Политика
![]() Александр Кондратьев. minprom.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ пулма Александр Кондратьева ҫирӗплетнӗ. Элтепер хушӑва алӑ пусиччен Александр Андреевич министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Александр Кондратьев Шупашкарта 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта Мускаври патшалӑх строительство университетӗнчен пӗлӳ илсе тухнӑ, унта гидротехника строительствин ӑсталӑхне вӗреннӗ. 2011 ҫулта Управленин патшалӑх университетӗнче «Организаци менеджмечӗ» специальноҫа алла илнӗ. Маларах Александр Кондратьев «Россети», «ФСК ЕЭС», «РусГидро» предприятисенче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |