Кӑал Шупашкар районӗнчи ҫула 11 лаптӑк ҫинче, пурӗ 33 километр тӑршшӗ юсӗҫ. Ӗҫ валли 254 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Юсама палӑртнӑ ҫулсем ҫаксем: «Кӳкеҫ — Иккасси— Платка»; «Атӑл Шорчекасси – Тутаркасси»; «Шупашкар – Сурски — «Кӑшавӑш — Студентсен хули»; «Лапсар — Мокшин»; «Куснар-Тренккасси»; «Атӑл — Апаш»; «Мӑштавӑш – Шӑнкас – Туҫикасси»; «Турикасси — Мӑн Мамӑш — Чаканар»; «Турикасси – Мӑн Мамӑш – Чаканар» – Тимой-Мамӑш; «Пархикасси —Синьял-Покровски»; «Шупашкар — Сурски — Йӑршу».
Аукциона мӗнпур 11 объектпа ирттернӗ. Юсав ӗҫне «Стройком» предприяти пурнӑҫлӗ.
Шупашкарти аэропорта тинех юсаса ҫӗнетме тытӑнӗҫ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра унта авиапассажирсене ларса-тӑма та хӗсӗкрех. Юсав проектне Мускаври патшалӑх эксперчӗсем тӗрӗслессине, вӗсем ӑна ырласан юсав ӗҫне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче е кӑшт каярах пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Юсав ӗҫне экспертсем тинех ырланӑ. Апла пулсан аэропорта ҫывӑх вӑхӑтра юсама тытӑнӗҫ. Кун пирки Шупашкарти аэропорт Инстаграмри хӑйӗн страницинче, сторисра, пӗлтернӗ.
Юсав ӗҫне 2022 ҫул вӗҫлениччен пурнӑҫласа пӗтересшӗн. Реконструкци вӑхӑтӗнче те аэропорт унчченхиллех ӗҫлӗ.
Улатӑр хулинче прокуратурӑн ҫӗнӗ ҫуртне тума тытӑннӑ. Эрнекун ҫуртӑн никӗсне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хывнӑ. Унта республика прокуратуринчен те Андрей Фомин прокурорпа унӑн ҫумӗ Александр Кондратьев пырса ҫитнӗ. Улатӑр хулин администрацийӗн ӗҫченӗсем, Улатӑр тата Пӑрачкав епископ Феодор та унта пулнӑ.
Андрей Фомин пӗлтернӗ тӑрӑх, СССРӑн пӗрремӗш генпрокурорӗ Константин Горшенин Улатӑртан пулнӑ. Республика прокурорӗ Улатӑрти прокуратурӑра хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен коллектива ырласа каланӑ.
Строительство ӗҫӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗ валли вӗҫлемелле.
Шупашкар хулинче вӑйлӑ ҫиле тӳсеймесӗр темиҫе ҫӗрте тимӗр карта тӳнсе кайнӑ. Кун пирки «Руль умӗнче» портал Инстаграмра паян, пӗр сехет каярах пӗлтернӗ.
Тимӗр хӳме Модӑсен ҫурчӗ тӗлӗнчи парковкӑра тата «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче хӑпартакан нумай хваттерлӗ ҫуртсем патӗнче чалӑшса кайнӑ.
Ҫак хыпара вуланисенчен шухӑшӗ тӗрлӗрен. Пӗрисен шучӗпе паян ҫанталӑк, чӑн та, алхасса кайнӑ. Теприсен шучӗпе строительсем айӑплӑ – вӗсем ӗҫе ҫиелтен тӑваҫҫӗ, тӗплӗн пурнӑҫламаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем строительсене хӳтӗлеҫҫӗ. «Епле тӳлеҫҫӗ – ҫавӑн пек ӗҫлеҫҫӗ», – тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Кашни ҫуркунне ҫитмессерен эпир ҫул-йӗр япӑхланнине асӑрхатпӑр. Ҫакӑн сӑлтавне строительсем тивӗҫлипе ӗҫлеменнипе те ҫыхӑнтарма пулать. Нумаях пулмасть юсаса ҫӗнетнӗ ҫул ванса пӗтни уйрӑмах тӗлӗнтерет. Иртен-ҫӳрене ҫеҫ мар, тӳре-шарана та теме пулать.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗр тӗслӗх илсе кӑтартнӑ. «Воддорстрой» общество хулари ҫулсене 2017-2019 ҫулсенче юсанӑ. Ҫулпа усӑ курнӑ чух вӑл паха марри сисӗнсен те ӑна подрядчик юсаман иккен. Гаранти вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсене пурнӑҫламан. Сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, Фучик, Николаев, Энтузиастсен урамӗсенче тата Мускав проспектӗнче кӑлтӑк сисӗннӗ. Ҫавна май хула администрацийӗ суда тухнӑ. Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ подрядчика 210 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тата мӗнпур объекта юсама хушнӑ.
Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонти шкула тума пуҫланӑ «Союзстройинвест» компани тӳре-шара шанчӑкӗнчен тухнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра хыпарланӑ постран тавҫӑрма пулать. Стройорганизацие шанчӑксӑр поставщиксен реестне кӗртме пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: шкула 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хута яма палӑртнӑ. Малтанхи подряд организацийӗ ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламаннине кура урӑххине шыраҫҫӗ. Конкурса хула администрацийӗнче ака уйӑхӗнче вӑҫлеме шантараҫҫӗ.
Сӑмах май, маларах асӑннӑ организациех хӑй вӑхӑтӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти ача пахчине тума пуҫланӑ. Ӗҫ графикне пӑхӑнманран килӗшӗве унпа 2019 ҫулта татнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑри пилӗк ҫӗрте шкул тума пуҫлӗҫ. Ӗмӗтре – Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Кӳкеҫи вӗренӳ учрежденийӗсем. Тата тепӗр темиҫе шкул тӑвассипе проект хатӗрлеҫҫӗ.
Чӑваш Енри специалистсем «Архитекторы.рф» программӑпа тӳлевсӗр вӗренӗҫ. Финалистсен йышне 100 ҫын лекнӗ.
Тӳлевсӗр вӗренмелли программӑна ДОМ.РФ йӗркеленӗ. Ӑна пурнӑҫлама Раҫҫей Строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви тата «Стрелка» институт пулӑшаҫҫӗ.
Архитекторсен, проектировщиксен, хула тӑвакансен, патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсен пӗлӗвне ӳстерес тӗлевпе йӗркеленӗ вӗрентӗве пилӗк пайран йӗркелӗҫ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ офлайн, пӗри онлайн иртӗ.
Тӳлевсӗр вӗренмелли программӑна Чӑваш Енри икӗ специалиста суйласа илнӗ. Вӗсем – Этнер Егоров тата Надежда Шмелёва.
Чӑваш Енре тума пуҫланӑ 7 инфраструктура объектне кӑҫал вӗҫлеймесен те пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Вӗҫлеймен объектсен шутӗнче — икӗ ача пахчи, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ҫурчӗ, Пӑрачкавра хума пуҫланӑ шыв пӑрӑхӗ, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче ҫумӑр шывне тасатма тӑвакан сооружени, Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ пайӗнчен пуҫласа Чантӑр патне каякан шыв пӑрӑхӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри шкул тата ун патне пыракан ҫул.
Ӗҫ вӑраха тӑсӑлса кайнин сӑлтавӗ, республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, проектпа смета документацине йӗркеллӗ хатӗрлеменни. Хӑш-пӗр объекта туса пӗтерме хушма укҫа кирлӗ, тепӗр ҫӗрте суд урлӑ татса памалли самантсем те пур.
Хусанти пысӑк суту-илӳ центрӗсем Чӑваш Енри бетонпа усӑ курӗҫ. Ҫакӑн пирки «ЖБК № 9» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ республикӑн строительство комплексӗнче ӗҫлекенсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
«Пирӗн савутӑн продукцине республика тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Кӑҫал эпир хамӑр продукцине сутассине анлӑлатрӑмӑр. Ӑна халӗ Мурманскра иа туянаҫҫӗ. Унччен Хусанпа ӗҫленӗ. Асӑннӑ хулари «Леруа Мерлен», «Икея» организацисем, «Wildberries» пысӑк логистика центрӗ туяннӑ», – пӗлтернӗ тимӗр-бетон предприятийӗн пуҫлӑхӗ.
Ӗнер Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова халӑха йышӑннӑ. Ун патне пынисем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ.
Сӑмахран, ӗҫлеме пӑрахнӑ предприятисен: Шупашкарти промышленность валли япаласем шӑратса тӑвакан савутӑн тата Шупашкарти агрегат савучӗн докуменчӗсен архива парас ыйтупа та министр патне пыракансем пулнӑ.
Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑш ялӗнче пурӑнакансем вара ялта Культура ҫурчӗ сывлӑш пекех кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Учреждение тӑвас ыйтупа ялти хастар Правительство ҫуртне, культура министрӗ патне ҫул тытнӑ. Министр яваплисене ыйтӑва тишкерме сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |