Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вӗренӳ

Вӗренӳ

Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Николаев физикӑпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. Вӑл сӑнав тата теори пайӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ.

Олимпиадӑна 500 яхӑн шкул ачи хутшӑннӑ. Дмитрий чӑннипех те маттур!

Вӑл пӗлтӗр те олимпиадӑсенче палӑрнӑ - физикӑпа тата географипе. Ҫапла Дмитрий Раҫҫейри кирек хӑш аслӑ шкула ҫак профильсемпе тӳлевсӗрех вӗренме кӗме пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20656
 

Вӗренӳ
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Раҫҫейри шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче янӑрӗ, шкулпа сывпуллашмалли куна вара ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тесе палӑртнӑ. Ҫакӑн пек сӗнекенни — Раҫҫейӗн ҫутӗҫ министерстви.

Шкулсенче савӑнӑҫлӑ мероприятисем ирттернӗ чухне асӑрханулӑх пирки манмалла маррине халех аса илтернӗ.

 

Вӗренӳ

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ӗҫченӗсем Раҫҫей шайӗнче «Ҫулталӑк инженерӗ-2024» ята тивӗҫнӗ.

Виталий Егоров ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес ӗҫре производство процесӗсене сӑнамалли технологисем шухӑшласа кӑларса «Агроинженери» номинацире ҫӗнтернӗ. Антон Степанов вара «Чӑн мар ӑс-хакӑл технологийӗсем» номинацире палӑрнӑ. Доцент выльӑх-чӗрлӗхе лаборатори диагностики тумалли система шухӑшласа кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Вӗренӳ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче халӗ трактористсене те хатӗрлеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта трактородрома ҫӗнетнӗ, свидетельство илнӗ.

Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, экзамен иртнӗ. 20 кандидатран 10-шӗ ӑна ӑнӑҫлӑ тытнӑ, удостоверени илнӗ.

Палӑртмалла: техникумра тракторист специальноҫне студентсем кӑна мар, ыттисем те илме пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12960
 

Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

2023 ҫулта Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ ҫумне Патӑрьелти агропромышленноҫ, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи тата Етӗрнери агротехника техникумӗсене пӗрлештерме тытӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумне ҫак шӑпа кӗтет.

Реорганизаци хыҫҫӑн пӗр пек специальноҫсене пӗтерӗҫ. 2030 ҫулччен влаҫ вӗренӳ корпусӗсене тӗпрен юсама, техника базине ҫӗнетме, вӗренӳ пахалӑхне лайӑхлатма палӑртнӑ. 5 ҫултан техникумра 4,5 пин ҫын вӗренмелле. Хальхи вӑхӑтра – 3 пин студент.

 

Чӑваш чӗлхи
demo-chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
demo-chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

5-11-мӗш классенче вӗренекен ачасен хушшинче чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада иртнӗ. Унта 33 ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.

Кӑҫалхи олимпиадӑна Чӑваш Республикин тата республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсен 5–11 класӗсенче вӗренекен тӑват ҫӗр ытла ача хутшӑннӑ, ҫав шутра – республика тулашӗнчен – 26 ача.

Олимпиадӑна ирттернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗтӗмӗшле илсен, интернет олимпиадӑна кӑҫал пысӑк хастарлӑхпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен, Патӑрьел, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар округӗсен шкул ачисем хутшӑннӑ».

 

Вӗренӳ
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Кӳкеҫри лицейра ачасем наркӑмӑшланнӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсан 5-мӗшӗ тӗлне 7 ача тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ килте сипленет, пӗрине инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 12 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.

Автобуссене округсене те ӑсатӗҫ: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне тӑрӑхӗсене. Ҫавӑн пекех Шупашкарти тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен центрне те автобус парӗҫ.

Ҫӗнӗ автобуссенче ГЛОНАСС, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххисем, маяк пур. Палӑртса хӑварар: 9 автобуса – федераци хыснинчи, 3-шне республика хыснинчи укҫапа туяннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/8011
 

Вӗренӳ
Елена Нарпи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елена Нарпи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӑрлачӑн 23-24-мӗшӗсенче Шупашкарти 37-мӗш шкулта «Тӑван чӗлхепе литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурс иртнӗ. Ӑна хулари шкулсенче ӗҫлекен 14 учитель хутшӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне 60-мӗш шкулта ӗҫлекен Н.В. Александрова ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнта — 62-мӗш шкулти Н.И. Егорова тата 56-мӗш шкулти Н.В. Серебрякова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall53573334_1275
 

Вӗренӳ
Александр Степанов сӑнӳкерчӗкӗ
Александр Степанов сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта «Чӑваш чӗлхине чи лайӑх вӗрентекен — 2025» конкурс пуҫланнӑ. Конкурса хула шайӗнче ирттереҫҫӗ.

Конкурсӑн жюри членӗ Елена Перепелкина «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтерне тӑрӑх, конкурс нумай ҫул хушши иртет.

«Ҫултан ҫул пирӗн питӗ пултаруллӑ учительсем палӑрса пыраҫҫӗ ҫак конкурс хыҫҫӑн. Тӗслӗхрен, Александр Марсович ҫинчен илтнӗ пулӗ. Пӗлтӗр Николаева Людмила ҫӗнтерчӗ. Эпир вӗсемпе савӑнатпӑр. Пирӗн ачасен пуласлӑхӗ чӑваш чӗлхине кам вӗрентнинчен, мӗнле вӗрентнинчен питӗ нумай килет. Ача чӑвашла калаҫса каясси, паллах, вӑл ҫемьерен пуҫланать. Анчах та шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ ачана, ҫавӑнтан вӑл татах хавхаланать, пурнӑҫ ҫулӗпе малалла утнӑ чухне чӑваш чӗлхипе тата ытларах усӑ курма пуҫлать. Учительтен питӗ нумай килет», — тенӗ вӑл Нина Царыгина журналиста.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 166
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Утӑ, 28

1980
45
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тенчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын