Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине Ҫӗрпӳ районӗнче 44 ҫулти хӗрарӑма ҫул ҫинче вилмеллех ҫапса кайнӑ. Ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫаканскер ҫине «Яндекс. Такси» пырса кӗнӗ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫулӑн 16-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. «Киа Рио» волителӗ, 38 ҫулти арҫын, хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ тӗле вӑл сывлама пӑрахнӑ. Авари пулнӑ вырӑнта каҫхине тӗттӗм, ҫутӑ ҫук. Халӗ полици лару-тӑрӑва уҫӑмлатать. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫӗнетнӗ парка уҫнӑ. Унта ӗнер тӳре-шара пухӑннӑ, хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ. «Коновалово» парка 3 миллион та 281 пин тенкӗпе ҫӗнетнӗ. Ӗҫе «Хулара хӑтлӑ пурнӑҫ тӑвасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Проект халӑх шухӑшне шута илме май парать. Ҫынсем хулари хӑш объекта ҫӗнетмеллине суйлама пултараҫҫӗ. Халӗ ҫӗнӗ те хӑтлӑ парка ашшӗ-амӑшӗ, ачисем хаваспах канма ҫӳреҫҫӗ. Унта шӑпӑрлансене ярӑнмалли чуччусем, тӑвайккисем вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкарти «Ҫӗнӗ сала» автостанцие мӗнле шӑпа кӗтет? Унччен вӑл Чӑвашавтотрансӑн пулнӑ. Аса илтерер: предприяти панкрута тухнӑ. Автостанци шӑпине юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче кредиторсем татса парӗҫ. Ӑна хупма та пултарӗҫ. Унашкал йышӑну пуласса ЧР Транспорт министерстви тата Шупашкар хула администрацийӗ хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем автобуссене ӑҫта вырнаҫтарасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Автостанци чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупӑнасси пирки те сас-хура тухнӑ. Ку хыпар суя е чӑн пулнине вӑхӑт иртсен курӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Шупашкарта район тата хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртнӗ. «cheb.media сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ЧР строительство, архитектура тата ЖКХ министрне Владимир Михайлова ӗҫрен кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Министр ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясшӑн-мӗн. Анчах ку татӑклӑ йышӑну мар-ха, мӗншӗн тесен отставкӑна каяссине РФ Строительство министерствипе татса памалла. Канашлура Владимир Михайловӑн икӗ доклад тумалла пулнӑ. Пӗрремӗшӗ – хытӑ комуналлӑ ҫӳп-ҫапа пырса тивекенни. Иккӗмӗшӗ – «Хулари хӑтлӑ пурнӑҫа тӑвасси» федераци проектне Чӑваш Енре 2018 ҫулта пурнӑҫласси ҫинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти стройкӑсенчен пӗринче пысӑк инкек пулнӑ. Унта тӑпра ишӗлсе аннипе икӗ ҫын вилнӗ. Стройкӑри инкек 10 сехетсенче пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте 2 рабочи вилнӗ. Объект Семенов урамӗнчи 2-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫне «Монолит Плюс» организаци пурнӑҫланӑ. Рабочисем ҫумӑр шывӗ юхса каймалли траншейӑна чавнӑ. Инкек тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тишкереҫҫӗ. Унта сӑмах строительство ӗҫне пуҫланӑ чух хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑнманран икӗ ҫын вилни пирки пырать. Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, инкек пирки республика Элтеперне пӗлтернӗ. Инкеке сӑлтавне вӑл Строймина, Ӗҫлев министерствине, Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине тишкерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Николаев Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫӗ Александр Николаева шанса панӑ. Чӑваш Енӗн правительствин ертӳҫин ҫумӗ регион хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене пурнӑҫлӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑнлантарнӑ тӑрӑх, яваплӑ тилхепене Александр Николаева вӑл Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫлес енӗпе пысӑк опытлӑ пулнине шута илнӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра тӑнӑҫлӑхпа хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ малти вырӑна тухса тӑрать. Регионсенче пулса пӑтӑрмахсене, Керчь хулинчи трагеди те ҫапла тума хистет-мӗн. Должноҫе шаннӑшӑн Александр Николаев республика ертӳҫине тав тунӑ, Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пукшӑртстанри Владислав Юсупов блогер Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Ҫак сӑмах-юмах тухсанах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара Пушкӑртстанри Кушнаренково районӗн судӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ӗпхӳри блогера ҫырнине суд суя тесе йышӑннӑ. Владислав Юсуповӑн хӑй маларах ҫырса хунине хуратмалла, 4 пин тенкӗ укҫа тӳлемелле. Чӑваш Ен ШӖМӗ унран 40 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ, суд 4 пинпе ҫырлахма йышӑннӑ. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫирӗм тӑваттӑмӗш сессийӗ иртет. Кун йӗркинче пӑхса тухнӑ йышлӑ ыйту шутӗнче кадрсемпе ҫыхӑннисем те пулчӗҫ. Григорий Данилова парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗнчен хӑтарасшӑн тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, паянхи сессире Григорий Данилова ку пукансӑр хӑварчӗҫ. Ӑна ӗҫрен пӑрахтарма ыйтса комитет пайташӗсенчен чылайӑшӗ ҫырнӑ-мӗн. Пушаннӑ вырӑна Александр Андреев депатат йышӑнма кӑмӑл турӗ. Комитет пайташӗсенчен пӗри ҫеҫ ӑна хирӗҫ сасӑларӗ, пӗри тытӑнса тӑчӗ. Ыттисем майлӑ пулчӗҫ. Унтан Валерий Филимонов спикер ыйтӑвне пӑхса тухрӗҫ. Вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян Чӑваш Енри тӳре-шара: ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем тата рйаонсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем ирхи тренировкӑна тухнӑ. Вӗсем Шупашкара, Атӑлӑн Мускав районӗнчи ҫыранӗ хӗррине, пухӑннӑ. Пӗрисем велосипедпа ярӑннӑ, теприсем скандинави мелӗпе утнӑ, виҫҫӗмӗшӗсем чупнӑ, тӑваттӑмӗшӗсем йӗлтӗр роллерӗ ҫине тӑнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев куна спортпа ҫыхӑннӑ хӑнӑхтарусенчен пуҫлани вӑрттӑнлӑх мар. Ӗҫе те хӑш чухне вӑл йӗлтӗрпе ҫӳрет, Ҫӗнӗ Шупашкара ӗҫлӗ инспекцие те велосипедпа кайнӑччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енри предприяти-организацисенче, учрежденисенче корпоратив спортне сарасшӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шаран ҫак енӗпе тӗслӗх кӑтартмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче министрсемпе ытти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлусенчен палӑртнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ирина Левицкая. Chuvtfoms.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗсенчен пӗри пулса малашне Ирина Левицкая ӗслеме тытӑннӑ. Ӑна ҫак должноҫе ӗнер шаннӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкернӗ май Ирина Левицкая обязательнӑй медицина страхованийӗнче чылай ҫул, чӗрӗк ӗмӗре яхӑн, тӑрӑшни палӑрчӗ. Обязательнӑй медицина страхованийӗн территорири фондӗнче вӑл пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑ. Маларах эпир сывлӑх сыхлав министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулмалли ҫынна палӑртнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынипе лару иртнӗччӗ. Унта Ирина Виноградована ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма тивӗҫ тесе йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |