнине асӑрханӑ — шӑп та лӑп ҫакӑ пысӑк инкек патне илсе ҫитернӗ те. Водителӗ хӑй Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен пулнӑ теҫҫӗ.
Халӗ чӑвашла туй кӗрлеттерекенсем юлмарӗҫ те пулӗ. Пинте пӗрре тӗл пулсан кӑна. Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасра вара чӑвашла туй кӗрлеттернӗ.
Анастасия тата Леонид Мокшинсем ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсемпе тус-юлташне кӗрекене пухнӑ. Хӑна-вӗрле туй ӗҫкине тӗрӗллӗ чӑваш кӗпи, илемлӗ саппун ҫакса пынӑ. Туй арӑмӗсем купӑс кӗввипе чӑвашла ташласа, юрласа ҫамрӑк ҫемьен пӗрремӗш уявне илем кӳнӗ.
Канашра шӑматкун ыттисенчен расна туй иртнӗ. Хальхинче Раҫҫей тата Украина ҫыннисем пӗр ҫемьене тӗвӗленнӗ.
Туя ҫамрӑксем наци йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттернӗ-мӗн. Тӗрӗллӗ ҫипуҫ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑна чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ертӳҫӗ ҫырӑнтарттарнӑ. Пикен Украинӑран килнӗ тӑванӗсем пурте наци тумне тӑхӑннӑ.
Украина хӗрӗпе пӗрлешекен каччӑ умне унти халӑх йӑлипе тӗрленӗ ал шӑлли хурса панӑ. Ун ҫине ура ярса пусни шӑпана яланлӑха пӗрлештерни пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫырӑннӑ самантра чӑвашла тата украинла юрӑсем янӑратнӑ, саламӗ виҫӗ чӗлхепе янӑранӑ.
Сӑнсем (19)
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Шуркасси ялӗнче Евгенийпе Ирина туй кӗрлеттернӗ. Уяв хӑйне евӗр иртнӗ. Туйра чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпе хунӑ.
Шуркассине ҫав кун Елчӗк районӗнчи «Алмантай» фольклор ушкӑнӗ килнӗ, туй хӑнисене «Эй, туй килет, туй килет!» программӑпа паллаштарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, анатри чӑвашсен туй юррисене шӑрантарнӑ. Куракансем «Алмантай» ушкӑна питӗ ӑшшӑн йышӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑвашсен ӗлӗкхи туй йӑли-йӗркипе пӗрремӗш хут паллашнӑ.
Халӑх «Алмантай» ушкӑнӑн хушпӑвӗсене, тухйисене, тевечӗсене, ӗлӗкхи ҫи-пуҫне кӑсӑклансах сӑнанӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр кунашкал туйпа питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ.
Сӑнсем (4)
Халӑхсем хушшинчи журналистикӑн гильдийӗ «НацАкцент» порталта «Манӑн пысӑк наци туйӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн тӗллевӗ — ӑруран ӑрӑва куҫакан йӑли-йӗркине, Раҫҫей халӑхӗсен нумай енлӗ культурине туй ҫипуҫӗ урлӑ кӑтартасси.
Конкурса хутшӑнас текенсен авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сӑнӳкерчӗксене svadba@nazaccent.ru электрон адреспа ярса памалла. Ҫырура туя мӗншӗн наци тумӗпе ирттерес тени пирки те каласа кӑтартмалла. Тӳресем ӳкерчӗксене кӑна мар, вӗсен хуҫисен историне те хаклама шантараҫҫӗ.
Юпан 1-мӗшӗнче конкурсӑн виҫӗ ҫӗнтерӳҫине палӑртӗҫ: пӗрне профессилле журналистсем хаклӗҫ, иккӗмӗшне — сайт ҫинчи сасӑлав тӑрӑх, виҫҫӗмӗшне — «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑн урлӑ.
Конкурс пирки тӗплӗ информацие nazaccent.ru/content/12258-konkurs-moya-bolshaya-nacionalnaya-svadba-startuet.html сайтра тупмалла.
Тӑвай районӗнчи Акатуйра «Ял тӑрӑхӗсен чи лайӑх картишӗ» конкурс иртнӗ. Районти ял тӑрӑхӗсем хӑйсен картишӗсене наци йӑлине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Жюри композицие, ӳнер тӗлӗшӗнчен епле хатӗрленине хакланӑ.
Мучар ял тӑрӑхӗ халӑх ӳнер промыслине — ҫыхнине, тимӗре ӳнерленине, наци йӑлипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ тумтире — кӑтартнӑ. Кусем пирки пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, юрланӑ. Мучарсем 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Енӗш Нӑрваш тата Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗсем чӑваш туйне тата чӑваш каччине салтака ӑсатнине кӑтартнӑ. Вӗсен картишӗсем 2-мӗш вырӑна тухнӑ.
Чутей ял тӑрӑхӗ халӑха килти сӑрапа, кваспа хӑналанӑ. Тӗмер ял тӑрахӗ чӑвашсен лармине кӑтартнӑ. Хӗрарӑмсем ҫӑм арланӑ, ҫыхнӑ, халӑх юррисене юрланӑ. Чутей тата Тӗмер ял тӑрӑхӗсем виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (3)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Илья Павлович, политикӑпа парти ӗҫченӗ, экономист, публицист ҫуралнӑ. | ||
| Васянка Никифор Тарасович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |