
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Исторический опыт нациестроительства и развития национальной государственности чувашского народа» (чӑв. Наци строительствин историлле опычӗ тата чӑваш халӑхӗн патшалӑхӗ аталанни) пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртӗ.
Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсен наципе культура автономийӗсен пайташӗсем тата АПШра, Францире, Великобританире, Казахстанра, Беларуҫ Республикинче, Украинӑра, Эстонире тата Молдавире пурӑнакан ентешӗмӗрсем видеоконференци мелӗпе хутшӑнӗҫ.
Мероприятие уҫнине 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен онлайн-мелпе ҫак адреспа https://www.youtube.com/watch?v=YvJ6cJ92xq8&feature=youtu.be пӑхма май килӗ.

Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йывӑр чире пула РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ, республика категориллӗ тӳре, чӑвашсен Красноярскри наципе культурӑпа автономийӗн хастар пайтаҫи Виктор Альгинов пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем Виктор Николаевича хисепленӗ, вӑл вилнӗшӗн хурланнине пӗлтернӗ.
Виктор Альгинов 1948 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сахалин облаҫӗнче ҫуралнӑ. Красноярск крайӗнче 1962 ҫулта тӗпленнӗ. Ҫав ҫулах кӗрешме пуҫланӑ. 63 килограмчченхи виҫере ӑмӑртнӑ. 1976 ҫулта Красноярскри патшалӑх педагогика институтӗнчи физкультура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1971 ҫултанпа тренер пулса ӗҫленӗ, СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсене 40 ытла хатӗрленӗ. Олимп ваййисен бронза призёрӗ С. Карамчаков та чӑвашсен тусӗн вӗренекенӗ пулнӑ. 1996 ҫулта «Ҫулталӑк учителӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс лауреачӗ пулнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Волгоград патӗнче икӗ красноармеец виллин шӑммисене тупнӑ. Вӗсем Октябрьски районти Водино ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Чӑваш халӑх сайтне кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑр Александр Зарянин (унӑн чӑвашла ячӗ – Асамат Шурӑмпуҫ) пӗлтерчӗ.
Андрей Филиппович Григорьев – кӗҫӗн лейтенант, 1917 ҫулта Пушкӑртсранри Смородиновка чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл разведчиксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Тепри – Александр Андреевич Кузьменко, 1910 ҫулта Красноярск крайӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те 126-мӗш стрелоксен дивизийӗн разведка батальонӗнче пулнӑ. 1942 ҫулта ҫак икӗ красноармеец Сталинград (халӗ – Волгоград) ҫывӑхӗнче заданипе пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫран мӗнле уйрӑлни паллӑ мар. Плена лекиччен вилӗм суйланӑ.
Ҫак таранчченех Андрей Григорьев чӑваш хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланнӑ. Вӑрҫа кайиччен вӑл Уйаспуҫ шкул директорӗ пулнӑ. Пӗлӗвӗпе – историк. Унӑн аслӑ пиччӗшӗ Иван та чӑваш пулнӑ.
Асамат Шурӑмпуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Григорьев вӑрҫӑччен ҫемьеленсе ӗлкӗрнӗ. Мӑшӑрӗ Евдокия Иванова чӑваш хӗрӗ пулнӑ.

Чӑваш ҫӗрӗнчен аякра пурӑнакан хӑш-пӗр хастарсем тӑван чӗлхене аталантарас, ӑна сарас тӗллевпе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче саланнисем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисем те тӑван чӗлхешӗн тунсӑхлаҫҫӗ. Эстонире пурӑнакан Ираида Захарова темиҫе ҫул ӗнтӗ вырӑнти радиопа чӑвашла передачӑсем йӗркелет.
Радиокӑларӑмсен тӗллевӗ – чӑваш культурипе паллаштарасси. «Ӑраскал» радиокӑларӑма кӑсӑкланса итлекенсем валли черетлӗ передача паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, эфира тухӗ.
Хальхинче Акатуй уявӗ ҫинчен каласа парӗҫ, уявӑн тӗрлӗ аталанӑвӑн тапхӑрӗсемпе паллаштарӗҫ. Радиокӑларӑм 19 сехетре 35 минутра Таллин радио хумӗсем ҫинче эфира тухӗ.
Эфира пӗртӑван Малинасен тата Роза Степанован юррисем илем кӳрӗҫ.

Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева «Тӑван сӑмах – халӑх хӑвачӗ» регионсем хушшинче ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ кӑҫал пуҫласа ирттернӗ. Конференцие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Тӑван сӑмах – халӑх хӑвачӗ» ятпа йӗркеленӗ мероприятие чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, ӑна сарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Вероника Тимофеева «Чӑвашлӑхра пуянлӑх тупӗҫ мӑнуксем» темӑпа сӑмах илнӗ. Унта вӑл Иркутск тӑрӑхӗнче чӑваш культурине сарас тӗлӗшпе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗпе пӗрле килӗштерсе ӗҫлени ҫинчен хавхаланса каласа кӑтартнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра хыпарланӑ.

Чӑваш Ене Питӗрти хастар чӑваш, Валериан Гаврилов, килнӗ. Вӑл республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗпе Роза Лизаковӑпа тӗл пулнӑ. Валериан Анатольевич Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑваш хастарӗсем юлашки ҫулсенче епле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унти икӗ организаци ултӑ программа пурнӑҫа кӗртет. Чӑваш культурин «Чӑваш тӗнчи» интерактивлӑ музейӗ аван ӗҫлет. Музей ертӳҫисем — Валентина Пиличева тата Валериан Гаврилов. «В мире чувашского языка и культуры» (чӑв. Чӑваш чӗлхин тата культурин тӗнчинче) клуб, чӑваш чӗлхи курсӗ (ертӳҫи — Анастасия Бахматова), чӑваш тӗррин кружокӗ (ертӳҫи — Алевтина Челнокова) тата ыттисем ӗҫлеҫҫӗ. Валериан Гаврилов (вӑл — экономика ӑслӑлӑх кандидачӗ) ертсе пыракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата шырав лабораторийӗ пур. Питӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗ кӗнеке-календарь кӑларма хатӗрленет.
Валериан Гаврилов Роза Лизаковӑна «Юрату» ансамбль сӑнӳкерчӗкӗллӗ календарь парнеленӗ.

«Лондон чӑвашла калаҫать» проект пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Марина Доналд пӗлтернеччӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки пӗлсен ҫак йӗркесен авторӗ пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Маринӑпа ҫыхӑннӑччӗ. «Тӗрӗссипе каласан, проект халь пиҫсех ҫитмен-ха. Тепӗр пӗр эрне кирлӗ, эпӗ халь концепцие (чӑвашла хӑрушӑ курӑнать ку сӑмах) вӗҫлетӗп», – хуравланӑччӗ ун чухне хастар ентешӗмӗр.
Марина Доналд Лондон хулинче пурӑнать. Хӑй вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкар та юриста вӗренсе тухнӑ. Унччен – Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑхӗнче. Шупашкарта та ӗҫленӗ, Мускавра та. Тӗнче тетелӗ урлӑ пулас упӑшкипе паллашнӑ. Великобританире икӗ ҫул каялла пурӑнма пуҫланӑ. Халӗ вӑл киберхӑрушсӑрлӑх пӗлӗвне илет.

Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ чӑвашсене мухтани пирки ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн тӗп кантурӗнче канашлу ирттернӗ иккен. Унта асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 16 наципе культура автономийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
«Кӗпӗрнаттӑр пирӗн ентешсене хастар ӗҫленӗшӗн мухтанӑ, хӑй енче кирлӗ пулсан пулӑшма шантарнӑ.
Чӑвашсен облаҫри пӗрлӗхӗн ертӳҫи Олег Мустаев тӗп кантура тӗпрен юсаса ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑтмалла тума пулӑшма ыйтнӑ. Сергей Иванович Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхне ку енӗпе пулӑшма хушнӑ. Вӑл ентешсен автономи ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, малашне те ҫапла ҫирӗп утӑмсемпе утма каланӑ.
Чӗмпӗр Ен Пуҫлӑхӗ чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн ӗҫ-хӗлӗпе те паллашнӑ, унӑн пахалӑхӗ лайӑхланнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Мустаева «Чӗмпӗр облаҫӗнчи тава тивӗҫлӗ массӑллӑ информаци ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ», — хыпарланӑ Зоя Яковлева.

Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ҫӗнӗ ертӳҫине суйланӑ. Ҫакӑн пирки унти чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫинче чылай ҫул тӑрӑшнӑ Надежда Лисовая Фейсбукра раштавӑн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
«Хаклӑ юлташсем тата ентешсем! Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пирӗн ентешлӗхре ырӑ улшӑну пулса иртрӗ. Михаил Люллина манӑн ӗҫӗме тӑсма килӗшнӗшӗн питӗ тав тӑватӑп. Сидоров хӑйӗн кандидатурине сирнӗ, нумай сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Михаил Владимирович ҫак лава туртма килӗшрӗ. Ӑна уншӑн пысӑк тав. Ӑна сывлӑх тата тивӗҫе пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунар! Ҫавӑн пекех хамӑн мӗнпур ентеше ҫак ҫулсенче пулӑшса пынӑшӑн, ҫана ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп. Ыррине тата сывлӑх сунатӑп», — тесе ҫырнӑ Надежда Лисовая.
Маларах эпир Украинӑри чӑвашсем Ҫеҫпӗл ҫуртне туянма ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ.

Пушкӑртстанӑн тӗп хулинчи П. Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗнчи чи маттур вӗренекенсене хавхалантарюнӑ. Асӑннӑ регионти «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳре хастаррисене Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗ Прасковья Коринӑн премийӗпе чысланӑ.
«Парнесене тивӗҫнисен хушшинче — талантлӑ вӗренекенсем. Мӗн вӑл пысӑк талант тени? Чӑн малтан вӑл — пӗлӳ тӗнчине (ӳкерес, вулас, ташлас, музыка енӗпе) ӑнкарни тата хушнӑ ӗҫе творчество туйӑмӗпе пурнӑҫлани, яваплӑ, тӳсӗмлӗ, хастар, ҫирӗп тӗллевлӗ пулни», — тенӗ шкул директорӗ Иван Тарасов.
Гран-прие Олег Федоров тивӗҫнӗ. Ӑна пӗлтӗр те ҫавӑн пек чысланӑ. 1-мӗш степеньлӗ диплома тата Прасковья Коринӑн премине Анна Михайлова, Агата Михайлова, Аделя Исалиева, Мария Погодина тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш степеньлине — Ксения Борисова, Вероника Никитина, Илья Никитин, Никита Кузьмин, Мария Новоселова, виҫҫӗмӗш степеньлине — Булат Ахмедьянов, Павел Егоров, Юлия Федорова, Анастасия Кузнецова, Алсу Шаехова. Кунсӑр пуҫне тепӗр 15 вӗренекене Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.
