Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йывӑр чире пула РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ, республика категориллӗ тӳре, чӑвашсен Красноярскри наципе культурӑпа автономийӗн хастар пайтаҫи Виктор Альгинов пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем Виктор Николаевича хисепленӗ, вӑл вилнӗшӗн хурланнине пӗлтернӗ.
Виктор Альгинов 1948 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сахалин облаҫӗнче ҫуралнӑ. Красноярск крайӗнче 1962 ҫулта тӗпленнӗ. Ҫав ҫулах кӗрешме пуҫланӑ. 63 килограмчченхи виҫере ӑмӑртнӑ. 1976 ҫулта Красноярскри патшалӑх педагогика институтӗнчи физкультура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1971 ҫултанпа тренер пулса ӗҫленӗ, СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсене 40 ытла хатӗрленӗ. Олимп ваййисен бронза призёрӗ С. Карамчаков та чӑвашсен тусӗн вӗренекенӗ пулнӑ. 1996 ҫулта «Ҫулталӑк учителӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс лауреачӗ пулнӑ.