Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Афиша

Афиша
tgf.kto72.ru сайтри сӑн
tgf.kto72.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Республика кунӗнче хула ҫыннисемпе хӑнисене Раҫҫейри паллӑ юрӑҫсем савӑнтарасси йӑлана кӗнӗ.

Хальхинче кам килӗ? Вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: Viva ушкӑн. Унта пилӗк арҫын юрлать.

Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкарта вара уявра «Краски» ушкӑн юрлӗ. Вӑл 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче палӑрнӑ.

Аса илтерер: Республика кунӗнче фейерверксен "Асамат" фестиваль те пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/87972
 

Афиша

Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ юрӑҫсем сцена ҫине тухассине пӗлтернӗччӗ. Ун чухне камсем килессине каламанччӗ.

Вӑрттӑнлӑха уҫнӑ. Спутник хула ҫыннисене "Краски" ушкӑн савӑнтарӗ. Вӑл каҫхине Атӑл хӗрринчи лапамра юрлӗ.

Палӑртмалла: 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче анлӑ сарӑлнӑ ушкӑнра ун чухнехи юрӑҫсенчен нихӑшӗ те юлман. Пурте - ҫӗнӗ ҫынсем.

 

Афиша
Дмитрий Пулатов телеграм-каналӗнчи сӑнӳкерчӗк
Дмитрий Пулатов телеграм-каналӗнчи сӑнӳкерчӗк

Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар сцени ҫинче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ юрлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов пӗлтернӗ.

Ҫавӑн пекех хула ҫыннисене "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале, "Виҫӗ хӗвел" этно-фестивале хутшӑнакан пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ. Уяв ташӑ каҫӗпе тата фейерверкпа вӗҫленӗ.

Сӑмах май, Химик кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара "Уматурман" килнӗ. Кам килессине ун чухне уявчченех вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Хальхинче те хӑш юрӑҫ килессине пӗлтермен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/novpulatov
 

Афиша

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Химик кунне паллӑ тӑвӗҫ. Мероприяти 13 сехетре Атӑл хӗрринче пуҫланӗ та 22 сехетре салютпа вӗҫленӗ.

13-16 сехетсенче ачасем валли программа пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах пултарулӑх коллективӗсем юрлӗҫ-ташлӗҫ. 19-20 сехетсенче кавер-ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 20-21 сехетсенче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ концертпа савӑнтарӗ. Анчах кам килессине «Химпром» вӑрттӑнлӑхра тытать.

Салют хыҫҫӑн 1 сехет ташӑ каҫӗ пулӗ.

 

Афиша
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисткине, чӑваш халӑх артисткине Тамара Чумаковӑна асра тытса пуҫтарӑнӗҫ.

Ҫав каҫ театр солисчӗсем, хорӗ тата симфони оркестрӗ куракансене тӗрлӗ хайлавпа савӑнтарӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче «Травиата», «Нарспи», «Кармен», «Мадам Баттерфляй», «Царская невеста», «Риголетто», «Севильский цирюльник», «Сильва», «Евгений Онегин» оперӑсенчи сыпӑксем янӑрӗҫ. Иккӗмӗш пая Герман Лебедев, Филипп Лукин, Федор Васильев, Анисим Асламас, Григорий Хирпӳ, Геннадий Максимов музыкинчен йӗркелӗҫ.

Астӑвӑм каҫне Иван Николаевпа Елена Гунина ертсе пырӗҫ. Режиссер-постановщикӗ – Анатолий Ильин.

 

Афиша

Вырсарникун, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканалта Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма Чӑваш Енри баянист Егор Матвеевский хутшӑнӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланать.

Егор Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче вӗреннӗ. Вӑл Чӑваш эстрадинче те палӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82970
 

Афиша

Ыран К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулӗ. Сцена ҫине «Мӑнаккасем» камит тухӗ.

Спектакле Александр Коровкин пьеси тӑрӑх Алексей Герасимов режиссер хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашла Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, ҫыравҫӑ тата журналист Галина Антонова (Матвеева) куҫарнӑ.

Трагикамитри ӗҫ-пуҫ ӗлӗкхи ҫурт, унта пурӑнакансем тавра пулса иртет. Аппӑшӗпе йӑмӑкӗн пурлӑхне хапсӑнакан чылай. Ӑна тӳре-шара та, тӑванӗсем те хапсӑнаҫҫӗ.

Спекатклӗн вырӑсла синхронӗ пулӗ, ӑна «Пушкин карттипе» те курма пулать. Драма театрӗнче куракансен ыран 18 сехет ҫурӑра кӗтеҫҫӗ.

 

Афиша
kanashen.ru сайтри сӑн
kanashen.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 62-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Унӑн алӑкӗ 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗрремӗш хут уҫӑлнӑ. Ун чухне Федор Васильевӑн "Шывармань" наци оперине лартнӑ.

Ҫуралнӑ кун ячӗпе ыран оперӑпа балет театрӗнче гала-концерт пулӗ. Унта театрӑн опера тата балет, симфони оркестрӗн солисчӗсем хутшӑнӗҫ.

Ку таранччен театрта 160 ытла опера балет, оперетта, мюзикл, ача-пӑча спектаклӗ, юрӑ-кӗвӗ камичӗ лартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79239
 

Афиша

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Чӑваш Енри узбексен культура центрӗ» общество организацийӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче узбек кӗввисен каҫне ирттерет.

Концерт программине Узбекистанри патшалӑх филармонийӗн Ташкентри филиалӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ: Авазбек Усмонов, Камалхаджа Икбалов, Юлдуз Абдурахмонова, Азиза Мамадалиева, Темурбек Турсунов и Маъруфжон Кодиржонов, Чарос Акилова тата Мафтуна Тошмухамедова. Хисеплӗ хӑна та килсе ҫитӗ. Вӑл – Узбекистанӑн Хусанти тӗп консулӗ Фариддан Насриев.

Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗме пулать.

 

Афиша

Паян «Чӑваш халӑх сайчӗ» вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пӑрахма пултарӗ. Ку техникӑлла ӗҫсемпе ҫыхӑнӗ: сайт вырнаҫнӑ сервера улӑштаратпӑр.

Эпир усӑ куракан хостера — «Инфобокса» — «Rusonyx» хостер туяннӑ. Вӗсем Инфобоксӑн инфраструктури кивӗ тесе ӑна ҫӗнетесшӗн, ҫавна май пире ҫӗнӗ вырӑна куҫараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем