Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пушарсем

Республикӑра
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнчи Виктор Петров водителе Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗр ларура хӑй саламланӑ.

Виктор Иванович Турханти психоневрологи интерначӗн 26-мӗш пушар чаҫӗнче водитель пулса 15 ҫул ытла тӑрӑшать. Ӑна пушар автомбильне шанса панӑ.

Инкек тавраш сиксе тухсан Петров водитель яланах васкаса ҫула тухать.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ алӑк фабрикинче пушар тухнӑ. Инкек шӑматкун, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.

Молодежнӑй поселокри фабрикӑра пӑчкӑ кӗрпи бункерӗ ҫунма пуҫланӑ.

Асӑннӑ поселокра «Estet» компанийӗн производстви вырнаҫнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри МЧС сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри МЧС сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лапсарта лавкка ҫуннӑ.

Суту-илӳ точки унти Совхоз урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл ҫурт — ҫынсем пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫурт.

Электричество пӑралукӗнче кӗске замыкани пулса иртнӗрен мачча ҫинчи светильник сиенленнӗ. Пушара лавккара ӗҫлекенсем хӑйсемех сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Никам та шар курман.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта автобус ҫунса кайнӑ. Инкек 16 сехетре «Энергозапчасть» чарӑнура пулнӑ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑм хӑвӑрт сарӑлма ӗлкӗрнӗ: салона, транспорта йӑлтах ярса илнӗ.

16:20 сехетре пушара сӳнтернӗ. Телее, никам та шар курман

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхи 3 сехетре Муркаш округӗнчи заправкӑра машина ҫунса кайнӑ. Ку Ивановка ялӗ патӗнче пулнӑ.

Вырӑна ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем ҫунакан «Рендж Ровер» иномаркӑна часах сӳнтернӗ, ҫулӑма юнашарти бензоколонкӑсем ҫине куҫма паман.

Шел те, инкекре машинӑн 42 ҫулти хуҫи шар курнӑ. Вӑл тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна медпулӑшу панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-217612958_4747
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр ҫитеспе, Ҫӗнӗ Лапсарти кайӑк-кӗшӗк фабрикинче пушар алхасма пуҫланӑ.

Пушар самай сарӑлнӑ, 2100 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Ҫулӑма сӳнтерес ҫӗре 69 ҫӑлавҫӑ, 20 техника хутшӑннӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти ӗҫченӗсем шар курман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канаш хулинче пулнӑ пушарта ватӑ арҫынпа хӗрарӑм, упӑшкипе арӑмӗ, пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Инкек ӗнер 20:30 сехетре Куйбышев урамӗнчи 19-мӗш ҫуртри 1-мӗш хутри хваттерте пулнӑ. Подъездра тӗтӗм сарӑлсан кӳршисем ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.

Ҫӑлавҫӑсем хваттере кӗрес тесе алӑка ҫӗмӗрнӗ. Унта вӗсем 71 ҫулти арҫынпа 70 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Кухньӑра алхасакан ҫулӑма 5 минутран сӳнтернӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта «Овас» суту-илӳ ҫуртӗнче пушар пулнӑ. Унта пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ сӗтел-пукан салонӗ ҫунма тытӑннӑ.

Пушар ирхи 9 сехетре тухнӑ. Ултӑ ҫын урама хӑйсем тӗллӗн тухайман, вӗсене ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ.

Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара 14 техника, 50 ҫӑлавҫӑ сӳнтернӗ. Телее, никам та шар курман.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ округӗнчи Баскак ялӗнче пушар пулнӑ. Инкекре 1 ҫулти хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пушар 42 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫуртӗнче тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл картишре ӗҫленӗ, упӑшкипе аслӑ ачисем вара килте пулман. Пӳртре 1 ҫулти хӗрача пӗччен юлнӑ. Ҫулӑм тухнине курсан амӑшӗ хӗрне ҫӑлма чупса кӗнӗ, ӑна урама йӑтса тухнӑ. Вӗсене тухтӑрсем пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, пӗчӗк хӗрача паян сывлама пӑрахнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-203338643_5971
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Канаш округӗнчи Йӑлмачча ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Телее, 75 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ урама тухса ӗлкӗрнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм юсавсӑр холодильнике пула тухнӑ. Вӑл шалти отделкӑна, хушма ҫурта хӑвӑртах ярса илнӗ.

Ҫӑлавҫӑсем пушара 2 сехет сӳнтернӗ. Юрать-ха, вӗсем ҫулӑма хуралтӑ таврашӗ, кӳршисен ҫурчӗсем ҫине куҫма паман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 93
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 08

1833
193
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1940
86
Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
49
Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ.
1990
36
Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
21
Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи