
Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура хулари 36-мӗш ача пахчи япӑхса кайни пирки халӑх тетелӗнче ҫырни тӑрӑх пӗлнӗ те тӗрӗслев ирттернӗ.
1950 тата 1975 ҫулсенче туса лартнӑ корпуссенчен тӑракан ача пахчинче, чӑн та, тӗплӗ юсава ҫурта хута янӑранпа та ирттермен иккен. Кӑлтӑк ача пахчи патне пымалли ҫул япӑхса кайнинченех пуҫланнӑ. Вӑл темиҫе ҫул каяллах шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ пулин те вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫисем кун пирки яваплисене пӗлтермен, кӑлтӑка пӗтерме ҫине тӑман-мӗн. Шалта вара стена та, урай та, мачча та, чӳрече рамисем те япӑхса пӗтнӗ. Унсӑр пуҫне кантӑк ваннӑ вырӑнсем те пулнӑ.
Прокуратура кӑлтӑка пӗтерме ыйтса хула администрацине хут ҫырса панӑ.

Нумаях пулмасть Шупашкарти ӳнер музейӗнче унтан кӑҫал вӗренсе тухнисене чысланӑ. Пурӗ 59 ҫамрӑк дизайнерпа художник дипломне илнӗ.
Дипломлӑ специалистсене саламлама республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пырса ҫитнӗ. Пиллӗкпе ҫеҫ вӗреннисене вӑл дипломсемпе хавхалантарнӑ.
Училище директорӗ Владимир Ануфриев саламлан, ӳнер училищине ан манса кайӑр, килсех ҫӳрӗр тесе чӗнсе каланӑ май такӑр ҫул суннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Никольский» микрорайнти шкула авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп ӗҫсене вӗҫленӗ ӗнтӗ. Халӗ оборудование илсе килсе вырнаҫтараҫҫӗ.
Анчах куншӑн яваплӑ подрядчик графикрен самаях юлса пырать. Мӗншӗнне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑлтӑр тесе объектри специалистсен шутне ӳстерме палартнӑ. Ҫав вӑхӑтрах документацие хатӗрлеҫҫӗ. Шкул строительстви мӗнле пынине тӳре-шара тӗрӗслесе тӑрать.

Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗн директорне суд тунӑ, штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пӗр вӗрентекене ҫур ставкӑпа вожатӑя вырнаҫтарнӑ, анчах шалӑвне хӑйне парса тӑмалла тунӑ. Директор каланӑ тӑрӑх, укҫа шкул валлиех кайнӑ. Вӗрентекен те вожатӑйра ӗҫлемен тесен те юрать.
Ҫапла Ҫӗрпӳ округӗн хыснине 197 пин ытлалӑх тӑкак кӳнӗ. Директор тӑкака хӑйӗн ирӗкӗпе саплаштарнӑ, хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 50 пин тенкӗ штарф тӳлеттермелле тунӑ.

Шупашкарти 1-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ Ярослава Гурьева икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ. Кӑҫал кун пек тӗслӗх республикӑра – пӗрремӗш хут.
Ярослава вырӑс чӗлхипе тата информатика предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене лайӑх тытнӑ. Вӑл кашни экзаменра чи пысӑк балл пухнӑ.

Чӑваш Енри пултаруллӑ каччӑ Данил Тарасов компьютер спорчӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче финала тухнӑ.
Данил кӑҫал Комсомольскинчи 1-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ. Унӑн вӗрентекенӗ – «Точка роста» центрти Петр Родионов. Ун патӗнче вӑл иккӗмеш ҫул ӑсталӑхне туптать. Сӑмах май, Данил чемпионата пӗлтӗр те хутшӑннӑ, ун чухне 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Финал утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускавра иртӗ.

ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ Антонина Буданцова Шупашкарти 4-мӗш гимназие ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл министр ҫумӗнче 2024 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗччен ӗҫленӗ.
Гимназире вара унччен унта физкультура учителӗнче ӗҫленӗ ҫын директор пулнӑ. Вӑл должноҫрен кайнӑ. Ун умӗн вара чылай вӑхӑт, 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе, директор тупайман.

Шупашкарти 2-мӗш лицейран вӗренсе тухнӑ Максим Горшков биологипе ППЭре 100 балл пухнӑ. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Экзамен ҫӗртмен 5-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫапла халӗ Чӑваш Енре ППЭре 100 бал пухнисен йышӗ 40-е ҫитнӗ. 12-ӗн – химипе, 12-ӗн – вырӑс чӗлхипе, 12-ӗн физикӑпа, 3-ӗн обществознанипе тата пӗри биологипе экзаменра чи пысӑк балл илнӗ.

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплексла центрен ӗҫчӗнӗсем тӗрлӗ хулара иртекен семинарсене час-часах хутшӑнаҫҫӗ. Унта учреждени директорӗ те, специалсичӗсем те кайса пӗлӗве анлӑлатаҫҫӗ.
Хальхинче ватӑ ҫынсене вӑрах вӑхӑт пӑхакан уйрӑмсен заведующийӗсем Надежда Шикарева тата Надежда Мастерова Санкт-Петербругра вӗренеҫҫӗ. Ватӑ ҫынсене тӗрӗс пӑхма вӗсем Санкт-Петербургри медицинӑпа социаллӑ институтра 4 кун вӗренеҫҫӗ. с

Чӑваш Енри шкултан вӗренсе тухнӑ 12 ҫамрӑк вырӑс чӗлхипе иртнӗ экзаменра 100 балл пухнӑ. Кун пирки Дмитрий Захаров министр телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.
Ҫак йышра – Ольга Маллина (Шупашкарти 2-мӗш лицей), Алла Миронова (Йӗпреҫри 1-мӗш шкул), Михаил Николаев (Шупашкарти 5-мӗш гимнази), Софья Синеева (Патӑрьелти 1-мӗш шкул), Елизавета Сорокина (Шупашкарти 1-мӗш гимнази), Анна Тихонова (Вӑрнарти 2-мӗш шкул), Эльвина Хамидуллова (Патӑрьелти 1-мӗш шкул), Виолетта Яруткина (Шупашкарти 37-мӗш шкул), Анна Гайдукова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази), Ярослава Гурьева (Шупашкарти 1-мӗш гимнази), Юлия Крайнова (Шупашкарти 2-мӗш лицей), Лилия Ляллина (Патӑрьелти 1-мӗш шкул).
