Чӑвашлӑх
![]() Уява хутшӑннисен пӗр ушкӑнӗ Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Уявра Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене тата вӗсен ертӳҫисене Красноармейски муниципалитет округӗн Дипломӗсемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Сумлӑ ентешсем» сӑвӑ тата «Пирӗн ентешсем — паллӑ ҫынсем» сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, «Улӑп – 2022» интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Итлес терӗм ҫӗршыв юррине» ятпа Карай сӑввисене вулассипе онлайн-конкурс кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пурӗ 179 ҫын хутшӑнчӗ. Асӑннӑ мероприятисене йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат ӗҫченӗсене, тӗп тата ача-пӑча библиотекисенче ӗҫлекенсене тав тӑватпӑр, ҫӗнтерӳҫӗсене ӑшшӑн саламлатпӑр. Вӑйӑ-юрӑ уявӗнче фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ, шкул ачисем вара ача-пӑча вӑййисене выляса кӑтартрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() rodnik.addnt.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тутар Республикинчи Элкел районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ — Хусанкай) чӑвашсен «Уявӗ» тата «Акатуйӗ» иртӗҫ. Кун пирки Елизавета Долгова чӑваш хастарӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ. Уява Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем вӑйӑ картине тӑрӗҫ. Вӑйӑ картине тухма пирӗн республикӑран пин ҫын тухса кайӗ. Сӑмах май каласан, Сиктӗрмере чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ. Культура уявне асӑннӑ ялта ирттересси шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" сайтри сӑн Паян Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пысӑк пӑкӑ пуҫтарӑннӑ. Унта ирхине Граждан ҫавраҫула хупнӑ. Ку унта ҫула юсанипе ҫыхӑннӑ. Паян шӑматкун пулсан та ку районта ир-ирех пысӑк пӑкӑ пуҫтарӑннӑ. Машинӑсем «Мускав» суту-илӳ центрӗ патӗнченех тӑнӑ. Ҫул сарнине пула паянтан Граждан урамне Энтузиастсене урамӗпе ҫеҫ лекме пулать: Грасис урамӗпе кӗрсе Эльмен урамӗпе тухмалла. Икӗ ҫӗрте те машинӑсем валли икӗ енлӗ ҫул анчах. Ҫул юсанӑ вӑхӑтра общество транспорчӗ те Этунзиастсен урамӗпе ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти арҫын Гарри Поттер кӗнекисене сутатпр тесе ҫынсене улталанӑ. Унӑн серепине Мускав облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче ҫав хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче Гарри Поттер пирки ҫырнӑ кӗнекесене 3500 тенкӗпе сутнине курнӑ. Сутуҫӑпа ҫыхӑнса хайхискер калаҫса татӑлнӑ, укҫана лешӗ кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Анчах тавар ун патне ҫитмен. Ку ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тунӑ-мӗн. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн кӗнекесем чӑнах та пулнӑ, анчах харӑсах туянакан икӗ ҫын тупӑннӑ. Иккӗшӗнчен те укҫа илнӗ, кӗнекене вара тепӗр сутуҫа панӑ. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Лебедев урамӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 30 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку инкек ҫур ҫӗр иртни 10 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын 5-мӗш хутран ӳкнӗ. Вырӑна полицейскисем, следовательсем килнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Килсе курӑр хӑнана, хапӑл тӑвӑр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ – пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацийӗсенче вӗренекен ачасене тӑван тавралӑха юратма, тӑван ен историне, культурине, чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пулӑшасси. Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли мелсем: E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@cap.ru. Телефон номерӗ — 8(8352)45-99-96. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Кристина Макосеева страницинчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж «Интернет уҫлӑхӗнче тӗлӗнмелле илемлӗ ушкӑн куҫ тӗлне пулчӗ те - пайлашмасӑр епле чӑтайӑн-ха? Куллен тухья-хушпу тӑхӑнса, кӗпепе ярӑнса ҫӳрейместӗн, ҫакӑн евӗр меллӗ те чипер костюмсене вара хӑть кашни кун тӑхӑн та чӑваш чунне савӑнтар», — хыпарланӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра. Кристина Макосеева дизайнер «ТРИ СОЛНЦА | ВИҪӖ ХӖВЕЛ» проекта аталантарать иккен. Дизайнер чӑвашла илемлӗ тум хатӗрлет ҫеҫ мар, ҫак тум епле ҫурални ҫинчен та каласа кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи8 сӑн Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑра икӗ пушар пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын суранланнӑ. Каҫхи 7 сехетре Ҫӗмӗрле хулинчи Чехов урамӗнчи ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Пушар сарая, мунчана тӗп тунӑ, ҫурт фронтонне сиенлетнӗ. Инкекре 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын аманнӑ, унӑн ӳчӗн 80 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Паян ҫур ҫӗр иртсен Канашра Толстов урамӗнчи йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ку таранччен республикӑра 568 пушар пулнӑ. Вӗсенче 31 ҫын вилнӗ, 41 ҫын аманнӑ. 56 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() savanma.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫӗнӗ проект ӗҫлесе кайнӑ. «SAVANMA» проектра хыпар, видео, ӳкерчӗксем, ыйтусем хушса, тӗрлӗ темӑсем сӳтсе явма пулать. «Хыпарсем хушма ан ӳркенӗр кӑна. Чӑвашла ҫырма манса кайман-и? Чӑвашла вулама, калаҫма, ҫырӑнма юратакансем валли. Хыпар хушма тата йӗрлеме ҫырӑнӑр: http://savanma.ru/register», — тесе хыпарланӑ проект пирки. Проект авторӗ — Сергей Ефимов. Вӑл «Контактри» хӑйӗн страницинче маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, халиччен темиҫе вариант юрӑ сайчӗ туса курнӑ. Пӗри те килӗшмен. Тем ҫитмен пек туйӑннӑ. Ҫавӑнпа та халь пач урӑхла сайт йӗркелеме шухӑш тытнӑ. Сайт юрӑ валли кӑна мар, тӗрлӗ форматлӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «#4стула» спектакль кӑтартнӑ. Унта Мускаври поэзи перфомансӗн «Хористки» театрӗн артисчӗсем хутшӑннӑ. Ӑна «Русские писатели в Чувашии» (чӑв. Вырӑс писателӗсем Чӑваш Енре) литературӑпа ҫутӗҫ марафонне йӗркеленӗ мар йӗркеленӗ. Мероприятие ирттерме Федерацин национальноҫсемпе ӗҫлекен агентстви пулӑшать. Шупашкара Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин хӗрӗ тата Раҫҫейри паллӑ музыкантӑн тата композиторӑн Алексей Айхин йӑмӑкӗ Вероника Айхи хутшӑннӑ. «Пирӗн спектакльсем – классикӑлла вырӑс поэзине ҫӗнӗлле лартнӑскерсем. Пирӗн почерк – реквизитпа сахал усӑ курни, анчах асра юлмалла вылясси тӗп вырӑнта», — тесе ҫырнӑ Вероника Айги. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |