Паян, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Хуласен пӗтӗм тӗнчери кунӗ шутланать.
Чӑваш Енре 9 хула, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ республика пӗлтерӗшлӗ, тӑваттӑшӗ — район пӗлтерӗшлӗ. Республика пӗлтерӗшлисем ҫаксем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле. Район пӗлтерӗшлисем: Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансенчен 64 проценчӗ хулара тӗпленнӗ.
Чи пысӑк йышлӑ хула — Шупашкар. Унта 496 пин ҫын пурӑнать. Иккӗмӗш вырӑнта — 120 пинлӗ Ҫӗнӗ Шупашкар. Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Етӗрне пӗчӗк йышлӑ хуласем шутланаҫҫӗ, вӗсенче 8-шар пин ҫын пурӑнать.
Чӑваш Енри чи аслӑ хула, Шупашкар, 1469 ҫулта йӗркеленнӗ. Улатӑр — 1552 ҫулта, Ҫӗрпӳ — 1589 ҫулта, Етӗрне — 1590 ҫулта. Чи ҫамрӑк хула – Ҫӗнӗ Шупашкар (1960 ҫул).