Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Золотницкий шкулӗнчи сӑвӑҫсен поэзи мифологийӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Родионов 02.11.2023 10:16 | 3742 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Персона

Хӗветӗр Михали ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитрӗ

Чи малтанах ҫак ӗҫре усӑ куракан ӑнлавсене мӗнлерех пӗлтерӗшсемпе усӑ курнине ӑнлантарни кирлӗ. Поэзи мифологийӗ (поэтическая мифология) тесе эпир хайлав авторӗ йӗркелекен мифологине калатпӑр. Вӑл халӑх (этническая, натуральная) мифологийӗнчен хӑйӗн харкамлӑхӗпе (индивидуальностью), хӑй евӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать. Халӑх сӑмахлӑхӗнчи лирика-эпикӑра тӑтӑшах тӗл пулакан «эпӗ» текен калу субъекчӗ пирки ӑнлантарни те кирлӗ. Вӑл прозӑра калавҫӑпа (хӑйӗн ятӗнчен каласа параканӗпе, вырӑсла ӑна «рассказчик» тесе палӑртаҫҫӗ), лирикӑра ҫуйлану харкамҫипе (лирика геройӗпе) тӳр килет. Эпир кунта вӗсене калавҫӑ е харкамҫӑ тесе палӑртӑпӑр.

Григорий Филиппов, Максим Арзамасов тата Михаил Фёдоров (Хӗветӗр Михали) сӑвӑҫсем малтан Н.И. Золотницкин, кайран В.К. Магницкин вӗренекенӗсем тата вӗсене пулӑшаканӗсем пулнӑ. Тӗп сӑлтавне вӗсем пурте Шупашкар уесӗнче тӗрлӗ ҫулсенче пурӑннинче е ҫуралса ӳснинче курмалла-тӑр. Вӗрентекенӗсем те ҫав тӑрӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ: ҫуралса ҫитӗннӗ (Золотницкий) е чылай хушӑ ӗҫленӗ (Магницкий). Ҫырса илнӗ халӑх сӑмахлӑхне пурте ҫав тӑрӑхрах пуҫтарнӑ, асӑннӑ тӗпчевҫӗсем пулӑшнипе пичетлесе кӑларма пултарнӑ. Г. Филиппов чӑваш юррисене пухса вӗсене вырӑсла куҫарни тата тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетлени пирки В.К. Магницкий 1891 ҫултах палӑртнӑ. Ҫак ҫыравҫӑ Золотницкипе Магницкий шкулӗн традицийӗсене малалла тӑснӑ: халӑх юррисене пухса пичетлени ӑна оригиналлӑ сӑвӑсем хайласси патне ҫитернӗ.

Хальлӗхе Г. Филипповӑн тесе шутланакан пӗр хайлавӗ («Чухӑн ҫын пурӑнӑҫӗ ‑ хирти мулкач пурӑнӑҫӗ») кӑна паллӑ-ха. Унӑн жанрне халӑх сӑмахлӑхӗнчи жанрсемпе танлаштарни вырӑнлӑ пулмалла (текст халӑх сӑмахлӑхӗнчи пулмасла халапа аса илтерет). Халӑх сӑмахлӑхӗнчен илнӗ ҫав фабула паттӑр юмахӗсенчен куҫнӑскер теме май пур. Паттӑр вӑрмана ҫитет те унта пӗр пӳрт курать, унта аялти тӗнчери сӑнарпа (чике сухал старикпе, асамҫӑпа) курнӑҫать. Юмахсенче ҫав паттӑрӑн тепӗр икӗ ҫулташӗ пулать, вӗсем паттӑра тарӑн шӑтӑка хӑвараҫҫӗ, хӑйсем лешӗ хӑтарнӑ хӗрсене качча илеҫҫӗ. «Туй-тупала» юмахра вара ҫак икӗ тӗнчене юман ҫыхӑнтарса тӑнине куратпӑр [1, с. 18‑33]. Юман ӑшӗнче ларакан арҫури сӑнарӗ юман хӑвӑлӗнчен тепӗр тӗнчене каякан чике сухал сӑнарӗпе пӗр килет. Калавҫӑ-харкамҫӑ урӑх тӗнче (ҫут ҫанталӑк) вӑйӗпе тӗл пулать, ӑна хӑйӗн йӑвинчен (пӳртӗнчен) вӑйпа кӑларса уртарса ярать: «Юман ҫурӑлса шатӑртатса кайрӗ; / Пӗтӗм вӑрман кашласа кайрӗ. / Ҫанталӑк питӗ тӗттӗмленсе килчӗ, / Арҫури тухса ӳкӗрсе кайрӗ. / Куҫ-пуҫ шарса кайрӗ [2, с. 118].

Курӑр-ха: леш тӗнче (вӑрман хӑй те ют тӗнче-ҫке чӑвашшӑн!) сӑнарӗ каҫа та тӗттӗмлетсе яма пултарать иккен! Уй-хире тухсан кӑна каҫ ҫуталса каять: «Уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ, / Йӗри-тавра шап-шурӑ» [2, с. 118]. М. Федоровӑн «Арҫури» хайлавӗнче те ҫаплах: Хӗветӗр Чиперуй тӗлне ҫитнӗ вӑхӑта тул ҫутӑлать. Ку меле сӑвӑҫсем халӑх пултарулӑхӗнчен вӗренсе ӑша хывнӑ ӗнтӗ.

Г. Филипповӑн тата М. Федоровӑн маларах асӑннӑ хайлавӗсем фабулӑпа поэтика тӗлӗшӗнчен те чылай пӗр евӗрлӗ. Халӑх сӑмахлӑхӗнче иккӗшне те ҫырма хавхалантарнӑ пӗрешкелтерех фабула пулнӑн туйӑнать. Вӑл тӗнче тытӑмне ӳкерсе мар, ӗҫ пек курӑмлатса кӑтартакан юрӑсемпе пӗрешкелрех пулнӑ теме пулать. Ун йышшинче икӗ тӗнчене ҫыхакан Ама йывӑҫа ҫапла фабулӑласа кӑтартаҫҫӗ:

Тухрӑм кайрӑм пӗр ҫулпа,

Хура вӑрман тӗл пултӑм.

Хура вӑрман варринче

Ҫап-ҫут кӳлӗ тӗл пултӑм.

 

Ҫап-ҫут кӳлӗ варринче

Ылтӑн юпа тӗл пултӑм.

Ылтӑн юпа тӑрринче

Ӑмӑрт кайӑк тӗл пултӑм

[3, с. 303].

Вӗрӳ-суру чӗлхисенче ҫак ӳкерчӗке калавҫӑ-харкамҫӑ сӑнарӗсӗрех тунӑ пулӗччӗҫ:

Хура вӑрман варринче ҫутӑ кӳлӗ,

Ҫутӑ кӳлӗ варринче ылтӑн юпа.

Ылтӑн юпа тӑрринче ӑмӑрт кайӑк [3, с. 304].

Енчен те юпа ҫинчи кайӑк (йывӑҫ ҫинчи ҫулҫӑсем, туратсем) вӗҫсе кайсан (сарӑхсан, тӑкӑнсан, хуҫӑлсан) тӗнче тӗрекӗ хавшать, енчен ҫирӗп ларсан ‑ тӗрекленет. Ҫавна май ҫын тӗнчи те: е арканать, е тӗрекленет вӑл.

Г. Филиппов хӑйӗн хайлавӗнче икӗ пӗрешкел тӗнчене сӑнласа пани унӑн ятӗнченех курӑнать: «Чухӑн ҫын пурӑнӑҫӗ ‑ хирти мулкач пурӑнӑҫӗ». Ялта пурӑнакан ҫын ҫут ҫанталӑк тӗнчине (вӑрмана) ҫитсе унти канӑҫлӑха аркатать (арҫури ларакан юмана пуртӑ тӑршшипе ҫапса ҫурать). Ҫакӑ ҫанталӑка пӑсса (вӑрмана кашлаттарса, уйӑх ҫутиллӗ каҫа тӗттӗмлентерсе) ярать. Пуҫланать хайхи ҫуйхатуҫӑн мыскари: сехри хӑпнипе вӑл пуҫӗ тӑнӗпе вӑй-халне те ҫӗтерет, унталла та кунталла кума-кума хире тухать, килне ҫитме ӗмӗтленет.

Хайлав ячӗ ытларах калавҫӑ-харкамҫӑ арҫурие мӗншӗн вӑратнине ӑнланма пулӑшать. Ҫитмен пурнӑҫа пула ҫула тухнӑ чухӑн ҫӗрле хир мулкачи евӗр шӑнса ҫӳрет. Чӗлхе вӗҫне ҫийӗнчех юрӑ кӗнекисене кӗнӗ «Мулкач юрринчи» ҫак йӗркесем килеҫҫӗ: «Ҫӳл ту ҫинче тӑра-тӑра / Урам шӑнса кайрӗ, / Шӑннӑ йывӑҫ кышла-кышла / Шӑлсем ӳксе пӗтейрӗҫ» [3, с.304].

Гаврил Фёдоров ҫав юррӑн тепӗр вариантне юрланӑ: «Ҫич ҫол выртрӑм пӗр варта / Шӑн йӑвӑҫа кышласа, / Шӑл-ҫӑвара пӗтерсе...» [4, с. 67]. Е тата мулкач ҫинчен ҫапла юрланӑ: «Уйра — ҫил-тӑман, / Вӑрманта — ҫатрака. /Ай, мӑнтарӑн уй мулкачи / Епле чӑтать-ши». Малалли сӑмахӗсем харкамҫӑ ячӗпе юрланнӑ: «Ялта — ял сӑмахь, / Килте — кил сӑмахь. / Ай, мӑнтарӑн манӑн пуҫӑм / Епле чӑтать-ши?» [5, с. 206‑207]. Ҫакнах Гаврил Фёдоров кӑштах урӑхлатса сӑвӑланӑ: «Вӑрмана та кайрӑм та ҫатрака, / Уя та тухрӑм та ҫил-тӑман, /Яла та кӗтӗм те йыт сасси, / Улаха та кӗтӗм те хӗр сӑмахь. / Пирӗн ахаль телей ҫук» [4, с. 114].

Ҫапла вара, паттӑр юмахӗн фабулине ҫук ҫын кӗввине (мотивне) кӗртни унти харкамҫӑ ҫут ҫанталӑк тӑнӑҫлӑхне мӗншӗн аркатма хӑтланнине уҫӑмлатма пулӑшать. Пӗрремӗшӗнчен, ҫула вӑл каҫ пулттипе тухать; иккӗмӗшӗнчен, арҫурие хӑйӗн ҫуртӗнчен ирӗксӗрлесе кӑларать, ҫавна май ҫынна тӗкӗнмен вӑя вӑратать. Ҫаксене харкамҫӑн «вутӑ-шанкӑ ҫывхарса ҫитнӗрен» тата шӑнса кӳтнӗрен (ӑшӑрах «чӗркенме» тумтирӗ пулман-ҫке!) тума тивет. Ку ӗнтӗ ҫут ҫанталӑк тӑнӑҫлӑхне аркатасси патне илсе ҫитерет.

Юмахсенче те, юрӑсенче те вӑрман варринче пӳрт (чылай чухне вӑл виҫӗ кӗтеслӗ, эппин, ҫынсем пурӑнман тӗнчепе ҫыхӑннӑ) курнине асӑнакан йӗркесем сахал мар. Акӑ, Гаврил Фёдоровӑн пӗр юрринче ҫапларах каланӑ:

Кайрӑм шырама сӗм вӑрмана та,

Кайрӑм-кайрӑм пӗр ҫулпа.

Виҫ кӗтеслӗ пӳрт ларать те,

Кӗрес терӗм — кӗртмерӗҫ [4, с. 58].

Г. Филиппов хайлавӗнчи харкамҫӑ та ӑшӑнас тӗллевпе пӳрт шырать, анчах: «Патне пырсан та ‑ пӳрт пулмарӗ: / Ват юман ӑшӗнче калаҫать, / Ҫын евӗрлӗ калаҫмасть. / Кӗрес тесен — алӑк ҫук, /Савӑнас тесен ‑ паллашу ҫук» [2, с. 117]. Г. Фёдоров юрринче пӳрт хуҫи ҫул ҫӳревҫӗпе паллашма «шур чӑлхапа, пушмакпа» тухать. Кунта вара калавҫӑ-харкамҫӑн «Куҫӗ курать те шӑлӗ витмест». Тарӑхнӑскер, «Чун кӳтнипе чун хутнӑскер», ватӑ юмана пуртӑ тӑршшипе яра парать ҫак чухӑн ҫын!

Малалла автор сехри хӑпнӑ калавҫӑ-харкамҫӑн хӑтланкаларӑшне ҫырса кӑтартать: унта вӑл чӑннипех куянла ун сикет, кун сикет, кума-кума хире тухать. Юлашкинчен «шуҫ тупанлӑ ҫул» ҫине тухса ҫил ҫунатлӑ ҫуна ҫине ларать. Ҫиле май вӗҫтере пуҫланӑскерӗн аллинчи туйи хуҫӑлать, ура тупанӗ шӑтса каять. Тек ӗнтӗ вӑл ялӗ-йышӗпе «килӗ-вутне» ҫитсе ӳкесси те иккӗленӳллӗ.

Автор ҫак вӗҫе пачах урӑхла ҫавӑрса хурса пысӑк ӑсталӑх кӑтартать. Иккен маларах калани пӗри те пулса иртмен, мӗн пурӗ те «тӗпсӗр-питсӗр хуплӑ» (ӑнман япала) кӑна пулнӑ. Ку вӑл социаллӑ кӗвӗсене жанр хыҫне пытарни-ши (сӑвӑланӑ пулмасла халап) е авторӑн шӳтлерех стильне пула ҫапларах ҫырӑнни-ши?

М. Фёдоровӑн «Арҫури» автор-калавҫи те вӗҫӗнче (эпилогӗнче) ҫапла мелпе усӑ курать. Ку мел ҫыравҫӑсене хӑйсен ӑнне, авторлӑхне палӑртма чылай пулӑшать. Текстра калани Г. Филиппов хайлавӗн калавҫи-харкамҫин пуҫӗнче, М. Фёдоров «Арҫуринче» Хӗветӗр харкамҫӑ пуҫӗнче ҫуралнӑ. Ҫав ӗҫ чӑн пурнӑҫра пулман та иккен, вӑл ытларах халӑх мифологийӗпе тӗнче ӳкерчӗкӗнче ҫапларах йӗркеленет иккен. Ҫав хушӑрах хайлавсенче социаллӑ ыйтусем те хускатнӑ, вӗсене инҫетленнӗ (дистанциленнӗ) автор юриех пусса палӑртнӑ, чӑн пурнӑҫри ҫивчӗ ыйтусене хускатнӑ. Акӑ, «Туя тӑрри — тумхах ҫул» текен йӗркенех илер. Г. Фёдоровӑн пӗр юрринче ҫапла каланӑ: «Ай, тор, тор, тор, начар ҫын порнӑҫ ‑ / тоя тӑрнче ҫӳренӗ пек, ҫӳренӗ пек» [4, с. 42]. Туя тӑррипе тумхах ҫул начар ҫыншӑн кӑна иккен. Мӗскӗнӗн алӑри туйипе ури тупанӗ те юрӑхсӑра тухать. Хайхи пирӗн калавҫӑ-харкамҫӑ чухӑн ҫынна (хӑйне ӗнтӗ) сӑнласа пӗтерет те унран хӑвӑрт кӑна инҫетелле тарать. Ҫапла туни хайлавра каланине шӳт енне пӑрса яма май парать.

Г. Филипповӑн пултарулӑхӗ иксӗлми пулнӑ. Вӑл халӑх сӑмахлӑхӗнчи калуллӑ поэзи интонацине кӑмӑлланӑ, юрӑ тата паттӑр юмахӗсен поэтикипе те тухӑҫлӑ усӑ курнӑ. Сӑвӑҫ авторӑн харкам ӑнне ҫивчӗ туйса, ӑна хӑйне май палӑртма пултарнӑ. «Чухӑн ҫын пурӑнӑҫӗ ‑ хирти мулкач пурӑнӑҫӗ» ятлӑ лирика-эпикӑна кӗрекен хайлав фабулине вӑл Хуракасси ялӗнчи (халӗ Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрет) хресченрен ҫырса илсе илемлетнӗ пек пулса тухать. Унӑн алли витӗр тухнӑ фабула пӗр майлӑ, М. Федоров аллинче вӑл тепӗр майлӑ сюжета ҫаврӑнса тухнӑ. Социаллӑ кӗвӗ иккӗшӗнче те аван илтӗнет пулсан та хайлавсен илемлӗ идейисем тӗрлӗрен хывӑннӑ. Г. Филиппов калавҫӑ-харкамҫа хирти мулкач «тирӗнче» пултарса усал вӑя вӑраттарать. Кунти ӗҫ-пуҫ пулман тени (автор-калавҫӑ хайлав вӗҫӗнче ҫапла калать те) арҫури пулманнине те йышӑнма хистет. «Арҫурири» сӑнар вара Хӗветӗр пуҫӗнчи мифологилле ӑна пула калӑпланать. Кунта эпир Хӗветӗре историллӗ, социаллӑ тата общество ӑнлӗ сӑнар пек куратпӑр. Арҫурипе Хӗветӗр икӗ тӗнчери пӗр статуслӑ сӑнарсемех. Г. Филипповӑн калавҫи-харкамҫи вара арҫурипе мар, хирти мулкачпа пӗрешкел. Харкамҫӑсене хӑратаканӗ вӑрманта сарӑмсӑр вилнӗ чухӑн ҫыннӑн чунӗ иккен. Вӑл ниепле те канӑҫ тупма сӗтлӗ кӳлле каяймасть, мӗншӗн тесен сарӑмсӑр вилнӗскере леш тӗнчене чӑваш йӑли-йӗркипе ӑсатайман. Ҫапла вара, «Чухӑн ҫын пурӑнӑҫӗ ‑ хирти мулкач пурӑнӑҫӗ» хайлавра мифопоэтикӑлла шухӑшлав мӗн пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитичченех хуҫаланать. Автор-хайлавҫӑ ӑнӗ чылай урӑхла, вӑл чӑн пулнипе шухӑшласа кӑларнине лайӑх уйӑрать. Эппин, кунта автор (поэзи) мифологийӗ хуҫаланать.

Г. Филипповӑн пултарулӑхне М. Арзамасов та аван пӗлнӗ. Вӑл ҫырнисен хушшинче «Чухӑн ҫыннӑн» ятлӑ сӑвӑ пулни паллӑ. Ҫав хайлав фабули «Чухӑн ҫын пурӑнӑҫӗ ‑ хирти мулкач пурӑнӑҫӗ» поэма-халапӑн (ку текста ҫав жанра та кӗртме пулать) фабулипе пӗрешкел пулнӑ теме май пур. Тен, ҫав сӑвӑҫсем халӑхра ҫӳрекен халапа иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтарах тата вырӑнарах ҫырса илнӗ? Унӑн ареалне Тӗрлемеспе Хурапха тата Хуракасси ялӗсем кӗни иккӗленӳсӗр.

М. Арзамасов «Мулкач» мотивне Г. Филипповран ытларах аталантарма пултарнӑ. Пӗри ҫав чӗр чун сӑнарӗ урлӑ чухӑнлӑха пула шар тӳсекен хресчене кӑштах шикленекен пек кӑтартнӑ пулсан, Тӗрлемес сӑвӑҫи ҫакӑнпа ҫырлахмасть. Вӑл халӑх юрринчи телейсӗр мулкач сӑнарне лайӑхрах уҫӑмлатать. Хирти мулкач темӗн пек тертленсессӗн те ирӗкрех ҫӳрет-ҫке. М. Арзамасовӑн «Куян тус» сӑввинчи куянӑн вара хуҫи пур, вӑл ӑна нимӗн туса та юраймасть иккен: «Аллӑма кӗрепле турӑм, Пуҫӑма шӑпӑр турӑм, / Ҫапах юраймарӑм хуҫана». Харкамҫӑ ирӗклӗхе туртӑнать, анчах та хуҫаран тарма ниепле те май ҫук: «Йӗри-тавра тимӗр хапха, / Кирек ӑҫталла пӑхсан та ‑ тӑвӑр хапха» [2, с. 202]. Халӑх сӑмахлӑхне пуҫтарнӑ чухне М. Арзамасов ытларах чухӑнлӑхпа тӑванлӑх темисене хускатакан сӑмахсене асӑрханӑ,«Мулкач» мотивне ҫывӑх юрӑ сӑмахӗсене юратнӑ. Ку вӑл унӑн тӗнче ӳкерчӗкӗн (картина мира), автор мифологийӗн хӑй евӗрлӗхӗ (тӗплӗнрех пӑхӑр: [3, с. 307‑318]).

Малалла М. Фёдоровӑн поэзи мифологийӗ пирки калаҫӑпӑр. «Арҫури» хайлавра икӗ тӗнче пур: ҫынсен тӗнчи тата ҫутҫанталӑк тӗнчи. Пӗрремӗш тӗнчери ӗҫ-пуҫ ялта пулса иртет, иккӗмӗш тӗнчери – ял тулашӗнче (вӑрманта). Ҫав икӗ тӗнчен чикки чылай чухне шыв (ҫырма) пулса тӑрать. Ахальтен мар ӗнтӗ арҫури шыв арманӗнчен малалла иртеймест, Хӗветӗртен арман айне кӗрсе юлать.

Халӑх юррисенче ҫут ҫанталӑк тӗнчипе ҫын тӗнчине пӗрпеклетсе, танлаштарса пӑхни тӑтӑшах тӗл пулать. Калӑпӑр, малтан вӑрмана сӑнлаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ‑ ял халӑхне. (Чӑваш шухӑшлавӗпе курӑмӗ ҫут ҫанталӑкран ҫын еннелле, ют ҫӗртен тӑван ҫӗрелле куҫса пыма кӑмӑллать). Тӗслӗхрен: «Хура вӑрман хушшинче / Ма ӳснӗ-ши хурлӑханӗ. / Хура халӑх хушшинче / Ма ӳснӗ-ши ман пӗвӗм. / Хура вӑрман хумханать, / Хурлӑхан йывӑҫ хурланать. Хура халӑх хӗпӗртет, / Манӑн чунӑм хурланать» [3, с. 333‑334].

Кунта халӑха вӑрманпа, лирика субъектне вара вӑрманта ӳсекен хурлӑхан тӗмипе танлаштарнӑ. Хӑш-пӗр текстра ял халӑхӗпе хура вӑрмана хирӗҫлетсе танлаштарса пӑхни те тӗл пулать. Ялпа хура вӑрман икӗ тӗнче пулнине вӗсен тытӑмне (Ама йывӑҫа) уйрӑмшар ӳкерсе кӑтартакан юрӑсем те лайӑх ӗнентереҫҫӗ. Чылай чухне ҫак икӗ тӗнчене пӗр харӑс ӳкерни те тӗл пулать. Тӗрӗсрех каласассӑн, ун пек чухне иккӗмӗш тӗнчине ӳкерес вырӑнне сӑнарсене танлаштарса кӑна хӑвараҫҫӗ.

Хӑш-пӗр юрӑсенче ҫут ҫанталӑк тӗнчине пӗтӗмӗшле ӳкерсе парас вырӑнне лирика субъекчӗ хӑй курнӑ пек кӑтартнисем тӗл пулаҫҫӗ. Ун пек чухне текстри калу фабула йӗрӗпе каять, ӗҫ (хускану) черетленӗвӗ йӗркеленсе ҫитет: «Тухрӑм кайрӑм пӗр ҫулпа, Хура вӑрман тӗл пултӑм. Хура вӑрман варринче Ҫап-ҫут кӳлӗ тӗл пултӑм. Ҫап-ҫут кӳлӗ варринче Ылтӑн юпа тӗл пултӑм. Ылтӑн юпа тӑрринче Ӑмӑрт кайӑк тӗл пултӑм» [3, с. 335]. Малаллла лирика геройӗ ылтӑн юпана хӑйӗн ашшӗпе, ӑмӑрт кайӑкне амӑшӗпе, кӳлле куҫҫульпе тата хура вӑрмана хуйхӑпа танлапггарать, ҫавна май кил тӗнчине ӳкерсе парать. Ку текстра та тӗп вырӑнта икӗ тӗнчене танлаштарса пӑхасси тӑрать. Лирика субъекчӗ ҫула тухни, вӑрманта тӗрлӗ япаласемпе тӗл пулни ‑ ҫаксем пурте танланлаштарушӑн кӗртнӗскерсем кӑна.

Халӗ «Арҫури» хайлав патне таврӑнар. Унти харкамҫӑ та вӑрмана ҫул тытать (ун пирки те калуҫӑ «тухрӗ кайрӗ» тет), тем те пӗр курса пӗтет, арҫурипе тӗл пулать. Ку хайлавра ял тӗнчи тӗрлӗ вырӑнта сапаланнӑ пулсан та унӑн никӗсне 134‑176-мӗш йӗркесем (арҫури мӗнтен пулнине ӑнлантарнӑ пай) кӗреҫҫӗ. Ял-йыша малтан кӑтартни, Хӗветӗр хӑйӗн кил-йышне аса илни ‑ ҫаксем тӗп пая уҫӑмлатакан вырӑнсем кӑна.

Кунта та, юрӑсенчи пекех, ҫут ҫанталӑк тӗнчине сӑнласа кӑтартни пысӑк вырӑн йышӑнать. Ун хыҫҫӑн ял ҫыннин пурнӑҫне тишкерӳллӗн (арҫури мӗнтен пулнине, ҫитмен пурнӑҫ мӗнтен килнине) ӑнлантарни каять. Вӑл халӑх поэзийӗнчи психологи параллеллӗхӗпе пӗрешкелех. Ҫапла вара, эпир «Арҫури» композицийӗ халӑх юррисен тытӑмне пӑхӑнса йӗркеленнӗ тесе калама пултаратпӑр. Ҫакӑ вӑл поэтӑн сӑнарлӑ шухӑшлавӗ халӑх лирикин ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑран килнӗ.

Композици ҫаврисемпе (блокӗсемпе) стиль. Композици ҫаврисем тесе эпир шухӑшпа стиль е ҫыру мелӗ тӗлӗшӗнчен пӗрлешсе тӑракан йӗркесен пӗрлӗхне калатпӑр. Темиҫе ҫаврана чылай чухне пӗтӗмӗшле ят парса пӗрлештерме май пур. Малалла «Арҫури» хайлаври ҫавӑн йышши ҫаврасемпе вӗсен пӗрлӗхӗсене пӑхса тухӑпӑр (номерсем пӗрлештернӗ редакцири йӗркесен шут хисепне пӗлтереҫҫӗ).

1‑19. Ҫула хатӗрленсе тухни. Ҫак йӗркесен пӗрлӗхӗхӗнче тӗрлӗ ҫаврасем пур. 1‑6-мӗш йӗркесенчен тӑракан ҫаврара ӗҫ-пуҫа тулашран ӳкерсе кӑтартнӑ, вӑл юмахсен пуҫламӑшӗсемпе пӗрешкелрех. Малалла Хӗветӗре ҫула тухма юлташ мӗншӗн пулманнине сӑлтавланӑ. Тӗрӗссипе 7‑19-мӗш йӗркесем, хайлавӑн ял тӗнчине уҫӑмлатма пулӑшаканскерсем, каярах (арҫури мӗнтен пулнине ӑнлантарнӑ тӗлтен) кӑна хӑйсен функцине пурнӑҫлаҫҫӗ. Унччен вӗсем асра (пассивра) тӑраҫҫӗ-ха.

«Эсир ӑна пӗлетӗр» тени юмахлӑха сӗвӗртсе, тӗрлӗрен пулни-иртни ҫинчен калакан тӗлӗнтермӗш халапсен сӗмне кӗрттерет: Хӗветӗр ‑ вулавҫӑ (итлевҫӗ) пӗлекен «хамӑр ял». Кунта юмахри пек «пурӑннӑ тет пӗр...» тесе калама май ҫук. 7‑19-мӗш йӗркесенче юмах стилӗ пачах ҫухалать: сӑлтавласа сӑнлани пулни-иртнисенче кӑна тӗл пулать. «Лавраҫ пичче» текенӗ хӑй уйрӑм сӑнар пулни курӑнать. Ҫав калуҫӑ (тӗрӗссипе ӑна, пайӑрласа, халапҫӑ темеллеччӗ) хушӑран хушӑ Хӗветӗрпе пӗрлешсе каять, чылай чухне вӗсене хура вӑрманти ӗҫ- пуҫа сӑнланӑ вырӑнсенче уйӑрса илме май та ҫук.

7‑19-мӗш йӗркесенче юмахлӑх кӑна мар, халаплӑх та питӗ вӑйсӑр палӑрать. Ҫакӑнти шухӑшлав малтанхи йӗркесенчи мифопоэтикӑлла шухӑшлавпа хирӗҫӳре тӑнӑн туйӑнать. Тин ҫеҫ юмах-халап ҫулӗпе чупма пуҫланӑ калу чӑваш хресченӗн кулленхи пурнӑҫне сӑнланипе, унӑн хуйхи-суйхине пӗлтернипе ылмашӑнать. Ҫакӑ (стиль улшӑнни) халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсемшӗн ютӑ япала. Унта кашни жанрӑн е унӑн тӗсӗн хӑйӗн стилӗ пур-ҫке! «Арҫурири» ҫак икӗ стиль пӗр-пӗрне хирӗҫлемеҫҫӗ, ҫыравҫӑн харкам стильне йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ вара жанр хӑй евӗрлӗхӗ патне илсе тухать.

20‑42. Тӗттӗмленсе ҫитни. Ҫак ҫаврасен пӗрлӗхне «Ҫырма хӗрне ҫитсе тӑни» ят пама та май пур. Кунта ҫул ҫинче тӗттӗмленсе ҫитнине каласа кӑтартнӑ. Харкамҫӑ ял тӗнчинчен ҫут ҫанталӑк тӗнчине ҫитсе кӗрет.

20‑24-мӗш йӗркесенче автор пейзаж ӳкернӗ, ҫакӑ халап стильне юрӑ енне куҫма пулӑшать. 25‑28-мӗш йӗркесем юрӑран илнӗнех туйӑнаҫҫӗ. Кунти риторикӑлла ыйтӑва герой лашаран ытла хӑйне пани сисӗнет. Вӑл шикленнӗрен лашипе калаҫма пуҫлать. Ҫакӑнта лирика субъекчӗпе герой пӗрлешсе каяҫҫӗ. 29‑42-мӗш йӗркесенче халап стилӗ каллех мала тухса тӑрать. «Акӑ ӗнтӗ, атьсемӗр» тени халапа итлекенсем пурри, вӗсем халапҫӑран кӗҫӗнрех пулни ҫинчен пӗлтерет. Ҫав хушӑрах 31‑32-мӗш йӗркесем герой тӗнчине пӗлме питех те пулӑшаҫҫӗ. Иккен Хӗветӗр хӑйӗн лашине ыраш улӑмӗ кӑна ҫитерет. Мӗншӗнӗ паллӑ ӗнтӗ: вӑл юрлӑ пурнӑҫпа асапланать. Ахальтен мар ӗнтӗ вутӑ вӑррине тухнӑ ҫак хресчен, вӑл Чиперуй енчи хысна вӑрманне кайнӑ. Малтанхи редакцире «хӗл-ҫӑвӗпех хӗн кураканӗ» Карчӑк Микулин арӑмӗ мар, Хӗветӗр арӑмӗ пулни паллӑ. Арӑмӗ чирлӗ, ачи-пӑчи пӗчӗк, утти те, вутти те пӗтсе ҫитнӗ-мӗн хайлаври тӗп харкамҫӑн. Ҫакна эпир пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пӗлсе пыратпӑр. Ҫак блокра ҫанталӑка сӑнани пурнӑҫа хак панипе ылмашӑнать, реализм стильне вӑйлатма пулӑшать, йӗп чиксен те куҫ курман сӗмлӗхре Хӗветӗр тарӑн ҫырма хӗрне ҫитсе тӑрать.

43‑71. Арҫури алхасӑвӗ. Ҫаврасен ҫак пӗрлӗхӗнче халапҫӑ куҫне тем те курӑнать, хӑлхине темӗнле сасӑ та кӗрет. Пуҫӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех кунта мифопоэтикӑлла ӑнлава тӗпе хунӑ ӳкерчӗк хуҫаланать. Малтан харкамҫӑ, хӑйӗн чунӗ шикленнӗрен, хӑйне мӗн хӑратнине уҫҫӑн тавҫӑрса та илеймест-ха (43‑45-мӗш йӗркесем). Малалла унӑн хӑлхине шӑхӑрнӑ, мӑкӑл-мӑкӑл калаҫнӑ, шатӑртаттарнӑ сасӑсем кӗреҫҫӗ (48‑50-мӗш йӗркесем). Автор кунта юмах вӗҫӗнче каламалли сӑмахсене хӑй евӗрлӗ улӑштарса вырӑнлӑ кӗртсе лартнӑ (52‑54-мӗш йӗркесем). 55‑71-мӗш йӗркесенче Хӗветӗр куҫӗ умне мӗн курӑннине каласа кӑтартнӑ. Калу ташӑ такмакӗн ҫеммипе пынине 55-мӗш йӗрке (Акӑ ӗнтӗ, пӑх ӗнтӗ) лайӑх туйтарать. Арҫури алхасӑвне ҫав ҫемӗпе кӑтартма меллӗ пулнине ҫыравҫӑ питӗ лайӑх ӑнланнӑ пулас. 63‑71-мӗш йӗркесене тарӑн ҫырма пуҫне ҫитсе тӑнӑ харкамҫӑ калама пултарайман, мӗншӗн тесен кунта тӗпре вӑрман ҫине ҫӳлтен, пӗтӗмӗшле пӑхни тӑрать. Эппин, ку йӗркесенчи калӑва халапҫӑ хӑйӗн ячӗпе йӗркелет.

72‑99. Хӗветӗр монологӗ. Ку блок кӗлӗ сӑмахӗсемпе пуҫланать те тӑршшӗпех ҫав стиле тӗпе хурса аталанать. Чи кӑсӑкки вара ҫакӑ: кунти сӑмахсенчен чылайӑшё юрӑ тексчӗсенче тӗл пулать (86‑99-мӗш йӗркесем). Енчен те кӗлӗ сӑмахӗсенче малта тархаслу тӑрать пулсассӑн, кунта ытларах ӗмӗте палӑртни (76‑85-мӗш йӗркесем), шухӑша путни (86‑99-мӗш йӗркесем) тӑрать. Пӗтӗмпех чӑваш ӑнланӑвё, курӑмӗ, ӑнӗ палӑрать кунта. Харкамҫӑ хӑйне авалхи чӑвашсен йӑлипе тирпейлесе пытараймасран (= арҫури пуласран) хӑрать, хӑй вилес-тӑвас пулсан кил-йышӗ йывӑртарах нушана кӗрсе ӳкессе пӗлсе пӑшӑрханать. Пурнӑҫ хуйхи-суйхи пӑтратать унӑн пуҫне. Монолог урлӑ эпир Хӗветӗрӗн арӑмӗ чирлӗ пулнине те (малтанхи редакцисенче), вӑл пуян тата ырӑ ҫынсен йышӗнче пулманнине те, унӑн ачи-пӑчи айвантарахне те пӗлсе ҫитетпӗр. Ҫапах та икӗ тӗнче танлаштарӑвӗ сисӗнмест-ха кунта, вӑл каярах, арҫури мӗнтен пулнине ӑнлантарнӑ пайра, палӑрать.

100‑112. Арҫурирен хӑпни. Тӗрӗссипе ҫак ҫаврана «Арҫури тӗрлӗ ҫынпа чӗр чун пулса кӑтартни» ят памаллаччӗ. Ҫакӑн пек пултарулӑх тухатмӑшсен ҫимӗк каҫ палӑрать тенӗ, ун ҫинчен тӗрлӗ халап ҫӳренӗ. Эппин, ҫак ҫаврана тӗлӗнтермӗш халапсен (бывальщины) стилӗпе ҫырнӑ теме май пур. Халапҫӑ итлекенсене хурал пӳртӗнче каласа панӑн туйӑнакан стиле тума «пулчӗ кайрӗ», «пулчӗ выртрӗ», «хайхи-майхи», «кӗрех кайрӗ» йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем те пулӑшаҫҫӗ.

113‑133. Тул ҫутӑлсан. Ҫак ҫаврасен пӗрлӗхне малтанхи редакцисене кӗнӗ темиҫе йӗрке кунти вӑхӑта аван кӑтартать: «Автан автать, тул ҫутӑлать». Эппин, арҫури арман айне кӗрсе юлнӑ вӑхӑт тӗлне тул ҫутӑлса пынӑ ӗнтӗ. Тӑвӑл та лӑпланнӑ, лӑпкӑ юр ҫума пуҫланӑ. Ҫакна пӗрлештернӗ Чӗмпӗр редакцине кӗртмен тӑватӑ йӗркерен пӗлме пулать: «Праски инке ҫӑнӑх алать, / Петӗр пичче ҫиленет. / Лапка-лапка юр ҫӑвать, / Шулап пуҫне шуратать». Кунти малтанхи икӗ йӗрке тупмалли юмахран, юр ҫунине ытарлӑн сӑнласа панине пӗлтерет. Ҫак ҫаврара пӗтӗмпех пейзаж ӳкерсе кӑтартнӑ темелле. Малалла вара тӑвӑл хыҫҫӑнхи чипер вӑрмана сӑнланӑ. Унта пӑхсан ҫӗлӗк ӳкмелле вӑрӑм чӑрӑшсемпе пӗрлех ҫил ватнӑ юмансемпе ҫӗмӗртсем те пур иккен. Эппин, вӗсене арҫури мар, ҫил-тӑвӑл йӑвантарнӑ. Ҫапла вара, Хӗветӗр ҫут ҫанталӑк тӗнчине ҫитсе унти асар-писер ҫанталӑкпа тарӑн ҫырмари арҫурие курчӗ (тӗрӗссипе, унӑн куҫне курӑнчӗ). Енчен те хайлав ҫакӑнпах вӗҫленнӗ пулсан, вӑл паянхи пек вилӗмсӗр классика ретне кӗрсе юлайман пулӗччӗ. Хайлавӑн мӗн пур техӗмӗ ‑ хура вӑрманпа ял халӑхне, арҫурипе Хӗветӗр йышши ӑнман та чухӑн ҫынсене танлаштарнинче. 117‑133-мӗш йӗркесене ҫыравҫӑ аллитераципе тухӑҫлӑ усӑ курса шӑрҫаланӑ. Ку тӗлӗшрен ҫавра ытларах халӑх юррисене аса илтерет.

134‑176. Мӗнтен пулать пирӗн хуйхӑ? Арҫури вӑл Хӗветӗр йышши чухӑнӑн чунех иккен. Хура вӑрманти асар-писерӗ вара ял халӑхӗн ҫитмен пурнӑҫне символлать. Ку ҫаврара геройпа калуҫӑ-халапҫӑ ҫухалать, ун вырӑнне шухӑша путнӑ калуҫӑ (повествователь) тата тӗпчевҫӗ йышӑнать. Ӑна чӑваш хресченӗн ҫитмен пурнӑҫӗ мӗнтен килнин тупсӑмӗ канӑҫ памасть. Хуравне итлевҫӗ-вулавҫӑ хӑех чухлама-тупма пултарӗ. Чи пысӑк сӑлтавё вӑл хырӑҫ-марӑҫ (куланай) пама укҫа-тенкӗ пулманни. Ҫавна пулах Энтри пекки юра ерет, хутаҫ ҫакса ыйткаласа ҫӳрет. Тепӗр сӑлтавӗ халӑх ҫутта тухманнипе, вӗренменнипе ҫыхӑннӑ. Енчен те Карчӑк Микулипе Хӗветӗр йышшисем вӗреннӗ пулсассӑн, вӗсем чир-чӗртен сывалмалли урӑх ҫул суйласа илнӗ пулӗччӗҫ, вӑрманта аташса ҫӳремӗччӗҫ. Пӗрлештернӗ редакцире 169‑176-мӗш йӗркесене хайлав вӗҫне куҫарса лартни унӑн тӗп шухӑшне сӗвӗртет, хайлава юмахлатса ярать. Чӑннипе вӗсем 151‑152-мӗш йӗркесен хушшинче пулмаллаччӗ (чи малтанхи редакцире ҫапла). Капла хайлав социаллӑхӗ ҫивӗчленет: «Кайран юра еретпӗр, / Хутаҫ ҫакса каятпӑр, / Ыйткаласа ҫӳретпӗр» [3, с. 339]. Ку вӑл Энтрипе Хӗветӗрӗн, мӗн пур чухӑн чӑвашӑн шӑпи. Ҫакна эпир ҫут ҫанталӑк тӗнчине ҫитсе килнӗ хыҫҫӑн, вилнӗ Энтрин леш тӗнчери чунӗпе курнӑҫнӑ хыҫҫӑн аван ӑнлантӑмӑр. Хура вӑрман пурнӑҫӗ ял пурнӑҫӗн ӗмӗлки иккен, вӑл тӗкӗрте сӑнланакан ӗмӗлке пек.

Автор эпилогӗ. Ҫак ҫаврана 1908 ҫулта пичетленнӗ редакцие пачах та кӗртмен. Кунта эпир Хӗветӗрпе ҫӳренӗ калуҫӑран урӑхларах калуҫӑ ‑ автор ‑ пуррине куратпӑр. Вӑл ачасен валли те, хӗрсемпе хут вӗреннӗ ҫынсемшӗн те ҫырнӑ иккен ҫак хайлава. «Эпӗ ҫыртӑм сӑввине, эсир тупӑр юррине» тет автор вулавҫа (итлевҫе). Урӑхла каласассӑн, пирӗн вӑл мӗн калас тенине пӗлмелле, тупсӑмне юрӑ сӑмахӗсенче тупмалла. Вулавҫа пулӑшас тӗллевпе М. Федоров хайлав вӗҫӗнче тупсӑмне тупма ыйтакан тепӗр виҫӗ йӗрке кӗртнӗ ( вӑл Я. Турхан списокӗнче пур): «Атӑл хӗрринче, анатра / Хӑмӑш ӳсет, хумханать, / Вӑйлӑ ҫилпе тайӑлать...» [3, с. 340] (палӑртни пирӗн. ‑ В.Р.).

Атӑл хӗрринчи хӑмӑшлӑх (хура вӑрман) ял йышне пӗлтерет. Ҫил ҫинче хумханса ларакан хӑмӑш (йывӑҫ) — чухӑн (тухман ҫын) символӗ. Вӑл ялти Хӗветӗрпе, вӑрманти арҫурипе пӗрешкел. Ҫапла вара, «хура вӑрман ‑ йывӑҫ» тата «Атӑл хӗрринчи хӑмӑшлӑх — хумханакан хӑмӑш» тытӑмсем «ял-йышӗ ‑ уйрӑм ҫын» тытӑмпа тӳр килеҫҫӗ. Йывӑҫпа хӑмӑш тӑррисем хумханни тӗнче арканӑвне пӗлтерет. Ахальтен мар ӗнтӗ Хӗветӗр те чухӑн (тухман, ӑнман) ҫын. Поэмӑн эпиграфӗ (тухман ҫын тухсан тӑман тухать тет) кӑна мар, юлашки виҫӗ йӗрки те хайлавӑн тарӑн варӑннӑ тӗп шухӑшне ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ.

Вӗҫӗнче «Арҫури» ҫинчен ҫырнисене пӗтӗмлетсе ҫапларах калар:

1. Хайлав стилӗ пӗтӗмпех халӑх сӑмахлӑхӗнчен, унӑн сӑнарлӑхӗнчен, халӑхӑн традицилле пурнӑҫӗпе мифологийӗнчен сӗткен илсе ҫирӗпленнӗ. Кунта мифопоэтикӑлла шухӑшлав реализм ӳкерчӗкӗсемпе ылмашӑнать е хутшӑнса каять.

2. Пулни-иртни, тӗлӗнтермӗш ӗҫ-пуҫ ҫинчен хавхаланса каласа панӑ вырӑнсенче автор юмах-халап стилӗпе тухӑҫлӑ усӑ курнӑ. Монологсенче, шухӑша путнӑ вырӑнсенче халӑх лирикин стилӗ вӑйлӑ палӑрать.

3. Автор хайлав тытӑмне юрӑсенчи тӗнчене танлаштарса сӑнламалли мелпе кӑшкарланӑ, ҫав тытӑма туйтарса илес тӗллевпе автор эпилогӗн юлашки виҫӗ йӗркине кӗртнӗ.

Золотницкий вӗренекенӗсен 80-мӗш ҫулсенчи ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетекенӗ тата ҫӗнӗ шая ҫӗклекенӗ М. Федоров пулнӑ. Чи малтанах кунта халӑх сӑмахлӑхӗнчи ушкӑнла ӑн харкамлӑх енне хӑвӑрт куҫма пултарнине палӑртмалла. Чӑн пурнӑҫ тата истори чӑнлӑхӗсем енне туртӑнни пӗрисен пултарулӑхне документлӑх урлӑ публицистикӑлӑх ҫулӗпе уттарнӑ. Теприсем, ҫав шутра М. Фёдоров та, мифопоэтикӑлла шухӑшлава автор ӑнӗ шайне ҫӗкленӗ, икӗ тӗнчери пӗрешкеллӗхсене кӑтартнӑ. Харкамҫӑ хӑйӗн тӗнчинчен ютӑ тӗнчене ҫитмен пурнӑҫа пула («вутӑ-шанкӑ ҫывхарса ҫитнӗрен») каять, усал-тӗселе вӑратать (е лешӗ ахӑрса кайнӑ вӑхӑт тӗлне лекет). Г. Филиппов хайлавӗнчи харкамҫӑ вӑл стереотиплӑ сӑнар, ытларах халапҫа аса илтерет. «Арҫурири» Хӗветӗрӗн тӑван ялӗ-йышӗ те, кил-йышӗ те пур. Унти арҫури камран тата мӗнле сӑлтава пула пулса кайни те паллӑ. Автор харкамҫа историри паллӑ тапхӑра (вӑхӑта) тата паллӑ социума (общество пурнӑҫӗн йӗркине) вырнаҫтарса сӑнланӑ. Эппин, кунта тӗпре сӑнара халӑх сӑмахлӑхӗнчи пек мар евӗрлетесси тӑрать. Автор хатӗр канон хыҫҫӑн каймасть, вӑл материала тишкерсе тӗпчет, хӑй калас тенине ытарлӑн калама тӑрӑшать. «Арҫурири» автора халапҫӑран ытларах тишкерӳҫӗ темелле. Тӗлӗнтермӗш ӗҫ-пуҫ кунта вулавҫа илӗртме тата калас шухӑша ытарлама кӑна кирлӗ-мӗн. Ытарлӑвӗ вара халӑх лирикинчи сӑнарсемпе тата мелсемпе тухӑҫлӑ усӑ курнӑран ӑнӑҫнӑ.

Литература

1. Паттӑр юмахӗсем = Богатырские сказки [Текст]. Кн. 2 / Составитель Н.Г. Ильина. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2020. 424 с.

2. Революцичченхи чӑваш литератури. Текстсем. I том (XX ӗмӗрччен) / Пухса хатӗрлекенӗсем А.В. Васильев, Г.Ф. Юмарт. Шупашкар: Чӑваш кӗн. изд-ви, 1984. 461 с.

3. Родионов В.Г. Чӑваш литератури. XVIII‑XIX ӗмӗрсем: Вӗренӳ пособийӗ. Шупашкар: Чӑваш кӗн. изд-ви, 2006. 463 с.

4. Фёдоров Г. Чӑваш халӑх юррисем / Пухса хатӗрлекенӗ Ю.А. Илюхин. Шупашкар: Чӑваш кӗн. изд-ви, 1969. 351 с.

5. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. IV том. Юрӑсем. / Пухса хатӗрлекенӗсем И.И. Одюков, Г.Ф. Юмарт. Шупашкар: Чӑваш кӗн. изд-ви, 1979. 480 с.

 

Сӑнсенче: М.Р. Фёдоров; «Арҫури» баллада пичетленнӗ тӗрлӗ ҫулти кӗнеке хуплашкисем.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#халӑх пултарулӑхӗ, #юбилейсем, #литература, #тӗпчевсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Евразиец // 3447.04.5759
2023.11.02 19:16
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
2023.11.05 16:00
Аçтахар Плотников
Евразиец каллех пире, чӑвашсене, чӑвашла ҫыртарасшӑн мар. Имӗш, пирӗн вырӑсла кӑна ҫырмалла. Ӑнман шовинист. Евразиец, статьяпа питех те паллашас килет пулсан, «Атӑл.Тӑлмач» та, «Яндекс.Куҫаруҫӑ» та пур! Чӑвашсене чӑвашла ҫырнӑшӑн ятлама, намӑслантарма, хӗтӗртме кирлӗ мар!
Евразиец // 3447.04.5759
2023.11.05 19:19
Пишите, пишите на чувашском... хоть на попуаском. Я жалею, что до тонкостей эту статью на чувашском понимать не могу, а она должна быть очень интересной, поэтому и написал, что очень жаль, что статья не на русском. А вы, Аçтахар, вредный, вредный как действительный чуваш, нельзя же быть вот таким, вы, очевидно, и в Армии не служили. Если бы служили, были бы немного другим.
Agabazar // 9270.2.3173
2023.11.08 13:27
Agabazar
Сĕнÿ: «Арçури» поэмăна уйрăм кĕнекен кăлармалла.

Çакна тискер Сорос пулăшăвĕсĕрех тума пулать.

Кĕнекене çак текстсене кĕртме май пур:
— Канонла оригиналла текста
— Вырăсла куçарусене (вĕсем темиçен).
— Акăлчанла куçарăва.

Кунсăр пуçне Шупашкарта Михаил Фёдоров поэта тата унăн персонажĕсене халалласа палăк лартмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем