Политика
![]() Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне алӑ пуснӑ самант. chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑнса райадминистраци пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татас ыйтӑва тишкернине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑччӗ. Тепӗр 5 кунтан депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта вӗсем Николай Хорасёва район администрацине ертсе пыма шаннӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпар тӑрӑх хакласан, пуҫлӑха суйлмалли конкурс комиссийӗн ларӑвӗ маларах иртнӗ. Комисси членӗсем икӗ кандидата сӗннӗ-мӗн. Уҫӑ сасӑлавра депутатсем Николай Хорасёвшӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |