Афиша
![]() Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Лидия Филиппова сӑвӑҫ, журналист, публицист, республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗ «Чун таппи» кӗнеке хӑтлавне ирттерет. Лидия Ивановнӑн ӗҫ вырӑнне юриех кайран асӑнтӑм. Ытти ҫӗрте еплине пӗлместӗп те, анчах ӗҫтешӗсем умӗнче хӑй пуҫлӑх иккенне палӑртас йӑла ҫук унӑн. Лидия Филиппова, ман шутпа, чи малтанах, — сӑвӑҫ. Чунӗ ҫемҫе пулин те ҫирӗп вӑл, кӑмӑлӗ хуҫӑлсан та шӑмарса ҫӳремест, кӳрентерсен те ҫилле вӑрах тытмасть, такӑнмалли пулсан та пуҫне усмасть. Мана вӑл хӑш чухне мифологинчи Феникс кайӑкӑнах туйӑнать: хӑйне хӑй ҫунтарать те кайран кӑмрӑкран чӗрӗлсе тӑрать. «Чун таппи» кӗнекене алла илсен ҫакӑнта эп калани чӑн пулнине вулакан хӑех ӑнланса илӗ. Унта — чун хӳхлевӗ. Унта — чун ыратӑвӗ. Унта — чун кӗрешӗвӗ. Унта — чун талпӑнӑвӗ. Унта — чун хӑвачӗ. Унта — чун таппи. Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Хӑтлава Лидия Филиппова пултарулӑх анинчи чӗрӗк ӗмӗре халалласшӑн. Поэзи уявне ирттерме хастар хутшӑнакана автор «Чун таппине» парнелеме шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Иоаким Максимов-Кошкинский Чӑваш театрӗпе киностудине йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫал, ҫурлан 30-мӗшӗнче, 40 ҫул ҫитет. Ҫав кун ЧР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем унӑн вилтӑпри ҫине кайӗҫ. Пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене тата ыттисене пӗрле пыма йыхравлаҫҫӗ. Иоаким Максимов-Кошкинский Тутарстанри Теччӗ районӗнче 1893 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти ӳнер училищинче вӗреннӗ вӑл. 1918 ҫулта Хусанта Островский пьесипе пӗрремӗш чӑваш спектаклӗ лартнӑ. 1920 ҫултанпа Шупашкарта чӑваш спектаклӗсем лартма пуҫланӑ. 1925 ҫулта вӑл кинопа кӑсӑкланма тытӑннӑ, тулли метражлӑ чӑвашла илемлӗ фильм ӳкерме пуҫланӑ. «Аслӑ пӑлхарсем», прокатра «Атӑлҫи пӑлхавҫисем», пӗрремӗш фильм премьери 1926 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче пулнӑ. Рольсене чӑваш тата вырӑс актерӗсем калӑпланӑ. Иоаким Максимов-Кошкинский репрессие лекнӗ. Ҫавна пулах вӑл ӳкернӗ чӑвашла илемлӗ фильмсенчен чылайӑшӗ упранса юлман. Вӑл 1975 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Ӑна Шупашкарти Б.Хмельницкий урамӗнчи масарта пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Дмитрий Барышов тунӑ сӑн Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне палла тӑвиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Ун чухне тӗрлӗ мероприяти ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Кашни ҫулах шупашкарсене уявпа саламлама эстрада ҫӑлтӑрӗсем килеҫҫӗ. Хальхинче Шупашкар сцени ҫинче кам юрлӗ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ уява кам килесси паллӑ пулнине пӗлтерет. Хальхинче шупашкарсене «Звери» ушкӑн юрӑсемпе савӑнтарӗ. Ҫӑлтӑрсем Хӗрлӗ лапамри сцена ҫинче юрлӗҫ. Концерт ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() ИФФ-22-75 ушкӑн студенчӗсем 1975 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче ушкӑн йӗркеленнӗ, ялсемпе хуласенче ӳснӗ хӗрпе каччӑсем пӗлӳ шыраса, «Пӗлӳ кутамкка мар, хулпуҫҫинчен уртӑнмасть» каларӑша тӗпе хурса студентсен ретне кӗнӗ. Пилӗк ҫултан вӗсем вӗренсе пӗтерсе аслӑ шкултан ӑстасем пулса тухнӑ. Унтанпа 35 ҫул иртнӗ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ИФФ-21-75, ИФФ-22-75 ушкӑнсем хӑйсен ӗмӗт-тӗллевӗсем мӗнлерех ҫитсе пынине палӑртма тӗл пуласшӑн. Кӑмӑл пуррисене И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Е» ҫурчӗ умне 11:00 сехет тӗлне пухӑнма ыйтаҫҫӗ. Йӗркелӳ ушкӑнӗн ҫыхӑну номерӗ: 8-919-658-44-99 (Леонид Порфирьевич). Ҫак ушкӑнсенче вӗреннӗ ҫамрӑксем хушшинче паллӑ ҫынсем те пур: Андреева (Блинова) Евдокия Александовна (ЧППУ деканӗ пулса), Смирнова (Рахмулина) Надежда Григорьевна («Хыпар» хаҫат ӗҫченӗ), Ильин Леонид Иванович (радиора ӗҫлесе, вӑхӑтсӑр пирӗнтен уйрӑлнӑ), Ержакова Нина Клеменьтева (хасӑт-телекуравра ӗҫленӗ) тата ыттисем. Нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫ ҫулне шкулсене тытнӑ — ачасене пӗлӳ панӑ. |
Афиша
![]() Азербайджанри Сабир ялӗ / Яндекс картти Тепӗр уйӑхран, утӑн 5-мӗшӗнче «Чунҫӳрев—I/ХХ» ҫула тухмалла, 26-мӗш хут йӗркеленекенскер кӑҫӑл Азербайджан ҫӗрне ҫитесшӗн. Чунҫӳреве йӗркелекен Ултиар Цыпленков каласа кӑтартнӑ тӑрӑх кӑҫалхи маршрут ҫапларах пулӗ: утӑн 5-мӗшӗнче ирхине ҫула тухмалла; вӑл кунах каҫхи Ӗренпур облаҫӗнчи Грачевка районне кӗрекен Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнеигнашкино) ялне ҫитмелле; тепӗр кунне Самар тӑрӑхӗнчи Ҫӑлкуҫ ялне кӗрсе тухма палӑртаҫҫӗ; малалла вара Калмӑксен ҫӗрӗн тӗп хулинче Элистара, Дагестанри Буйнаксра лартнӑ юпа патӗнче, Дербентра чарӑнӗҫ. Азербайджан ҫӗрне ҫитсен чӑвашсен несӗлӗсем пурӑннӑ вырӑнсене кайса курас шухӑшлӑ — Сабир (Шемах районӗ) тата Быгыр (Гекчай районӗ) ялӗсене. Кунта, паллах, пӗтӗмпех вырӑнтисенчен килет — ӑҫта илсе ҫитерейреҫҫӗ ҫавӑнта ҫитсе курӗҫ. Каялла килнӗ чухне вара чунҫӳревҫӗсем Пенза чӑвашӗсем патне кӗрсе тухас шухӑшлӑ. Ҫулҫӳрев пурӗ 12 куна кая мар тӑсӑлӗ. Чунҫӳрев хакӗ пӗлтӗрхинчен йӳнӗрех пулмалла. Хальлӗхе аслисенчен 13 пин, студентсенчен 5–6 пин пуҫтараҫҫӗ. Ҫула пӗр автобуспа кӑна тухма палӑртаҫҫӗ, темиҫепе тухни чунҫӳреве самай йывӑрлатни пирки пӗлтерет Олег Михайлович. |
Афиша
![]() Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче «Долгое время» документлӑ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна 2012 ҫулта Егор Гайдар вилнӗ хыҫҫӑн ӳкернӗ. Ӑна пушӑн 19-мӗшӗ валли, Егор Тимурович 54 ҫул тултармалла пулнӑ чухне, хатӗрлесе пӗтернӗ. Алексей Кудрин вице-премьер, Роснано пуҫлӑхӗ Анатолий Чубайс, экономика экс-министрӗ Андрей Нечаев тата ыттисем экономика реформисем епле ҫуралнине аса илеҫҫӗ. Гайдарӑн пӗрремӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ ачисем Мария тата Петр ашшӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Фильмра Егор Гайдарӑн хваттерӗне те ӳкернӗ. Вӑл Борис Ельцинпа кӳршӗллӗ пурӑннӑ. Фильма Егор Гайдарпа тунӑ интервьюсене кӗртнӗ. Ӑна темиҫе ҫул каяллах ӳкернӗ-мӗн, анчах вӑл экран ҫине тухман. Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче пурне те 119-мӗш пӳлӗмре 15 сехетре кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Вика Цыганова Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре концерт иртӗ. Хальхинче Чӑваш Республикин тӗп хулине РФ тава тивӗҫлӗ артистки Вика Цыганова килӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче палӑрнӑ ҫӑлтӑр Шупашкар сцени ҫинче юрӑсем шӑрантарнӑ. Вика Цыганова эстрада тата патриотлӑх юррисен жанрӗнче ӗҫлет. Ӑна халӑх юрӑҫ пек кӑна мар пӗлет. Вика Цыганова ыркӑмӑллӑх ӗҫӗпе те тӑрӑшать. Вика Цыганова шалти ҫарсен салтакӗсене, тӑлӑх ачасене, сусӑрсене концертсем кӑтартнӑ. Вӑлах Афганистанра ывӑлӗсене ҫухатнӑ амӑшӗсене пулӑшакан акцисене хутшӑннӑ. Цыганова Чечняра та пӗрре мар пулнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Крыма пӗрре мар ҫитнӗ. Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра Вика Цыгановӑн концерчӗ 19 сехетре пуҫланӗ. Ӑна славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунне халаллӗҫ. Уява ҫулсерен ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче тутарсем хӑйсен наци уявне Сапантуя паллӑ тӑвӗҫ. ЧР правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Чӑн-чӑн праҫник пулӗ-мӗн. Унтан пурте наци вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ: шӑчӑ ҫине хӑпарӗҫ, михӗсемпе чупӗҫ, куҫ хупса куршак ҫӗмӗрӗҫ, вӗрен туртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе чыслӗҫ. Уяв кунӗнче кану паркӗнче тутар апат-ҫимӗҫне сутакан павильонсем ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех алӗҫӗсене туянма та май пулӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем наци юррине юрлӗҫ, ташлӗҫ. Мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Ку вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканал эфирӗнче Дмитрий Киселевӑн «Вести недели» автор программинче Чӑваш Республикине халалланӑ ятарлӑ репортаж тухӗ. Телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулса курнӑ. Вӗсем унта хресчен фермер хуҫалӑхне, акушер пунктне кӗрсе тухнӑ. Кунсӑр пуҫне федераци телеканалӗн телекамера объективне Шупашкарти федераци травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ, Трактор савучӗ, «Олимпийский» стадион, Чӑваш драма театрӗ тата ыттисем лекнӗ. «Вести недели» вырсарникун эфира каҫхи 8 сехетре тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сцена ҫине премьера кӑларӗ. Вӑл — чӑваш музыкин классикӗн А.Асламасӑн «Прерванный вальс» опери. Концерт постановки ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулӗ. Ҫынсен кӑмӑлӗ пирки опера пирӗн халӑхӑн сӑваплӑ паттӑрлӑхӗ пирки тепӗр хутчен аса илтерӗ. Сцена ҫине ҫав кун ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Андрей Николаев тата Светлана Ефремова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Сергей Кузнецов, Константин Москалев, Максим Корсаков, театрӑн симфони оркестрӗ тухӗҫ. Кӑна сцена ҫине 1963 ҫулта театр йӗркелӳҫи тата пӗрремӗш режиссерӗ Борис Марков кӑларнӑ ӗнтӗ. Ҫынсен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхӗ опера тӑршшӗпех палӑрать. Ҫавӑнпа театр ушкӑнӗ ӑна сцена ҫине тепӗр хут кӑларма шухӑшланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |