Чӑваш Енӗн Правительствинче ертӳҫӗ-кадрсенчен пӗринпе, министр ҫумӗпе, ҫыхӑннӑ черетлӗ йышӑну тунӑ. Хальхинче Промышленноҫпа энергетика министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне ӗҫрен хӑтарнӑ. Ведомствӑри сумлӑ вырӑнсӑр Сергей Лекарева хӑварнӑ.
Йышӑнӑва ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ҫапла вара Евгений Герасимов министр паянхи куна пӗр ҫумпа, Александр Кондратьевпа, тӑрса юлнӑ. Унсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫи пур. Вӑл — Светлана Кузьмина.
Сергей Лекарев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн энергетика тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. «Чӑвашавтодор» предприятие панкрута кӑлариччен гендиректорӑн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса та тимленӗ.
Кадр улшӑнӑвӗ пирки каласан, аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Марина Трофимовӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.