Куславкка районӗн прокуратури Куславкка хулинчи икӗ шкула тӗрӗсленӗ. Стандартпа тата санитари правилисемпе килӗшӳллӗн, туалетпа столовӑйӗнче кӑна мар, ятарлӑ вӗренӳ класӗсенче те вӗри шыв пулмалла. Ҫав шута 1-4-мӗш классен пӳлӗмӗсем, физика, хими, биологи пӳлӗмӗсем, лабарантски кӗреҫҫӗ. Ҫав икӗ шкулта вара ҫак йӗркесене пӑхӑнман.
Прокуратура суда икӗ тавӑҫ тӑратнӑ. Унта ведомство шкулсенчи пӳлӗмсене вӗри шывпа тивӗҫтерме ыйтнӑ.
Паян Шупашкарти «Садовый» микрорайонти ҫӗнӗ шкула ачасем вӗренме кайнӑ. Ку – пӗрремӗш кун!
Ҫынсем ачасем шкула утнине видео ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Хальлӗхе унта миҫемӗш классем вӗреннине каламан. Аса илтерер: микрорайонти 1650 вырӑнлӑх шкул 64-мӗш шкулӑн корпусӗ пулса тӑнӑ. Хальлӗхе шкула уҫни пирки официаллӑ информаци пулман.
Палӑртмалла: ку шкула 2020 ҫулта тума пуҫланӑ. Унтанпа темиҫе подрядчик те улшӑннӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул халӗ ачасене йышӑнса вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме пултарать. Нумаях пулмасть вӑл лицензи илнӗ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
Шкул хулари 64-мӗш шкулӑн вӗренӳ корпусӗ пулса тӑнӑ. Санитарипе эпидемиологи пӗтӗмлетӗвӗ те килнӗ. Ҫак кунсенче ведомство ӗҫченӗсем шкул коридорӗпе утса тухнӑ, классене, акт залне, столовӑя пӑхса ҫаврӑннӑ. «Юлашки штрихсем юлнӑ», ҫапла пӗлтернӗ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров телеграм-каналӗнче.
Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн вӗрентекенӗсем Александр Семенов тата Алексей Новиков Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк инженерӗ» конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ. Вӗсене ҫӗршыври профессионал инженерсен реестрне кӗртнӗ.
Александр Семенов «Машиностроени» номинацире мала тухнӑ. Алексей Новиков вара «Агроинженери» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫапла вӗсем «Ҫулталӑк инженерӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: аграри университечӗ малтан Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ пулнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн 2-мӗш кунӗ иртнӗ.
Конкурса 21 вӗрентекен хутшӑннӑ. «Иккӗшӗ тӑван вырӑс чӗлхи вӗрентекенсем, виҫҫӗшӗ пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗсем, ыттисем тӑван чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем», – тесе хыпарланӑ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чи маттурисен йышӗнче: Анна Вельдяева (Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево шкулӗнче вырӑс чӗлхи вӗрентекен); Алевтина Димитриева (Муркаш тӑрӑхӗнчи Ярапайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен); Ксения Леонтьева (Ҫӗрпӳ хулин 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен); Людмила Николаева (Шупашкар хулин 62-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен);
Алёна Алена (Йӗпреҫ посёлокӗн 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен).
Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн преподавателӗ студента тапнӑ. Ку видео тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ.
Студент занятире кансӗрленӗ-мӗн. Ҫавӑнпа хӗрарӑм вӗрентекен ӑна аудиторирен малтан тӗксе кӑларса яма хӑтланать, унтан тапать. Анчах студент ҫавах каялла таврӑнса пӗрремӗш парта хушшине ларать.
ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе ведомство тӗрӗслев ирттерӗ.
Чӑваш Енри педагогсем «Земство учителӗ» конкурс программине хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ун пек ваканси — 15 единица.
Аякри шкулсене кайса ӗҫе вырнаҫнӑ учительсем федераци хыснинчен 1 миллион тенкӗ укҫа илейӗҫ.
Программӑна хутшӑнас тесен учительсен ялсемпе посёлоксене, 50 пинрен сахалтарах ҫын пурӑнакан хуласене кайса ӗҫлемелле.
Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗччен палӑртмалла.
Республикӑра «Земство вӗрентекенӗсем» валли вакансисем пур. Пӗтӗмпе - 15.
Вӗсене конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Унта республикӑри тата ытти регионти педагогсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мала тухнӑ 15 вӗрентекене 1-ер миллион тенкӗ парӗҫ, 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан яла ӗҫлеме ярӗҫ. Эрнере 18 сехетрен кая мар ӗҫлеме тивӗ. «Земство вӗрентекенӗн» ялта сахалтан та 5 ҫул вӑй хумалла.
Конкурса ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртмен 20-мӗшӗччен шутлама вӑхӑт парӗҫ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра пурӑнмалли вырӑна ҫитсе условисемпе паллашма пултараҫҫӗ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Сӗнтӗрвӑрриничи вӑрман техникумне ҫӗнӗрен хута ярасси пирки каланӑччӗ. Халӗ вара тӳре-шара шухӑшӗ улшӑннӑ. Техникум пулмӗ.
Олег Алексеевич депутатсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрринче технологи техникумӗ пур, кӑҫал вӑл «Вӑрман тата вӑрманпа парк хуҫалӑхӗ» специальноҫпе лицензи илме хатӗрленет. Ҫитес ҫул вара «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» тата «Ҫӗр ӗҫӗ» специальноҫсемпе лицензи илесшӗн.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти шкул<h2></h2>а 2022 ҫулхи ҫулла тума тытӑннӑ. Ун чухне ӑна 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче туса пӗтерме палӑртнӑ. Ҫулталӑкран влаҫ шкула 2024 ҫул вӗҫнелле кӑна хута ярассине каланӑ.
Анчах Министрсен Кабинечӗн пӗлтӗрхи ӗҫсен кӑтартӑвӗн отчетӗнче ҫак шкула кӑҫал утӑ уйӑхӗнче туса пӗтерессине палӑртнӑ. Эппин, кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкул хӑйӗн алӑкне уҫмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |