Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Волгоград патӗнче икӗ красноармеец виллин шӑммисене тупнӑ. Вӗсем Октябрьски районти Водино ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Чӑваш халӑх сайтне кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑр Александр Зарянин (унӑн чӑвашла ячӗ – Асамат Шурӑмпуҫ) пӗлтерчӗ.
Андрей Филиппович Григорьев – кӗҫӗн лейтенант, 1917 ҫулта Пушкӑртсранри Смородиновка чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл разведчиксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Тепри – Александр Андреевич Кузьменко, 1910 ҫулта Красноярск крайӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те 126-мӗш стрелоксен дивизийӗн разведка батальонӗнче пулнӑ. 1942 ҫулта ҫак икӗ красноармеец Сталинград (халӗ – Волгоград) ҫывӑхӗнче заданипе пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫран мӗнле уйрӑлни паллӑ мар. Плена лекиччен вилӗм суйланӑ.
Ҫак таранчченех Андрей Григорьев чӑваш хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланнӑ. Вӑрҫа кайиччен вӑл Уйаспуҫ шкул директорӗ пулнӑ. Пӗлӗвӗпе – историк. Унӑн аслӑ пиччӗшӗ Иван та чӑваш пулнӑ.
Асамат Шурӑмпуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Григорьев вӑрҫӑччен ҫемьеленсе ӗлкӗрнӗ. Мӑшӑрӗ Евдокия Иванова чӑваш хӗрӗ пулнӑ. Вӑл Пишпӳлек районӗнчи Ҫирӗклӗре ҫуралнӑ. Мӑшӑрӑн Валентина ятлӑ хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Валентина Андреевна Удмурт Республикинчи Алексей Мерзлякова каччӑ тухнӑ. Унӑн ачисем ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.
Андрей Григорьев ашшӗ Филипп Ефимов пулнӑ, амӑшӗ – Мария. Ҫемьере ҫичӗ ача: Йӑван, Пӑлаки, Автоти, Унтри, Мархви, Вера, Лексантӑр – ҫуралнӑ. Филип Ефимов йӑхне Шурӑмпуҫ тенӗ. Андрейӑн аслӑ пиччӗшӗ, Иван (1907-1969), вӑрҫӑран таврӑннӑ. Учительте ӗҫленӗ, районти шкулсен инспекторӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн ачисем Шурӑмпуҫ йӑхне тӑсаҫҫӗ.