Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Чӑваш илемлӗ сӑмахлӑхӗн анлӑ та пулӑхлӑ уйӗ

  26.04.2019 18:03 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 12366 хут пӑхнӑ

ЧР Патшалӑх премине илме тӑратнӑ

«История чувашской литературы XX века. Часть 1. 1900–1955 годы» (2015 ҫ.); «История чувашской литературы XX века. Часть 2. 1956–2000 годы» (2017 ҫ.) тӗпчев ӗҫӗ чӑннипех те сумлӑ. 850 ытла страницӑра тӑван илемлӗ сӑмахлӑхӑн иртнӗ ӗмӗрти аталанӑвне туллин те анлӑн тишкерсе кӑтартнӑ тени пӗртте ӳстерсе калани мар. Иртнӗ тапхӑрта чӑваш литературине камсем тӗпченӗ? Тӗпчев ӗҫӗн тытӑмӗ мӗнле? Вулакансем патне ҫитнӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫлама камсем хутшӑннӑ?

Малалла...

 

Любимые, как песни задушевные…

  21.04.2019 12:14 | 7104 хут пӑхнӑ

Когда юношеским быстрым шагом проходит около нашего дома народный артист России Николай Григорьев или встречаю его супругу, тоже народную артистку Нину Ильиничну, непременно вспоминаю всю их труппу выпускников ГИТИС 1961 года и незабываемо триумфальные спектакли тех лет. Какие талантливые, одухотворенные, несказанно красивые были они, молодые наши Ромео и Джульетты, Тудимеры, Айдары, Нарспи и Сетнеры! Время неумолимо летит, молодость уходит, только светлые, окрылявшие душу образы минувшего надолго остаются в памяти.

Малалла...

 

Наци телекуравӗ хӑҫан йӗркеллӗ ӗҫлесе кайӗ?

  18.04.2019 00:08 | 10757 хут пӑхнӑ

Телекурав ӗмӗрӗ вӑй илнӗ хыҫҫӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫак тӗсӗнче чӑвашли ниепле те вӑй илеймест. Унччен малтан чӑваш телекуравӗ «Россия» телеканалӗн кнопки ҫинче тухатчӗ, анчах пасар самани ҫитсен самай аталанма ӗлкӗрнӗ чӑвашла телекурава ҫул памарӗҫ. Пӗтерсе хучӗҫ тесен те йӑнӑш пулмӗ. ГТРК «Чӑваш Ен» халь те пур-ха, пач ҫухалман, анчах малтанхипе танлаштарсан вӑл унчченхин пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Анчах халӑх чӑваш телекуравӗ вӑйлӑн ӗҫлесе каясса питӗ кӗтетчӗ — кӳршӗри тутарсен ку ӗҫ вӗресе тӑрать пулсан, эпир те вӗсенчен кая мар пулмалла пекччӗ.

Малалла...

 

Картсем суймаҫҫӗ

  06.04.2019 23:52 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 6933 хут пӑхнӑ

Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев нумаях пулмасть хӑйӗн пултарулӑхӗн тата тепӗр енӗпе палӑрчӗ – 50 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «Картсем: калавсем» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларчӗ.

Чӑн та, кӗнеки те хулӑнах мар, хайлавӗсене калав тесе палӑртни те тӗрӗсех мар, вӗсем пурте тенӗ пекех – аса илӳсем. Хӑшӗ-пӗри хӑй жанрӗпе тӗрленчӗке е эссене ҫывӑх, теприсене литература очеркӗ теме пулать. Ҫакӑ вӗсен ятӗнченех сисӗнет: калӑпӑр, «Вӑрманхӗрри Шӑхаль.

Малалла...

 

Чей рассказ?

  06.04.2019 09:01 | 7897 хут пӑхнӑ

Предлагаю вниманию читателей отрывок одного рассказа-воспоминания из подаренной мне книги на чувашском языке «Зарубки». Автор — известный в республике деятель, крупный чиновник, был когда-то в Чувашском университете членом литературного объединения «Сильзюнат», да и сейчас его рассказы литературно обработали писатели-сильзюнатцы.

Рад, что сильзюнатцы творческого пера не теряют, но на этот раз представленный ими рассказ в таком виде меня не обрадовал. Я тоже был маленьким, причем в жестокое военное время, и мы тоже играли в «белых и красных», в «полицаев и партизан», возились с кошками-собаками, но ни у кого из нас в голове никогда не возникало мысли вешать четвероногих как предателей.

Малалла...

 

Ҫакӑ-и илемлӗ литература?

  04.04.2019 18:52 | 29628 хут пӑхнӑ

Тутарстанра пурӑнакан паллӑ журналист Николай Сорокин нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман пичетлесе кӑларчӗ. Хаҫат-журнал ҫийӗнчех асӑрхарӗ ҫакна, кӗнекери ӗҫ-пуҫ епле тӗвӗленсе аталанни, унти геройсен шӑпи пирки вырӑнлӑ сӑмах хускатрӗ.

«Тылра юлнӑ хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫпе асапланни – литературӑра ҫӗнӗ тема мар. Ешӗл Йӑмраллӑ чӑваш ялӗнче те пӗтӗм пурнӑҫ вӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫапах та «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман авторӗ вӗсенче ӗҫ лашисене мар, хӗрсемпе хӗрарӑмсенех курать, вӗсен черчен чунне уҫса пама тӑрӑшать.

Малалла...

 

Шӑпӑрлансен чунне туйса

  02.04.2019 13:59 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 8905 хут пӑхнӑ

Юлашки тапхӑрта чӑваш ача-пӑча литератури Марина Карягинан икӗ ҫӗнӗ кӗнекипе пуянланчӗ. 2017 ҫулта Чӑваш издательстви унӑн «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑсемпе хӑвӑрткаларӑш пуххине пичетлесе кӑларчӗ. Пӗлтӗр вара «Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавсемпе сӑвӑсен кӗнеки кун ҫути курчӗ. Иккӗшӗ те ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ алҫыру хайлавӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.

Пӗрремӗш кӗнекине кӗҫӗн ҫулхи шӑпӑрлансене халалланӑ. Ҫак ӳсӗмри ачасемшӗн ҫывӑх темӑна — тӑван халӑхпа хамӑр тавралӑх ҫинчен ҫырассине — тӗпе хунӑ.

Малалла...

 

«Чӑваш поэзийӗн сержанчӗ»

  06.03.2019 13:48 | 14237 хут пӑхнӑ

(Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнекине вуланӑ май асӑрханисенчен)

«Чӗресӗр ҫуралман никам та...»

Чӗрене упрама чӗнсе каланипе пуҫланать Валери Туркайӑн «Чӗрене юратма чараймӑн» хулӑн кӗнеки» (2013-2018 ҫҫ. ҫырнӑ сӑвӑсенчен, Ш., 2019. — 428 с.): «Чӗрене юратма ан чарсамӑр! Хӗмленме ан чарсамӑр ӑна!». Ку чӗнӳ Туркай сӑввисен тӗп шӑнӑрӗ, вӑл унӑн хӑйӗн тата лирикӑлла геройӗн сӑнарӗпе, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе, тыткаларӑшӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тӳрӗ килет. Чӗрепе чун ҫинчен тӗнче литературинче — чӑваш сӑмахлӑхӗнче те — усӑ курман танлаштару кутемӗн хӑварман темелле.

Малалла...

 

"Юратап сана"

  24.02.2019 12:52 | 5763 хут пӑхнӑ

Ҫывӑх вӑхӑтра Ридеро издательствӑра "Юратап сана" калавсен пуххине кӑларма хатӗрленетӗп. Паянхи кун хут ҫинче кӑларнӑ кӗнекесен чапӗ ҫук, хут ҫинче ҫеҫ мар, интернетра та ытлашши вулакан ҫук. Вырӑссемех виҫӗ саспаллирен тӑракан сӑмахра тӑватӑ йӑнӑш тӑваҫҫӗ. Тӗслӗх: ещё - исчо?

Телевизорпа, сак кун пурри ҫине пӑхмасӑр иртнӗ вӑрҫӑ пирки шӳтсем калӑплаҫҫӗ, ухмахла шӳтсем. Камеди клаб ҫинче Карбышевӑн паттӑрлӑхне пӑрахӑҫланӑ, пӗррӗмӗш канал ҫинче Малышева сӳтӗлет. Вӑрах та вӑхӑт иртмӗ, порнофильмсене те пӗрремӗш канал кӑтартма пуҫлать. Ҫавӑн патне пыратпӑр ӑссӑрлӑхпа.

Малалла...

 

Тысячи и одна тайна «Нарспи» (выпуск №2)

  13.02.2019 08:34 | 8507 хут пӑхнӑ

«Нарспи» в вопросах и ответах

Тайны слова «нар»

(Геннадий Дегтярева халаллатӑп)

Вопрос: В тюркских языках слово «нар» используется в значении плода гранатового дерева. Не значит ли это, что и в «Нарспи» «нар» не что иное, как гранат?

Попробуем разобраться. Автор «Этимологического словаря чувашского языка» Михаил Федотов отмечает, что слово «нар» в чувашский язык пришло из персидского языка и соответствует слову «гранат». Оно имеет широкое хождение в тюркских языках.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 25, 26, 27, 28, 29, [30], 31, 32, 33, 34, 35, ... 50
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 09

1921
104
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ.
1948
77
Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1995
30
Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...