Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чурпай Николай Иванович

Чурпай Николай Иванович (чӑн хушамачӗ Коюшкин) — чӑваш ҫыравҫи. 1908 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Хӑмаркка ялӗнче ҫуралнӑ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Латвире пуҫне хунӑ.

Пурнӑҫӗ

Етӗрнери педагогика техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнчи шкулта кӗҫӗн класри ачасене вӗрентнӗ. «Ленин ҫулӗпе» журнал редакцийӗнче яваплӑ секретарь пулса ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ пулнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ хыҫҫӑн ӑна Мускаври ҫар округне политикӑпа хаҫат ӗҫченӗсен курсне янӑ. Унта пӗлӳ илнӗскере Анӑҫри фронтри пӗр дивизин хаҫачӗн редакторӗ пулма хушнӑ.

1944 ҫулхи август уйӑхӗнче Латвине нимӗҫ фашисчӗсенчен тасатнӑ чухне паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.

Пултарулӑхӗ

Николай Чурпай йӗплӗ калавсем, фельетонсем ҫырнипе палӑрса тӑнӑ. Чи малтанхи кулӑшӗ «Пуштӑ мыскари» ятлӑскер 1929 ҫулта «Капкӑн» журналта пичетленнӗ.

1928–1941 ҫулсенче «Капкӑн» журналта тата ытти кӑларӑмсенче, ҫавӑн пекех тӗрлӗ хайлав пуххисенче унӑн 200 ытла фельетон-калавӗ кун ҫути курнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-02-11 12:24:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4571 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем