Agabazar // 5988.7.3722
2020.01.07 14:30 | |
Мĕнле-ха Юрий Яковлев Хоспочын хальхинче кунта Акапасар килсе мĕн те пулин çырса хăварасран пачах та хăраман? )) | |
Agabazar // 5988.7.3722
2020.01.07 14:52 | |
Паллах, Çеçпĕл Мишши, Иван Юркин, Юрий Зайцев пирки калаçма пулать.
Анчах та калаçиччен малтан — вĕренмелле. Ăçта вĕренмелле? Камăн вĕрентмелле? Халь пире çакнашкал "тăн" параççĕ: атте-аннен тахăш тĕле кайса темле "сайавлени" çырмалла та, вара пире пурне те наччасрах çав тери ăслă туса хураççĕ имĕш. Анчах та вĕрентекенĕсене хайсене камăн вĕрентмелле? Тата вĕсене ăçтан тупмалла? Хуть те мĕнле япалара та база, никĕс, фундамент пулмалла. Вĕсемсĕр пуçне — ахаль çил вĕртерни çеç. Арпана хуть те мĕн чухлĕ сăвăр, унта тĕшĕ тупаймастăн. Вулакаланă эп хайхи Михаил Воробьёв текенсерĕн çырнисене. Вара мĕн? Темĕнле документла фильм валли сценари те ăсталанăччĕ пулас вăл çын. Анчах та мĕншĕн-ха ăна <<Станьяла-Тургая-Тяпкина-Мустаева>> текен ушкăнпа çамкапа çапăнтармалла? Хайхи <<ушкăнри>> çынсем, вĕсем тем пек <<паккăç>> пулсан та, хăйсене: "Эп — пассионарий!" — тесе кăкăр çапса çуренине нихçан та курман та, сисмен те эпĕ. | |
Agabazar // 5988.7.3722
2020.01.07 15:11 | |
Меня, выпускника русского отделения Историко-филологического факультета Чувашского государственного университета (1987), воспитанного на высокой классике, не удовлетворяла официальная чувашская культура. Моя душа жаждала другой чувашской культуры – по-настоящему правдивой, подлинной, глубокой, уходящей своими корнями в Великую Тайну Бытия…Кунта тÿрех акă мĕн сисĕнет. Асăннă йĕркесен авторĕ хăй Университетăн чăваш уйрăмне мар, вырăс уйрăмне пĕтернĕ те, çавăнпа каçса кайса мухтанать. Ку ĕнтĕ хăйне майлă снобизм. Тĕрĕс, леш хайхи Туркайсем, Мустаевсем чăваш уйрăмне çеç пĕтернĕ. Вĕсен вырăс уйрăмĕ патне çывхарма, ку авторăнни пек, хевте çитеймен темелле-ши? Эй, мăнтарăн чăваш!... Сăмах вăл енне кайрĕ-тĕк (эп мар унталла сĕтĕрекени!), ак мĕн калама пулать. Çĕнĕ "арпус" мар ку! Паллах, <<чăваш уйрăмĕ>> текенни ялтан килнĕ чăваш ачисенчен тăнă. Калăпăр, университетра Юрий Яковлев вĕреннĕ çулсенче. Пысăк хĕнпе пулин те, вăл уйрăмри студенсем хăйсен хушшинче чăвашла калаçкаланă. Ну, хăшĕ-пĕри чăвашла калаçассинчен унта та пăрăнма тăрăшнă ĕнтĕ. А леш Юрий Яковлев унпа каппайланма хăтланакан <<вырăс уйрăмĕнчи>> студентсем вара? | |
Agabazar // 5988.7.3722
2020.01.07 15:37 | |
Мĕн вăл "официаллă чăваш культури" текенни?
Нивушлĕ Çеçпĕл Мишши унăн тулашĕнче тăнă? Çук, пулман ун пекки! 1937-мĕш çулта та апла пулман! Иван Юркин тата? Мĕн официаллă марлăхĕ пур унăн? Кам Юрий Зайцевран пăрăнма тăрăшнă? Çук, пулман ун пеккисем! Калăпăр, вĕсене пурне те Иван Данилович Кузнецов пек официаллă ĕçлевçĕсем яланах çÿлерен çуле хăпартса пынă. Чăн та вăл пĕрре Иван Юркин пирки, — пăтраштармастăп пулсан, — «наян» тенĕ пек астăватăп. Анчах та наян тени паккăç тени мар! А леш <<вырăс уйрăмне>>, ăна <<чăваш уйрăмĕпе>> хире-хирĕç тăратса, питех çĕклесе яма кирлех мар пулĕ. Мĕншĕн тесен ку, туррипе каласан, самаях кулăшла. Çапла çавăрттарса хурса эпир "на-связи", "прогород" йышши чувашофобла форумсенче юрлакан ботсемпе тролльсен юррине çеç юрлатпăр. Ну, паллах, Акапасартан хăрама вара пачах та кирлĕ мар. Вăл сан пек, теприн пек чăвашах. Унăн ни мăйраки çук, ни урисенче те вăкăрăнни пек чĕрнисем палăрмаççĕ. Тата леш "красночетайский дух" тенисене эп питех ĕненместĕп. Çавăн пекех канаш хавалĕ, елчĕк хăвачĕ, трак тупсăмĕ тенисене те. Çук унашкал мереккесем. Туркайсене, Мустаевсене юнанипех тĕнчене тĕлĕнтермелли тата малалла яракан ĕç тума çук пулĕ. | |
Атнер // 1726.84.3785
2020.01.07 16:16 | |
Сахалрах патак панӑ чӑваш уйрӑмӗнчи мустаевсемпе дворниковсем юрккасене. | |
вулакан // 2547.56.8109
2020.01.07 17:33 | |
Яланхи пекех, Юррй Яковева вулама пит интереслĕ, хăть тем, хăть кам çинчен çырсан та)) | |
Евразиец // 1309.50.1711
2020.01.10 17:33 | |
Юрий Яковлев - Личность! |