Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Кӗпӗрнаттӑр чӑвашсене мухтанӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.01.2020 20:07 | 1272 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ чӑвашсене мухтани пирки ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ.

Ӗнер, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн тӗп кантурӗнче канашлу ирттернӗ иккен. Унта асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 16 наципе культура автономийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.

«Кӗпӗрнаттӑр пирӗн ентешсене хастар ӗҫленӗшӗн мухтанӑ, хӑй енче кирлӗ пулсан пулӑшма шантарнӑ.

Чӑвашсен облаҫри пӗрлӗхӗн ертӳҫи Олег Мустаев тӗп кантура тӗпрен юсаса ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑтмалла тума пулӑшма ыйтнӑ. Сергей Иванович Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхне ку енӗпе пулӑшма хушнӑ. Вӑл ентешсен автономи ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, малашне те ҫапла ҫирӗп утӑмсемпе утма каланӑ.

Чӗмпӗр Ен Пуҫлӑхӗ чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн ӗҫ-хӗлӗпе те паллашнӑ, унӑн пахалӑхӗ лайӑхланнине палӑртнӑ.

Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Мустаева «Чӗмпӗр облаҫӗнчи тава тивӗҫлӗ массӑллӑ информаци ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ», — хыпарланӑ Зоя Яковлева.

#чӑвашлӑх, #йӑхташсем, #канашлусем, #тӳре-шара, #Чӗмпӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 3639.05.8329
2020.01.12 07:22
Маттур эсир - Чӗмпӗр чӑвашӗсем!
Юрать сире Турӑ 30 ҫул каярах Мустаев Олега ярса пачӗ. Вӑл Тӑван Халӑхӑмӑра чунтан юратса, чунне парса ӗҫлемен пулсан КУН ПЕККИ пулмастчӗ!

Валери ТУРКАЙ
Agabazar // 3432.77.0853
2020.01.12 12:57
Agabazar
Мухтанă-и, мухтаман-и, анчах та мĕн пулса иртни — ыр пулăм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем