Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне илсен, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 179,3 пин гектар ҫинче, е 85,5 процент, акнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак кун тӗлне пӗтӗмпе 203,9 пин гектар акнӑ, е планпа пӑхнин 101,8 процентне. Планпа пӑхнин 95 ытларах процентне хальлӗхе Муркаш (99,7%), Пӑрачкав (99,7%), Елчӗк (98,3%) тата Куславкка (98%) районӗсенче акнӑ. Техника культурисене республикӑра 16 пин гектар (2021 ҫулта – 17,3 пин гектар) акнӑ, ҫав шутран 5,8 пин гектарӗ — рапс, 3,5 пин гектарӗ — горчица (сарӑ пӑрӑҫ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() tamlife.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче те малашне гимн юрласа ялав ҫӗклӗҫ. Шкулсенче ҫеҫ мар, лагерьсенче те патриотлӑх мероприятийӗсене ытларах ирттерӗҫ. Кашни ир Раҫҫей гимнне юрласа ялав ҫӗклӗҫ. Ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелеме епле хатӗрленни ҫинчен Чӑваш Ен Правительствин паян иртнӗ канашлӑвӗнче вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политкин министрӗ Дмитрий Захаров каласа кӑтартнӑ. Ҫамрӑксен пуҫарулӑхӗн центрӗнче тата ЧППУра 480 вожатӑя вӗрентсе кӑларнӑ. Лагерьсем ӗҫлеме хатӗр-мӗн, анчах тӑваттӑшӗ санитарипе эпидемиологи заключенийӗ илеймен. Вӗсем дезинфекци, дератизаци тума заявкӑсем каярах тӑратнӑ. Пӗринче специалистсене шыв пахалӑхӗ тивӗҫтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тинех синоптиксем пире савӑнтарҫҫӗ! Умра – шӑрӑх кунсем. Анчах аслатиллӗ ҫумӑрсем те пулӗҫ. Ҫитес кунсенче сывлӑш температури 23-28 градуса ҫитӗ. Хӗвел ҫинче 30 градус пекех туйӑнӗ. Ҫапах шыва кӗме тӑхтамалла-ха. Атӑлти шыв 11 градус таран ҫеҫ ӑшӑннӑ. Чи ӑшӑ кун эрнекун пулӗ. Ун чухне аслати те кӗмсӗртетӗ. Шӑматкун та ҫумӑр ҫукалӗ. Вырсарникун уяр тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 8-9-мӗшӗсенче сивӗтес хӑрушлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян Шупашкарта пляжсене тӗплӗн тӗрӗслӗҫ. Шыв тӗпне водолазсем ҫӳп-ҫапран тасатӗҫ. Ахальтен мар, шыва кӗмелли сезона уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Сезон ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Шупашкарта тӑватӑ пляж ӗҫле: Мускав ҫыранӗ хӗрринче, Тӗп пляж, Ҫӗнӗ сала пляжӗ тата Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринчи пляж. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пур ҫӗрте те ҫӑлавҫӑсем талӑкӗпех ӗҫлӗҫ. Кашни пляжрах громкоговоритель, "Шыва кӗме юрамасть" тесе ҫырнӑ табличка пур. Палӑртмалла: кӑҫал республикӑра 13 пляж, шыв хӗрринче канмалли 128 вырӑн ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫурхи ӗҫсене пӗтерсен чӑвашсем мӗн авалтан Акатуя пуҫтарӑннӑ. Ҫав ырӑ йӑла паян та манӑҫман. Юлашки ҫулсенче ӑна ҫӗршыв шайӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта, Акатуй ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем те ҫак уява пуҫтарӑнӗҫ. Мускавра вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче республика парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче наци тумӗсен, ал ӑстисен ӗҫӗсен тата республикӑри предприятисен продукцийӗн куравӗсене йӗркелӗҫ. Сцена ҫине Мускаври, Чӑваш Енри тата ытти тӑрӑхри хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем тухӗҫ. Вӑйпиттисем кӗрешӳ мелӗпе хӑйсен вӑйне виҫӗҫ. Ҫав кунах, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Питӗрте Акатуй иртӗ. Иркутскра ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ, Пенза облаҫӗнче — утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарта 1 пин ытла ӗҫ вырӑнӗлӗх ятарлӑ экономика лаптӑкӗ уҫасшӑн. Ятарлӑ экономика зонин проекчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен коррупцие хирӗҫ никама пӑхӑнман экспертиза витӗр тухӗ; унтан, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен, документа халӑхпа сӳтсе явӗҫ. Ятарлӑ экономика зонин проектне РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ. Ятарлӑ экономика зонинче, паянхи куна илсен, 5 инвестор производствӑна укҫа хывас кӑмӑллине палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе вӗсем 3 ҫул хушшинче 13 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа хывӗҫ. Вӗсене пурлӑх тата транспорт налукӗнчен 20 ҫуллӑха, ҫӗр налукӗнчен 3 ҫуллӑха, тупӑш налукӗнчен 49 ҫуллӑха хӑтарӗҫ. Ҫӗнӗ производствӑсенче 1 пин ытла ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупӗ. Инвесторсем аш-какай комбиначӗ, йывӑҫ сӳсӗнчен плита хатӗрлекен, тырӑ авӑртса тӗрлӗ продукци кӑларакан тата ытти производство уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() rosbalt.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫурҫӗр иртни 1 сехетре полицие пынӑ. Киле таврӑннӑ чухне ӑна такам тапӑнса 13 пин тенкӗ тӑракан телефонне вӑрланӑ. 30 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗрле хупахран таврӑннӑ, утса пынӑ чухне ӑна такам хыҫалтан тӗкнӗ те аллинчи телефонне вӑрласа тарнӑ. Вӑрра тупнӑ. Ҫав ҫын та хупахра пулнӑ иккен. Шӑпах ҫавӑнта вӑл ют ҫын телефонне куҫ хывнӑ ахӑртнех. Тытса чарнӑ тӗле ун ҫумӗнче телефон пулман. Ӑна шырама тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хулинче виҫӗ каччӑ пушарта ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсене вырӑнти администраци тав тунӑ. Шӑматкун ҫӗрле виҫӗ каччӑ киле кайнӑ чухне Ҫӗнӗ урамри ҫуртра пушар тухнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫухалса кайман, кӳршӗсене вӑратнӑ. Телее, пӗр кӳрши Светлана Тишенкова - тухтӑр. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, медиксем ҫитиччен пушарта шар курнӑ ҫынна пулӑшнӑ. Каччӑсем - Максим Туркин, Александр Бечин тата Дмитрий Миронов аманнӑскере тепӗр ҫурта куҫарма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта полицейскисем ача-пӑча велосипедне йӑтса утакан арҫынна курнӑ та ун патне пырса ыйту панӑ. Велосипедпа ӑҫта каять вӑл? Лешӗ нимех те хуавлайман. Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ. 36 ҫулти арҫын ӑна Винокуров урамӗнчи ҫуртри подьездран вӑрланӑ иккен. Тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ те эрех ӗҫес килсе кайнӑ. Подьездра велосипед курсан ӑна йӑтса тухнӑ. Хайхискер икӗ кустӑрмаллӑ транспорта сутса эрех туянма шутланӑ иккен. Велосипед хуҫи тепӗр кунхине полицие пынӑ. Транспорта тавӑрса панӑ, арҫыннӑн вара явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() stihi.ru сайтри сӑн Шупашкарта туса кӑларнӑ пельменре, «Сибирские» ятлӑскерте, антибиотик тупса палӑртнӑ. Пысӑк мар предприяти ертӳҫи хӑйех Россельхознадзор специалисчӗсене тӗрӗслеве чӗннӗ. 50 килограмм пельмен халӑх патне ҫитме ӗлкӗрнӗ. Антибиотик фарша ашпа тата салӑпа пӗрле лекме пултарнӑ. Сиенлӗ ҫимӗҫӗн пӗтӗм партине тӗп тума май килмен, ҫав вӑхӑталла пӗр пайне ҫынсем туянма ӗлкӗрнӗ. Усламҫа административлӑ майпа явап тыттарса 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ку предприяти пуш уйӑхӗнче пельмен туса кӑларма пӑрахнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Чӑваш Ен» ПТРК. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |